Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Янӑшра Элтеперӗн ҫуралнӑ кунӗнче унӑн сӑнне ӳкернӗ эрех кӗленчи салатнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 10.01.2015 19:20 | 1459 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче 15 сехетре оперативниксем 6 ҫынна тытса чарнӑ. Вӗсене ЧР Элтеперне ӳкернӗ эрех кӗленчи салатнӑшӑн айӑпласшӑн.

Пакунлисем пӗлтернӗ тӑрӑх, паллӑ мар ҫынсем Янӑш ялӗнче Михаил Игнатьева сӑнлӑ кӗленчесем салатнӑ. Шалта вара — эрех. Икӗ урапана тытса чарнӑ. Водительсене тата пассажирсене тӗпчеме палӑртнӑ.

Тытса чарнисенчен виҫҫӗшӗ Нефтюганск хулинче регистрациленнӗ. Ыттисем — Чӑвашра. Ханты-Манси автономи округӗнчи ҫынсем кунта епле майпа тата мӗн тӗллевпе ҫитнӗ? Ҫитменнине, Михаил Игнатьевӑн тӑван ялне, Янӑша, унӑн ҫуралнӑ кунӗнче ҫитнӗ. Мӗн тума? Ыйтса тӗпчӗҫ.

«Хӑнасем» Чӑваша ӗҫ шырама килнине ӗнентереҫҫӗ. Шупашкарта хваттер тара тытнӑ, урапана та тара илнӗ-мӗн.

Пакунлисене Нефтюганск ҫыннисем чаплӑ урапапа ӗҫ шырани тӗлӗнтернӗ. «Ҫыхӑнура» халӑх тетелӗнчи страницисенче кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗсем унти масс-медиасенчен ӗҫлеҫҫӗ.

Чӑвашри ҫынсем ыйтса тӗпченине хирӗҫленӗ. Пӗри усламҫӑ пулнине, Ҫӗнӗ Шупашкарта суту-илӳ точки пулнине пӗлтернӗ. Янӑша пӗлӗшӗ ҫул кӑтартма чӗннӗ-мӗн.

Янӑшсем Элтепер сӑнӗллӗ кӗленчесене вӗсене тыттарнине ҫирӗплетнӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫавсем килӗсене кӗнӗ, кӗленче тыттарнӑ та сӑн, видео ӳкернӗ.

#Янӑш, #политика, #пӑтӑрмахсем, #Нефтюганск, #эрех, #Шупашкар районӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/75109
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем