Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Район юбилейӗ ячӗпе ҫавра сӗтел пухнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 11.01.2015 20:57 | 1698 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

2015 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче Красноармейски районӗ 80 ҫул тултарнӑ ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ. 1935 ҫулта район Трак районӗ ятпа йӗркеленнӗ, 1940 ҫулта унӑн ятне улӑштарса ӑна Красноармейски районӗ ят панӑ. Халӗ районти 9 ял тӑрӑхӗнчи 89 ялта 15,2 пин ҫын пурӑнать. Ҫавра сӗтел тавра районти предприяти пуҫлӑхӗсем, шкул тата культура ҫурчӗсен ертӳҫисем, райадминистраци ӗҫченӗсем тата ытти чылай ҫын хутшӑннӑ.

Пухӑва районти вӗренӳ пайӗн ертӳҫи Алексей Васильев уҫнӑ. Алексей Иванович пухӑннисене район кун-ҫулӗн паллӑ пулӑмсемпе паллаштарнӑ, район историйӗнче сумлӑ ят хӑварнӑ паттӑрсем ҫинчен, районта юлашки ҫулсенчи тунӑ ҫитӗнӳсем пирки чарӑнса тӑнӑ.

Ҫавра сӗтел хӑнисем «Трак ен — 80 ҫулта» хӑтлавпа (презентаципе) паллашнӑ.

Пухӑва районпа тантӑш ентеше те чӗннӗ. Яковлев Иосиф Яковлевич ӗҫ ветеранӗ шӑпах 1935 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗнчи Кушар ялӗнче ҫуралнӑ.

2015 ҫулта районта ҫуралнӑ пӗрремӗш ачан ашшӗ-амӑшне — Прокопьев Константин Александрович ҫурални ҫинчен свидетельство панӑ.

Пухӑннисем умӗнче тӗрлӗ ҫулсенчи район ертӳҫисем — С.И. Железин, А.П. Никитин, Красноармейски районӗн Хисеплӗ гражданинӗ, ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗ Михаил Прохорович Прохоров сӑмах каланӑ. Николай Ершов таврапӗлӳҫӗ хӑй ҫырнӑ сӑвӑпа паллаштарнӑ.

Районта ҫӗнӗ энциклопеди кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Унӑн тӗп редакторӗ Виталий Михайлов энциклопеди кӑларас ӗҫ еплерех пыни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Пухӑннисене Красноармейски тата Чатукасси ял тӑрӑхӗнчи артистсем хитре юрӑ-кӗвӗпе савӑнтарнӑ.

Сӑнсем (27)

#Красноармейски, #Красноармейски районӗ, #юбилейсем, #ҫавра сӗтелсем, #Кушар, #Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗ, #Чатукасси ял тӑрӑхӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем