Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫемье — яланах обществӑн чи пӗлтерӗшлӗ тытӑмӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа та Ҫӗмӗрле хула кунне ҫамрӑк ҫемьесем хутшӑнакан мероприятисене ирттерессинчен уҫнӑ.

Социаллӑ политика ыйтӑвӗпе ӗҫлекен администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн ертӳҫи Осипоа Л.В. Ҫӗмӗрле ҫыннисемпе, хӑнасене уяв ячӗпе саламланӑ тата Федуловсен, Федоросен, Чувихинсен, Беловыхсен кил-йышне пурӑнмалли кил-ҫурта туяннӑ ҫӗрте пысӑк пулӑшу кӳрекен сертификатсене алла тыттарнӑ.

Ку савӑнӑҫлӑ чыслав хыҫҫӑн «Пӗрле савӑнӑҫлӑ» ятпа ҫӳрекен ҫамрӑк ҫемьесен фестивалӗ уҫӑлнӑ. Унта хӑйсен шӑпӑрланӗсемпе пурӗ 6 ҫемье хутшӑннӑ пулнӑ. Тӗрлӗ енле ӑмӑртусенче хутшӑнса пур ҫемье те хӑйсен туслӑхне, ҫирӗплехне тивӗҫлӗ кӑтартса панӑ.

 

«Ҫумӑр ҫӑвать, ҫумӑр ҫӑвать, ҫумӑр ҫӑвать ман ҫине, Эп йӗпентӗм, эп йӗпентӗм, эп йӗпентӗм ҫумӑрпа», — Валентина Кузнецова шӑрантаракан ҫак юрӑ сӑмахӗсене паян Шупашкар хула ҫыннисен пӗр вӗҫемсӗр шӑрантармалли ҫеҫ юлнӑ. Мӗншӗн тесен паян хулана шалкам ҫумӑр шӑвӑрмаллипе шӑварнӑ. Кӑнтаралла ҫанталӑк ӑшӑтса янине пула ҫынсем тулалла ҫӳхе тумсемпе, сунчӑксем илмесӗрех тухса кайнӑ, ҫавӑнпа та вӑйлӑ ҫӑвакан ҫумӑртан чи малтанах вӗсем шар курнӑ.

Ҫынсем йӗпеннисӗр пуҫне хула урамӗсем те шыв айне пута пуҫланӑ. Сӑмахран, 16:00 сехетсем тӗлнелле вӑйлӑ ҫумӑра пула «Гостелло» чарӑну таврашӗнчи ҫул тӑрӑх ҫынсен кӑна мар урапасен те ҫӳреме май килмен. «Мир Луксор кинотеатр» чарӑну ҫывӑхӗнче те урапа ҫулӗ тӑрӑх юхакан шыва пула ҫынсен ҫул урлӑ урасане йӗпетмесӗр каҫайман.

Ҫанталӑкӗ чӑннипех те япӑх пулин те ҫапах та ҫак ҫумӑрлӑ куна ҫынсене, вӗсен пурлӑхне пӗлтерӗшлӗ шар кӑтартман тесе шанас килет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/65347
 

Ҫӗмӗрлере «хаяр» шӗвӗк таврашне вӑрттӑн сутакан бутлегерсен (спирт таврашне сутакансем) ушкӑнне тытнӑ пулнӑ. Кун ҫинчен авӑнӑн 6-мӗшӗнче республикӑри РФ СК пресс-служби пӗлтернӗ.

Йӗрлев ҫирӗплетнӗ версийӗ тӑрӑх, 2011 ҫулта 45 ҫулхи Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан 45 ҫулхи арҫын саккун йӗркине пӑсакан ушкӑна йӗркеленӗ. Вӑл самогон таврашне туса кӑлармалли тата сутмалли хӑйне майлӑ хуҫалӑх йӗркелесе янӑ — ҫак ӗҫе икӗ арҫынпа тата тӑватӑ хӗрарӑма явӑҫтарнӑ. Йӗрлев комитетӗнче палӑртнӑ тӑрӑх спирт шӗвӗкӗ ҫын сывлӑхӗпе пурнӑҫне сийӗн кӳме те пултарнӑ.

Ушкӑнӑн ӗҫӗ-хӗлӗ темиҫе кун каялла ҫиелле тухнӑ. Ухтару ӗҫӗсене ирттернӗ чухне «производительсем» туса кӑларнӑ 600 литр самогона тупнӑ. Халӗ ӑна хими экспертизине микропримесь тӗлӗшӗнчен наркӑмӑшлӑхе тӗпчесе пӗлме янӑ.

Бутлегерсене хирӗҫ вара пуҫиле ӗҫ пуҫарса янӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1277.html
 

Вырсарникун, авӑнӑн 22-мӗшӗнче Раҫҫейре Чупу кунӗ иртет. Ҫак куна халаласа республика тӗп хулинче «Наци кросӗ-2013» ирттерме палӑртнӑ.

— Кӑмӑл пур пулсан старта пурте тухма пултараҫҫӗ, — пӗлтереҫҫӗ хула администрацийӗн пресс-службинче.

Авӑнӑн 22-мӗшӗнче ирхи 8:30 сехетсенче чупӑва хутшӑнакансен регистрацийӗ иртет. Мэрире палӑртнӑ тӑрӑх кроса хутшӑнма кӑмӑл тӑвакансем малтанах, электронлӑ майпа регистрациленме пултараҫҫӗ.

«Наци кросне» 11:30 сехетре уҫма палӑртнӑ. Пӗрремӗш старта, Раҫҫейӗн ытти кӗтесӗсенчи пекех 12:00 сехетре парӗҫ.

Яланхи пекех «Наци кросӗн» ҫӗнтерӳҫисене медальсемпе, дипломсемпе тата асӑнмалӑх парнесемпе чыслӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх мероприяти Шупашкар хулан кӳлмекӗнче иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/65286
 

Республикӑри ШӖМ ӗҫенӗсем кӗҫех культура йӗркине пӑснӑ ведомство тулашӗнчи хурал ӗҫченӗсене хирӗҫ пуҫарса янӑ ӗҫӗн тӗрӗслевне вӗҫленӗ пулнӑ. Кун ҫинчен авӑнӑн 5-мӗшӗнче ведомство тетелӗнче пӗлтернӗ.

Ирттернӗ тӗрӗслевре вара ҫакна тӗпчесе пӗлнӗ: ҫурлан 29-мӗшӗнче каҫкӳлӗм еннелле икӗ полици ӗҫченӗ Шупашкарти Пролетари урамӗнчи 27-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче каҫхи хурала ирттернӗ чухне хӗвел ҫаврӑнӑшне шӗкелчесе 10 минутлӑх «тӑхтав» ирттерес тенӗ, хупписене вара вӗсем ҫул ҫинех сурса тӑнӑ имӗш.

Йӗрке хуралҫисен лайӑхах мар ӗҫӗ ҫинчен Тӗнче тетелне кӑларнӑ видеона пула пӗлнӗ иккен. Министерствӑра икӗ полици ӗҫченӗн культурсӑрлӑхне Раҫҫейри ШӖМ управленийӗ йышӑннӑ пӑхӑнма ыйткан приказа пӑснӑ тесе ҫирӗплетнӗ. Ҫапла майпа видеора «палӑрнӑ» икӗ полици ӗҫченӗ, вӗсен 5 ертӳҫине ҫирӗп дисциплинарлӑ яваплӑх тытарма йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1275.html
 

Яков Мульдияров
Яков Мульдияров

Томскӑн ҫӗнӗ мэрне палӑртассипе васкавлӑ суйлавне юпан 13-мӗшӗнче ирттерме йышӑннӑ. Ку ҫирӗплетӗве хулан малтанхи мэрӗ Николай Николайчук отставкӑна тухнӑ хыҫҫӑн палӑртнӑ иккен. Суйлавра хӑйсен кандидатурине кӑларма шутланӑ ҫынсен регистраци валли Томскра пурӑнакан 0,5% ҫынсен — сахалтан та 1 812 алӑ пусни — пуҫтармалла пулнӑ. Мэр вырӑнне ларма шут тытнӑ кандидатсен йышӗ 15 те ҫитнӗ.

Анчах вӗсенчен 8-шӗ кӑна суйлава хутшӑнма тивӗҫлӗ пулса тӑнӑ. Ҫавсен шутне «Раҫҫей хулисем» политика партийӗ элчи, «Ҫӗпӗр халӑхӗсен ассамблея» суту-илӳ ӗҫне туман партнерствӑн пайташӗ, «Чӑваш Ен» чӑваш наци-культура автономийӗн ертӳҫи, Томск облаҫӗнчи обществӑлла палатӑн IV чӗнӗвӗн пайташӗ Яков Мульдияров та кӗнӗ. Хальхи вӑхӑтра 62 ҫулхи кандидат Томск ҫумӗнчи Кисловка поселокӗнче пурӑнать, хӑй вара вӑл Тутарстан Республикинче Элмет районӗнчи чӑваш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Яков Мульдияров аслӑ пӗлӳ илнӗ вӑйпитти арҫын, хӑйӗн арӑмӗпе вӑл ывӑлпа хӗр ӳсстерсе ура ҫине тӑратнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/65306
 

Раҫҫей спорт министерстви пуҫарса янӑ «Эпӗ спорт суйлатӑп» пӗтӗм Раҫҫей акцине паян Чӑваш Республики те хутшӑннӑ. Ҫак акци теллӗвӗ — ачасемпе ҫамрӑксене спортпа туслаштарасси.

Ҫак кунсенче республикӑри спорт шкулӗсенче «Уҫӑ алӑксен кунӗсем» иртеҫҫӗ. Ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем валли мастер-классем, кӑтартуллӑ вылявсем, ашшӗ-амӑшсен пухӑвӗ, АҪСШ чи хастар тренерсемпе «ҫаврака сӗтӗлсем» ирттереҫҫӗ. Тренерсемпе спорт шкулӗсен ӗҫченӗсем кӑмӑл тӑвакансене кирлӗ инфомаципе тивӗҫтерӗҫ тата спорт учрежденийӗсене ачасене илессипе малтанхи йышӑнӑва тӑвӗҫ.

Планланӑ тӑрӑх «Эпӗ спорт суйлатӑп» акци пынӑ вӑхӑтра республика таврашӗнче 200 ытла яхӑн мероприяти ирттерме палӑртнӑ, вӗсенче вара 30 пин яхӑн ача хутшӑнӗ.

 

Ку инкек Омск облаҫӗнчи Пысӑк Уки ялӗ ҫывӑхӗнче сиксе тухнӑ пулнӑ. Чӑваш Республикинче пурӑнакан 31 ҫулхи арҫын асӑннӑ тӑрӑхра ытти ӗҫченсемпе пӗрле вӑрман каснӑ.

Авӑнӑн 5-мӗшӗнче, смена вӗҫленнӗ вӑхӑталла пирӗн ентеш хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ. Пӗрлӗ ӗҫлекенсене вӑл кӑнтӑрлахи вӑхӑтра ӑна икӗ сӑвӑслан ҫыртни ҫинчен пӗлтернӗ. Хурт-кӑпшанкӑсене пула хавшанӑ арҫына тӳрех урапапа район пульницине илсе кайнӑ. Шел пулин те ентеш пурнӑҫне упраса хӑварма май лекмен, вӑл пульница ҫитмесӗрех ҫул ҫинче вилсе кайнӑ.

— Ҫирӗплетмен верси тӑрӑх арҫын анафилактика шокне пула вилсе кайма пултарнӑ. Чӑн сӑлтавӗ вара суд-медицина экспертизине ирттерсен паллӑ пулӗ, — пӗлтерет Омск облаҫри йӗрлев управленийӗн ӗҫченӗ Лариса Болдинова.

Паянхи кун ҫак ӗҫ-пуҫпа йӗрлев умӗнхи тӗрӗслеве ирттереҫҫӗ, ун тӑрӑх вара процессуллӑ йышӑнӑва ҫирӗплетӗҫ.

 

Паян, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ хулин тӗп стадионӗнче массӑллӑ «Ҫӑлтӑрпа зарядка» иртнӗ. Сывлӑха ҫирӗплетекен меропритие сывлӑхлӑ пурнӑҫа кӑмӑллакансем — ача пахчин шӑпӑрланӗсем, шкул ачисем, студентсем, сывлӑха сыхлакан, вӗренӳ, обществӑлла организаци отраслӗсен ӗҫченӗсем — хутшӑннӑ пулнӑ.

«Ҫӑлтӑрпа зарядка» массӑллӑ мероприятие Ҫӗрпӳ районӗн администраци пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов уҫнӑ пулнӑ. Вӑл пурне те спортпа туслӑ пулма, сывлӑхлӑ пурнӑҫпа пурӑнма чӗнсе каланӑ.

Сывлӑха ҫирӗплетекен акцие хутшӑнакан 2 пин ҫынна бокс спорт тӗсӗн Тӗнче, Европа чемпионӗ Валерий Львов тата хӑйӗн вӗренекенӗсемпе хулана ҫитнӗ республикӑри спорт-сывлӑха ҫирӗплеткен аэробикӑпа фитнесӑн федераци президенчӗ Оксана Дьячук килни хытах савӑнтарнӑ. Вӗсем тӗрлӗ хусканусем кӑтартнӑ, зарядкӑна пуҫтарӑннӑ халӑх вара ҫав хусканусене туса пынӑ.

Ҫанталӑкӗ те паян Ҫӗрпӳ хулан ҫыннисене савӑнтарас тенӗ. Хӗвел ӑшшипе зарядкӑна хутшӑнакансем эрнелӗхе хастарлӑха пухнӑ. Юлашкинчен вара ҫынсем ҫакӑн йышши акцийӗ час-часах ирттермелли ҫинчен калаҫса татӑлнӑ.

 

Нумаях пулмасть Ҫӗмӗрле хула кунне халаласа хулан2-мӗш вӑтам шкулти 7«а» класс вӗренекенӗсем хушшинче таврапӗлӳ турнирӗ иртнӗ. Турнира хулари С.Я. Маршак ячӗлле 1-мӗш вулавӑш ӗҫченӗсем йӗркеленӗ пулнӑ. 7«а» класс ачисем (класс ертӳҫи Рябкина Е.А.) 3 ушкӑна пайланса И.В Зубрилина вулавӑш ӗҫченӗ хатӗрленӗ ыйтусем ҫине хуравсем пама тӑрӑшнӑ. Ыйтусем вара хула пуҫланса кайнин тата хута янин историйӗпе, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи хулан паттӑрлӑ ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ.

Турнир пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх ачасем хулан авалхи историне лайӑх пӗлнине кӑтартнӑ, хальхи истори ҫеҫ вӗсенче иккеленӳлӗх ҫуратнӑ. Ҫапла майпа жюри членӗсем хакланӑ тӑрӑх пӗрремӗш вырӑна никама та парас темен, иккемӗш вырӑна вара «Шумерлиночка» тата «Сурские зори» ушкӑнсем пӗр-пӗрипе пайланӑ, виҫҫӗмӗш вырӑна «Черемуха» ушкӑн тивӗҫнӗ пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3240, 3241, 3242, 3243, 3244, 3245, 3246, 3247, 3248, 3249, [3250], 3251, 3252, 3253, 3254, 3255, 3256, 3257, 3258, 3259, 3260, ... 3614
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 24

1937
87
Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1942
82
Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ.
2014
10
Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...