Ҫӗнӗ Шупашкар хулин темиҫе шкулне, вӗсен йышӗнче пирӗн 3-мӗш шкула та ачасем чирленине пула вӑхӑтлӑха карантина хупрӗҫ. Учительсене вӗренӳнчен пушанса кӑшт сывлӑш ҫавӑрса илме пушӑ вӑхӑт тупӑнчӗ.
Пирӗн шкулта сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыраҫҫӗ. Чылайӗшӗ спортпа физкультурӑпа туслӑ. Шкулта сывлӑх кунӗ иртесси йӑлана кӗнӗ. Карантин кунӗнче шкул директорӗ Любовь Александровна сывлӑх кунне ирттерме сӗнчӗ. Пурте ырӑ сӗнӗве хаваспах йышӑнтӑмӑр.
Тепӗр кунне пурте йӗлтӗр илсе Тӗкӗрӗҫ катине утрӑмӑр. Вӑрман пире лайӑх кӗтсе илчӗ. Вырсарникун «Йӗлтӗр йӗрӗ–2015» чупу иртнӗ пирки йӗлтӗр ҫулӗ питӗ аван сыхланса юлнӑ. Йӗлтӗр сыртӑмӑр та каталанса пӗр-пӗрин хыҫҫӑн тепри тапрантӑмӑр. Хӗллехи илемлӗ кунпа киленсе ярӑннипе вӑхӑт иртни сисӗнмерӗ те.
Сывлӑх кунне ҫакӑн пек ирттерни пурне те кӑмӑла кайрӗ. Пурне те йӗлтӗрпе ярӑнса сывлӑха ҫирӗплетме йыхравлатпӑр!