Раҫҫейӗн чукун ҫулӗн пуҫлӑхӗ Владимир Якунин «Мускав-Хусан» пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ чукун ҫул хӑҫан тума палӑртнине каланӑ. Кун пирки ӗнер вӑл Шупашкара килнипе усӑ курса журналистсем кӑсӑкланнӑ.
Якунин пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывӑн правительстви проектпа шырав ӗҫӗ валли укҫа уйӑрма йышӑннӑ. 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗ валли магистралӗн аталанӑвӗн проектне хатӗрлесе ҫитермелле. Унтан строительство ӗҫӗсене пуҫӑнмалла. Мӗнпур ӗҫе пурнӑҫлама 4 ҫул кирлӗ. «2018 ҫулччен Улатимӗр тата Улатимӗртен Чулхула таран пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ лаптӑк тума шантаратпӑр», — тенӗ Владимир Якунин.
Шупашкара Раҫҫейӗн чукун ҫулӗн пуҫлӑхӗ чукун ҫул техникине кӑларакансен регионти IX конференцине ирттерме килсе ҫитнӗ. Мероприяти ӗнер пуҫланнӑ, паян вӗҫленнӗ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пулнӑ май Якунин чукун ҫулӑн Шупашкарти станцийӗнче ӗҫлекенсемпе тӗлпулнӑ, «Элара», «Экра» акционерсен обществисен ӗҫӗпе паллашнӑ.