Культура
Спектакльти сыпӑк Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ҫӗртмен 11-мӗшӗнче «Пирӗн атте авлана-а-ать!!!» камит пулӗ. Ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Иовлев лартнӑ. Камитри тӗп сӑнар — Николай. Ура ҫинче ҫирӗп тӑракан ҫын ял пурнӑҫӗнчен пахине курмасть те иккен. Унӑн пӳрчӗ тахҫанах пушанса юлнӑ: ывӑл-хӗрӗ, ӗлӗкхилле каласан, тӗнчен тӗрлӗ кӗтесне саланнӑ. Анчах унӑн чунӗ кӗҫӗн ывӑлӗшӗн ыратать. Хайхин савнӑ хӗрӗпе хутшӑнусем йывӑрлӑха лекнине пӗлнӗ хыҫҫӑн вӑл алӑ усса ларас мар тет. Кӗҫӗн ывӑлӗн хӗрне качча иленҫи сӑмах сарать. Спектакльте Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Василий Павлов, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсем Светлана Савельева, Лидия Красова, Валентина Музыкантова, Валентина Сурикова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткисем Венера Пайгильдина, Николай Дмитриев, Ирина Архипова, Александр Степанов, Станислав Владимиров, Татьяна Зайцева-Ильина тата театрӑн ҫармӑк артисчӗсем выляҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ӗнер Куславкка хулинче «Михаил Кутузов» теплохода кӗтсе илнӗ. Пермьрен ҫитнӗ туристсене Куславкка халӑхӗ ӑшшӑн кӗтсе илнӗ. Чулман Атӑл аслӑ Атӑла юхса кӗнӗрен туристсем Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ курортсенче канма пултараҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче — Куславкка хули те. Куславккана килекен туристсем ӑна Краснодар енӗн курорчӗсемпе ахальтен танлаштармаҫҫӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, Куславкка пристанӗ ыттисенчен нимӗнрен те кая мар. Туристсем музее кӗрсе хӑйсен шухӑш-туйӑмӗсем пирки каласа кӑтартаҫҫӗ. Музейре хӑнасем валли экскурси ирттереҫҫӗ, Н.И.Лобачевский пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштараҫҫӗ. Унтан туристсене Куславкка хулинчи тата Куславкка районӗнчи экспонатсене кӑтартаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Паян 15 сехетре Хальхи ӳнер центрӗнче ЧР ӳнерҫӗсен союзӗн «Ҫуркунне — 2014» куравӗ уҫӑлнӑ. Экспозицире — графика, живопиҫ. Авторсем хӑйсен тавракурӑмне кӑтартаҫҫӗ. 60 яхӑн живописҫӑпа график ҫуркуннехи экспозицие тӗрлӗ композици урлӑ кӑтартнӑ. Вӗсен йышӗнче чылайӑшӗ пӗлекен ятсем нумай: Р.Ф.Федоров, А.М.Федосеев, Н.П.Карачарсков, В.Г.Бритвин, А.П.Анохин, К.А.Долгашев, Г.В.Козлов, М.Г.Григорян, А.В.Данилов, А.Р.Федоров, И.Г.Наумова, С.И.Гайнутдинова, И.Елин тата ыттисем те. Экспозицире Р.Ф.Федоров живопиҫне пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Ӳнерҫӗ куракансемпе киҫтӗк, сӑрӑ, палитра урлӑ «калаҫать». Курава ҫамрӑк ӳнерҫӗсем те хутшӑнаҫҫӗ: Александр Федоров, Оксана Кокорина, Мария Фомирякова, Ольга Леонтьева, Валентина Кузина, Лиза Лунц, Константин Кокель. Курава пӗтӗмпе ӳнерҫӗсен 200 ытла ӗҫӗ хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Элӗк районӗнчи пӗчӗк миссем Ҫӗртмен 2-мӗшӗнче Элӗк районӗнче «Элӗкри пӗчӗк мисс» конкурс иртнӗ. Кунсӑр пуҫне районта Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ мероприяти те пулнӑ. Арҫын ачасемпе хӗрачасем валли конкурссем, спорт ӑмӑртӑвӗсем хатӗрленӗ. «Элӗкри пӗчӗк мисс» конкурса 7 хӗрача хутшӑннӑ. Вӗсем пурте Элӗкри шкул ачисем: Анастасия Архипова, Серафима Захарова, Юлия Иванова, Валерия Лазарева, Анна Семёнова, Арина Сорокина, Ольга Шорникова. Хӗрачасен 4 конкурса парӑнтарма тивнӗ. Чи малтанах вӗсем хӑйсем пирки, ҫемйи, ӗмӗчӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Пултарулӑх конкурсӗнче юрланӑ тата ташланӑ. Интеллектуаллӑ конкурсра пӗчекскерсем сӑвӑ илемлӗ вуланӑ, юрланӑ. Юлашкинчен хӗрачасем хӑйсем хатӗрленӗ хитре тумӗсене кӑтартнӑ. Пӗчӗкскерсене пултарулӑх ушкӑнӗсем хавхалантарнӑ: Йӑлкӑшри ача пахчин ушкӑнӗ, «Хӗвел» ача пахчин ташӑ ушкӑнӗ, Мария Ефимовӑн шоу-балечӗ… Хӗрачасене тӗрлӗ номинацире палӑртнӑ. «Сӑпайлӑ мисс» — Юлия Иванова, «Мисс артистка» — Серафима Захарова, «Йӑл-кулӑ мисӗ» — Арина Сорокина, «Ытарайманлӑх мисӗ» — Валерия Лазарева, «Модница мисс» — Ольга Шорникова, «Граци мисӗ» — Анастасия Архипова, «Черченлӗх мисӗ» — Анна Семёнова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Нумаях пулмасть «Профессири чи лайӑххи» республика конкурсӗнчи «Чи лайӑх фельдшер» номинацире васкавлӑ медпулӑшӑвӑн чи лайӑх бригадине палӑртнӑ. Унта васкавлӑ медпулӑшӑвӑн вӑтам медицина пӗлӗвӗ илнӗ специалистсем хутшӑннӑ. Конкурс комиссийӗн членӗсен йышӗнче ЧР Сывлӑх министерствин, катастрофа медицина центрӗн, ЧР вӑтам медицина ӗҫченӗсен ассоциацийӗн ӗҫченӗсем кӗнӗ. Конкурс пилӗк тапхӑрпа иртнӗ. Пӗрремӗшӗ медицина организацийӗсенче иртнӗ. Пурте хӑйсене тӗрлӗ конкурсра тӗрӗсленӗ: теори пӗлӗвӗ, фармакотерапи, васкавлӑ терапи тата реанимаци… Юлашкинчен диагноз палӑрма пултарассине, медицина пулӑшӑвӗ парассине, чӗрепе ӳпке реанимацине тӑвассине тӗрӗсленӗ. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, чи лайӑх бригада ятне Шупашкарти Калинин районӗнчи васкавлӑ медпулӑшу подстанцийӗ тивӗҫнӗ. Чи лайӑх фельдшер ятне Шупашкарти Калинин районӗнчи васкавлӑ медпулӑшу фельдшерӗ Павел Коршунов илнӗ. Конкурсҫӑсене Хисеп хучӗсемпе, парнесемпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Ӗлӗкрех ял уявӗсене ирттересси йӑлараччӗ. Шел те, юлашки вӑхатра ку чылай ҫӗрте манӑҫа тухса пырать. Вӑрнар районӗнчи Пуканкасси ялӗнче вара ак йӑлана тытсах пыраҫҫӗ. Пуканкасси ял уявӗ нумаях пулмасть иртнӗ. Халӑх тӗплӗн хатӗрленнӗ. Ун умӗн тавралӑха тирпей-илем кӗртнӗ. Уяв кунӗнче чӑваш тумӗ тӑхӑнса клуб еннелле утнӑ. Унта тӗрлӗ тӗслӗ хӑюсем ҫакнӑ, хӑма ҫапса сцена тунӑ, шӳрпе ҫиме сӗтел хатӗрленӗ. Унтах алӑ ӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. Икӗ урамра пурӑнакансем юрласа утса ял варринче тӗл пулнӑ, вӑйӑ картине тӑрса «Тутӑр ҫук, тутӑр ҫук» вӑйӑ вылянӑ. Уява ял тӑрӑхӗн депутачӗ Виктор Анисимов уҫнӑ. Унтан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Петров пурне те уяв ячӗпе саламланӑ. Уявра Пуканкассинчи «Чашма» фольклор ушкӑнӗ, ветерансен «Утмӑлтурат» ушкӑнӗ, Кушар Юнтапари юрӑпа ташӑ ушкӑнӗ, Ярмушка ялӗнчи шулта вӗренекенсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Алӑ ӗҫӗсен куравӗ пите пуян пулнӑ. Пуканкассинчи Елена Васильева ав турӑшсене вӗтӗ шӑрҫаран ӑсталанӑ, Любовь Анисимова вак укҫасенчен шкатулка тунӑ, Мария Павлова ҫекӗлпе тата йӗппе тутӑрсем, салфеткӑсем ҫыхнӑ, тӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Уяв каҫӗнчи асӑнмалӑх сӑнӳкерчӗк Нумаях пулмасть Питӗр хулинчи Наци литературисен вулавӑшӗнче кӑсӑклӑ каҫ иртнӗ. Унта Дина Гаврилова (унӑн чӑн ячӗ Надежда Григоренко иккен) ҫыравҫӑн хӑйӗн кӗнекисем пирки калса кӑтартнӑ, пултарулӑхри ӑнӑҫсемпе паллаштарнӑ. Дина калавсемпе шӳтлӗ хайлавсем ҫырать-мӗн. Ҫыравҫӑпа тӗл пулма хаваслӑ лару-тӑрура иртнӗ. Унта Питӗртен пурӑнакан тӗрлӗ ӑрури чӑвашсем пухӑннӑ. Красноярскра ҫуралнӑ эстони хӗрарӑмӗ, хӑйӗнпе Вера тесе паллаштарнӑскер те унта пулнӑ-мӗн. Дина Гаврилова пирки каласан, вӑл Пушкӑртстанри пысӑках мар чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫырма иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнче тытӑннӑ. Малтан ҫывӑх ҫынсем валли шӑрҫаланӑ. Калавсен шучӗ йышланса кайсан кӗнекене пухса кӑларнӑ. Паянхи кун тӗлне вӑл виҫӗ кӗнеке кун ҫути кӑтартма ӗлкӗрнӗ. Уява «Парне» ансамблӗн чӑвашла юррисем тӑснӑ. Гурий Жачев ятлӑ ҫамрӑк фортепианӑпа каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
«Ирӗклӗх» наципе культура чӗрӗлӗвӗн обществи Раҫҫейӗн Юстици министерствин Чӑваш Енти управленийӗ тӗлӗшпе тӑратнӑ тавӑҫа Шупашкарти Ленин район сучӗ тивӗҫтермен. Асӑннӑ пӗрлешӳ Минюст хӑйсене регистрацилеме килӗшменнипе ҫырлахмасӑр суда ҫитнӗ. Анчах усси пулман. Ку ӗҫпе пӗрремӗш лару ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртнӗ. «Ҫӗнӗ лару-тӑру сиксе тухнине пула» ӑна пӑхса тухассине ҫӗртмен 2-мӗшне куҫарнӑ. Суд «Ирӗклӗх» тавӑҫне тивӗҫтерменнине каларӑмӑр ӗнтӗ. Сӑлтавне суд ҫитес эрнере кӑна пӗлтермелле-мӗн. Правӑна сыхлакан хӑш-пӗр ҫын шучӗпе «Ирӗклӗхпе» ҫыхӑннӑ лару-тӑру Раҫҫейӗн Конституцийӗнче, Этем правине сыхлакан Европа конвенцийӗнче пӑхса хӑварнӑ правасемпе килӗшсе тӑмасть тесе хаклаҫҫӗ-мӗн. «Ирӗклӗх» общество хӑй пирки пуҫласа кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче сас панӑ. Пӗрлешӳ чӑваш чӗлхине тата культурине сыхласа хӑварас тата аталантарас тӗллев лартать-мӗн. Унӑн пӗлтерӗшлӗ акцийӗсенчен пӗрин шутӗнче «Кунта чӑвашла та калаҫатпӑр» стикерсем валеҫсе ҫӳрени. Ҫавсене вӗсем йӑла пулӑшӑвӗ кӳрекен предприятисенче вырнаҫтарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Анна Ивановна Назарова Ҫӗртмен 2-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Анна Ивановна Назарова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Унӑн мӑшӑрӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ. Анна Ивановна — тыл ӗҫченӗ, ӗҫ ветеранӗ. Юбиляра саламлама ЧР сывлӑх министрӗ Алла Самойова тата Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Сироткин ҫитнӗ. Алла Владимировна Анна Ивановнӑна РФ Президенчӗн саламне панӑ. Анна Ивановна Назарова Пӑрачкав районӗнчи Мишуково ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл колхозра ӗҫленӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑрман хатӗрленӗ ҫӗртре тар тӑкнӑ, Улатӑр районӗнчи Алдышево ялӗнче окоп чавнӑ. Анна Ивановна хӑйӗн ӗмӗрӗнче 50 ҫула яхӑн ӗҫленӗ. Анна Ивановнӑн мӑшӑрӗ Василий Петрович 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Смоленск облаҫӗнче пуҫ хунӑ. Вӑл сержант пулнӑ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденне тивӗҫнӗ. Халӗ 100 ҫулти кинемей Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрӗпе пурӑнать. Унӑн пӗр мӑнук, мӑнукӗн икӗ ачи, вӗсен икӗ ачи пур. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, Анна Ивановнӑна ҫынпа лайӑх хутшӑнни нумай ҫул пурӑнма вӑй хушать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Леонид Дружинин Федерацин миграци службин республикӑри тытӑмлӑхӗн ертӳҫи пулнӑ Леонид Дружинин тӗлӗшпе Шупашкар хулин Ленин район сучӗ кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче айӑплав кӑларнӑччӗ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн, ушкӑнпа пӗрле пулса улталанӑшӑн, сӗтев илнӗшӗн ӑна 2 ҫул та 6 уйӑхлӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ямалла тунӑччӗ. Ҫийӗнчен 438 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑччӗ. Аса илтеретпӗр, Шупашкарти фирмӑсенчен пӗринчен вӑл Таджикистанран Раҫҫее саккунлӑ мар майпа килнӗ икӗ ҫынна хӑйӗн хушма хуҫалӑхӗнче ӗҫлеттернӗ. Алла алӑ ҫӑвать тенӗшкел, ҫавӑншӑн асӑннӑ фирмӑра саккунлӑ мар мигрантсем ӗҫленине курмӑш пулнӑ. Ӗҫ машинине юрӑхсӑра тухнӑ тесе хут тӑрӑх ҫырса хӑйӗн харпӑрлӑхне куҫарнине те тӗпчевҫӗсем тупса палӑртнӑ. Ленин район сучӗн айӑплавӗпе килӗшмесӗр Дружинин аппелляци ҫӑхавӗ ҫырса панӑ. Анчах республикӑн Аслӑ сучӗ айӑплава урӑх статьяна куҫарса штраф виҫине ҫичӗ хут ӳстерсе памалла тунӑ. Ҫапла вара унӑн 3 миллион тенкӗ те 66 пин тенкӗ тӳлеме тивӗ. Айӑплав вӑхӑтне вара унчченхиллех — 2 ҫул та 6 уйӑхлӑха — хӑварнӑ тесе пӗлтерт Чӑваш Республикин прокуратури. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Андрей Трофимович, педагог, чӑваш шкулӗсем валли пӗрремӗш вӗренӳ кӗнекисене хатӗрлекенӗ вилнӗ. | ||
| Элле Николай Алексеевич, республикӑра театр ӗҫне йӗркелекенӗ, тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |