Республикӑра
![]() Чӑваш Енре водитель правине илес текенсем экзамен тытмашкӑн тӗнче тетелӗнче ҫырӑнма пултараҫҫӗ. Ҫак мелпех автомобиле регистрацилемешкӗн черете тӑма, штрафсем пирки пӗлме пулать. Чӑваш Енри ҪҪХПИ подразделенийӗ ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курать. Инспекци паракан патшалӑхӑн виҫӗ пулашӑвне электронлӑ мелпе илме пулать. Анчах штрафсем пирки пӗлнӗ чухне ҫеҫ подразделение килмелле мар. Ытти тӗслӗхре тӗнче тетелӗнче тӑнӑ хыҫҫӑн черет ҫитсен вырӑна ҫитме тивӗ. Ку мел унчченхи пек черетре тахҫанччен тӑрассинчен хӑталма май парать. Ҫак мелпе усӑ курас тесен Патшалӑх пулӑшӑвӗн пӗрлӗхлӗ порталне ҫеҫ кӗмелле, ведомствӑна шыраса тупмалла та пулӑшӑва палӑртмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Бичурин тата хальхи самана» музейри «Чӑваш картишӗ» экспозици тепӗр экспонатпа пуянланнӑ. Музейра пӗчӗк ҫӑлӑн макечӗ вырӑн тупнӑ. Ҫӑла Тутар Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Александр Иванович Алексеев (Сантӑр Пикл) парнеленӗ. «Чӑваш картишӗнче» унӑн ытти ӗҫӗ те пур. Малтан вӑл музея «Тӗнче пулса кайни» скульптура композицине тата «Ӗмӗр сакки сарлака» сака парнеленӗ. Сантӑр Пикл музейпа 10 ҫул ытла тачӑ ҫыхӑну тытать. Шупашкар районӗнче вырнаҫтарнӑ унӑн пирвайхи ӗҫӗ — «Апаш» скульптура композицийӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() 2010 ҫулта ҫуннӑ вӑрман вырӑнне хунавсем лартас ӗҫ ҫӗнӗрен пуҫланнӑ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак акцие организацисем, ҫынсем хастар хутшӑнаҫҫӗ. Нумаях пулмасть Ҫурҫӗр поселокӗнче ҫынсем Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле 180 ҫӗпӗр кедрӗ лартнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем ҫӑка, вӗрене лартнӑ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапла майпа кӑҫал пуҫӑннӑ ӗҫе малалла тӑснӑ. Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче те ҫуннӑ вӑрман вырӑнӗнче хунавсем лартнӑ. Ҫавӑн пекех Пӗтӗм Раҫҫейри йывӑҫ лартмалли кун Атӑл леш енче кедр аллейи чӗрӗлнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта туй кӗрлеттерекенсем «Ҫӗнтерӳ» парка кайса сӑн ӳкерӗнесси, шампань эрехӗ ӗҫесси йӑлана кӗнине пурте пӗлеҫҫӗ. Анчах малашне парка мӑшӑрланакансене тата вӗсен хӑнисене кӗртме пӑрахӗҫ. Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов кирлӗ паллӑсене вырнаҫтарма йышӑннӑ. Парк ҫывӑхӗнче пурӑнакансене туй машинисем пиклеттерни йӑлӑхтарнӑ. Ҫынсем хыҫҫӑн паркра ҫӳп-ҫап нумай юлать-мӗн. Туй хӑнисем тӑтӑшах ҫапӑҫса та илеҫҫӗ-мӗн. Ку вара ҫывӑхри ҫуртри ҫынсен лӑпкӑ кун кунлама май памасть. Леонид Черкесов ҫынсем янӑ ыйтӑва уҫӑмлатма шантарса парка кӗме юраманнине асӑрхаттаракан паллӑсем вырнаҫтарма йышӑннӑ. Канмалли кунсенче паркра йӗрке хуралҫисем сыхлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Киргизовсем ҫамрӑк чухне Авӑнӑн 16-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче пурӑнакан Петр Сергеевичпа Антонина Артемьевна Киргизовсем изумруд туя паллӑ тунӑ. Вӗсем пӗрлешнӗренпе 55 ҫул иртӗ. Петр Сергеевичпа Антонина Артемьевна Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Иккӗшӗ те ҫамрӑклах ӗҫе кӳлӗннӗ. Петр Сергеевич выльӑх пӑхаканра, конюхра, осеменаторта тӑрӑшнӑ, ферма заведующийӗ пулнӑ. Вӑл районти чи лайӑх осеменатор ятне тивӗҫнӗ. Вӑл — ЧР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ. Антонина Артемьевна ӗмӗрӗпех фермӑра ӗҫленӗ, доярка пулнӑ. Вӑл — ӗҫ ветеранӗ. Киргизовсем икӗ ача ҫуратса ура ҫине тӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Марат Никитин Чӑваш Енре «Хорло» тулли метражлӑ фильм ӳкерме палӑртнӑ. Режиссерӗ — Марат Никитин. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ. Фильм мӗн пирки пулӗ-ха? Марат Никитин каланӑ тӑрӑх, Хорло ятлӑ хӗр аслашшӗпе ҫынсенчен аякра пурӑнать. Вӗсем утар тытаҫҫӗ, пыл сутаҫҫӗ. Вӗсене урӑх нимӗн те кирлӗ мар. Анчах пӗррехинче Хорло сарайра аманнӑ арҫынна Соктона тупать. Хорла ӑна юратса пӑрахать, арҫынна сыватас тесе вилнӗ амӑшӗн пулӑшу ыйтать. Лешӗ пулӑшать. Анчах Сокто сывалнӑ хыҫҫӑн ҫухалать. Хорлон вара ҫие юлать. Аслашшӗне каламасӑр полицире ӗҫлекен инкӗшӗ патне каять. Соктона СИЗОра шыраса тупаҫҫӗ. Вӑл темиҫе эрне каялла тарнӑ преступник-мӗн. Халӗ вӑл Хорлона палламасть те тейӗн. Инкӗшӗ Хорлона аборт тума хистет, анчах хӗр ачана хӑварма йышӑнать. Вӑл каллех хӑйӗн тӗнчине, аслашшӗ патне, таврӑнать. Сценӑсене пӗр вырӑнта кӑна мар ӳкерӗҫ. Ӳкерӳ Ҫӗрпӳ, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Канаш ҫывӑхӗнче, Йӗпреҫре пулӗ. Тӗп эпицентр чӑваш ялӗ пулӗ. Чи малтанах фильма Пушкӑрт Республикинче ӳкерме палӑртнӑ. Анчах ку тӑкаклӑ-мӗн. Чӑваш Енре хитре вырӑнсем нумай. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Ӗнер Аслӑ Британири Шотландире референдум иртнӗ — вырӑнти халӑх малашне уйрӑммӑн е пӗрле пурӑнасси пирки хуравланӑ. Сасӑсене шутласа тухнӑ хыҫҫӑн уйрӑлас кӑмӑллисем сахалтарах пулнине палӑртнӑ. Аслӑ Британине пӑхӑнма пӑрахассишӗн пурӗ 44,6% сасӑланӑ, малашне те пӗрле пурӑнассишӗн — 55,4%. Уйрӑлма кӑмӑллакансем Шотландин 4 тӑрӑхӗнче кӑна ҫӗнтернӗ — Глазго, Ҫурҫӗр Ланакшир, Анӑҫ Дамбартоншир тата Данди. Ытти 28 тӑрӑхӗнче пӗрлехи патшалӑхра юлассишӗн ытларах сасӑланӑ. Сасӑлава пурӗ хутшӑнма пултаракан ҫынсенчен 84,5% килнӗ. Каласа хӑварас пулать, ку референдум валли влаҫрисем чи кӗҫӗн сасӑлавҫӑ ҫулне 16 ҫул таран чакарнӑччӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Дэвид Кэмерон саламлама та ӗлкӗрчӗ ӗнтӗ. Ҫавах та шотландсем питех те выляса яман теме пулать — Аслӑ Британин ҫурҫӗр пайӗнче вырнаҫнӑ тӑрӑхӑн парламентне аслӑрах полномочисем пама шантараҫҫӗ. Ку вара экономика тӗлӗшӗнчен те пулӑшу кӳрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби хыпарлать. Килӗштерсе ӗҫлеме палӑртакан регионсен шутӗнче Севастополь хулипе Ставрополь енӗсӗр пуҫне Ямал-Ненецк автономи округӗ те пур. Маларах асӑннӑ пресс-служба Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче темиҫе предложенипе хыпарланинче асӑннӑ тӑрӑхсемпе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен килӗшӳ алӑ пусас шухӑшлине пӗлтернӗ. Кун пек ӗмӗт вара Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Сочи-2014» ятпа иртекен Пӗтӗм тӗнчери инвестици форумне хутшӑннӑ май ҫуралнӑ темелле пулӗ. Ӗҫлӗ мероприяти паян иртет иккен. Унта Михаил Васильевич та пулӗ. Михаил Игнатьев «Раҫҫей Европӑпа Ази хушшинче, хальхи условири регионсен ҫӗнӗ политики» ларӑва хутшӑнӗ. Унта ҫӗршывӑн Правительствин Ертӳҫи Дмитрий Медведев тухса калаҫмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫул-йӗр инспекцийӗн ҫурчӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Пуҫлӑх пуканне Эдурад Львов полиции капитанне шанса панӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗнче Львов 10 ҫул ытла ӗҫлет-мӗн. Ҫӗнӗ хуҫапа ҫул-йӗр инспекцийӗн спутник-хулари ӗҫченӗсене паллаштарнӑ ӗнтӗ. Ведомствӑна унччен ертсе пынӑ Дмитрий Лимонов полиции капитанӗ тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Уява пухӑннӑ кӑмпалсем Авӑнӑн 14-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Кӑмпал ялӗнче халӑх ыйтнипе «Ҫутҫанталӑк парнисем» конкурс иртнӗ. Ҫынсем мӗн кӑна ӑсталаман-ши! З.Петрова тӑрӑхла кавӑнран ваза тунӑ. С.Семенов та, Шупашкартан ашшӗ-амӑшне курма килнӗскер, айккинче юлман, ыттисемпе тан конкура хутшӑннӑ. Вӑл купӑста пуҫӗнчен юмахри Йӑвачана ӑсталанӑ. Кӑҫал вӗсем тухӑҫлӑ пахча ҫимӗҫ туса илнӗ. Уявра вӑл ентешӗсене хӗл валли тӑварланӑ салатсемпе хӑналанӑ. А.Петрова «Манӑн пахча» макета усӑ ҫинче йӑтса килнӗ. Унта темӗн те пӗр пулнӑ. «Кӗрхи ҫыхӑ» конкурса чылаййӑн хутшӑннӑ. И.Ефимова, Д.Владимирова, А.Петрова, В.Зайцева, З.Александрова хӗрлӗ тата хура пилешрен хатӗрленӗ ҫыхӑсемпе тӗлӗнтернӗ. М.Сергеева тӑрӑхла кавӑнран тата шӑна кӑмпин шлепкинчен юмахри Старик-боровичока ӑсталанӑ. Сӑнсем (20) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |