Спорт
Республика кунне ирхи хусканӑва пуҫласси йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ. Спорт мероприятине сахаллӑн мар тухаҫҫӗ. Ку халӑх сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑннине, спортпа туслӑ пулнине ҫирӗплетет. Зарядка пӗлтӗр Хӗрлӗ тӳремре иртнӗ. Унта 28 пине яхӑн ҫын пухӑннӑ. Ун чухне хӑшӗ-пӗри хӗсӗк пулнӑшӑн ӳпкелешнӗ. Кӑҫал администраци зарядкӑна темиҫе ҫӗрте ирттерме шухӑшланӑ. Пӗр вӑхӑтрах Лакрей вӑрманӗнче, «Шупашкар» универмаг умӗнче, «Шупашкар: 500 ҫул» паркра халӑх зарядкӑна пухӑннӑ. Мероприятие уҫӑ сывлӑшпа киленме, ҫан-ҫурӑма ҫемҫетме ватӑсем те, ачасем те пухӑннӑ. Сцена ҫинче хаваслӑ кӗвӗ янӑранӑ, паллӑ спортсменсем, лайӑх фитнес инструкторсем хусканусене кӑтартнӑ. Мускав район администрацийӗ зарядкӑна 2000 яхӑн ҫун тухасса кӗтнӗ. Анчах мероприятие ҫын нумайрах пынӑ. «Шупашкар: 500 ҫул» паркра 2700 яхӑн ҫынна шута илнӗ. Ҫакнашкал акци йӗркелени, унта нумаййӑн хутшӑнни Шупашкар спортпа туслӑ хула пулнине тепӗр хут ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар районне Пушкӑртстанри делегаци килсе ҫитнӗ. Вӗсем валли ятарласа «Бичурин тата хальхи самана» музейре экскурси йӗркеленӗ. Ҫак музейре ҫӗршывӑн тӗрлӗ тӑрӑхӗнчен килнӗ хӑнасем час-часах пулаҫҫӗ. Пушкӑртстанпа Чӑваш Ен тахҫантапах туслӑ пурӑнать. Пушкӑрт Республики Чӑваш Енпе экономикӑри, сут-илӳри чылай тытӑмра ҫыхӑнса ӗҫлет. Кӳршӗ республикӑра 120 яхӑн чӑваш пурӑнать. Унти чӑваш диаспори — Раҫҫейре нумай йышлисенчен пӗри. Сӑмах май, 1994 ҫулта икӗ республика килӗштерсе ӗҫлеме килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ку историри ҫӗнӗ страницӑна уҫнӑ. Пушкӑрт ҫӗрӗ ҫинчен килнӗ хӑнасем Шупашкар район администрацийӗн пуҫлахӗпе Г.И.Егоровӑпа музей залӗсенче пулнӑ, ӗлӗкхи чӑвашсен культурипе, йӑлипе, Шупашкар районӗн историйӗпе, пирӗн эрӑчченхи II пинмӗш ӗмӗрти хресчен пурнӑҫӗпе, ӗҫӗпе паллашнӑ. «Чӑваш картишӗнче» хӑнасене Сандра Пиклӑн скульптура композицийӗ уйрӑмах килӗшнӗ. «Тӑван халӑх историне упранӑшӑн тав тӑватпӑр» — ҫапла ҫырнӑ хӑнасем музей кӗнекинче. Шупашкар районӗпе Пушкӑртстанри Аургазинск районӗ социаллӑ экономикӑпа культура тӗлӗшӗнчен килӗштерсе ӗҫлеме килӗшӳ алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ӗнер чӑвашсем Акатая паллӑ тунӑ. Уяв Шупашкарти кӳлмекре, Анне палӑкӗ умӗнче, пулнӑ. Унта этнокультурӑпа ҫыхӑннӑ картишсем йӗркеленӗ. Вӗсенче ӗлӗкхи чӑвашсен йӑлине курма май пулнӑ. Ҫавӑнтах ҫынсем алӗҫ ӑстисен куравӗпе киленнӗ. Уявра чӑвашсен рецепчӗсемпе апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ. Уйрӑм лапамра Раҫҫей регионӗсенчен, Чӑваш Республикин районӗсенчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем юрланӑ-ташланӑ. Унтах спорт ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ. Сӑнсем (25) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
Хисеплӗ ентешӗмсем! Сире Республика кунӗ ячӗпе чӗререн саламлатӑп! Чӑваш Ен — тӗлӗнмелле илемлӗ тӑрӑх, кунта ӗҫчен, тарават та ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Эпир хамӑрӑн халӑхӑн хӑйне евӗрлӗ культурине, авалхи йӑли-йӗркине тирпейлӗн упраса ӑруран ӑрӑва паратпӑр. Туслӑх, пӗр-пӗрне ӑнланни, ыттисемпе тимлӗ пулни, тӑван ҫӗре юратни, аслисене хисеплени — ҫакӑ пире хамӑрӑн нумай нациллӗ республикӑри тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫӑва упрама пулӑшать. Чӑваш Ен ҫуллен илемленсе, пуянланса пырать, кунти пурнӑҫ та хӑтлӑланать. Ҫынсем, кашни ҫемье хӑйсене социаллӑ пурнӑҫ енӗпе лайӑхрах туясси вӑй илет. Ку — пирӗн пӗрлехи ӗҫ кӑтартӑвӗ. Экономика кал-кал аталанать. Юлашки икӗ ҫулта строительство керамикин ҫулталӑкра 60 млн штук кирпӗч кӑларакан питех те пысӑк «КЕТRА» завочӗ, «Етӗрнесӗт» АУОн тата нимӗҫсен паллӑ Develey компанийӗн ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекен завочӗсем хута кайнӑ, «Трактор савучӗсем» концернра ҫӗнӗ йышши «Агромаш 4000» комбайнсен производствине пуҫарнӑ. Хуласемпе районсенче пурӑнмалли ҫӗнӗ кварталсем ҫӗкленеҫҫӗ. 2013 ҫулта пурӑнмалли 837 пин тӑваткал метр ытла ҫурт-йӗр хута янӑ, 10 пин ытла ҫемье хӑйсен ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Фонтан проекчӗ Нумаях пулмасть мэрире Шупашкарта тӗнчери чи пысӑк фонтана тӑвасси пирки калаҫнӑ. Унта ют ҫӗршывран килнӗ специалистсем те хутшӑннӑ. Пресс-конференцире палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарӑн тӗнчери чи пысӑк фонтанлӑ пулас шанчӑк — 90 процент. Борис Штайн — «GiantShows» компани ертӳҫи. Вӑл тӗнчери хуласенче фонтан композицийӗсене 20 ытла ҫул тӑвать. Борис Штайн Шупашкарти кӳлмекре вырнаҫтармалли фонтанӑн архитектура проектне те хатӗрленӗ, унпа хула администрацине паллаштарнӑ. Проектпа килӗшӳллӗн, вӑл виҫӗ шыв экранӗнчен тӑракан, пӗччен 135 тата яруслӑ фонтанлӑ пулӗ. Борис Штайн палӑртнӑ тӑрӑх, кӳлмек лаптӑкӗпе 10% яхӑн ҫеҫ усӑ курнӑ. Шупашкар вара Дубайпа, Лас-Вегаспа пӗр рете тӑмашкӑн майсем пур. Ҫак икӗ хулара тӗнчери чи пысӑк фонтансем вырнаҫтарнӑ. Сергей Лукиянов хӗллехи фонтан тӑвас шухӑшпа паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
9-мӗш Аслӑ пухура. Тимӗр Акташ ӳкернӗ сӑн Ӗнер 15:00 сехетре Чӑваш наци вулавӑшӗнче Чӑваш наци конгресӗн черетсӗр IX Аслӑ пухӑвӗ иртнӗ. Ун умӗн, 10 сехетре, Мӑн Канаш пухӑннӑ. Анчах вӑл хупӑ мелпе иртнӗ, Тимӗр Акташ журналист пӗлтернӗ тӑрӑх ӑна унта кӗртмен. Аслӑ Пухура икӗ ыйту сӳтсе явнӑ — ҫӗнӗ Устава йышӑнассине тата «Чӑваш халӑхӗшӗн тунӑ тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медале ҫирӗплетессине. «Хыпар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫейӗн 22 тӑрӑхӗнчен тата чикӗ леш енчи патшалӑхсенчен пурӗ 53 делегат хутшӑнмалла пулнӑ. Ҫавӑн пекех республикӑн кашни районӗ 2-шер делегата яма тивӗҫнӗ. Уставне Николай Лукианов хатӗрленӗ. Мӗншӗн ҫӗнетме тивни пирки, мӗн улшӑнни пирки вӑл халӑх умне тухса доклад каланӑ. Хӑй сӑмахӗнче вӑл пурнӑҫ улшӑнни пирки пӗлтернӗ — экономикӑра та, политикӑра та, кашни сферӑра тенӗ пекех — ылмашусем пулса иртнӗ. Унсӑр пуҫне обществӑлла организацисене йӗркелекен саккунсем те ҫӗнелсех тӑраҫҫӗ. Ҫакна пула ҫӗнӗ Устав ҫырма тивнӗ те. Николай Лукианов ҫавӑн пекех унчченхи уставпа танлаштарсан мӗнле улшӑнусем кӗни ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Аслӑ Пухӑвӗн делегачӗсем ҫӗнӗ Устав проектне пӗтӗмӗшле ырланӑ. Тепӗр ыйтура «Чӑваш халӑхӗшӗн тунӑ тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медале ырларнӑ. |
Пӑтӑрмахсем
Суту-илӳпе курав центрӗ умӗнчи ҫул Шупашкарта, Иван Яковлев проспектӗнчи ҫула тунӑ ҫӗрте, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче инкек пулнӑ. Ун чухне рабочисем 3 метр тарӑнӑш шӑтӑкра ӗҫленӗ. Кӗтмен ҫӗртен ҫӗр йӑтӑнса аннӑ. Инкек пирки 16:30 минутра пӗлтернӗ. Суту-илӳпе курав центрӗ умӗнче газ пӑрӑхне хураҫҫӗ. Шӑпах ҫавӑнта пӗр рабочин пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл 90 сантиметр сарлакӑш шӑтӑкра сварщик ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Ҫавӑн чухне ун ҫине тӑпра йӑтӑнса аннӑ та. Тепӗр рабочи ӑна пулӑшма тӑна, анчах ун ҫине те тӑпра ӳкнӗ, анчах ытлах нумай мар. Ҫавӑнпа ӑна ҫийӗнчех пульницӑна ӑсатнӑ, медицина пулӑшӑвӗ панӑ хыҫҫӑн киле янӑ. Тепӗр рабочине, шел те, ҫӑлма май килмен. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
Чӑваш наци музейӗ Чӑваш наци музейӗ сӑнӳкерчӗксен «Ҫемье музейӗ» конкурс ирттерет. Ӑна ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне халалланӑ. Конкурс ҫӗртмен 18-мӗшӗнче пуҫланнӑ, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ӑна утӑн 8-мӗшӗнче, Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче, пӗтӗмлетӗҫ. Конкурса ҫак темӑсемпе сӑнӳкерчӗксене йышӑнӗҫ: • «Ҫемье йӑли-йӗрки»; • «Ҫемье историйӗ»; • «Ҫемье реликвийӗ»; • «Ҫемье коллекцийӗ»; • «Ҫемье йӑви»; -•«Куракансем кӑмӑлланӑ парне». Ӗҫсене chnm6@cap.ru электронлӑ почтӑна ямалла. 62-35-10 телефонпа шӑнкӑравалса ыйтса пӗлме те пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Ӑсчахсем карас телефонӗ ача сывлӑхӗшӗн сиенлӗ пулнине палӑртнӑ. Вӑл аллерги пуҫарма пултарать-мӗн. Ку кӑна мар. Карас телефонӗпе усӑ куракан ачан ҫывӑрас килет, иммунитечӗ те хавшать. Ӑсчахсем ҫакна чылай тӗпчев тунӑ хыҫҫӑн ҫирӗплетнӗ. Сӑнав акӑ мӗн палӑртнӑ: карас телефонӗнчи хими пӗрлешӗвӗсем, металсем ачана аллерги пуҫарма пултараҫҫӗ. Чылай чухне ку — никеле пула. Вӑл кашни карас телефонра тенӗ пекех пур. Аслӑ ҫыншӑн ку сиенлӗ мар. Тухтӑрсем ашшӗ-амӑшне ачана карас телефонне ытлах тыттарма сӗнмеҫҫӗ. Уйрӑмах кунӗпе телефон йӑтса ҫӳрекен ачасем тӗлӗшпе асӑрхануллӑ пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Уявра Нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнчи Юпшик Ялтӑра халӑхӗ ял уявне паллӑ тунӑ. Ӑна уявламашкӑн ҫынсем пурте пӗрле хатӗрленнӗ, сцена ӑсталанӑ, лапама илем кӗртнӗ. Уява Аҫӑмҫырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Петров уҫнӑ. Праҫнике Валентина Флегантова тата Елена Владимирова ертсе пынӑ. Уявра кӑҫалхи юбилярсен грамотӑпа чысланӑ. Вӗсен йышӗнче — Любовь Африканова, Елена Иванова, Ираида Осипова, Валентина Исакова, Любовь Иванова, Маргарита Макарова. Ольга Африкановӑна вара 90 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ. Уява Вӑрнарти культура ҫурчӗн артисчӗсене чӗннӗ. Вӗсем ял халӑхне юрӑ шӑрантарса, ташӑ ташласа савӑк кӑмал парнеленӗ, шӳтсем каланӑ, вӑйӑсем выляттарнӑ. Ял халахӗ те концерта хастар хутшӑннӑ. 86-ри Татьяна Флегантова тата 82 ҫулти Зинаида Софронова хӑйсем ҫырнӑ сӑввисене вуланӑ. Спорт ӑмӑртӑвӗсем те иртнӗ. Венера Владимировӑпа Земфира Африканова шӳрпе пӗҫернӗ. Халӑх чылайччен саланман, тепӗр ҫул та ҫакнашкал уяв йӗркелеме калаҫса татӑлнӑ. Сӑнсем (11) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |