Культура
Атӑлҫи тӑрӑхӗнче туризм тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Ҫула тухнисем ытларах чух шыв ҫулӗпе ҫӳреҫҫӗ. Тепӗр майлӑ каласан, Атӑл тӑрӑх. Ҫак аслӑ шыв тӑрӑх ҫӳрекен туристсем Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринче те чарӑнаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Атӑл тӑрӑх Хусанти, Мускаври, Чулхулари тата Самарӑри ҫул ҫӳренсене турттаракан теплоходсем ҫӳреҫҫӗ. Куславкка – пысӑках мар провинци хули. Унта Жомени барон ҫурчӗ пур, Волчков, Забродин, Суслов ҫӗр улпучӗсемпе купсасен йӗрне шыраса тупма пулать. Куславкка тӑрӑхӗ – вилӗмсӗр «Ӗмӗр сакки сарлака» роман авторӗн Никифор Мраньккан тӑван кӗтесӗ те. Хулан пульницинче вара эвакогоспиталь вырнаҫнӑ пулнӑ. Туристсем вырӑнти пасара та кӗрсе тухма кӑмӑллаҫҫӗ иккен, хула пляжӗнче шыва кӗреҫҫӗ. Сӗнтӗрвӑрринче туристсем А. Зайцев ячӗллӗ художество галерейине кӗрсе тухаяҫҫӗ. Соснин купсан пӳртӗнчи экспонатсем те вӗҫӗмех ылмашса тӑнине кура унта кашнинчех мӗн те пулин ҫӗннине асӑрхама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Аристарх Орлов-Шуҫӑм Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳре Орлов-Шуҫӑм композитор ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнине халалласа Районти пӗрремӗш уҫӑ фестиваль иртнӗ. Аристарх Гаврилович – Чӑваш АССРӗн искусствисен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тата халӑх артисчӗ, РСФСР халӑх артисчӗ. Вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи Уйкас ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл пултаруллӑ композитор, педагог, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн тата Чӑваш радиовӗпе телевиденийӗн хорӗн, Кабардин-Балкарин патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн ертӳҫи тата хормейстерӗ пулнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи уҫӑ фестивале Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Георгий Фадеев, Ҫӗрпӳ ентешлӗхӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Владимир Федоров композитор (Шупашкар районӗнчи Культура ҫуртӗнчи ветерансен хорӗпе пӗрле), республика конкурсӗсен лауреачӗ Анатолий Печников композитор (хӑй ертсе пыракан Шупашкр районӗнчи Иккассинчи «Ҫӑлкуҫ» ансамбльпе пӗрле), пӗтӗм тӗнчери тата Раҫҫейри конкурссен лауреачӗ Андрей Барабанов тата ыттисем хутшӑннӑ. Фестивальте Аристарх Орлов-Шуҫӑм кӗвӗленӗ юрӑсем янӑранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Укҫа килет те каять... Сӑмах кунта коммуналлӑ пулӑшу тарифӗ пирки пырать. Хаксем ҫак уйӑхран ӳсессине, анчах Раҫҫейре регионсем валли ҫирӗплетнӗ индексран ытла хӑпармалла мар. Кун пирки Чӑваш Енӗн Патшалӑх тариф службин ертӳҫи Альбина Егорова республикӑн Элтеперӗ эрнесерен ирттерекен канашулра палӑртнӑ. Утӑ уйӑхӗнчен тытӑнса ӑшӑшӑн, ҫутӑшӑн, газшӑн, сивӗ тата вӗри шывшӑн, канализацишӗн тӳлесси ӳсет. Федерацин тариф служби ҫӗршывӑн субъекчӗсем валли палӑртнӑ индексран пирӗн республикӑра хаксем сахалтарах хӑпармалла тесе лӑплантараҫҫӗ. Танлаштарма Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн тариф служби Федерацин тариф служби йышӑннӑ нормативсемпе илсе кӑтартнӑ. Вӗсем, чӑн та, пирӗн пӗчӗкрех. Тарифсем пирки каласан, утӑ уйӑхӗн пӗрремӗшӗнчен ҫутӑшӑн ял ҫыннисем пӗр киловатт-сехетшӗн 1 тенкӗ те 83 пус тӳлеме тытӑнӗҫ, хуларисем — 2 тенкӗ та 61 пус. Ҫапла вара ҫутӑ хакӗ 4 процент хӑпарӗ. 1000 кубла метр газшӑн 4688 тенкӗ те 54 пус тӳлеттерме йышӑннӑ. Ку вӑл хак 4,1 процент ӳснине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
"Ҫавра сӗтел" вӑхӑтӗнче Иртнӗ канмалли кун Улатӑрта «Пурнӑҫ ячӗпе» культурӑпа ыр кӑмӑллӑх фестивалӗ иртнӗ. Ӑна «Литература» номинаципе йӗркеленӗ. Фестивале сӑвӑ ҫыракан сусӑрсене пултарулӑхне сарас тата вӗсене пӗр-пӗринпе хутшӑнтарас тӗллевпе ирттерни пирки хыпарлать Улатӑр хула администрацийӗ. Фестивалӗн тӗп пулӑмӗ вырӑнне хурса «Ал парар, юлташсем» ҫавра сӗтеле хакланӑ. Ӑна хулари тӗп вулавӑшра пухнӑ. Унта тӳре-шара таранах хутшӑннӑ. Фестивале «Литература» номинаципе хутшӑнакансене те унтах чысланӑ. Хула администарцийӗн дипломӗпе Чулхула облаҫӗнчи Чкаловск хулинчи Татьяна Стафеевана тата Куславккари Александра Аникинана хавхалантарнӑ. Хусанти литература пӗрлешӗвӗн ертӳҫине Наиля Ахунована тав хучӗпе палӑртнӑ. Фестивальте «Пурнӑҫ ячӗпе» фестивальте ҫӗнтернӗ Андрей Малов, Татьяна Стафеева тата Александра Аникина хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Сӑнсем (25) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
«Хавал» уйлӑха пуҫтарӑннисем Етӗрне районӗнчи «Сӑр шуҫӑмӗ» кану базинче ӗнер чӑваш чӗлхине вӗренмелли «Хавал» ҫуллахи уйлӑх уҫӑлнӑ. Кӑҫалхипе ун пек мероприятие пиллӗкмӗш ул йӗркелеҫҫӗ. Уйлӑхра чӑваш чӗлхи урокӗсем йӗркелеҫҫӗ, тӗрлӗ темӑпа лекцисемпе семинарсем вулаҫҫӗ. Вырсарни кун унта тутар историкӗ Айрат Тухватуллин тухса калаҫнӑ. Вӑл тутарсемпе чӑвашсен пӗр пеклӗхӗпе расналхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Уйлӑха ҫавӑн пекех чӑваш филологӗсем Атнер Хусанкай тата Николай Егоров, Исофи Дмитриев-Трер театр режиссерӗ, Владислав Николаев журналист, Александр Капитонов усламҫӑ, Чӑваш наци музейӗн ӗҫченӗ Надежда Сельверстрова тата ыттисем пымалла. «Хавала» ҫитме палӑртнӑ ҫынсен хушшинче Чӑваш Енри чӑваш чӗлхи тӑрӑмне темиҫе ҫул хушши тӗпчекен Каталони социолингвисчӗ Эктор Алос-и-Фонт, Окситани юрӑҫи Жан-Марк Леклер, украин лингвисчӗ Артем Федоринчик тата Иран хӑнисем пур иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫакӑн пек вырӑнта та пурӑнма пулать тесе шухӑшлать иккен тепӗр тӳре-шара Сӗнтӗрвӑрри хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Валерий Петров пуҫиле ӗҫе лекнӗ. Ӑна тӗпчевҫӗсем ҫынсене ишӗлекен ҫурт-йӗртен куҫарнӑ чух ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. 2009 ҫулта вӑл 17-ри хӗре тата унӑн амӑшне социаллӑ найм килӗшӗвӗпе нумай хваттерлӗ ҫуртри ача-пӑча урапи лартмалли пӳлеме панӑ. Пурӑнмалли вырӑн мар пулин те хайхисен ҫавӑнта пурӑнма тивнӗ. Малтанхи хваттертен ҫемьене ҫурта ишӗлекен тесе йышӑннӑран куҫарнӑ. Унтан та ытларах — амӑшӗпе хӗрне хваттер ыйтӑвне лайӑхлатнӑ тесе черетрен кӑларнӑ-мӗн. Ку ӗҫпе тӗпчев малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Утӑ уйӑхӗн 8–11-мӗшӗсенче Хусанта Раҫҫейӗн кӗнеке кӑлараканӗсен ассоциацийӗпе Федерацин пичетпе массӑллӑ коммуникацисен агентстви «Регионти кӗнеке кӑларакансен конкуренцине ӳстересси ятпа конференци ирттерет. Кун пек мероприяти кӗнеке кӑларакансемшӗн ҫӗнӗлӗх мар-ха. Хальхи саккӑрмӗш хут иртет. Унта 23 хулари, ҫав шутра наци республикисен тӗп хулисем те, хутшӑнӗҫ. Йыша Чӑваш кӗнеке издательстви те кӗнӗ. Унта вӑл краеведени тата ӑслӑлӑхпа популярлӑ литературӑна кӑтартӗ. Ҫав шутра – Иван Яковлевӑн халалӗнчен пуҫласа «Чӑваш Республикин социаллӑ-экономика атласӗ» йышшисем таранах. Конференцире издательствӑн тӗп редакторӗ Валерий Алексеев автор правипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусемпе тухса калаҫмалла. Кун пирки издательство пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
"Акуча" уявӗ Муркаш районӗнчи ярапайсем (тӗрӗссипе, ялӗ Ярапайкасси ятлӑ-ха. Халӑхра Ярапай тени сарӑлнӑ) харӑсах ултӑ ял уявне палӑртнӑ. Мероприятие вӗсем «Акуча» ят панӑ. «Ӗҫҫине пӗтерсен пирӗн халӑх яланах йышпа пухӑнса савӑннӑ. Халӑх йӑли-йӗркине тытса пынине курма хавас», – тенӗ Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев. Ярапайкасси ял тӑрӑхне кӗрекен Сыпайкасси, Иштерек, Тури Тӑмлай, Анатри Тӑмлай, Ҫӗнӗ Тӑмлай тата Вускаси пӗлтӗр кашниех пуҫласа ял уявне йӗркеленӗ. Уйрӑмшарӑн. Кӑҫал вӗсем пӗрле пухӑнма шут тытнӑ. «Акучана» пухӑннисене район администрацийӗн тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ саламланисӗр пуҫне муркашсен Шупашкарти ентешлӗхӗн ертӳҫи, Сыпайкассинче ҫуралнӑ Александр Федоров та ҫитнӗ. Уявра Сорокинсен ҫемйине чылай ҫул килӗштерсе пурӑнать тесе чысланӑ. Вырӑнти «Акуча» художество коллективӗн пайташӗсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тав ҫырӑвӗсемпе хавхалантарнӑ. Уяв кунӗнче спортпа туслисен те тунсӑхлама тивмен. Мини-футболта ултӑ ял ушкӑнӗ вылянӑ. Иштерексем маттуртарах пулнӑ. Вускассисемпе сыпайкассисен иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайлама тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ярмӑрккӑна ал ӑстисем тӗрлӗ япала илсе аннӑ. Михаил Игнатьев йывӑҫ кӗреплене пахалать Йӑлана кӗнӗ Ҫӗрпӳ ярмӑркки хальхинче утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен тытӑнса ӗнерччен пычӗ. Уяв программине официаллӑ майпа ҫӗрпӳсем эрне кун уҫнӑ. Сӑмах май, ярмӑрккӑна уҫма Чӑва Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗ. Унта пынӑ май вӑл производствӑра малта пыракансене тата ытти тӗрлӗ категорие чысланӑ. Ҫӗрпӗве ҫитнӗ-ҫитнех Элтепер унти Хӗрарӑмсен мӑнастирне те кӗрсе тухнӑ. Халӗ унта юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ иккен. «Михаил Игнатьев юсава Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ тӗле ӗҫсене вӗҫлемелле тесе палӑртрӗ», – тесе хыпарланӑ кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-служби. Эрне кунах ҫӗрпӳсем район «Акатуйне» те ирттернӗ. Сӑнсем (92) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Кӑҫал Чӑваш Енри икӗ ҫемье «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне тивӗҫнӗ. Вӗсенчен пӗри Вӑрмар поселокӗнче пурӑнать. Нагардӑна Силеровсене РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи тулли праваллӑ элчелӗ Михаил Бабич хӑй панӑ. Игорьпе Татьяна пилӗк ача пӑхса ӳстереҫҫӗ. Асли – 11-те, кӗҫӗнни 3 ҫулта ҫеҫ. Амӑшӗ мӗнле ӗлкӗрет-ши? Татьяна каланӑ тӑрӑх, пӗрремӗшӗпе ҫеҫ йывӑр пулнӑ, мӗншӗн тесен – йӑлтах уншӑн ҫӗнӗ. Иккӗмӗшӗпе, виҫҫӗмӗшӗпе тата ыттисемпе ҫӑмӑлрах. Аслисем, арҫын ачасем, пулӑшаҫҫӗ: пӗҫереҫҫӗ, кӗҫӗннисене ача пахчинчен кайса илеҫҫӗ, ҫитереҫҫӗ. Татьянӑпа Игорь ачасене сывӑ пурнӑҫ йӗркине хӑнӑхтараҫҫӗ. Килте – турниксем, тренажерсем. Аслин Алексейӑн ишесси енӗпе – 3-мӗш разряд. Силеровсем туслӑ пурӑнаҫҫӗ. Аслисем кӗҫӗннисене пулӑшаҫҫӗ. Ҫӗмйипе канаҫҫӗ. Вӗсем 2012 ҫулта «Ҫулталӑк ҫемйи» республика конкурсне хутшӑнса иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Икӗ ҫул каялла хӑйсем Вӑрмарта клиника уҫнӑ. Унт Татьяна – бухгалтерта, Игорь стоматологра ӗҫлет. Силеровсем 22 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Ачисем ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫын пулччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |