Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче «Ҫурхи пике» шоу-конкурс иртнӗ. Унта 16-24 ҫулсенчи пикесем хутшӑннӑ.

Унта хутшӑнма 14 заявка панӑ, вӗсенчен 6-шӗ ҫеҫ хутшӑнма пултарнӑ. Пикесем хӑйсемпе паллаштарнӑ, пултарулӑхне кӑтартнӑ, ташланӑ та, юрланӑ та. Хӗрсем чӑваш наци ҫимӗҫӗпе те паллаштарнӑ.

Кӑҫал республикӑра Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май пикесем «Нарспи» поэма сыпӑкне вуланӑ.

«Ҫурхи пике» конкурсра Елена Пурш ҫӗнтернӗ. «Пултаруллӑ пике» ята Дина Русская тивӗҫнӗ. «Илемлӗ пике» номинацире Кристина Степанова мала тухнӑ. «Кӑмӑллӑ пике» номинацире Кристина Даниловӑна ҫитекенни пулман. «Чӑнкӑ пике» ята Евгения Гурьева илнӗ. «Сӑпайлӑ пике» — Валентина Тихонова. Вӑлах куракансен кӑмӑлне кайнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Хӗрарӑмсем алӗҫӗпе ӗлӗкех аппаланма юратнӑ. Шупашкар районӗнчи Юртукасси ялӗнче хӗрарӑмсем кашнинчех алӗҫ тума пухӑнаҫҫӗ.

Ялта «Асамлӑ кружок» ӗҫлет. Вӑл ял хӗрарӑмӗсене савӑнӑҫ, киленӗҫ кӳрет.

Кружокра хӗрарӑмсем модӑпа килӗшсе тӑракан тумсене ҫеҫ ҫыхаҫҫӗ. Вӗсем кил тӗрӗше илемлетмелли япаласене те ҫыхаҫҫӗ. Ҫавсене вӗсем ҫывӑх ҫыннисене, тӑванӗсене, пӗлӗшӗсене парнелеҫҫӗ.

Хӗрарӑмсем ачисем валли те тумтир ҫыхаҫҫӗ. Ку кӑна мар — вӗсем валли теттесем те ҫыхаҫҫӗ.

Кружока ҫӳрекенсем мӗн пур мероприятие те хутшӑнаҫҫӗ. Куравсенчен те айккинче юлмаҫҫӗ — Тутаркасси ял тӑрӑхӗнче иртекен куравсене яланах хутшӑнаҫҫӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Пӗччен, ватӑ ҫынсене пулӑшу кирлӗ. Хӑшӗ-пӗрине лавккана кайса килме те, урай ҫума та йывӑр. Картишрен юр та туртмалла, канав та уҫмалла…

Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫ шкулӗнче Тимурсен тӑватӑ отрядне йӗркеленӗ. Ӑна «Ҫамрӑк Гварди» хастарӗсенчен тата шкул волонтерӗсенчен йӗркеленӗ. Ӑна 11-мӗш класри Елена Герасимова ертсе пырать.

Тимур отрячӗ ватӑсене, вӑрҫӑ ветеранӗсене, пӗччен пенсионерсене, сусӑрсене, тыл ӗҫченӗсене юр тасатма, пӑр катма пулӑшаҫҫӗ.

Юлашки вӑхӑтра вӗсем пенсионерсемпе сусӑрсене — Алексей Галкина, Зинаида Зайцевӑна, Лидия Гладковӑна, Викентий Герасимова, Лидия Котовӑна, Иустина Кузнецовӑна, Василий Иванова — лавккаран апат-ҫимӗҫ кӳрсе панӑ, хуҫалӑхра пулнӑ.

Волонтерсем кунпа кӑна ҫырлахасшӑн мар. Ку вӗсен ырӑ йӑли пулӗ, малалла тӑсӑлӗ.

 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш Енри суйлав тӗп комиссийӗн 2015 ҫулхи суйлавсенче икчӗлхелӗхе пӑхӑнмалла. Кун тӗлӗшпе «Ирӗклӗх» общество ҫыру янӑ.

Суйлав тӗп комиссийӗн председателӗн Александр Цветковӑн ячӗпе янӑ ҫырура «Ирӗклӗх» хастарӗсем ЧР Конституцийӗпе тата «Чӗлхесем пирки» саккунпа килӗшӳллӗн Чӑваш Енре вырӑс тата чӑваш чӗлхи пӗр танах пулнине палӑртнӑ.

Ҫав вӑхӑтрах «Чӗлхесем ҫинчен» саккунра «суйлав бюллетенӗсем Чӑваш Енре вырӑсла пичетленеҫҫӗ» тесе палӑртнӑ. Анчах суйлав комиссийӗ йышӑнӑвӗпе вӗсене чӑвашла та, кирлӗ пулсан ытти чӗлхепе те пичетлеме май пур.

Ҫавна май «Ирӗклӗх» суйлав тӗп комиссине бюллетеньсене вырӑсла та, чӑвашла та пичетлеме ыйтать. Май пулсан бюллетеньсене тутарла тата ирҫелле хатӗрлеме сӗнеҫҫӗ.

Аса илтерер: авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Элтеперне тата Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсене суйлама палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1994.html
 

Хулара

Шупашкарти Кӑнтӑр поселокӗнче Магницкий урамӗнчи 20-мӗш ҫурт патӗнче — чӑн-чӑн ҫӳп-ҫап купи. Ӑхаль ӑпӑр-тапӑр йӑваланмасть унта. Чӳрече умӗнче «фанфурик» кӗленчисем сапаланса выртаҫҫӗ.

Кун пирки «Про Город» хаҫата Дмитрий Смирнов пӗлтернӗ. Ахӑртнех, ҫуртра пурӑнакансем кӗленчене пушатнӑ хыҫҫӑн ҫӳп-ҫап витрине ывӑтман — чӳречерен кӑна пенӗ.

Дмитрий Смирнов ҫав общежитие тӑванӗсем патне пӗрремӗш хут килнӗ-мӗн. Тӗлӗннипе йӑванса кайманни кӑна. Ара, кун пеккине нихӑҫан та курман-ҫке вӑл.

Димӑна халӑх ӗҫке ярӑнни пӑшӑрхантарать. Кун ҫине вара никам та ҫаврӑнса пӑхмасть имӗш. Ҫуртпа юнашарах аптека. Вӑл пуять, халӑх ӗҫсе пӗтет.

«Фанфурик» сутма чармаҫҫӗ вӗт. Пӗлтӗр ака уйӑхӗнче кӑна темиҫе аптека ӑна сутмасси пирки меморандум алӑ пуснӑ. Аптекӑра спирт сутнине хам та пӗрре мар асӑрханӑ. Вӑрттӑн хӑтланаҫҫӗ ҫакна, никам курмалла мар.

Ҫав аптекӑн заведующийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем 100 грамлӑ спирт настойкине 10 ҫул сутмаҫҫӗ. Сентре ҫинче 25 грамли кӑна пур-мӗн. Вӗсене вара ытлах туянмаҫҫӗ. Вӑл «фанфурика» Кӑнтӑр пасарӗнче туянаҫҫӗ тесе шутлать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/928
 

Ял пурнӑҫӗ

Куславкка районӗнчи Тӗмшер ял тӑрӑхӗнче отчет концерчӗ иртнӗ. Ирина Ефремова, Лариса Мотова тата Маргарита Белова Юрий Трифонов ертсе пынипе хитре темиҫе юрӑ шӑрантарнӑ. Ача-пӑча юррисем те пулнӑ репертуарта. Тӗмшерти тулли мар вӑтам шкулта вӗренекен Яна Репова, Ольга Городскова, Анастасия Николаева юрланӑ. Мария Трофимова юрланине те куракансем ырласа йышӑннине пӗлтереҫҫӗ. Аккордеонпа Иван Карамзин каланӑ. Пилешкассинчи клубӑн «Пилеш» ансамблӗ «Салтак ҫырнӑ ҫырусем» юрӑпа куракан патне тухнӑ. Унсӑр пуҫне ушкӑн «Улах» фольклор композицине кӑтартнӑ. Районти конкурссен ҫӗнтерӳҫи — «Асамлӑ ачалӑх» ансамбль ял ҫыннисене «Вӑрманта, ҫырлара» хавас ташӑпа савӑк кӑмӑл кӳнӗ. «Шурӑ хурӑн» ансамбль те куракансен кӑмӑлне кайма тӑрӑшнӑ. Кашни номере вӑл слайдпа пуянлатнӑ.

Сӑнсем (5)

 

Республикӑра

Ҫӗмӗрлери халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗ вӑхӑт таппипе тан пырать тесе ӗнентереҫҫӗ вырӑнтисем. Йӑлана кӗнӗ евӗр мелсемпе усӑ курни кӑна ҫителӗксӗр тесе шухӑшланӑ май «Интернет-йышӑну» ӗҫлеттерсе янӑ. Вӑл пулӑшнипе центр ӗҫӗ-хӗлӗ, вӑл кӳрекен мӗнпур пулӑшу пирки пӗлме, кӑсӑклантаракан ыйтӑва пама пулать. Мӗнпур ыйтӑва социаллӑ тытӑм ӗҫченӗсем ҫийӗнчех хуравлассине, пулӑшассине шантараҫҫӗ.

Ыйтусене http://www.shumerly-centr.soc.cap.ru адреспа кӗрсе «Ыйту–хурав» баннерта хӑварма пулать. Анчах малтан регистрациленмелле. Кунсӑр пуҫне Skype электрон сервис урлӑ та уҫӑмлатма май пур. Специалистсем ыйтӑва электрон-ҫырупа хуравлӗҫ. Ӗҫ вӑхӑтӗнче пулсан ҫийӗнчех уҫӑмлатӗҫ.

«Интернет-йышӑну» талӑкӗпех ӗҫлет.

 

Вӗренӳ

Хура тинӗс хӗрринче, Краснодар енӗнчи Туапсе хулинче 45 километрта вырнаҫнӑ «Орленок» ача-пӑча центрӗнче 11–15 ҫулсенчи ачасем ҫулталӑкӗпе канаҫҫӗ. Унта шкул та пур, спорт комплексӗ те, Культурӑпа спорт керменӗ те, вулавӑш та, инфраструктурӑн ытти объекчӗ те.

Иртнӗ ҫул республикӑн Вӗренӳ министерстви шкулсенче вӗренекен ачасем валли конкурс йӗркеленӗ. «Орленока» кайма 14 шкул ачи тивӗҫнӗ. Ҫавсен хушшинче Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинчи вӑтам шкулта вӗренекен икӗ хастар — Татьяна Новикова тата Анастасия Мусьтакова та — пулнӑ. Унта вӗсем нарӑсӑн 12-мӗшӗнчен тытӑнса пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗччен каннӑ.

«Орленока» пынисем патне паллӑ ҫыравҫӑсем, ӑсчахсем, спортсменсем, артистсем тӗлпулӑва пырса ҫӳренӗ. Ҫав кунсенче тӗрлӗ фестиваль иртнӗ. Татьяна Новикова ҫавсенчен пӗринче Чӑваш Республики пирки каласа кӑтартнӑ, наци тумтирӗпе паллаштарнӑ. Фестивальте «Вӑйӑра» тата «Тӑпӑр-тӑпӑр» юрӑсене шӑрантарнӑ.

 

Ҫул-йӗр

Яланах мар. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче РФ Шалти ӗҫсен министерствин Патӑрьел районӗнчи ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑх инспекцийӗн ӗҫченӗсем Шӑмӑршӑ районӗнчи хӗрарӑм-водительсене чечек парнеленӗ.

Инспекторсене курсан хӗрарӑм-водительсем малтанах ҫухалса кайнӑ. Штраф парасшӑн чараҫҫӗ пуль тесе те малтанласа аптӑранӑ вӗсем, ҫул-йӗр правилинчен хӑшне пӑсрӑм-ши, ҫавӑншӑн тӑн кӗртесшӗн пуль тесе те пуҫ ватнӑ. Анчах инспекторсен аллинче тюльпан курсан хӗрарӑм-водительсем лӑшах сывласа янӑ.

Кун пек акцие ҫул-йӗр инспекторӗсем кӑҫал пуҫласа ирттермен. Ытти ҫул та ун пеккисене вӗсем йӗркеленӗ. Тӗрӗссипе, ытти ҫӗрте те ун пек акци йӗркелесе этемлӗхӗн черчен ҫуррине уяв кунӗнче савӑк кӑмӑл парнелес йӑла пур.

Сӑнсем (3)

 

Культура

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш кӗнеке издательстви Мӗтри Кипекӗн «Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ» романне ҫӗнӗрен кун ҫути кӑтартнӑ. Ку роман икӗ кӗнекерен тӑрать. Пӗрремӗшне пӗлтӗр кун ҫути кӑтартнӑ. Иккӗмӗшне вулакан патне халь 1000 экземплярпа ҫитернӗ.

Вӑрҫӑ пирки Мӗтри Кипек чӑн пурнӑҫри евӗр каласа кӑтартать. Салтаксем унта тавӑрушӑн хыпса ҫунакан паттӑрсем кӑна мар, кӑра вӑрҫӑра та вӗсем чун ҫепӗҫлӗхне ҫухатмаҫҫӗ. Унта совет, Польша тата Чехословаки партизанӗсен пӗрлехи паттӑрлӑхне ҫутатнӑ. Роман никӗсӗнче — 1944–1945 ҫулсенче Польшӑра, Чехословакире тата Австрире пулса иртнӗ чӑн пулӑмсем.

1963–1966 ҫулсенче ҫырнӑ хайлава ҫынсем паян та юратса вуланине палӑртать Чӑваш кӗнеке издательстви. Ку роман хӑй вӑхӑтӗнче В.И. Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ республикӑри конкурсра та, Чӑваш АССРне 50 ҫул ҫитни ячӗпе йӗркеленинче те ҫӗнтернӗ, Чӑваш АССР Министрсен Канашӗн премине те тивӗҫнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3205, 3206, 3207, 3208, 3209, 3210, 3211, 3212, 3213, 3214, [3215], 3216, 3217, 3218, 3219, 3220, 3221, 3222, 3223, 3224, 3225, ... 4019
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӗтре ӑшӗнчи кӗпер тӑрӑх чупнӑ пекех: ҫул курӑнмасть пулсан та вӑй кӗнине туятӑр. Пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем патне илсе ҫитереҫҫӗ. Плансем тӑрук улшӑнни хӑрушӑ мар, хӑш чухне планланинчен урӑхларах тусан та юрать. Эрне вӗҫӗнче эсир тӗрӗс ҫул ҫинче пулнине туятӑр.

Юпа, 29

1906
119
Салампек Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1933
92
Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1943
82
Андреев Семён Алексеевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вӑрҫӑра пуҫне хунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...