Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне ҫулсерен Ҫыру янине пӗлетпӗр. Кӑҫалхи валли халӗ хатӗрленме тытӑннӑ. Унта Правительство, Патшалӑх Канашӗн, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, предприяти-организацисен ӗҫӗн ҫул-йӗрне палӑртаҫҫӗ.

Ҫырӑва хатӗрленӗ чухне республикӑра пурӑнакансен шухӑш-кӑмӑлне, общество организацийӗсен, граждан обществисен ытти институчӗн шухӑш-кӑмӑлне тӗпе хурӗҫ. Пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатас тесе мӗн тумалла? Чӑваш Ен Элтеперӗн хӑш темӑна тимлӗх уйӑрмалла?

Сӗнӳсене Шупашкар хулинчи Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртра йышӑнаҫҫӗ. Электрон адрес, pres0@cap.ru. Ҫырура «Ҫыру хатӗрлеме» тесе паллӑ тумалла.

 

Кӳршӗре

Чӗмпӗр облаҫӗнчи Аслӑ Нагаткинра ачасен «Путене» конкурс фестивалӗ иртнӗ. Унта 45 пӗчӗк артист хутшӑннӑ. Конкурсҫӑсене виҫӗ номинацире палӑртнӑ: вырӑнти паллӑ поэтсен сӑввисене вуласси, хальхи вӑхӑтри тата халӑх юррисене юрласси, ташласси.

Фестивальте ытларах Валентина Тараватӑн сӑввисем янӑранӑ. Ку номинацире Полина Шигирданова, Елизавета Аюгова, Даниил Егоров малти вырӑна ҫӗнсе илнӗ. Ульяна Ширтановӑпа Софья Долгова — иккӗмӗш, Анастасия Натюновӑпа Дарья Сандркина — виҫҫӗмӗш пулнӑ.

Пӗччен юрлассинче Татьяна тата Анна Ржатӑсем мала тухнӑ. Ушкӑнпа юрласа вара Аслӑ Нагаткинри Лянкинсен «Хӗвел» ушкӑнӗ ҫӗнтернӗ. Ташӑ номинацийӗнче Ҫӗнӗ Улхашри «Хамӑр ял» мала тухнӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломпа чысланӑ, конверт тыттарнӑ. Жюрире Валентина Тарават та пулнӑ. Вал хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ:

— Ку — чӑвашсен пысӑк уявӗ. Ачасем тата аслисем пӗр-пӗринпе вырӑсла калаҫни пӑшӑрхантарчӗ ҫеҫ мар, чӗрене хытӑ ыраттарчӗ. Хисеплӗ ентешӗмерсем, капла эпир чӗлхене упраса хӑвараймастпӑр. Чӑвашӑн чӑвашлах калаҫмалла.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://kanash.su/1865.html
 

Чӑвашлӑх

Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Вӑл — «Шкулти чӑваш тӗрри» ятлӑ. Алӗҫне хӑнӑхма пуҫланисене пулӑшакан кӗнеке авторӗсем — Е.Н.Жачева тата А.А.Ефимова.

Чӑваш тӗррине вӗреннӗ чухне шкулти педагогсен тата ача пахчинчи воспитательсен, кружок ертӳҫисен чылай ыйту сиксе тухать. Чылай шкулти кружока ӳнер тӗлӗшӗнчен ятарлӑ пӗлӳ илсен технологи вӗрентекенӗсем ертсе пыраҫҫӗ. Ҫак кӗнеке шӑпах вӗсене пулӑшма пултарать.

Кӗнекере авторсем Ҫӗрпӳ районӗнчи Тавӑшкасси шкулӗнчи кӗҫӗн классен, Канашри 5-мӗш шкулти вӑтам тата аслӑ классен, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн технологипе экономика факультечӗн студенчӗсен алӗҫӗсемпе усӑ курнӑ.

Кӗнеке 5 пин тиражпа тухнӑ. Кӗнекене «СУМ» лавккара та туянма пулать.

 

Республикӑра

Ҫӗрпе тухӑҫлӑ усӑ курас тата пушӑ выртакан ҫӗрсене палӑртас тесе Чӑваш Ене Пӗрлехи информаци ресурсӗ хута янӑ. Унта муниципалитет тата патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи ҫӗр пирки информаци пӗлме май пур. Вӑл ҫӗре экономкласс шутланакан ҫурт-йӗр хӑпартма, промышленноҫ паркӗсем, бизнес-инкубаторсем, территорие аталантармалли ытти объект хӑпартма май пур. Ресурс ҫӗрсен вырӑнне кӑтартать.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашӗн XX сессийӗнче ку ресурс пирки ҫапларах каланӑччӗ: «Пушӑ ҫӗр лаптӑкӗ, кирлӗ инфраструктура пуррипе ҫуккине инвесторсене информаци илме пулӑшать».

Асӑннӑ ресурса паянхи куна 200 ҫӗр лаптӑкӗ пирки информаци кӗртнӗ. Ҫав шутран 82-шӗ ҫурт-йӗр строительстви валли, 118-шӗ — инвестици проекчӗ валли.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=123584
 

Чӑвашлӑх

Пӑхатӑн та, чылай регионта тулай чӑвашсем хастарлӑхпа палӑрса тӑраҫҫӗ. Вӗсем тӑтӑшах тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ, чӑвашсене пӗрлештерме тӑрӑшаҫҫӗ. Сарту облаҫӗнчисем те ҫавах. Унти хастарсем епле те уяв ирттерме талпӑнсах тӑраҫҫӗ.

Балаково хулинчи чӑваш культурин пайӗ ун пек уявсенчен пӗрне ҫывӑх вӑхӑтра чӳкӗн 15-мӗшӗнче ирттерме палӑртса хунӑ. Ун чух вӗсем Амӑшӗн кунне халалланӑ уяв тӑвасшӑн. Аса илтеретпӗр, ӑна уйӑхӑн юлашки вырсарни кунӗнче палӑртаҫҫӗ.

Сарту тӑрӑхӗнчи Балаковори уяв асӑннӑ хулари Леоновӑн Ҫыранхӗрри текен урамри 64-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ Наци культурисен центрӗнче пулӗ. Мероприяти 15 сехетре пуҫланмалла.

 

Республикӑра Ача пахчине уҫнӑ самант
Ача пахчине уҫнӑ самант

Чӳкӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Республикинче ҫӗнӗ икӗ ача пахчи уҫӑлнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин хутшӑннӑ.

Ача пахчисем Улатӑр районӗнчи Чуварлей ялӗнче тата Канаш районӗнчи Шӑхасанта уҫӑлнӑ. Вӗсене патшалӑх программипе килӗшӳллӗн хута янӑ.

Чуварлейти ача пахчине тумашкӑн 61 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Унта 80 ача ҫӳреме пултарӗ. Ҫуртра гимнастика тата музыка пӳлӗмӗсем, медицина блокӗ, апатланмалли пӳлӗм, кӗпе-йӗм ҫумалли пӳлӗм пур. Сӗтел-пукан та ҫӗнӗ.

Шӑхасанти ача пахчи 92 шӑпӑрлана йышӑнма пултарӗ. Ӑна унчченхи икӗ шкулӑн ҫуртне ҫӗнетсе хута янӑ. Пӗтӗмпе 38,7 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Унта та ачасене аталанмашкӑн йӑлтах пур.

Иван Моторин мероприятире юлашки вӑхӑтра патшалӑх ача пахчисен ыйтӑвне ҫине тӑрса татса панине палӑртнӑ. 2011-2013 ҫулсенче 23 ача пахчи хута кайнӑ. Кӑҫал 14 ача пахчи ӗҫлеме тытӑнмалла. Вӗсенчен пӗр пайӗ хута кайнӑ ӗнтӗ. Теприсем ҫулталӑк вӗҫлениччен хӑйсен алӑкне уҫмалла.

 

Хулара

Шупашкарти Петров урамӗнчи авариллӗ 9-мӗш ҫуртран ҫынсем тӳре-шара уйӑрнӑ вӑхӑтлӑх вырӑна куҫни пирки унчченех ҫырнӑччӗ. Халӑха пӗрле хӑйсен япалисене илме ирӗк панӑ. Тӳре-шара вара ҫурт умӗнче хурал тӑратма шантарнӑ.

Анчах ҫав вӑхӑтра авариллӗ ҫурта бомжсем куҫ хывнӑ та унти япаласене йӑкӑртма тытӑннӑ. Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра пурӑннисем нумаях пулмасть унта пухӑннӑ. Куҫ умне ҫӗмрӗк чӳречесем, алӑксем тухса тӑнӑ.

Ҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх, бомжсем чӳречесене ҫӗмӗрсе пӑрӑхсене, пралуксене, пластик чӳречесене, алӑксене йӑтса тухнӑ. Ҫурт ҫывӑхӗнче полици ӗҫченӗсем те, хурал та пулман-мӗн.

Ҫынсем полицейскисене ҫийӗнчех чӗннӗ. Анчах бомжсем вӗсем ҫитнӗ тӗле тарма ӗлкӗрнӗ. Пӗрине ҫавах тытса ӗлкӗрнӗ. Ӑна полицейскисене панӑ. Администраци ӗҫченӗсем те ҫурт патне пынӑ. Вӗсем ҫынсене ҫурт умне хурал тӑратма шантарнӑ.

Сӑнсем (13)

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/591
 

Республикӑра

Сӗнтӗрвӑрри хулинче икӗ сусӑр юхӑннӑ ҫуртра пурӑнать. Вӗсен унта шыв та, ӑшӑ та ҫук.

Валериан тата Андрей Анисимовсем пурӑнакан ҫуртра малтан тӑватӑ хваттер пулнӑ, унта ӑшӑ та кӗртнӗ. Иккӗшӗ те сусӑр. Вӗсемпе пӗрле пӗрин ывӑлӗ пурӑнать. Вӑл туберкулезпа чирлӗ-мӗн.

Ӑшӑ панӑ чухне хваттерте хӑтлӑ, ӑшӑ пулнӑ. Анчах харпӑр ӑшӑтса хутмалли ҫине куҫсан йӑлтах пӗтнӗ. Ку ӗҫе пӗлтӗр пурнӑҫланӑ. Электричество пулӑшнипе ҫеҫ ӑшӑнмалли юлать-мӗн.

Анисимовсен ҫурчӗ 48 процент таран юхӑннине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа газ котелне унта лартма хӑрушӑ-мӗн. Анисимовсене кӳршисем те хӗрхенеҫҫӗ. Галина Чкалова каланӑ тӑрӑх, арҫын пурнӑҫ тӑршшӗпе совхозра механизаторта ӗҫленӗ, халӗ 8 пин тенкӗ пенси илет. Унпа ҫурта ӑҫтан юсӑн?

Харпӑр ӑшӑтмалла тумашкӑн ҫурт хуҫисене юсав ӗҫӗ ирттерме сӗннӗ. Анчах укҫа ҫук – пенси пӗчӗк. ПТРК журналисчӗсем Сӗнтӗрвӑрри район администрацине ҫитнӗ. Чиновниксем ку ыйтӑва Анисимовсем документсене тӑратсан пӑхса тухма шантарнӑ. Тен, вӗсене социаллӑ найм мелӗпе ҫурт парӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/73993
 

Персона Михаил Платонов
Михаил Платонов

Чӳкӗн 6-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Сӑнарпуҫ ялӗнче пурӑнакан Михаил Платонович Платонов (Солдатов) 100 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Ӑна саламлама тӳре-шара килнӗ.

100 ҫулти Михаил Платнович хӑнасене тарават кӗтсе илнӗ. Ҫак ҫула ҫитсен те вӑл хаҫат куҫлӑхсӑр вулать. «Вилӗм унран хӑраса вӑрҫӑрах тарнӑ», — шӳтлет ветеран. Ашшӗ вӑрҫа тухса кайнӑ чухне амӑшне ҫапла каланӑ: «Ывӑл ҫуралать пулсан Михаил ят пар. Хӗр пулсан хӑвах шутла». Ашшӗ ывӑлне курайман. Михаил Платонович сивве те, выҫлӑха та чӑтнӑ.

1938 ҫулта вӑл Хӗрлӗ ҫара кайнӑ. Пуйӑс вакунне ҫынсемпе пӗрле лашасене тиенӗ те Инҫет Хӗвелтухӑҫне янӑ. Вӑл артиллери полкне лекнӗ, унтан разведка уйрӑмӗн командирӗ пулнӑ.

1939 ҫулта вӑл Совет Союзӗпе Япони вӑрҫине хутшӑннӑ. 1940 ҫулта киле таврӑннӑ. Анчах 1941 ҫулта вӑл каллех фронта тухса кайнӑ. Вӑл «Катюша» водителӗ пулнӑ. Михаил Платонович Берлин таран ҫитнӗ. Рейхстаг ҫине вӑл хӑйӗн хушаматне ҫырнӑ — Солдатов. Ку «Эпӗ чӑваш каччи, Берлин таран ҫитнӗ» тенине пӗлтерет.

Михаил Платонович вӑрҫӑ пӗтсен тӳрех таврӑнайман — Германире ҫамрӑксене хӗҫ-пӑшала вӗрентнӗ.

Сӑнсем (15)

 

Чӑвашлӑх

Шупашкарти Трактор тӑвакансен керменӗнче чӳкӗн 6-мӗшӗнче Етӗрне районӗн ентешлӗх кунне уявларӗҫ. Уява йӗркелессине Етӗрне районӗнче ҫуралса ӳснӗ Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Валерий Клементьев юрӑҫ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗпе хисепленекен ҫамрӑксен театрӗн директорӗ Елена Николаева, спонсорсем тата ытти чылай ҫын тӑрӑшнӑ.

Малтанах Ентешлӗх ертӳҫине, унӑн ҫумне тата канаша суйларӗҫ. Ентешлӗх ертӳҫин тилхепине Чӑваш республикин депутатне Николай Владимирович Малова шанса пачӗҫ. Керменти фойере хӑнасем Етӗрне районӗнче туса кӑларакан тӗрлӗ апат-ҫимӗҫпе, кунти ӑстаҫӑсен ӗҫӗсемпе, сувенирсемпе паллашрӗҫ. Кунтах Етӗрне район хаҫатне ҫырӑнтарассине йӗркеленӗ. Вӑл икӗ чӗлхепе тухса тӑрать, вырӑсла тата чӑвашла, мӗншӗн тесен мӗн ӗлӗкрен Етӗрнере вырӑссем чылайӑн пурӑннӑ: кунта вырӑс ялӗсем те пур. кама мӗнле хаҫат килӗшет «Знамя труда» е «Ӗҫ ялавӗ» — ҫавна ҫырӑнма пултарчӗ.

Уява Людмила Квасовӑпа Константин Москалев уҫрӗҫ, Етӗрне район администраци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин пухӑннисене саламланӑ май район пурнӑҫӗнчи ҫӗнӗлӗхсемпе тата малашлӑхри плансемпе паллаштарчӗ, унтан Геннадий Архипова, Валерий Тимофеева, Эдуард Бахмисова, Татьяна Асламаса тата Евгения Королевӑна администрацин Тав ҫырӑвӗпе чысларӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3201, 3202, 3203, 3204, 3205, 3206, 3207, 3208, 3209, 3210, [3211], 3212, 3213, 3214, 3215, 3216, 3217, 3218, 3219, 3220, 3221, ... 3912
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 26 - 28 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн принципсене ӗнентерме тивӗ. Сире никам та ӑнланмасть пек туйӑнӗ. Анчах апла мар. Тавралла пӑхӑр. Таҫта юнашар сирӗн шухӑшсемпе килӗшекен союзник пур, вӑл сире пулӑшӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци ӗҫӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Ҫӗртме, 08

1869
156
Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ.
1905
120
Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1940
85
Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1950
75
Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1968
57
«Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ.
1972
53
Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...