Пӑтӑрмахсем
![]() Хӑйсен таварне е фирмине рекламӑлас тесе пиар-менеджерсем мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ пулӗ. Шупашкарта, ав, пӗрисем сӑра сӗтелӗ умне ҫарамасланнӑ хӗре тӑратнӑ. Чӑн-чӑн ҫынна мар-ха, рекламӑра. Ҫавӑн пек рекламӑна фирма утӑ уйӑхӗнче тӗрлӗ тӗслӗ экранпа кӑтартнӑ. Видеороликра стриптиз ташлакан хӗр сӑнӗ пулнӑ, унсӑр пуҫне купальникпа ташлакансене те кӑтартнӑ, тепри вара сӑра сӗтелӗ умӗнче купальникпа саркаланса тӑнӑ. Кун пек рекламӑна ватти-яшши — пурте — курайнӑ. Монополипе кӗрешекен службӑн эксперт канашӗ пӑхса тухнӑ та кун пек рекламӑна ырламан. Халӗ ку рекламӑна сарма пӑрахнӑ пулин те малтан кӑтартнишӗн яваплисен административлӑ майпа явап тытма тивет-тӗр, мӗншӗн тесен ку енпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Филипп Киркоровпа Михаил Игнатьев Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн пресс-служби республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев юпан 12-мӗшӗнче Филипп Киркоров юрӑҫпа тӗл пулни пирки хыпарлать. Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Шупашкара «Другой» (чӑв. Урӑхла) шоу-программӑпа килнӗ. Михаил Игнатьев паллӑ юрӑҫа ӑшӑ кӑмӑллӑ чӑваш ҫӗрӗ хапӑл иккенне палӑртнӑ. Филипп Киркоров концерчӗ Шупашкарта Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсен кунне лекнине палӑртнӑ. «Чӑваш Енре пурӑнакансен 42 проценчӗ ялта пурӑнать, эсир пирӗн пата килни — аграри регионӗшӗн парне», — тенӗ Игнатьев. Унтан Михаил Васильевич Киркорова Шупашкарта юпан 9–11-мӗшӗсенче Пӗтӗм тӗнчери спорт канашлӑвӗ иртни, унта ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин хутшӑнни пирки каласа кӑтартнӑ. Форума хутшӑннисем тата мероприяти хӑнисем ӑна йӗркеленине пысӑка хурса хакланине асӑнса хӑварнӑ. Киркоров вара хӑйне юратакансене лайӑх шоупа савӑнтарассине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 500 вырӑнлӑх зал-и е 100 пинлӗх стадион-и — унӑн коллективӗ яланах тулли йышпа сцена ҫине тухса халӑха савӑнтарать иккен. Сӑнсем (6) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пуйма каякан вилсе килнӗ теме юрататчӗ кукамай. Ӗҫӗ ҫукран та Мускавалла е ытти хуланалла талпӑнать пуль-ха ялти чӑваш арӗ-арӑмӗ, Анчах тепӗр чухне вӗсем унтан вилсе таврӑнаҫҫӗ. Ҫапах та кунта маларах илсе панӑ каларӑш вырӑнлах та мар, тен. Пулас инкекӗ килте ларса та пулать-тӗр темелле-ши?.. Шӑматкун Мускав облаҫӗнчи Красногорск районти Путилково ялӗнче икӗ чӑваш арҫынни вилнӗ. Вӗсем саккӑрмӗш хутран персе аннӑ-мӗн. Иккӗшӗ те монтажник-бетонщикра тӑрӑшнӑ. Инкек хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑнманран сиксе тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Вилнӗ арҫынсем 31 ҫулта пулнӑ. Халӗ ку инкек сӑлтавне йӗрке хуралҫисем тӗрӗслеҫҫӗ тесе пӗлтерет «Интерфакс» информагентство. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ куракан патне ҫӗнӗ проект ҫитерессишӗн тӑрӑшать. Вӑл Светлана Дорожко ҫамрӑк режисерӑн «Спящая Красавица» (чӑв. Ҫывӑракан пике) ятлӑ спектаклӗ пулӗ. Вӑл кунти ҫын мар, ӑна спектакль лартма Санкт-Петербургран Чӑваш Ене чӗнсе илнӗ. Спектакле Питӗрти театр академине вӗренсе пӗтернӗ Евгения Терентьева художник-постановщик капӑрлатать. Хӑй вӑл Шупашкартанах, маларах Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ. Театрта ҫамрӑк йыш сцена ӗҫне ҫӗнӗ варкӑш кӗртсе куракана тыткӑнласса шанаҫҫӗ. Премьерӑна юпан 19-мӗшӗнче кӑтартасшӑн. Спектакль лартма театр Раҫҫейӗн Культура министерствин грантне ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Мускава йӗкехӳресем «тапӑнаҫҫӗ». Кун пирки Роспотребнадзорӑн Мускаври управленийӗ пӗлтерет. Тӗп хулари тӗп санитар тухтӑр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа йӗкехӳре ҫынна тапӑннӑ 179 тӗслӗхе шута илнӗ. Сӑмах — ҫыртни пирки. Тӳре-шара ҫулталӑк вӗҫлениччен хулана йӗкехӳресенчен хӑтарма палӑртнӑ. Малтан Мускавра кашни ҫын пуҫне пӗрер йӗкехӳре пулнӑ тӑк — халӗ, ахӑртнех, нумайрах. Хулара 12–15 миллион кӑшлакан ҫак чӗрчун пулнине палӑртаҫҫӗ. Анчах вӗсене пурте кураймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем путвалсенче, коммуникацисенче тата ытти ҫӗрте пурӑнаҫҫӗ. Йӗкехӳре ҫыншӑн тата чӗрчуншӑн сиенлӗ чир-чӗре сарма пултарать. Чи тӗлӗнмелли — йӗкехӳрен аталанмалли майсене ҫын хӑйех туса парать. Ҫӳп-ҫап, ӑна пӑрахмалли вырӑнсем — йӑлтах вӗсемшӗн меллӗ. Йӗкехӳре тӑранса пурӑнмалли вырӑнсене сахаллатсан ҫак чӗрчун йышӗ те чакать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Паян ирхине Камчаткӑри Жупанов вулканӗ кӗл кӑларма тытӑннӑ иккен — вӑл 8 000 ҫӳллӗше ҫитнӗ. Кун пирки Камчатка енӗн ИӖМ управленийӗ пӗлтерет. «Ҫил ӑҫталла вӗрнине шута илсе кӗл йӗрӗ ҫурҫӗр-тухӑҫ еннеле вулканран 20 ҫухрӑма тӑсӑлнӑ. Кроноц кӳлмекӗ еннелле куҫать», — тесе пӗлтернӗ. Кӗл вӗҫекен ҫул ҫинче ял-хула ҫук. Туристсен ушкӑнӗсем те вӑл вырӑналла пулмалла мар — унталла каясси пирки никам та пӗлтермен имӗш. Жупанов вулканӗ Петропавловск-Камчатскран 100 ҫухрӑмра ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ. Ун ҫӳллӗшӗ 2 958 метрпа танлашать. Унччен вӑл 1956–1957 ҫулсенче тата пӗлтӗр кӗл-хӗм кӑларнӑ. Хӑй вулкан 50 пин ҫул каялла йӗркеленме пуҫланӑ тесе шутлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Лантӑш ялӗн таврашӗ Паян ирхине Муркаш районӗнчи Оринин ял тӑрӑхӗнчи Лантӑш ялӗ ҫумӗнче пӑтӑрмах пулса иртнӗ — ҪҪХПИ инспекторӗ Ҫеменкасси ял ҫыннине вилмеллех ҫапса кайнӑ. 48 ҫулхи арҫын ҫул хӗррипе утса пынӑ иккен, 36 ҫулхи инспектор ӑна тӗтреллӗ ҫанталӑка пула курман тесе шутлаҫҫӗ. Етӗрнери районсем хушшинчи тӗпчев пайӗ халӗ ку ӗҫпе тӗрӗслев ирттерет. Хальлӗхе пӗлнӗ тӑрӑх ҫынна ҫапса кайнӑ инспектор Муркашран (вӑл унта пурӑнать иккен) ӗҫ вырӑнне васканӑ пулать. Медицина тӗрӗслевӗ ирттернӗ хыҫҫӑн вӑл ӳсӗр пулманни палӑрнӑ. Пӑтӑрмах пулса иртнӗ хыҫҫӑн инспектор ун пирки хӑйех пӗлтернӗ имӗш, вырӑнтан тарман. Инкек ҫул ҫинче тӗтре тӑнине пула пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Николай Валуев Алексей Бауэрпа Бокс енӗпе экс-чемпион Николай Валуев Шупашкарта пулни пирки унччен пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Вӑл кунта тинех хӑйӗнчен ҫӳллӗрех ҫынна тӗл пулнӑ-мӗн. Николай Валуев «Твиттерта» сенсациллӗ сӑнӳкерчӗке «Ҫыхӑнура» халӑх тетелне кӑларса хурасси пирки пӗлтернӗ. «Тепӗр темиҫе минутран сенсациллӗ сӑнӳкречӗк кӑларса хурӑп», — ҫырнӑ вӑл. Николай Валуев 2 метр та 13 сантиметр ҫӳллӗш. «Шупашкар хурчкисем» баскетбол командинче 19-мӗш номерпе вылякан Алексей Бауэр унран 7 сантиметр ҫӳллӗрех. Алексей 220 сантиметр ҫӳллӗш, 104 килограмм йывӑрӑш. Алексей Бауэр — спорт мастерӗн кандидачӗ, Пӗрремӗш лигӑн чемпионӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Тӑвайӗнче хальхи вӑхӑтра ҫӗнӗ ача пахчи хӑпартаҫҫӗ. Ӑна кӑҫалхи чӳк уйӑхӗчне хута ярасшӑн. Ҫӗнӗ учрежденире 176 пепке вырӑн тупӗ. Уҫӑлмалли пахча валли тӑвайсем ята конкурс ирттерсех шыранӑ. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗ ӑҫта вырнаҫнине шута илсе тата ӑна янӑравлӑ ят парас тесе конкурса вӗсем икӗ тапхӑрпа йӗркеленӗ. Пӗрремӗшӗнче заявкӑсем пухнӑ, конкурс материалӗсене шута илсе пынӑ. Иккӗмӗш тапхӑрта конкурс материалӗсене пӑхса тухнӑ. Ача пахчин ятне 50 ытла ят сӗннӗ иккен. Ӗҫлӗ ушкӑн вӗсенчен 4 ята суйланӑ та тӗнче тетелне сасӑлама кӑларнӑ. Ҫапла вара «Асамат» тени ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Юпан 11-мӗшӗнче Тӗменре чӑваш культурин кунӗсем уҫӑлнӑ. Вӑл «Раҫҫее ӗненсе, Чӑваш Ене юратса» ятлӑ. Чӑваш диаспори пилӗк кунра Тӗмен облаҫӗнчи ҫынсене тата хӑнасене тӑван культурӑпа, наци йӑли-йӗркипе паллаштарӗ. Уяв «Строитель» наци культурисен керменӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ. Чӑвашсем ҫак кун «Кӗр пуянлӑхӗ» уява паллӑ тунӑ. Кӗрхи ӗҫсем вӗҫленсен чӑвашсем уяв валли ҫӗнӗ тыр-пултан ҫӑкӑр пӗҫернӗ, сӑра вӗретнӗ. Унӑн тымарӗ — «Кӗр сӑри» ӗлӗкхи йӑла. Уяв мероприятийӗсем Исет тата Заводоуковск районӗсенче иртӗ. Алӗҫӗсен куравне йӗркелӗҫ, чӑваш ҫыравҫисен кӗнекисене хӑтлӗҫ. Ҫавӑн пекех пултарулӑх ушкӑнӗсем тата халӑх юррипе ташшисене юрлакан-ташлакансем валли ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ. Юпан 13-мӗшӗнче Тӗмен облаҫӗнчи Д.И.Менделеев ячӗллӗ ӑслӑлӑх вулавӑшӗнче кӗнеке куравӗ уҫӑлӗ. Ӑна чӑваш халӑхӗн культура, ӑслӑлӑх, литература ӗҫченӗсене халаллӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |