Ял пурнӑҫӗ
Муркаш районӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем питӗ хастар — чылай мероприятирен айккинче юлмаҫҫӗ. Темӗнле пулсан та — чӑваш халӑхӗ хӑйӗн йӑли-йӗркине упрама тӑрӑшать. Ку енӗпе культура ӗҫченӗсем самай тӑрӑшаҫҫӗ. Ав Орининти информаципе культура центрӗнче кӑҫал чылай мероприяти иртнӗ. Ҫулла пахчара ӗҫ нумай пулин те пултарулӑх ушкӑнӗсем халӑха савӑнтарма вӑхӑт тупаҫҫӗ. Атапайри «Сурпан», Мулкачкассинчи «Пучах», Орининти «Шуракӑш» тата «Орин ен» пултарулӑх ушкӑнӗсем Муркаш районӗпе республикӑра кӑна мар, Чӑваш Ен тулашне те ҫитсе килнӗ. Мулкачкассинчи «Пучах» ушкӑн Мари Республикинчи Звенигово районӗнче иртнӗ Акатуя хутшӑннӑ ав. «Сурпан» Орлов-Шуҫӑм композитор ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ фестивале (Ҫӗрпӳ районӗ) ҫитнӗ. Москакассинчи «Пилеш» ташӑ ушкӑнӗ вара Алтая таранах кайса килнӗ. Утӑн 13-мӗшӗнче «Пучах» каллех уява ҫитнӗ. Хальхинче — Шупашкар районӗнчи Атӑльял уявне. Уяв вӗсен кӑмӑлне кайнӑ. Ял мӗнле пуҫланса кайнине кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Чӑваш наци музейе ЧР Элтеперӗн грантне ҫӗнсе илнӗ. 2 миллион та 856 пин тенке мӗн тӗллевпе тӑкаклӗҫ-ха? Музей «Чӑваш тӗррин музейӗ. I тапхӑр» пултарулӑх проектне пурнӑҫа кӗртӗ. Чӑваш наци музейӗнче чӑваш халӑх тӗррин 18-19-мӗш ӗмӗрсенчи тӗслӗхӗсем упранаҫҫӗ. Ку пухмач — наци пуянлӑхӗ, халӑх мӑнаҫлӑхӗ. Чӑваш халӑх тӗррин аталанӑвӗнче Алькешри «Паха тӗрӗ» артелӗн тӳпи пысӑк. Вӑл 1923 ҫулта йӗркеленнӗ. «Паха тӗрӗ» фабрикӑн ӗҫӗ-хӗлӗ музей экспозицинче тӗп вырӑнсенчен пӗрине йышӑнӗ. Кунсӑр пуҫне чӑваш тӗррин ӑсталӑх лаҫҫине уҫма палӑртнӑ. Унта ачасемпе ӑсталӑх класӗсем, интерактивлӑ занятисем ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
Улатӑр хули Утӑн 5-мӗшӗнче «Юратнӑ хула, санӑн самантусене юрататӑп» сӑнӳкерчӗксен конкурсӗ пуҫланнӑ. Ӑна Улатӑр хули 462 ҫул тултарнине халалланӑ. Конкурса профессионалсем те, ахаль ҫынсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗр ҫын 3 ӗҫ таран тӑратма пултарать. Кашнинче ят тата автор пирки пулмалла. Ӗҫсене ҫурлан 5-мӗшӗччен Fotokonkurs-alatur2013@mail.ru электрон почтӑпа йышӑнаҫҫӗ. Е ҫак адреспа ярса памалла: Улатӑр хули, Первомайски урамӗ, 87-мӗш ҫурт, 319-мӗш пӳлӗм. Конкурс ҫак номинацисемпе иртет: • Культура еткерлӗхӗн объекчӗсем. • «Ман хула тӑван ҫӗршывӑн пӗр пайӗ» (урамсем, ҫуртсем, парксем, скверсем) • Объективра — культура (Улатӑрти культура пурнӑҫӗ) • «Ҫамрӑксем — пирӗн хула пуласлӑхӗ» • «Сывӑ пурӑн!» Конкурса ҫурлан 5–10-мӗшӗсенче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсен тата призерсен ӗҫӗсене Улатӑр хула администрацийӗн сайтӗнче вырнаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Кӑҫалхи ҫур ҫулта пирӗн республикӑра ял хуҫалӑх продукцине туса илесси нумайланнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов правительство членӗсемпе эрнекунсерен ирттерекен канашлура пӗлтернӗ. Официаллӑ статистика пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач–ҫӗртме уйӑхӗсенче мӗнпур ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ял хуҫалӑх продукцине туса илесси 1 процент хушӑннӑ. Ака лаптӑкӗ пӗтӗмпе 558,6 пин гектарпа танлашнӑ, ку вӑл пӗлтӗрхинчен 9,3 пин гектар нумайрах. Сӗт тата аш туса илесси те ӳснӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх шутне кӑҫалхи ҫур ҫулта 0,3 процент чухлӗ ӳстерсе 211,8 пин пуҫа ҫитернӗ. Канашлура ял хуҫалӑхне кӳрекен пулӑшу пирки те калаҫнӑ. Ҫӗртмен 30-мӗшӗ тӗлне 1 миллиард тенкӗ ытла субсиди куҫарнӑ. Ҫак цифра пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 4 процент пӗчӗкрех иккен. Ҫулталӑкра вара пӗтӗмпе 2,1 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Федераци хыснинчен субсиди ҫителӗклӗ килсе ҫитмен имӗш. 2012 ҫулта парӑм 62,7 миллион тенкӗ пулнӑ-мӗн, пӗлтӗр — 160,4 миллион. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Утӑн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикинче ют ҫӗршыв гражданӗсене тата граджанлӑхсӑр ҫынсене вырӑс чӗлхине пӗлессине тӗрӗсленӗ. Ҫакна кура вӗсене вырӑс чӗлхиллӗ ҫын пулнипе пулманнине палӑртнӑ. Экзамен виҫӗ пайран тӑнӑ: виҫҫӗшӗ — ҫыру вӗҫҫӗн, пӗри — сӑмах вӗҫҫӗн. Экзамена Украинӑри, Арменири, Таджикистанри тӑватӑ ҫын хутшӑннӑ. Украинӑри икӗ граждан тата Таджикистанри пӗр ҫын вырӑс чӗлхине пӗлнине палӑртнӑ. Армени ҫынни экзамена тытайман. Ӑна вӑл тепӗр ҫулталӑкран ҫеҫ тытма пултарӗ. Чӑваш чӗлхине пӗлмеллине палӑртакан пӗр саккун та ҫуккине асӑрхаса хӑварас пулать. Ку япала ӗнтӗ ют ҫӗршывран килнисем чӑваш ҫыннисемпе тӗл пулмассине кӑтартса парать. Е саккун кӑларакансем вӗсем чӑвашсемпе вырӑсла калаҫасса шанаҫҫӗ пулинех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Александр Калинин ҫартан таврӑннӑ Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Александр Калинин наградӑна тивӗҫнӗ иккен. Крым влаҫӗ ӑна «Крыма ирӗке кӑларнӑшӑн» ятарлӑ медаль пама йышӑннӑ. Александр ҫара 2013 ҫулта кайнӑ, Свердловск облаҫне лекнӗ. Унтан ӑна Ӗренпур облаҫӗнчи Тоцк хулине куҫарнӑ. 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Ростов облаҫне янӑ. Унта вӑл ҫар тивӗҫне виҫӗ уйӑх пурнӑҫланӑ. Шӑпах унта вӑл РФ Хӳтӗлев министерствин медальне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Заводра ӗҫлекен мигрант Елчӗк районӗнчи пӗр предприятире тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Мигрантсем пурӑнакан общежити пӳлӗмӗсенче шкапсем те пулман. Унта тахҫантанпах тирпейлемен-мӗн. Тӗпелте те хӑрушӑ. Тумтир типӗтмелли вырӑн та ҫук иккен. Кун пирки ПТРК корреспонденчӗ пӗлтерет. Кирпӗч савутӗнче прокуратура, Роспотребнадзор, Миграци службин ӗҫченӗсем пулнӑ. Завод директорӗ каланӑ тӑрӑх, унччен кунта вырӑнти халӑх та тӑрӑшнӑ. Анчах юлашки вӑхӑтра кадр ыйтӑвӗ ҫивӗчленнӗ-мӗн. Ҫулсерен кунта 50 рабочи таранах кирлӗ-мӗн. Вӗсене вӑхӑтлӑха ҫеҫ ӗҫлеттереҫҫӗ. Завод директорӗ Лидия Ласточкина каланӑ тӑрӑх, кунта рабочисем хӗлле пурӑнмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫулла ҫеҫ ӗҫлеҫҫӗ. Вӑл тумтир ҫумалли, душ кӗмелли уйрӑм пӳлӗм пуррине ӗнентернӗ. Ҫитес вӑхӑтра ҫитменлӗхсене пӗтерме тӑрӑшма шантарнӑ. Ертӳлӗхӗн ҫитменлӗхсене 1 уйӑхра пӗтермелле пулнӑ. Анчах тепӗр хут ирттернӗ тӗрӗслев улшӑну курман. Ҫавӑнпа тепӗр тӗлпулу судра пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Операци вӑхӑтӗнче ЧР Сывлӑх министерствин пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑн 10–11-мӗшӗсенче Республикӑри клиника пульницин нейрохирурги уйрӑмӗн ҫумӗнче ҫурӑм шӑммин мимин усал шыҫҫине халалланӑ ӑсталӑх класӗ иртнӗ. Раҫҫейри нейрохирурги енӗпе чи лайӑх специалистсенчен пӗри, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа тӗпчев нейрохирурги институчӗн профессорӗ Дмитрий Гуляев виҫӗ операци ирттернӗ. Ӑна Республикӑри клиника пульницин анестезиолог реаниматологӗсем тата нейрохирургӗсем сӑнанӑ. Ассистент вырӑнӗнче ЧР Сывлӑх министерствин штатра тӑман тӗп нейрохирургӗ Павел Святочевский пулнӑ. Ҫурӑм тата пуҫ мимисен усал шыҫҫине операци тунӑ чухне питӗ тимлӗ пулмалла-мӗн, мӗншӗн тесен амак сарӑлма пултарать. Тухтӑрсем нейрохирурги уйрӑмӗнче выртакан пациентсене пӑхса тухнӑ. Ӗҫтешсем тӗрлӗ амака сиплес тӗлӗшпе опытпа ылмашӑннӑ. Палӑртмалла: Дмитрий Гуляевпа унччен те ӑсталӑх класӗсем иртнӗ. Ку медицина ӗҫченӗсен питӗ пысӑк пулӑшу парать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкек медицинин республика центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫур ҫулта ҫул-йӗр инкекӗнче ҫул ҫитмен 171 ача суранланнӑ. Ҫав шутра велосипедпа тата мотоциклпа ҫӳрекенсем те яланхиллех пур. Юлашкинчен асӑннӑ инкексен шучӗ пӗлтӗрхипе танлаштарса пӑхсан палӑрмаллах ӳсни курӑнать. Цифра чӗлхипе каласан, 28 процент хушӑннӑ. Ҫуллахи вӑхӑтра вилекенсен йышӗ те нумайланнӑ. Кӑрлач–ака уйӑхӗсенче ҫул-йӗр ҫинчи инкекре ҫул ҫитмен 89 ача суранланнӑ пулсан, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ҫӗртмен 25-мӗшӗччен 79-ӑн шар курнӑ. Вӗсенчен 19-шӗ скутерпа, мопедпа е мотоциклпа ярӑнакансем иккен. Вилекен те пулнӑ. Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра ҫул ҫинчи юрӑхлӑ хӑвартлӑх виҫине пӗр айӑплавсӑр 20 ҫух/сех таран пӑсма юрать. Ҫакӑнпа усӑ курса ял-хула таврашӗнче урапаҫӑсем (водительсем) 80 хӑвартлӑхпа ҫурейреҫҫӗ. Саккун кӑларакансем вара ку йӑла ҫынсен (ҫав шутра ачасен те) сывлӑхне хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарасси пирки пӑшӑрханаҫҫӗ имӗш. Хальхи вӑхӑтра ҫул-йӗрти статистикӑна сӑнаҫҫӗ, енчен те вилекенсен йышӗ ӳсни курӑнать пулсан хӑвартлӑха ӳстерме юракан виҫене 10 таран кӑна хӑварасшӑн иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Янӑшра ҫӗкленсе ларнӑ ҫӗнӗ шкул Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче Шупашкар районӗнчи Янӑшра ҫӗнӗ шкул тума пуҫланӑччӗ. Ӗҫне строительсем ҫине тӑрса пурнӑҫлаҫҫӗ. 165 ача вӗренмелӗх тата шкул ҫулне ҫитмен 40 ача вырнаҫмалӑх заведение купаласа пӗтернӗ те ӗнтӗ. Чӳречесем лартнӑ, электромонтаж ӗҫӗсене вӗҫленӗ. Хальхи вӑхӑтра шалти ытти ӗҫ пырать. Паян Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров ӗҫ-пуҫпа вырӑна тухса паллашнӑ-мӗн. Район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑх ӗҫ тивӗҫлӗ шайра пынине, объекта вӑхӑтра (анчах вӑхӑчӗ хӑҫанне асӑнман та) хута ярасса шаннине палӑртнӑ. Ку шкулта хӑй вӑхӑтӗнче Игнатьев Михаил Васильевич пӗлӳ пухнӑ. Унччен вӑл 1 хутлӑ ҫуртра вырнаҫнӑ пулнӑ, хальхи икӗ хутлӑ пулмалла. Тӗрлӗ сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх ку шкула (вӑл тӗп пӗлӳ параканни шутланать) хута янӑ хыҫҫӑн Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкула хупма пултараҫҫӗ имӗш. Янӑш шкулӗнче хальхи вӑхӑтра 60 ытла ача вӗренет. Сӑнсем (8) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |