Персона
![]() Нумаях пулмасть Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хусанушкӑнь шкулӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Светлана Вячеславовна Яруткина (Дмитриева) 60 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ҫак ятпа ҫак кунсенче Хусанушкӑнь ялӗнчи Культура ҫурчӗнче юбиляра саламлама тата унӑн пултарулӑхӗре паллашма ятарлӑ курав йӗркеленӗ. Пухӑннисем умӗнче Светлана Вячеславовна хӑйӗн литературӑра тунӑ утӑмӗсем пирки каласа кӑтартнӑ. Хусанушкӑнь ял тӑрӑх ертӳҫи Любовь Геннадьевна Кузнецова юбиляра чунтан саламланӑ, Сӗнтӗкҫырми Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи пултарулӑх коллективӗнчи концертсене хатӗрлеме пулӑшнӑшӑн чунтан тав тунӑ, малашне те ҫыхӑну татӑлмасса шаннине пӗлтернӗ. Светлана Вячеславовна таврара ырӑ ятпа пӗлеҫҫӗ. Виҫӗ ача амӑшӗ, шанчӑклӑ мӑшӑр, пултаруллӑ вӗрентекен, музыкант, юрӑҫӑ, корреспондент, сӑвӑҫ, ырӑ кӑмӑллӑ хӗрарӑм — йӑлтах пӗр ҫын. Светлана Вячеславовна 1955-мӗш ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тури Ҫӗрпӳкассси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Тӑван ялти сакӑр ҫул вӗренмелли (1962–1970), Хусанушкӑнчи вӑтам шкулӗнче (1970–1972), И. |
Сывлӑх
![]() Республикӑн Сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Наиля Хайрлисламовна ҫынсем усал шыҫӑпа аптӑрани медицинӑра кӑна мар, социаллӑ пурнӑҫра та ҫивӗч ыйту пулса тӑнӑ. Ҫынсем пурнӑҫран уйрӑлнин сӑлтавӗсен шутӗнче ҫак чир пирӗн республикӑра виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнать иккен. Унпа чирлекенсен йышӗ пысӑкланса пынине тӗрлӗрен ӑнлантараҫҫӗ. Тӗпрен илсен ҫавна ҫынсен ӗмӗрӗ вӑрӑмланса пынипе сӑлтавлаҫҫӗ-мӗн. Диагностика пахалӑхӗ ӳсни те чире тупса палӑртма май парать. 2015 ҫул пуҫланнӑ тӗле республикӑри онкологи диспансерӗнче 23 пин ҫын, е Чӑваш Енри халӑхӑн 1,9 проценчӗ, учетра тӑнӑ иккен. Арҫынсене илсен, вӗсен сывлав органӗсен, апат хуранӗн, ӳт, простата, тӳрӗ пыршӑ ракӗпе ытларах чирлеҫҫӗ, хӗрарӑмсем — кӑкӑр парӗннипе, ӳтӗннипе, апат хуранӗннипе, ача ҫуратмалли органсеннипе. Юлашки ҫулсенче усал шыҫӑна малтанхи тапхӑртах тупса палӑртасси ӳссе пырать. Ҫакӑнта массӑллӑ диспансеризаци ирттернин тӳпи те самай-мӗн. Пӗлтӗрхи кӑтартусене илсен, тивӗҫлӗ сиплев хыҫҫӑн чирлисен 55 проценчӗн ӗмӗрӗ 5 е ытларах ҫула тӑсӑлать тесе ӗнентереҫҫӗ тухтӑрсем. Кӑрлачӑн 24,31 тата нарӑсӑн 7-мӗшӗсенче республикӑри онкологи диспансерӗнче (Шупашкар хули, Гладков урамӗ, 31-мӗш ҫурт) Уҫӑ алӑксен кунӗ иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫул-йӗр ҫинчи шӑтӑк-путӑк, ҫуртсен картишӗнче ҫутӑ ҫукки, юр тасатманни, юраман вырӑна машина лартса хуни тата ытти кӑлтӑк пирки Чӑваш Енре пурӑнакансем «Халӑх тӗрӗслевӗ» порталта пӗлтерме пултарӗҫ. Ҫӗнӗ ресурс иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ӗҫлесе кайнӑччӗ. Халӗ унта тӗрӗслев вӗҫленнӗ май ҫӗнӗ ресурспа ирӗклӗнех усӑ курма пулать. Портала йӗркеленине халӑх шухӑш-кӑмӑлӗпе паллашас, ыйтусене палӑртас тӗллевпе сӑлтавлаҫҫӗ. Унта малтанласа кӗрес тесен gosuslugi.ru порталта регистрациленни кирлӗ. Уйрӑм ҫын пӳлӗмне кайран «Вконтакте»,«Facebook» тата «Google+» халӑх тетелӗсенчи аккаунтсемпе ҫыхӑнтарма пулать. Ҫынсен ҫӑхавӗсемпе сӗнӗвӗсене 8 тӗп енпе йышӑнаҫҫӗ: ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу, ҫыхӑну, социаллӑ сфера, бизнес, экологи, хӑтлӑхпа инфраструктура, ҫул-йӗр тата ял хуҫалӑхӗ. Ҫырӑва чӑвашла та, вырӑсла та шӑрҫалама юрать. Сӑнӳкерчӗксем ярса парсан та аван. Информацие модератор тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна яваплӑ министерствӑна ҫитерӗҫ. Ҫынсем ҫырнисене пӑхса тухмалли вӑхӑт — 10 кунтан ытла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Мускаври Национальноҫсен ҫурчӗ Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче нарӑс 14-мӗшӗнче вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторне Константин Иванова халалланӑ каҫ иртмелле. Мероприятие Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗ ирттерет. Программӑра «Нарспи» мюзикл сыпӑкӗсем пулӗҫ. Аса илтеретпӗр, ӑна Николай Казаков композитор лартнӑ, либретто авторӗ — Борис Чиндыков ҫыравҫӑ. Праскки Витти художникӑн куравӗ те ӗҫлӗ. Унсӑр пуҫне чӑваш эстрада юрӑҫисем хутшӑнӗҫ. Уява кӑмӑл тӑвакансене пурне те чӗнеҫҫӗ. Унта кайнишӗн укҫа тӳлемелле мар. Мероприяти 15 сехетре пуҫланать. Национальноҫсен ҫурчӗ адресӗ, Ҫӗнӗ Басман урамӗ, 4-мӗш ҫурт, 1-мӗш строенийӗ. «Хӗрлӗ хапха» (Красные ворота) метрора анмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Республикӑри организацисем пӗлтӗрхи кӑрлач–чӳк уйӑхӗсенче ӗҫленине тишкернӗ те хайхисем 1,8 миллиарда яхӑн тенкӗ таса тупӑш илнине палӑртнӑ. 382 организаци 13,4 миллиарда яхӑн тупӑш курнӑ, 168 компани 11,6 миллиарда яхӑн тӑкак тӳснӗ. Тирпейлекенсем уйрӑмах тӑкаклӑ ӗҫленӗ. Вӗсем 478 миллион тенкӗлӗх шар курнӑ. Курттӑммӑн тата ваккӑн сутакансем, автотранспорт тата йӑлари япала юсакансем те, пӗтӗмӗшле илсен, тупӑш илеймен. Вӗсен тӑкакӗ 297 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Ял хуҫалӑх отраслӗ (тӗлӗнмелле те, савӑнмалла та) пуринчен ытла тупӑш курнӑ. Ҫак хисеп унта — 957,9 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Тӑкаклӑ предприятисен шучӗ йышланнӑ, вӗсен шучӗ 4,5 процент нумайланса 30,5 процента ҫитнӗ. Тупӑшсӑр ӗҫлекенсем транспортпа ҫыхӑнура (56,4%), ҫурт-йӗр фондне тытса тӑнӑ ҫӗрте (38,5%) уйрӑмах йышлӑ. Ял хуҫалӑхӗнче — сахал (4,8). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Драма театрӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Юрий Владимирова Вадим Ефимов министра Тав хучӗпе чыслать Театра кун сиктермесӗр тенӗ пек ҫӳрекенсем мӗнпур артиста паллаҫҫӗ-ха, анчах сцена хыҫӗнче тар тӑкакансен тӑрмашӑвӗ куҫа курӑнсах каймасть тесен те йӑнӑш мар-тӑр. Культура учрежденине ертсе пыракансем пирки те ҫавӑн пек калама юрать. Ҫавӑн йышшисен шутне Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Юрий Владимиров та кӗрет. Кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче вӑл ҫур ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ҫав ятпа ӑна нумаях пулмасть савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура (кун пекки театр ӗҫченӗсемшӗн, паллах, спектакль пуҫланас умӗнхи самант) культура министрӗ Вадим Ефимов саламланӑ. Вадим Петрович Юрий Мефодьевича театрӑн пурлӑхпа техника базине пуянлатассишӗн тӑрӑшать, пултарулӑх ушкӑнӗн укҫа-тенкӗ тата производство ыйтӑвӗсене пурнӑҫлама ӑста, кӑткӑс та яваплӑ ӗҫе пултаруллӑ тата ӑслӑ-тӑнлӑ йӗркелсе пырать тесе ырланӑ. Тӑрӑшулӑхшӑн министр театр ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан ведомствӑн Тав хучӗпе чысланӑ. Ҫуралнӑ кун ячӗпе Юрий Владимирова культура ӗҫченӗсен профсоюзӗ те, театрпа концерт учрежденийӗсен ушкӑнӗсем те, хӑй ӗҫлекен тӑван коллектив та саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине кӗтсе илме хатӗрленесси ҫӗршывра кӑна мар, район-хулара та пуҫланнӑ ӗнтӗ. Чӑваш Енӗн Культура министерстви вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑксене тӗрӗслет. Иртнӗ эрне вӗҫӗнче министерство ӗҫченӗсем, сӑмахран, Элӗк районӗнче пулнӑ. Элӗк районӗнче пурӗ 36 палӑк. Япӑхнӑ палӑксене тата вӗсен тавралли теорриторие специалистсем акан 15-мӗшӗ тӗлне юсаса, йӗркене кӗртсе пӗтерме хушаҫҫӗ. Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсен вӗсене (палӑксене) халех хакламалла, тивӗҫлӗ ӗҫе пурнӑҫламалла. Кашни палӑкпа яваплӑ шкулсене палӑртма пулать. Вӑрҫӑра пуҫ хунисен тӑванӗсем, ял-йыш хастар хутшӑнасса шанаҫҫӗ. Культура министерстви ытти района та ҫитсе килме палӑртать. Сӑнсем (6) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Вӑйӑра Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗнчи «Выл» территорийӗнче районта кашни ҫул иртекен пӑр уявӗ иртнӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене район пуҫлӑхӗ Александр Краснов, Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Татьяна Леонтьева тата Етӗрне район депутачӗ Петр Столяров саламланӑ. Командӑсем пӑр ҫинче мечӗкпе хоккей вылянӑ, анчах урана тӑркӑч (коньки) мар — ҫӑматӑ тӑхӑнса. Чемпионатра район администраци команди, Етӗрне хулинчи депутатсен ушкӑнӗ тата районти ял хуҫалӑх ертӳҫисен командисем ӑмӑртнӑ. Хӗрӳллӗ тупӑшура ҫӗнтерӳҫӗ ята Етӗрне хулинчи депутатсен ушкӑнӗ тивӗҫнӗ. Етӗрне администрацин пӗрремӗш ҫумӗ Владимир Семенов «Чи лайӑх хапхаҫӑ», Сергей Бобылев «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ», район администраци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин «Чи лайӑх тапӑнакан» ята тивӗҫнӗ. Владимир Николаевич пӗтӗмпе ултӑ мечӗк ҫапса кӗртме пултарнӑ. Юлашкинчен район администраци пуҫлӑхӗ ҫӗнтерӳҫӗ командӑна кубок парса чысланӑ. Сӑнсем (150) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() 2014 ҫулталӑк иртсе кайнӑран пӗлтӗрхи пулӑмсене хак пама та вӑхӑт ҫитрӗ. 2014 ҫул Культура ҫулталӑкӗ пек иртнӗрен пӗлтӗр мероприятисен йышӗ сахал мар пулчӗ. Ҫавӑн пекех Раҫҫей шайӗнчисем те пулчӗҫ. Пӑхса илер-ха, хӑш пулӑмсене пирӗн сайт хӑнисем суйларӗҫ. Ыйтӑма эпир чӑвашла тата вырӑсла версисенче ирттертӗмӗр, сире халӑх палӑртнӑ 7 пулӑмпа паллаштарасшӑн. 7-мӗш вырӑнта (5 сас) «Хыпар» издательство ҫурчӗн ертӳҫине Валери Туркая лартни. Асӑнса хӑварас пулать — унччен вӑл уҫӑ ҫыру ҫырнӑччӗ, Алексей Леонтьев ҫак предпритие ытла нумай ҫул ертсе пынишӗн пӑшӑрханнӑччӗ. «Хыпар» ертӳҫи улшӑннине малтанах халӑх ырларӗ теме пулать, анчах та Чӑваш халӑх поэчӗн малаллахи утӑмӗсем пурне те килӗшсех каймарӗҫ пулас, хирӗҫле калаҫусем ҫурала пуҫларӗҫ. 6-мӗш вырӑна (5 сас) «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» йышӑнчӗ. Пӗлтӗр ӑна иккӗмӗш хут йӗркелерӗҫ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ирттернӗ меропритие пурӗ 3 пин ытла ҫын хутшӑннӑ, «5»-лӗх 136 ҫын ҫырнӑ. 5-мӗш вырӑна (7 сас) Ҫӗрпӳри этнокультура паркӗпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах йышӑнчӗ. Вӑл ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчех пулса иртрӗ — вырӑнти пуп «сӗннипе» парка вырнаҫтарнӑ чӑваш йӑли-йӗрки юпине склада кайса пуҫтарса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Артем Гаврилов РФ Вӗренӳ министерствин Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн ҫӗршыври аслӑ шкулсенчи 10 студента публицист, ҫыравҫӑ Александр Солженицын ячӗллӗ стипендие параҫҫӗ. Стипендие тивӗҫнисен йышӗнче Шупашкар каччи те пур. Артем Гаврилов И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра журналистика енӗпе 3-мӗш курсра ӑс пухать. Унӑн журналистикӑри пултарулӑхне, тӗпчев ӗҫне пысӑк хак панӑ. Артем МИХсен фестивалӗсене час-часах хутшӑнать. Вӑл 2013 ҫулта тата кӑҫал ЧР Элтеперӗн стипендине тивӗҫнӗ. Артем 2012 ҫултанпа Чӑваш наци радиовӗнче «Студенческий городок» (чӑв. Студентсен хули) кӑларӑма ертсе пырать. Артем Гаврилова пӗлтӗр РФ Профессионал журналистсен пӗрлӗхне илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левтина Марье, чӑваш сӑвӑҫи, драматург, публицист ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |