Кӑҫал республикӑра Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май унӑн хайлавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ картинӑсен куравӗ уҫӑлать.
РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин, Чӑваш халӑх ӳнерҫин Праски Виттин куравӗ ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче уҫӑлӗ. Экспозицире К.Ивановӑн поэми тӑрӑх хатӗрленӗ ӗҫсем пулӗҫ.
Праски Витти «Нарспи» поэмӑна килӗштерет, ӑна хӑйӗн пултарулӑхӗнче ҫутатать. Уншӑн вӑл — ырӑпа тата усалпа, телейпе тата хурлӑхпа, юратупа тата курайманлӑхпа тулнӑ хайлав.
Куравра ӳнерҫӗн 87 ӗҫӗ пулӗ. Вӑл вӗсене тушьпе, гуашьпе, ҫупа, вӗри эмальпе хатӗрленӗ.
Праски Витти унччен пӗтӗм Раҫҫей, тӗнче шайӗнчи куравсене хутшӑннине те палӑртмалла. Унӑн ӗҫӗсене Венгрире, Германире, Испанире, Францире, Хорватире, АПШра, Японире, Турцире, Индире курнӑ.