Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Патӑрьелти 1-мӗш шкул «Раҫҫей ялӗнчи чи лайӑх шкул — 2015» ята тивӗҫнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 23.04.2015 11:01 | 1260 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

«Раҫҫейри ялти чи лайӑх шкул — 2015» федераци конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Савӑнмалли хыпар килнӗ Чӑваш Ене. Патӑрьелти 1-мӗш шкул унта ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ.

Раҫҫейри вӗренӳ аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн панӑ диплома, медале шкул директорӗ Наталия Борисовна Андреева илсе килнӗ. Шкулӑн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗренӳ учрежденине 1934 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче уҫнӑ. 2005 ҫултанпа ачасем ҫӗнӗ ҫуртра вӗренеҫҫӗ.

Патӑрьелти 1-мӗш шкулта 33 класс, унта 19 ялти тата Патӑрьелти 922 ача ӑс пухать. Унта квалификациллӗ кадрсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче психолог та, социаллӑ педагог та пур. Вӗрентекенсен 95 проценчӗ аслӑ пӗлӳллӗ.

#ҫитӗнӳсем, #шкулсем, #Патӑрьел, #Патӑрьел районӗ, #конкурсссем

 

Комментари:

Альтук // 8913.5.0368
2015.04.23 19:48
"Патӑрьелӗнче" темелле, "Патӑрьелте" мар...
2015.04.23 21:38
Аçтахар Плотников
Сирӗн «Патарьелӗнче» кӑна пуль те, пирӗн вара «Патӑрьелте» те йӑнӑш мар.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем