Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ял пурнӑҫӗ

Нумаях пулмасть Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗнче шӑматкунлӑх иртнӗ.

Пӗччен сурсан — типсе ларать, халӑх сурсан кӳлӗ пулать. Ваттисем ҫапла ахальтен каламан. Чылай ялта асфальт ҫул ҫук. Кӗҫӗн Шетмӗсем «ҫӳлтисем» сарса парасса кӗтмеҫҫӗ: хӑйсемех кар тӑрса ӗҫлеҫҫӗ.

Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнчи Ҫамрӑксен урамӗнче ҫынсем ҫула хӑйсен вӑйӗпе юсама шухӑшланӑ. «Нива» ЯХПК ертӳҫи И.М.Петров ҫула сармашкӑн вак кирпӗчпе тивӗҫтернӗ. Ҫынсем ӑна тракторпа турттарса ҫула тикӗсленӗ.

Сӑнсем (15)

 

Ӑслӑлӑх Михаил Беликова свидетельство панӑ самант
Михаил Беликова свидетельство панӑ самант

Чӑваш Енри ҫамрӑк ӑсчах, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн органика тата фармацевтика кафедрин доценчӗ Михаил Беликов «Новый подход к синтезу полифункциональных фотохромных 1,2-диарилэтентов» ӑслӑлӑх тӗпчевӗшӗн РФ Президенчӗн грантне тивӗҫнӗ. 600 пин тенкӗ тӗпчев тумашкӑн кайӗ.

Ӑсчах хатӗрленӗ проект синтез мелне тата органика молекулисене тӗпченине кӑтартса парать. Чӑваш Енӗн федерацин тӗп инспекторӗ Геннадий Федоров ҫамрӑк ӑсчаха свидетельство панӑ чухне Михаил Беликовӑн проекчӗ инноваци технологийӗсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшнине палӑртнӑ.

Михаил Беликов вара ӗҫтешӗсене, аслӑ шкула пулӑшнӑшӑн тав тунӑ, ҫамрӑксене кун пек конкурссене хутшӑнма чӗнсе каланӑ.

 

Статистика

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа тавар хакӗ 6,3% ӳснӗ. Какай, пулӑ, кӑлпасси, пахча ҫимӗҫ хакланнӑ. Танлаштармашкӑн: пӗлтӗр ҫак тапхӑрта тавар 4,7% хакланнӑ.

Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ эрнере чӑх какайӗ 0,6% ӳснӗ, шӑнтнӑ пулӑ, сысна, ӗне ашӗ, кӑлпасси, сосиска, сарделька — 0,3-0,4%.

Пахча ҫимӗҫ те хакланнӑ. Халӗ кӗркунне мар, ҫуркунне тейӗн. Ара, кӗрхи кун пахча ҫимӗҫ йӳнӗрех пулаканччӗ те. Помидорпа хӑяр 4,5 тата 3,5% хакланнӑ, ҫӗрулми — 1,7%. Ҫӳлерех асӑннӑ ҫимӗҫсем вара Раҫҫей ҫыннин сӗтелӗ ҫинчен татӑлмаҫҫӗ.

Бензин хакӗ 0,2 процент ӳснӗ. Тавар хакӗ ҫуталӑк тӑршшӗпех майӗпен ӳснӗ-ха. Анчах хаксем уйрӑмах эмбарго йышӑнсан ҫыртма пуҫланӑ. Тӗп банк палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн инфляци 8% пулӗ. Экспертсем апат-ҫимӗҫ хакӗ 10% ӳсме пултарассире те палӑртаҫҫӗ.

Палӑртмалла: Раҫҫей тӳре-шари санкцисем йышӑнсан апат-ҫимӗҫ хакӗ ӳсмессе шантарнӑччӗ. Унтан хаксем ытлах хӑпармасса пӗлтерчӗҫ… Ку лару-тӑрура РФ монополипе кӗрешекен служби сахал тупӑшлӑ ҫемьесем валли «апат-ҫимӗҫ картти» тума сӗнеҫҫӗ. Анчах РФ Суту-илӳ министерстви ҫакна йышӑнмалли сӑлтав курмасть-мӗн.

 

Хулара

Халӑх тетелӗсенче общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсен ячӗсене тӗрӗс мар ҫырнине хӗрӳ сӳтсе явма тытӑннӑ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене ҫитес вӑхӑтра тӳрлетме шантарнӑ.

Шупашкарсем нумаях пулмасть «Русский драмМатический театр» тата «Больница скорой медЕцинской помощи» чарӑнусем тупӑннине асӑрханӑ. Чарӑну ячӗсене улӑштарасси РФ Президенчӗ Владимир Путин килнипе ҫыхӑннӑ-ха. Анчах унччен ятсене вырӑсла та, чӑвашла та ҫырнӑ тӑк халӗ — пӗр чӗлхепе ҫеҫ. Ҫитменнине, йӑнӑш ҫырнӑ.

Татьяна Ильина журналист та кунпа кӑмӑлсӑр. Унӑн шухӑшӗпе, ку — килпетсӗр. Пирӗн республикӑра икӗ патшалӑх чӗлхи-ҫке-ха. «Путин 2006 ҫулта Чӑваш Ене килнӗ чухне ӑна чӑвашла юрлани килӗшнӗччӗ. Халӗ те икӗчӗлхелӗхе хирӗҫ пулмӗччӗ ахӑртнех», — тенӗ Татьяна Ильина.

Шупашкарти ЖКХ чарӑну ячӗсене тӳрлетме шантарнӑ. «Тавах асӑрханӑшӑн», — тенӗ вӗсем.

 

Чӑваш чӗлхи Пухура / Н. Плотников тунӑ сӑн
Пухура / Н. Плотников тунӑ сӑн

Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче паян шкулсенче чӑваш чӗлхине малашне мӗнле вӗрентессине сӳтсе яврӗҫ — пухӑва Чӑваш патшалӑх университечӗн, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн преподавателӗсем, вӗренӳ институчӗн ӗҫчешӗсем, «Халӑх шкулӗ» журнал ӗҫченӗсем, хула шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем тата ытти чӑваш хастарӗсем пуҫтарӑнчӗҫ.

Хальхи вӑхӑтра ФГОС пурнӑҫа кӗнӗ май хӑш-пӗр шкулсем ачасене эрнере 6 кун вырӑнне 5 кун вӗрентесшӗн, ҫапла май хӑш-пӗр предметсен сехечӗсене пӗчӗклетме тивет имӗш. Ҫӗнӗ вӗренӳ стандарчӗпе вӗренӳ тытӑмне шкул хӑй йӗркелет имӗш. Хӑш-пӗр шкулсем вара ҫак юхӑма лексе 5 кунлӑха куҫнӑ чухне чӑваш чӗлхипе литературин сехечӗсене катаҫҫӗ иккен — тӗрлӗ ҫӗнӗлӗхе пула яланхилле тӑван чӗлхе яваплӑ пулса тӑрать. Пуҫлӑхсен «пуртти» айне ӑна чи малтан чикеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхине вӗрентес шайне сахалатман темех пуль министерствӑри пуҫсене пӗр шухӑш пырса ҫапнӑ — 5 сехетрен иккӗшне хӑварса виҫӗ сехетне дистанцилле те вӗрентме пулать имӗш.

Пухӑва пуҫтарӑннисем ку ҫӗнӗлӗхе сивлерӗҫ — пӗр енчен дистанцилле вӗрентме материалӗсем ҫук, тепӗр енчен программи таврашне йӑлт ҫӗнӗрен шутласа кӑларас пулать.

Малалла...

 

Ҫурт-йӗр

Йӗпреҫ поселокӗнче 34 хваттерлӗ ҫурт тума маларахах тытӑннӑ-ха. Халӗ ку ӗҫ вӗҫленсе пырать темелле.

Нумай хваттерлӗ ҫурт асӑннӑ поселокри Кооператив урамӗнче вырнаҫнӑ. Ҫурт номерӗ — ҫирӗм улттӑ.

Ку ҫурта хӑпартасси епле шайра пынине сӳтсе явма ӗнер район администрацийӗнче планеркӑна пухӑннӑ. Ӑна район администрацийӗн пуҫлӑхӗ — ҫурт тӑвӑм тата общество инфраструктурин аталанӑвӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Владислав Пименов ертсе пынӑ.

Планеркӑра палӑртнӑ тӑрӑх, ӗҫсем планпа пыраҫҫӗ. Халӗ газ котельнӑйне, сантехника вырнаҫтармалла, шалта илемлетессипе тӑрӑшаҫҫӗ.

Сӑнсем (13)

 

Чӑвашлӑх Чӑрӑшкас Хирлепри музей
Чӑрӑшкас Хирлепри музей

Вӑрнар районӗнчи Чӑрӑшкас Хирлепри культура аталанӑвӗн тата вулавӑш пулӑшӑвӗн центрӗнче чӑваш йӑлипе паллаштаракан музей уҫнӑ.

Пыскӑках мар вырӑна музей тени тӗрӗсех те мар пулӗ-ха. Кӗтес темелле-тӗр. Унта тӑван халахӑмӑрӑн йӑли-йӗркипе паллаштаракан япаласене вырнаҫтарнӑ. Асӑннӑ центр пуҫлӑхӗ Ольга Ефремова ҫӗнӗлӗхшӗн савӑнни куҫкӗрет. Ун шучӗпе наци культурине пӗлмелле тата упрамалла.

Музея уҫма вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Петров та ҫитнӗ. Вӑл центра ӳкерчӗк парнеленӗ. Унта ӗҫлекен Светлана Семенова экскурси ирттернӗ. Вӑл кашни япала пирки тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.

Музей уҫнине паллӑ туса вырӑнти «Хӗлхем» ансамбль юрӑсем шӑрантарнӑ.

Сӑнсем (19)

 

Персона Гелий Иванов медицина службин подполковникӗ
Гелий Иванов медицина службин подполковникӗ

«Гелий Иванов — пирӗн ентеш, медицина службин подполковникӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ — ҫак кунсенче 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать», — тесе пӗлтерет «Пурнӑҫ ҫулӗпе» Элӗк район хаҫачӗ.

Гелий Иванов 1934 ҫулхи юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Кураккасси ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ялӗнчи пуҫламӑш шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Хирлеппуҫӗнчи ҫичӗ класлӑ шкулта пӗлӳ пухнӑ. Малалла пӗлӗвне Гелий Иванович Элӗк вӑтам шкулӗнче тӑснӑ. 1951 ҫулта алла аттестат илнӗ ҫамрӑк Питӗрти (ун чухне Ленинград пулнӑ) С.М. Киров ячӗллӗ ҫарпа медицина академине ҫул тытнӑ. 1957–1959 ҫулсенче тинӗс ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнӑ.

Элӗк ен каччине суйласа илни професси тӑван тавралӑхран аякка илсе ҫитерет. 1959 ҫултанпа Гелий Иванович Балти флочӗн шыв айӗнчи кимӗсем ҫинче ӗҫлеме пуҫлать. 1966 ҫултанпа Юрмала хулинче «Майори» санаторире аслӑ диетолог пулса тӑрӑшать. 1972–1980 ҫулсенче вӑл Калининградри тинӗс ҫарӗн аслӑ училищинче вӗрентет.

80-мӗш ҫулсенче Гелий Иванов Чӑваш Ене таврӑнать. Шупашкарта тухтӑр пулса ӗҫлет, тӗп хулан 1-мӗш пульницинче профсоюз комитетӗнче вӑй хурать.

Малалла...

 

Спорт

Ҫак кунсенче Адыгейӑри Майкоп хулинче Нумай куна тӑсӑлакан пӗтӗм тӗнчери велочупу иртнӗ. «Кавказ турӗ» ят панӑскер пиллӗк куна тӑсӑлнӑ. Унта Молдава, Австри, Белоруҫ, Украина тата Раҫҫей спортсменӗсем хутшӑннӑ. Пиллӗк кунта вӗсен Адыгейӑри ҫулсене пӗтӗмпе 570 километр тӑршшӗ парӑнтарма тивнӗ.

Пӗтӗм тӗнчери велотурта Чӑваш Республикинчен хутшӑннӑ Дмитрий Игнатеьв юлашки тапхӑрти ӑмӑртура ҫӗнтернӗ. Юлашки тапхӑрта спортсменсем Каменмостский тата Победа поселоксем хушшинчи 10 километра парӑнтарнӑ. Ҫавӑн йышши рельефлӑ ӑмӑртура Дмитрий кӑтартӑвӗ — чи лайӑххи.

Пӗтӗмӗшле зачетра вӑл 19-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

 

Вӗренӳ Вилӗмсӗр Ҫеспӗл Мишши
Вилӗмсӗр Ҫеспӗл Мишши

Элӗк районӗнче тӑван тӑрӑх историйӗпе тата культурипе кӑсӑклантарас, чӑваш поэзине пуҫарса янӑ Ҫеҫпӗл Мишши ятне сарас тӗллевпе «Чӗрӗлӳ ҫеҫкисем» республикӑри конкурсӑн районти тапхӑрӗ иртнӗ.

Ӑмӑртӑва Ҫеҫпӗл ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта шкулта вӗренекенсем хастар хутшӑннӑ. Чи лайӑх ӗҫсен шутне Шуркасси Юнтапари вӑтам шкулта 8-мӗш класра вӗренекен Анжелика Иванова тата унта 7-мӗш класра ӑс пухакан Екатерина Степанова, Тенири тӗп шкулти 8-мӗш класа ҫӳрекен Юлия Капитоновапа Анжела Игнатьева ӗҫӗсене чи лайӑххисем тесе йышӑннӑ. Вӗсем район чысне республикӑра хӳтӗлӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3206, 3207, 3208, 3209, 3210, 3211, 3212, 3213, 3214, 3215, [3216], 3217, 3218, 3219, 3220, 3221, 3222, 3223, 3224, 3225, 3226, ... 3888
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑр сахал мар пӑшӑрхану илсе килӗ, кӑштах йӑнӑшма пултаратӑр. Тен, ҫывӑх ҫын умӗнче айӑпа туятӑр. Ӑнланманлӑх сирӗлтӗр тесен халӗ шӑпах чуна уҫса калаҫмалли вӑхӑт. Ӗҫре йӑнӑшсан яваплӑхран пӑрӑнма ан тӑрӑшӑр. Йӑнӑша йышӑнӑр, вара ҫивӗч ыйтӑва татса паратӑр.

Ҫу, 07

1980
45
Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ.
1980
45
Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...