Республика шайӗнче иртекен «Чӑваш Ен литератури: 2013 ҫулхи чи вуланакан кӗнеке» конкурспа килӗшӳллӗн Йӗпреҫ районӗнчи Чӑваш Тимеш ял тӑрӑхӗнче «Нарспи» вулатпӑр» флешмоб ирттернӗ. Унта Константин Ивановӑн поэмине ушкӑнпа вуланӑ.
Акцие хутшӑнакансем поэма сыпӑкӗсене сасӑпа вуланӑ. Вӑл вулавӑшра пуҫланнӑ та урама, ял тӑрӑхӗн администрацин ҫуртне, ача пахчине, лавккана ҫитнӗ. Поэмӑна вулавӑша килекенсем те, ахаль иртен-ҫӳрен те вуланӑ.
«Нарспи» поэма шыв юххи пек тикӗссӗн янӑранӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте хаваслӑн илтӗннӗ. Пӗр сӑмахпа, никам та айккинчен иртсе кайман, акцие пурте хутшӑннӑ. Пурте чӑваш литературин классикӗн поэмине тулли кӑмӑлпа вуланӑ.
Каҫхине вулавӑша ялти хӗрарӑмсен канашӗн элчисем пухӑннӑ. Чей ӗҫнӗ май вӗсем поэмӑна сӳтсе явнӑ, Константин Ивановӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашнӑ. Хӗрарӑмсем хӑйсен шухӑшӗсене те пӗлтернӗ. Кӗтмен ҫӗртен ирттернӗ флешмоб халӑха кӗнеке вулама илӗртнӗ.