Республикӑра
Аслӑ чеменсем Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Чемен ял тӑрӑхӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи фольклор ушкӑнӗ Шупашкар хулинче иртнӗ Республика кунне уявлама хутшӑннӑ. Фольклор ушкӑнӗ авалхи ҫӗр ӗҫӗн йӑли-йӗркине:ака туни, тырра вырса ҫапни, сӑвӑрни, ал арманӗпе кӗрпе туни - кӑтартнӑ. Борис Сюзюкин ҫӑпата тӑвас ӑсталӑхӗпе паллаштарнӑ. Уявра чеменсен пултарулӑх ушкӑнӗ куракансене хӑйсен пултарулӑхӗсепе савӑнтарнӑ. Тӗрлӗ облаҫсенчен килнӗ хӑнасем авалхи пир кӗпе тӑхӑннӑ, хушпу сырӑннӑ, ҫӑпата тӑхӑннӑ хӗрарӑмсене курса тӗлӗннӗ тесе хыпарлать асӑннӑ ял тӑрӑхӗ. Куракансем хӗрарӑмсен ушкӑнӗ шӑрантарнӑ чӑваш халӑх юрри-такмакӗсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса пӗрле савӑннӑ, «Кӑвакал чӑмать-и?», «Ҫерем пӑсса вир акрӑм» чӑваш халӑх вӑййисене кӑтартнӑ, вӑйӑ картине тӑнӑ. Аслачеменсен хальхи чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ачисем те уява хайне кура илем кӳнӗ. Инди халӑх ҫыннисем, Тверь облаҫӗнчен, Тутар республикинчен, Раҫҫейӗн ытти тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ хӑнасем аслӑчеменсене мухтанӑ, татах та ҫӑкӑн евӗрлӗ уявсене хутшӑнса ҫынсене савантарса ҫуреме анӑҫу та сывлӑх суннӑ. Аслӑчеменсем вара вӗсене хуҫалӑхра авалхи йӑлапа хатӗрленӗ чӑваш сӑрипе хӑналанӑ http://gov. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
"Эткер" этнокультура лагере канма килнисем Ҫак эрнере Чӑваш Енти «Вӑрман юмахӗ» санаторине кӑҫалхипе вуннӑмӗш хут тулай чӑвашсен ачисем канма пуҫтарӑнаҫҫӗ. Хальхи ҫӗршывӑн 10 регионӗнчен 45-ӗн килнӗ. Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче сапаланнӑ чӑвашсен ачисемпе Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов тӗл пулнӑ. Вӑл «Эткер» этнонкультура лагере хӑйӗн йӑли-йӗркипе, чӗлхипе, юррисемпе, тӗррисемпе пуян чӑваш культурин элчисем пуҫтарӑннине палӑртса хӑварнӑ. Канма килнӗ ачасене Константин Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспи» кӗнекене асӑнмалӑх тесе парнеленӗ. Культура министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, лагере канма пухӑннӑ ачасене тӑван этнокультурӑпа та паллаштараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗртмен 26-мӗшӗнче, Наркотикпа кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери кун, «сывлӑх троллейбусӗсем» ҫула тухнӑ. 1-мӗш, 15-мӗш тата 18-мӗш маршрутпа хутлаканскерсене наркотика хирӗҫле рекламӑллӑ плакатсемпе илемлетнӗ. Вӗсемпе ҫула тухнисене тӗрлӗ информаци материалӗ валеҫнӗ. Акци ирхи вунӑ сехетре Хӗрлӗ лапамра пуҫланнӑ. Акцие Наркотикӑн саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленийӗ, Шупашкарӑн Калинин район администрацийӗ тата яваплӑ ытти служба пӗрле пулса йӗркеленӗ. Хулари хастар яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ троллебуса Хӗрлӗ лапамра ларнӑ та пассажирсем хушшинче инкеке лексен мӗн тумаллине ӑнлантаракан флаерсем валеҫсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Кун пек ҫуртра такамӑн та пурӑнас килӗ Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви хӑйӗн сайтӗнче ҫынсем ӑҫта пурӑнма кӑмӑлланипе кӑсӑкланнӑ. Асӑннӑ ведомствӑн сайтне кӗрекенсене «Сирӗн уйрӑм ҫуртра е нумай хваттерлинче пурӑнас килет-и?» ыйтӑва хуравлама ыйтнӑ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 74 проценчӗ уйрӑм ҫуртра пурӑнасшӑн. Анчах ахаль-махальлинче мар. Ҫуртра ҫутӑ, шыв пултӑр, канализаци тата коммуналлӑ ытти услови те кирлӗ. Уйрӑм ҫуртра тӗпленес текенсенчен кун пек шухӑш патне 10 проценчӗ экологи тӗлӗшӗнчен таса вырӑнта пурӑнас килнипе пырса тухнӑ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 12 проценчӗ хваттерте пурӑнасшӑн, мӗншӗн тесен вӗсене ял пурнӑҫӗ илӗртмест. Хваттерех чун туртнине 3 проценчӗ ҫурта тытса тӑрас тата юсас енӗпе нумай тӑрӑшмалла маррипе сӑлтавланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
ЧР Журналистсен пӗрлӗхӗ пысӑк проекта вӗҫленӗ. Организаци юбилейӗ тӗлне «Чӑваш журналистикипе пичечӗн энциклопедийӗ» кӗнеке кун ҫути курнӑ. Ку массӑллӑ информаци хатӗрӗсен, издательствӑсен, полиграфи предприятийӗсен, информаци агентствисен историне, тӗп тапхӑрӗсен аталанӑвне ҫутатакан пӗрремӗш кӗнеке. Кӗнекере 2400 яхӑн статья, вӗсене алфавит йӗркипе вырнаҫтарнӑ. Кунта СССР тата РФ Журналистсен союзӗсен пайташӗсем пирки, чӑваш изданийӗсен пирвайхи редакторӗсем, репрессиленӗ журналистсем, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисем, фронтри корреспондентсем, пичет ветеранӗсем тата ыттисем ҫинчен те ҫырса кӑтартнӑ. Чӑваш Ен тулашӗнче тухса тӑракан чӑваш журнал-хаҫачӗ пирки уйрӑммӑн чарӑнса тӑнӑ. Энциклопедире 1400 ытла сӑнӳкерчӗкпе усӑ курнӑ. Унта псевдонимсемпе пичетленнӗ журналистсемпе ҫыравҫасем пирки те пур. Кӗнеке журналистсемшӗн, издательсемшӗн, культура ӗҫченӗсемшӗн, ӑсчахсемшӗн, политиксемшӗн, студентсемшӗн, ытти ҫынсемшӗн кӑсӑклӑ пулмалла. Вӑл 3 пин тиражпа тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Нарспи» — Москакассинче Нумаях пулмасть Муркаш районӗнчи Москакасси культура центрӗнче Ӗренпур облаҫӗнчи Тури Игнашкино культура керменӗнчи «Нарспи» фольклор ушкӑнӗ хӑнара пулнӑ. Москакассисем 700 ҫухрӑм аякра тӗпленнӗ чӑвашсем хӑйсен йӑли-йӗркине упраса хӑварассишӗн тӑрӑшнине хӑйсен куҫӗпе курса ӗненнӗ. «Нарспи» Москакассисем хальччен илтмен чӑваш юррисене илемлӗн шӑрантарнӑ. Ушкӑнра чӑвашла пачах пӗлменнисем те пулнӑ-мӗн, ҫапах вӗсем чӑвашла питӗ хитре юрланӑ. Концерта Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Р.Н.Тимофеев, культура пайӗн пуҫлӑхӗ Е.Г.Чернова, культура пайӗн спициалисчӗсем, Москакасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Н.Матросов килнӗ. «Нарспипе» пӗрле Тури Игнашкино ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Н.А.Грачев та ҫитнӗ. Концерт вӗҫленсен Р.Н.Тимофеев Муркаш районӗпе Ӗренпур облаҫӗнчи чӑвашсен туслӑхӗ малашне те ҫирӗп пуласса шанса каланӑ. Кун хыҫҫӑн хӑнасене сӗтел хушшине чӗннӗ. Кунта та юрӑ-ташӑ шӑпланман. Аякри хӑнасене «Муркаш» халӑх фольклор ушкӑнӗ тата «Шуҫӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнӗ чыслӑн кӗтсе илнӗ, ӑсатса янӑ. Сӑнсем (27) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Тӳре-шара тӑлӑхсене хваттер уҫҫи панӑ самант Ҫӗртмен 5-мӗшӗнче Шупашкарти «Садовый» микрорайонта тӑлӑх яш-хӗре хваттер уҫҫисене панӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хутшӑннӑ. Кӗҫех хваттерсене 105 тӑлӑх куҫӗ. Хӑшӗ-пӗри, тен, хальччен куҫнӑ та. Ҫулталӑк вӗҫлениччен тата тепӗр 61 яш-хӗре, ача ҫурчӗсенче пурӑнаканскерсене, хваттер уҫҫисем памалла. Кун пирки Леонид Черкесов пӗлтернӗ. Мероприятире тӑлӑхсене хваттер уҫҫипе пӗрле парнесемпе савӑнтарнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ хыҫҫӑн яш-хӗр хӑйсен хваттерӗсене пӑхса ҫаврӑннӑ. 2013 ҫулта 352 тӑлӑха пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермешкӗн 321,1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хальлӗхе 116-шне хваттерпе тивӗҫтернӗ. Тепӗр 236-шне те кӑҫалах уҫӑсем парӗҫ. Кӑҫал 254 тӑлӑх ачана ҫитес ҫул хваттерпе тивӗҫтермешкӗн 233,9 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
Кӑҫалхипе 25-мӗш хут иртекен Чунҫӳрев валли Твиттерта ятарлӑ тӗвӗт ҫӑмхине уҫнӑ — вӑл twitter.com/ cunsurev адреспа вырнаҫнӑ. Унта эсир Чунҫӳрев епле иртнипе паллашма пултарайратӑр. Кӑҫалхи чунҫӳрев маршручӗ: Вӑта Сӑвар (Шупашкар, 05:30 Ленин плӑкӗ умӗнче пуҫтарӑнаҫҫӗ) — Хусан (иртсе каяҫҫӗ кӑна) — Чӑваш Хурамалӗ (Пушкӑртстан, кунта концерт лартмалла) — Чӑваш сӑрчӗ (Чувашская гора, Тобольск, юпа лартаҫҫӗ) — Ело (Туҫи Алтай, Эл Ойын) — Сростки (паллӑ совет ҫыравҫи Василий Макарович Шукшин ҫуралнӑ ял) — Слакпуҫ (Пушкӑртстан) — Силпи (Пушкӑртстан, «Нарспи» поэма вырӑнӗ) — Патраклӑ (Тутарстан, концерт лартаҫҫӗ) — Пӳлер — Сӑвар — Пӑлхар — Вӑта Сӑвар (Шупашкар). Чунҫӳрев ыран 05:00-06:00 сехетре тапранать те утӑ уйӑхӗн 9–10-мӗшӗнче таврӑнать. //сӑмах май: сайтри модераци (т-х: шухӑшсем) Чунҫӳреврен таврансан кӑна ӗҫлесе кайӗ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче чи лайӑх 100 вӗренсе тухакана чысланӑ. Ку йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал вӑл тӑваттӑмӗш хут иртнӗ. Аслӑ шкултан вӗренсе тухакансене «Чи лайӑх выпускник» свидетельствӑна памашкӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ, ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи Александр Степанович Иванов, университет ректорӗ Андрей Юрьевич Александров хутшӑннӑ. Александр Иванов яш-хӗре диплом илнӗ ятпа саламланӑ. Андрей Александров кӑҫал университетран 3 пине яхӑн ҫын вӗренсе тухнине палӑртнӑ. «Чи лайӑх выпускник» ята кама параҫҫӗ-ха? Вӗренӳ, тӗпчев ӗҫӗсене, спорт, культура, общество мероприятийӗсене хастар хутшӑнакансене. Палӑртмалла: кӑҫал И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен 100000-мӗш студент вӗренсе тухнӑ. Ҫак ята Илья Чернышов тивӗҫнӗ. Вӑл — электротехника факультечӗн магистрӗ, РФ Правительствин стипендиачӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
«Эткер» этнокультура лагере канма килнисем Ҫак эрнере Чӑваш Енти «Вӑрман юмахӗ» санаторине кӑҫалхипе вуннӑмӗш хут тулай чӑвашсен ачисем канма пуҫтарӑнаҫҫӗ. Хальхи ҫӗршывӑн 10 регионӗнчен 45-ӗн килнӗ. Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче сапаланнӑ чӑвашсен ачисемпе Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов тӗл пулнӑ. Вӑл «Эткер» этнонкультура лагере хӑйӗн йӑли-йӗркипе, чӗлхипе, юррисемпе, тӗррисемпе пуян чӑваш культурин элчисем пуҫтарӑннине палӑртса хӑварнӑ. Канма килнӗ ачасене Константин Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспи» кӗнекене асӑнмалӑх тесе парнеленӗ. Культура министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, лагере канма пухӑннӑ ачасене тӑван этнокультурӑпа та паллаштараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |