Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.5 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Раҫҫейре

Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ачасен «KinderМУЗ Awards-2014» музыка премийӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Унӑн лауреачӗсем «Ачасен вунни — Яна Рудковскаяпа» музыка клипӗсен финалисчӗсем пулса тӑнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗн эстрада уйрӑмӗн вӗренекенӗсем маттурлӑхпа палӑрнӑ. Антон Самойловпа Мария Тихонова ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Ольга Печатнова патӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ.

Антон чи лайӑх исполнитель пулса тӑнӑ, Мария Тихоновӑпа юрланӑ дуэт вара куракансен парнине ҫӗнсе илнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесене Филипп Киркоров, Валерия, Глюкоза юрӑҫем, «Ача-пӑча аварийӗ» ушкӑн тыттарнӑ.

 

Сывлӑх

Киров наркологӗсем улта ҫын паллӑ мар наркотик хутӑшне пула вилнине пӗлтереҫҫӗ. Халӗ стационарта 150 ҫын сипленет. Раҫҫей наркологӗсем чан ҫапаҫҫӗ. Кунашкал тӗслӗх Чӑваш Енре те пур-мӗн.

Чӑваш Енри тӗп нарколог Ирина Булыгина каланӑ тӑрӑх, ытларикунран пуҫласа ҫакнашкал наркӑмӑшланнӑ ҫынсем килме пуҫланӑ. Ку препаратсем сывлӑхшӑн сиенлине аса илтернӗ.

Сипленме килнӗ 7 ҫын — ҫамрӑксем, 18–25 ҫулсенчисем. Вӗсенчен нихашӗ те ҫав хутӑша ӑша янине астумасть. Чӑваш Енӗн тӗп токсикологӗ Александра Прохоровская каланӑ тӑрӑх, реанимацире пӗр ҫамрӑк выртать-мӗн.

Тухтӑрсем наркӑмӑшланнисене ҫӑлас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Мӗн пур органа сиплеме тивет-мӗн. Чи интересли — ку хутӑш паллӑ наркотиксен хутӑшне кӗмест. Сиенлӗскер наркотик ҫаврӑнӑшне нумаях пулмасть кӗнӗ-тӗр.

Халӗ ӑна кӳрсе килекенсене тупса палӑртас тӗллевпе тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ Музыкантовсен ҫемйи
Музыкантовсен ҫемйи

Йӗпреҫ районӗнче «2014 ҫулхи ҫемье» конкурс иртнӗ. Малтан ӑна ял тӑрӑхӗсенче йӗркеленӗ, унта ҫӗнтернисем район шайӗнче тупӑшнӑ.

Ӑмӑртӑва арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫпа 10 ҫул ытла пурӑнакан мӑшӑрсем хутшӑннӑ. Вӗсен ҫемйинче ҫул ҫитмен ачасем пуррине те шута илнӗ. Тата, паллах, районта пурӑннине, ҫемьери тӑрӑма. Юлашкинчен калани пирки ҫирӗплетсе калама хӗн-ха: алӑк урати урлӑ каҫсан мӑшӑрсем епле тытнине хӑйсемсӗр пуҫне камах пӗлейтӗр…

Районти конкурса хутшӑнма тивӗҫнӗ ҫемьесене хаклама тӗрлӗ шайри тӳре-шарана суйланӑ. Нихӑш ҫемьене те кӳрентерес килменнине кура кашнинех тӗрлӗ номинаципе палӑртса кайнӑ: спортпа туслӑ ҫемье, ҫирӗп ҫемье, ҫавӑн йышши хитре сӑмахсем кашни валлиех ҫитнӗ. Конкурс ҫӗнтерӳҫи Эйпеҫри Олег Николаевичпа Елена Николаевна Музыкантовсем ҫӗнтернӗ. Халӗ вӗсен республикӑри ҫавӑн йышши конкурсра тупӑшма тивӗ.

 

Республикӑра

Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ҫывхарнӑ май халӗ унта та кунта та тӗрлӗ уяв йӗркелеҫҫӗ.

Ҫӗрпӳ районӗнчи Паваркассинчи тӗслӗх вулавӑшра «Ҫул чӑрмав мар» каҫ иртнӗ. Уява районти социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӑн халӑха килте социаллӑ пулӑшу кӳрекен 2-мӗш уйрӑмӗн заведующийӗ Елена Семенова та хутшӑннӑ. Социаллӑ ӗҫчен хӑйсен служби ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ҫулланнисен пурнӑҫне лайӑхлатма туса ирттерекен ӗҫсемпе паллаштарнӑ.

Уяв каҫӗнче клубӑн чи ҫамрӑк пайташне, Галина Леонтьева, ҫуралнӑ кунпа саламланӑ.

Кунсӑр пуҫне мӗнпур ватта парне лекнӗ. Вӗсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Атаманов ватӑсем валли асӑнмалӑх парса янӑ.

 

Ӑслӑлӑх

Астрономсем Ҫӗртен 124 ҫутӑ ҫул аяккарах вырнаҫнӑ тӗлӗнмелле планетӑна тупса палӑртнӑ. Унӑн условлӑ ячӗ — «Шыв тӗнчи».

Планетӑн официаллӑ ячӗ — GJ1214b. Ӑсчахсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унти атмосфера пӑс евӗр. «Шыв тӗнчи» пирӗн планетӑран 2,5 хут пысӑкрах, 7 хут ҫӑмӑлрах.

Астрономсен шухӑшӗпе, вӗсем унччен нихҫан уҫман планетӑн тӗсне тупса палӑртнӑ. Ҫав планета ытларах шывран тата паллӑ мар материалтан тӑрать. Ӑна ӑсчахсен палӑртма тивӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, планета ҫинчи шыв пысӑк температурӑна пула «вӗри пӑра» ҫаврӑнма пултарать.

Планетӑна Чилири, Аслӑ Британири, Швейцарири, Америкӑри ӑсчахсен ушкӑнӗ уҫнӑ.

 

Культура

«Пукане: йӑларан вӑйӑ патне» ятпа Куславккари Н.И. Лобачевский ячӗллӗ ҫурт-музейра курав уҫӑлнӑ. Куҫса ҫӳрекен курава Чӑваш наци музейӗ вӑхӑтлӑх панӑ.

Куславккасем те курава хӑйсен пуканисемпе пуянлатасса шанаҫҫӗ. Экспозицире чӑваш пуканисемсӗр пуҫне Итали пуканисем те пур. Ӑна музей-ҫурта Чӑваш Енӗн халӑх артистки Светлана Бубнова парнеленӗ. Куславккари ӳнер шкулӗнче ӗҫлекен преподаватель Любовь Скворцова тӑм сувенирӗсем тыттарнӑ, унсӑр пуҫне Аня Манюкова шкул ачин ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ.

Курав раштавчен ӗҫлӗ.

Сӑнсем (14)

 

Раҫҫейре

Мускавра компьютерпа нумай енлӗ ӑмӑртассипе IV Пӗтӗм Раҫҫейри чемпионат иртнӗ. Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшри вӑтам шкулта истори тата обществознани вӗрентекен Вячеслав Сидоров «Патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗпе ӗҫлесси» номинацире пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗне Раҫҫейри пенсионерсен пӗрлешӗвӗн районти уйрӑмӗн ларӑвӗнче чыслама йышӑннӑ. Шӑпах ҫав организаци компьютер ӑсталӑхӗн ӑмӑртӑвне йӗркелес шухӑш тытнӑ та. Пуҫарӑва Раҫҫейӗн Пенси фончӗ, Федераци Канашӗн социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитечӗ, РФ Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви, РФ Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министерстви, «Пурнӑҫ пахалӑхӗ» ыркӑмӑллӑх фончӗ ырласа йышӑннӑ.

Компьютер ӑсталӑхне пӗлнине ирттернӗ конкурса ҫӗршывӑн 59 тӑрӑхӗнчи тата Бельгири, Словакинчи, Белоруҫри, Казахстанри, Узбекистанри тата Абхазинчи 130 ытла пенсионер хутшӑннӑ.

 

Раҫҫейре

«Росатомфлот» туристсене Арктикӑна илсе тухма пӑрахас шухӑшлине систернӗ иккен. Ун пирки асӑннӑ компани пуҫлӑхӗ Вячеслав Рукша каланӑ.

Рукша пӗлтернӗ тӑрӑх хакласан, ҫывӑх вӑхӑтра пӑрҫӗмренсем ҫывӑх вӑхӑтра Аркитикӑна туристсене турттарма чарӑнма пултараҫҫӗ. Ҫакна вӑл тӗп ӗҫ нумайланнипе ҫыхӑнтарнӑ. Апла тӑк туристсене ярӑнтарса ҫӳреме вӑхӑт хӗсӗкленӗ.

Ҫурҫӗр тинӗс ҫулӗпе карапсене илсе ҫӳрекен ҫав компанин пӑр ҫӗмренӗсем тӗпчев ӗҫне те хутшӑнаҫҫӗ, ытти карапсене те юсаҫҫӗ. Туризм маршручӗсене тепӗр 2-3 ҫултан пачах пӗтерме пултараҫҫӗ.

 

Культура

Республикӑра туризма аталантарасси пирки юлашки вӑхӑтра нумай калаҫма тытӑнчӗҫ. Куншӑн тӗлӗнме кирлех те мар-тӑр. Асӑннӑ отрасльшӗн яваплӑха Чӑваш Енӗн Культура министрествине куҫарнӑ хыҫҫӑн асӑннӑ ведомствӑра министрӑн туризм енӗпе ӗҫлекен ҫумне те туса хучӗҫ.

Туризм темине сӳтсе явалли канашлусенчен пӗрне Сӗнтӗрвӑрри районӗнче нумаях пулмасть ирттернӗччӗ. Халӗ Тӑвай тӑрӑхӗнче пухӑннӑ. Ку темӑна сӳтсе явма унти «Упа кӗтесӗ» кану базине пуҫтарӑннӑ. Унта Чӑваш Республикинче туризма сарассипе ӗҫлекен ведомствӑсен хушшинчи канашӗн ларӑвӗ иртнӗ.

Туризм отраслӗн аталанӑвне культура министрӗн ҫав енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Иван Иванов тишкернӗ. «Симӗс кил-ҫурт» тулли мар яваплӑ общество ертӳҫи Михаил Горбатин хӑйӗн объекчӗпе паллаштарнӑ.

Сӑнсем (31)

 

Спорт

Юпан 9-11-мӗшӗсенче «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» Пӗтӗм тӗнчери канашлу вӑхӑтӗнче Чӑваш Енре ГТО комплексӗн нормативӗсене пурнӑҫламалли пӗрлехи кун иртет.

Форум уҫӑлнӑ кун «Спартак» стадионта пысӑк спорт уявӗ йӗркелеме палӑртнӑ. Ҫавна май Шупашкарта пурӑнакансемпе пӗрлех унта ҫитнӗ пур хӑна та хӑйсене спортӑн тӗрлӗ дисциплининче тӗрӗслесе пӑхма пултарни пирки пӗлтерет Муркаш район администрацийӗ. Ӑмӑрту шутӗнче 60 тата 100 метрсене чупасси, вырӑнтан сикесси, туртӑнасси, кросс, ишесси тата ытти те. Ҫавӑнпа та кӑмӑл пуррисен ҫав кун чи малтанах «Спартак» стадиона ҫитсе регистрациленмелле.

Пӗтӗм Раҫҫейри физкультурӑпа спорт комплексӗн «Готов к труду и обороне» (чӑв. Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗр) нормативӗсене вӑя кӗртесси ҫинчен калакан саккуна Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗччӗ. Унпа килӗшӳллӗн ӖХХ нормативӗсене 11 ӳсӗм категорийӗнче уйрӑммӑн пурнӑҫлама май пур — 6 ҫултан пуҫласа 70 ҫултисем таранах. Йывӑрлӑхӗпе кашни ӳсӗмри нормативсене виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑ, ҫапла май нормативсене пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн пӑхӑр, кӗмӗл е ылтӑн паллӑна тивӗҫме пулать.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3219, 3220, 3221, 3222, 3223, 3224, 3225, 3226, 3227, 3228, [3229], 3230, 3231, 3232, 3233, 3234, 3235, 3236, 3237, 3238, 3239, ... 3892
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 13

1940
85
Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...