Пӑтӑрмахсем
![]() Светлана Енилина премьер-министр «Диссернет» пӗрлешӳ Чӑваш Енӗн вице-премьерӗн, финанс министрӗн Светлана Енилинан кандидат диссертацийӗнче плагиат сӗмне асӑрханӑ имӗш. Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат маларах асӑннӑ пӗрлешӳ авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче хӑйӗн сайтӗнче пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать. 2008 ҫулта Енилина экономика енӗпе диссертаци хӳтӗленӗ. Унӑн ӑслӑлӑх ертӳҫи Лев Куракаов паллӑ экономист тата политик пулнӑ. Ун чухне вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗнче ӗҫленӗ. Енилина ҫав аслӑ шкулта ӑслӑлӑх ӗҫне ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ. «Диссернет» тишкернӗ тӑрӑх, Енилина ӗҫӗнче ытти авторсен ӗҫӗсенчен илнӗ самантсем пур имӗш. Светлана Лобова ятлӑ ҫын Алтай енӗн экономикине халалласа диссертаци хӑй вӑхӑтӗнче ҫырнӑ иккен. Енилина унӑн ӗҫне уйрӑмах кӑмӑлланӑ пулать. Пӗр тӗлте 18 страницӑран 17-шӗнче вӑл «Алтай крайӗ» сӑмаха «Чӑваш Республики» тенипе ылмаштарса кӑна пынӑ-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах ыттине ҫаплипех хӑварнӑ пулать. «Диссернет» пирки каласан, ку интернет-пӗрлешӗве пӗлтӗр йӗркеленӗ. Ӑна пуҫаракансем ӑслӑлӑх ӗҫӗсем ҫын ӗҫне вӑрланипе вӑрламаннине, ҫав вӑхӑтра паллӑ общество деятелӗсенне те, тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Ведомости» хаҫат Мускав департаменчӗ транспортсене хулана тӳлевлӗ кӗртес ыйтӑва пӑхса тухнине пӗлтерет. Хальлӗхе тӳлевлӗ кӗмелли вариантсене тишкереҫҫӗ. Ҫулталӑк вӗҫнелле концепци туса Мускаври ҫул ҫаврине (МКАД) тата Виҫҫӗмӗш транспорт ҫул ҫаврине тӳлевлӗ кӗртмелли варианта пӑхса тухӗҫ. Халӗ транспортсене хӑш-пӗр района тӳлевлӗ кӗртекен пысӑк хуласене тишкереҫҫӗ. Автомобилистсен шухӑш-кӑмӑлне те тӗпчеҫҫӗ. Вӗсем хӑш-пӗр вырӑна тӳлевлӗ кӗме, общество транспорчӗпе усӑ курма хатӗр-и? 2015 ҫулта влаҫ проекта тӗрӗслемешкӗн хута ярасшӑн. Транспортсене тӳлевлӗ кӗртни трафик лару-тӑрӑвне лайӑхлатать тӑк 2016 ҫултанпа ҫак проекта пуҫӗпех хута ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Максимовсем Авӑнӑн 25-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн ЗАГС пайӗнче районти чи лайӑх ҫемьесене чысланӑ. Кӑҫал район шайӗнче иртнӗ конкурса 12 ҫемье хутшӑннӑ. Жюри палӑртнӑ тӑрӑх, финала Барышниковсем тата Максимовсем тухнӑ. Финалта вӗсем хӑйсен ҫемйи пирки хӑтлав кӑтартнӑ, хӑйсен йӑлисем пирки каласа панӑ. Икӗ ҫемье те маттур пулнӑ. Анчах жюрин пӗрне ҫеҫ палӑртма тивнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Максимовсем тивӗҫнӗ. Олегпа Людмила 33 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ, тӑватӑ ача ура ҫине тӑратнӑ. Икӗ ачи — усрава илнисем. Ольгӑпа Алексей Барышниковсен — пилӗк ача. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — усрава илнисем. Ҫемье кӑҫал пӗрле 10 ҫул пурӑннине паллӑ тӑвать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть халӑхра воспитательсен шалӑвӗ пӗчӗкленни пирки сас-хура тухнӑччӗ. Воспитательсем пӑшӑрханса ӳкнӗ, ҫавна май влаҫа ку лару-тӑрӑва ӑлантарма ыйтнӑ. ЧР Вӗренӳ министерстви ҫак ӗҫре тӑрӑшакансен шалӑвӗн мониторингне тунӑ. Кӑҫалхи ҫур ҫулти кӑтарту 21213 тенкӗпе танлашнӑ-мӗн. Вӗрентекенсен вара вӑтамран 22083 тенкӗ илнӗ. Малашне воспитательсене мӗн кӗтӗ-ха? РФ Президенчӗн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, воспитательсен ӗҫ укҫине вӗрентекенсен шалӑвӗ чухлӗ ҫитермелле. Вӗсен вара ӗҫ укҫи регионти вӑтам шалупа танлашмалла. Чӑваш Енре вӑтам ӗҫ укҫи 21450 тенкӗпе танлашнӑ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ача пахчинче ӗҫлекенсен те шалӑвӗ ҫакнашкал пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Ыран Самар облаҫӗнчи Жигулевск ялӗнче «Жигулевск тӑвӗн менельникӗ» фестиваль иртет. Унта вырӑнти чӑвашсен «Телей» фольклор ансамблӗ те хутшӑнмалла. Уяв пирки кӗскен каласан, вӑл ирхи 11 сехетрен тытӑнса 16 сехетчен иртмелле. Фестивале Жигули (чӑв. Шухӑль) ял тӑрӑхӗ, лаша туризмӗн клубӗ, культура управленийӗ, ҫамрӑксем енӗпе ӗҫлекен комитет йӗркелеҫҫӗ. Уява хаваслӑ сӗм кӗртме вырӑнти фольклор юрӑҫисем хутшӑнӗҫ, ҫав шутра — маларах асӑннӑ ансамбль те. Менельник ячӗпе ятарласа хатӗрленӗ ту ҫине хӑпармалли хатӗрсем, вӗренерен хатӗрленӗ хула пулмалла. Лашапа экскурси те йӗркелӗҫ. Таврапӗлӳлӗхҫӗсем валли «Ӑсчахсен ларми» йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Авӑнӑн 25-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялне Тутарстанри Элмет районӗнчи хӑнасем ҫитнӗ. Делегаци Чӑваш Ене опытпа паллашас тӗллевпе килнӗ. Ханасем Шӑнкӑртамри 1-мӗш тата 2-мӗш шкулсене «Гулистан» медресе, «Сандугач» ача пахчине, тӗп мечӗте, «Урталык» мечӗте, ялти культура ҫуртне ҫитсе курнӑ. Тӗлпулӑва Патӑрьел район администрацийӗн ҫумӗ В.Краснов, строительство пайӗн тӗп инженерӗ М.Валитов та килнӗ. Паллах, Шӑнкӑртам ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Марат Айзатуллин та пулнӑ. Делегаци шӑнкӑртамсен опычӗпе паллашнӑ, тӗлпулупа кӑмӑллӑ юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Ҫурла уйӑхӗнче Атӑлҫи федераци округӗнче бензин хакӗ 32,35 тенкӗпе танлашнӑ, дизель топливи — 32,95 тенкӗ. Кун пирки Росстат пӗлтернӗ. Ҫурла уйӑхӗнче Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенче чи хаклӑ бензин Чӑваш Енре тата Мӑкшӑ Республикинче пулнӑ, ун хыҫҫӑн — Самар облаҫӗ. Списока Киров, Чулхула, Сарӑту облаҫӗсем тӑснӑ. Чи йӳнӗ бензин Пушкӑрт Республикинче тата Чӗмпӗр облаҫӗнче пулнӑ. Дизель топливи Ӗренпур, Самар облаҫӗсенче, Пушкӑртстанра, Удмурт Республикинче, Киров облаҫӗнче чи хаклӑ пулнине шута илнӗ. Чи йӳнни — Тутарстанра, Сарӑту облаҫӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Кӑҫалхи ҫурҫулта Чӑваш Енри туризм организацийӗсем 5 миллиарда яхӑн укҫа ӗҫлесе илнӗ. Республикӑна килсе куракан туристсен йышӗ ӳссе пынине палӑртаҫҫӗ. Республикӑн культура министрӗн наци тата архив енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Иван Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавсен шучӗ 5 пин нумайланса 80 пинпе танлашнӑ. Туристсенчен ытларахӑшӗ, 35 пин ытларахӑшӗ, экскурсипе килнисем. Экускурсие килекенсен хушшинче ют ҫӗршыв ҫыннисме те пур иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Андриян Николаев палӑкӗ Авӑнӑн 26-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗнче урамсене, тӳремсене, хула хуҫалӑхӗн объекчӗсене ят паракан комиссин ларӑвӗ иртнӗ. Ларура 10 ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Вӗсен йышӗнче — хулари пӗр урама ӑслӑлӑх чӑваш фольклористикине пуҫараканӗн Гурий Комиссаровӑн ятне парасси, пӗр урама совет ӑсчахӗн Владимир Челомейӑн ячӗпе хисеплесси. Ку ыйтусене чылайӑшӗ хирӗҫ пулман. Ветерансен союзӗн председателӗн ҫумӗ Андриян Николаевӑн ҫӗнӗ палӑкне лартасси пирки сӑмах пуҫарсан вара ӑна хӗрӳ сӳтсе явнӑ. Алексей Албутов каланӑ тӑрӑх, вӑл — палӑк мар. Ӑна мӗншӗн урам вӗҫне лартнине ӑнланаймасть. Палӑксене урам пуҫламӑшне вырнаҫтармалла-ҫке. Вӑл халӑхпа ыйтӑм ирттернӗ. Чылайӑшӗ ҫак палӑка кама халалланине пӗлмест иккен. Хӑшӗ-пӗри ӑна пӗр-пӗр байкера халалланӑ тесе шухӑшлать. Алексей Албутов каланӑ тӑрӑх, Гагарин палӑкне пӑхма кӑмӑллӑ. Вӑл ЧР Культура министерствине пӗрре мар ҫак ыйтупа ҫитнӗ-мӗн, анчах усӑсӑр. Комисси пайташӗсем ку палӑк культура еткерӗ пулнине, ӑна ахаль кӑна аркатма май пулманнине пӗлтернӗ. Комисси Шупашкарти Карл Маркс урамне улӑштарма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Ҫул-йӗр радиовӗ» Раҫҫейӗн 600 ытла хулинче янӑрать. Вӑл кунсерен итлекенсене пухас енӗпе чи лайӑх тӑватӑ радиосен йышне кӗрет. Ку шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, «Ҫул-йӗр радиовӗ» Канашра, Йӗпреҫре, Комсомольски тата Вӑрнар районӗсенче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлӗ. Радио 103.6 FM хумсем ҫинче янӑрӗ. Радио уҫӑлнӑ кун тӗрлӗ конкурссем ирттерӗҫ, парнесемпе хавхалантарӗҫ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |