Муркаш районӗнчи Ярапайкасси ял тӑрӑхӗн унчченхи пуҫлӑхӗн явап тытма тивет. Мӗншӗн? Киревсӗр ӗҫӗшӗн. Ӑна пула нумай ачаллӑ ҫемье япӑх условсинче пурӑннӑ.
Муркаш район сучӗ пуҫлӑх должноҫри полномочисемпе тӗллевсӗр усӑ курнӑ тесе йышӑннӑ. Ӑна условлӑ майпа 1,5 ҫуллӑха ирӗксӗр хӑварнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн следователӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, 2012 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Ярапайкасси ял тӑрӑхӗн администрацийӗ нумай ачаллӑ ҫемье валли 65 тӑваткал метртан сахалрах мар калӑпӑшлӑ хваттер туянас тесе уҫӑ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Пуҫлӑх аукциона сахалрах калӑпӑшлӑ хваттер сӗнекен строительство фирмине те хутшӑнтарнӑ.
Кун хыҫҫӑн вӑл ҫемьене хӑратнӑ: пӗчӗкрех хваттер илме килӗшмесен пачах нимӗн те лекмест имӗш вӗсене. Тепӗр уйӑхран хайхискер ҫав строительство фирмипе муниципалитет контракчӗ алӑ пуснӑ. Ҫапла вӑл ҫемье валли саккунпа килӗшсе тӑман, пурӑнма юрӑхсӑр хваттер туяннӑ.
Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, ҫемьене 156 пин тенкӗлӗх тӑваткал метр сахалрах панӑ. Юсав ӗҫӗсене те 305 пин тенкӗлӗх тумалла пулнӑ.