Раҫҫейре
![]() Никита Васильев вырӑнти журналистсене интервью парать Чӑваш Енри Никита Васильев, велосипедпа ҫулҫӳреве тухнӑскер, Кавказ тӑвӗсем патне ҫитнӗ. Унта вӑл тӗнче тетелӗнчи тусӗсемпе, вырӑнти журналистсемпе тӗл пулнӑ. — Палӑртнӑ маршрут ҫук. Ӑҫталла ҫил вӗрет — унталла каятӑп. Хӑш чухне ҫиле хирӗҫ те… Ытларах республикӑри пысӑк хуласене ҫитетӗп, унта халӑх «тӗсне» курма пулать, — тенӗ Никита. Никита Васильев 18 ҫулта Беларуҫа, Украинӑна ҫитсе курнӑ. Чӑваш Ене те велосипедпа ҫаврӑннӑ. Унтан вӑл инҫе ҫула кайма шухӑшланӑ. Никита Шупашкарта географа вӗренсе тухнӑ. Вӑл кунсерен 100 ҫухрӑма парӑнтарать. Никита ятарласа пӗччен тата укҫасӑр ҫула тухнӑ. Ун пек интереслӗрех-мӗн. Никита каланӑ тӑрӑх, палаткӑра хӑрушӑ мар. Анчах тусем патӗнче ҫеҫ шиклентерет-мӗн. Унта шакалсем ҫӗрлесерен кӑшкӑраҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ҫӗрпӳ районӗнче виҫӗ ҫул каялла агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсен районти канашне йӗркеленӗ. Ӑна Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Юрий Федоров ертсе пырать. Ял хуҫалӑх отраслӗн ветеранӗсемпе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Атаманов тӑтӑшах тӗл пулнине пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем. Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ҫывхарнӑ май Сергей Геннадьевич хисеплӗ ватӑсемпе курнӑҫнӑ. Хисеплӗ ватӑсене ҫамрӑк пуҫлӑх Тав хучӗсемпе чысланӑ. Ку хисепе тивӗҫнисем: Николай Андреевич Андреев, Анатолий Стефанович Анисимов, Анатолий Васильевич Баннов, Василий Иванович Басов, Владимир Степанович Михайлов, Лев Дмитриевич Михайлов, Игорь Емельянович Никифоров, Зоя Пантелеймоновна Спиридонова, Маргарита Филипповна Фадеева, Евгений Федорович Федоров, Александра Сергеевна Федорова, Юрий Егорович Федоров, Виталий Иванович Юрьев, Анатолий Павлович Воронцов. Сергей Геннадьевич ветерансем умӗнче пуҫ тайнине палӑртнӑ, сывлӑх суннӑ. Сӑнсем (23) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть республика шайӗнче иртнӗ пултарулӑх конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Вӑл пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей аллейи» акципе килӗшӳллӗн иртнӗ. Кун пирки ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтерет. Конкурс йӗркелӳҫи — «Чӑваш Республикин ҫанталӑк территорисене тата объекчӗсене уйрӑмах сыхлакан дирекци». Конкурса ытларах Чӑваш Республикин паллине кӑтартакан ӳсентӑран кандидачӗсене сӑнӳкерчӗкӗсене тӑратнӑ. Республика шайӗнче иртнӗ «Раҫҫей аллейи» сӑнӳкерчӗксен конкурсӗнче ҫаксем ҫӗнтернӗ: Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тумликассинче пурӑнакан Алина Карпова (салтак тӳми), Ҫӗмӗрле хулинчи Николай Кондратьев (юман), Шупашкарти Людмила Майорова (хӑмла). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Ҫитес вырсарникун тӑвайсем кӗрхи ярмӑрккӑна йыхравлаҫҫӗ. Ҫав кун унти культурӑпа кану центрӗ умӗнчи лапамра «Кӗр парни — 2014» кӗрхи ярмӑрккӑ иртмелле. Унта пахча ҫимӗҫсӗр пуҫне улма-ҫырла хунавӗ те сутма палӑртнӑ. Сӑмах май каласан, хальхи вӑхӑтра ун пек фестивальсене тӗрлӗ район центрӗпе хулара йӗркелеҫҫӗ. Ҫурлан 23-мӗшӗнчен тытӑнса ӑна Шупашкар, Улатӑр, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисенче, 30-мӗшӗнчен тытӑнса Ҫӗнӗ Шупашкарта «Кӗр парни» пирки пӗлтернӗ. Унта вырӑнта туса илекен ял хуҫалӑх продукцине йӳнӗрехпе туянма май туса парассине шантараҫҫӗ. Кӗр ярмӑрккине йӗркелекенсем ҫакӑ икӗ еншӗн те усламлӑ тесе ӗнентереҫҫӗ: сутакансенчен вырӑн укҫи илмеҫҫӗ, туянакансем продукцие туса илекентен тӳрремӗнех туяннине кура йӳнӗрехпе калаҫса татӑлма май килет. Ял хуҫалӑх апат-ҫимӗҫне сутма Шупашкарта виҫӗ тӗп вырӑн тата 14 хушма лапамсем йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарпа Улатӑрта — 6-шар вырӑн, Ҫӗмӗрлере — 4, Канашра — 1. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() А.И. Григорьева фельдшер кинемин юнри сахӑр виҫине тӗрӗслет Пульницӑна кайсан сывӑ ҫын та чирлесе тухӗ тесе тус-юлташӑмӑрсем кӑмӑлсӑрланнине пиртен кашниех илтнӗ-тӗр. Ара, черет ларасси пӗрре тарӑхтарать. Электрон черет йӗркелени те тухтӑр патне вӑхӑтра кӗрессине пур чухне те пӗлтермест. «Ыйтма кӑна», — тесе сӗмсӗррӗн талпӑнаканӗсем хӑйсем тата мӗне тӑраҫҫӗ. Хӑш чухне шур халатлисем хӑйсем те ҫынсем патне тухса ҫӳреҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунне халалласа ирттермелли мероприятисен планне пурнӑҫласа, ав, Ҫӗмӗрлери фельдшерпа акушер пункчӗ вырӑнти ватӑсене киле ҫитсе пӑхма шут тытнӑ. Асӑннӑ тухтӑр ҫурчӗн заведующийӗ А.И. Григорьева кинемисемпе мучисен артери тата куҫӑн шалти пусӑмне юн пусӑмне виҫет, юнри сахӑр виҫине хаклать. Чӗрепе юн тымарӗсен чирӗнчен епле сыхланмаллине те вӑл ӑнлантарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Хальхи вӑхӑтра йывӑҫ-тӗм лартма ҫанталӑкӗ те лайӑх тӑрать. Кашни ҫыннӑн хӑйӗн пурнӑҫӗнче пӗрер йывӑҫ та пулин лартмаллах тесе шухӑшлакансем алал кӗреҫе тытма ӳркенмеҫҫех. Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнчи информаципе культура центрӗнче ӗҫлекенсем йывӑҫ лартма тухнӑ. Хӑйсем кӑна мар-ха. Вырсарни шкулӗнче вӗренекен ачасемпе пӗрле. Хӗрачасемпе арҫын ачасемпе Алексей пачӑшкӑ та ҫуммӑн тӑрса ӗҫленӗ. Аслисем шӑтӑк туса пынӑ, ачасем — лартса тата шӑварса. Пӗтӗмпе 40-е яхӑн хурӑн хунавӗ лартнӑ. Сӑнсем (18) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӗмӗрле районӗнчи вӗрентекенсен хорӗ зонӑри конкурсра ҫӗнтернӗ. Конкурс нумаях пулмасть иртнӗ. Унта ҫӗмӗрлесемсӗр пуҫне Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай тата Пӑрачкав районӗнсенчи, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисенчи вӗрентекенсем хутшӑннӑ. Ачасене пӗлӳ тӗнчине илсе кӗрессишӗн тар тӑкакансем конкурсра виҫӗ номинаципе тупӑшнӑ. Конкурс условине пӑхӑнса кашни хор коллективӗн чӑваш композиторӗсен е чӑваш халӑх юррине, вырӑс композиторӗсен е вырӑс халӑх юррине тата педагогика сӗмӗллӗ юрӑ шӑрантарма тивнӗ. Конкурса хутшӑнакансен пултарулӑхне интонаци тасалӑхӗ, юрлас пултарулӑх, художество сӑнарне уҫса парас тата ытти енпе хакланӑ. Ҫӗмӗрле районӗнчи вӗрентекенсен хорӗ чӑваш юррипе зонӑра ҫӗнтерсе республикӑри конкурса хутшӑнма тивӗҫнӗ. Ӑмӑртӑва Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи вӗрентекенсем «Кӗрекере ларса савӑнар» юрӑпа хутшӑннӑ. Хора ертӳҫӗ тата концертмейстер пулса Тӑванкассинчи культура учрежденийӗн ертӳҫи М.Я. Тихонов ертсе пынӑ. Зонӑри ӑмӑртура ҫӗнтернисем Шупашкарта юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче иртекен финала кайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Саланчӑкри пуху Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть те, малашне нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре юсама тесе хваттер хуҫисем укҫа пухма тытӑнӗҫ. Вӑл тупрана ӑҫта хурса пырассине харпӑрлӑхҫӑсене пухусенче татса пама ирӗк параҫҫӗ. Ҫак ыйтупа нумаях пулмасть Ҫӗмӗрле районӗнчи Саланчӑкра пуху иртнӗ. Унти нумай хваттерлӗ ҫуртра (вӑл — Николаев урамӗнчи 8-мӗш ҫурт) пурӑнакансем пуҫтарӑнса калаҫнӑ. Халӑхпа тӗл пулма вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Людмила Егорова тата район администрацийӗн строительство, ҫул-йӗр тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн специалист-эксперчӗ Алина Маскина пырса ҫитнӗ. Вӗсем ҫӗнӗ йӗркепе паллаштарнӑ, пухӑннисен ыйтӑвне хуравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Елчӗк хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне уявлани пирки ҫырнӑччӗ. Халӗ тата Аслӑ Елчӗк ялӗ 455 ҫулхине пуҫтарӑннӑ. Уява вӗсем эрнекун ирттернӗ. Елчӗк тӑрӑхӗнчи нумай ялти евӗрех вӑл енчисем уява чиркӳре пуҫлаҫҫӗ. Аслӑ Елчӗкре те ҫавӑн пек пулнӑ. Христос чӗрӗлнин чиркӗвӗнче уяв литургийӗ иртнӗ. Унта пынисене Максим пачӑшкӑ ял уявӗпе саламланӑ. 11 сехетре тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗ пуҫланнӑ. Эстафетӑна шкул ачисем кӑна мар, урамсен командисем те старта тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вырӑнти информаципе культура центрӗнче ал ӑстисен куравӗ ӗҫленӗ. Сӑмахран, унта Галина Тимофеева, Елена Антонова, Нина Григорьева тата Александра Игнатьева хӑйсен ӗҫӗсене кӑтартнӑ. Уяв ячӗпе кашни урам хӑйӗн сӗтелне хатӗрленӗ. Унта тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ лартса тухнӑ. Тябуков урамӗнче пурӑнакан хӗрарӑмсем нацм тумне тӑхӑнса тухнӑ. Уявӑн официаллӑ пайне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин, Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов (вӑл Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ) пырса ҫитнӗ. «Аслӑ Елчӗк ялӗн хисеплӗ ҫынни» ята «Спутник-1» ООО пуҫлӑхӗ Василий Чернов тивӗҫнӗ. Унсӑр пуҫне ялти хӑтлӑ вырӑнсен смотр-конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кӗҫнерникун Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче чӑваш элчисем: Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков, республикӑн культура министрӗ Вадим ефимов тата Культура программисен республикӑри дирекцийӗн пуҫлӑхӗ Максим Матросов — пулнӑ. Унта вӗсем асӑннӑ ҫуртӑн пуҫлӑхӗпе Николай Комаровпа тата унӑн ҫумӗпе Александр Пономарьпе курнӑҫнӑ. Мускаври национальноҫсен ҫурчӗ Чӑваш Енӗн Тулли праваллӑ элчелӗхӗпе, ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакан чӑвашсен ентешлӗхӗсемпе: Чӑваш культурин обществипе, Мускаври чӑвашсен наципе культура автономийӗпе тата «Тӑван ҫӗршывӗн ывӑлӗсем» офицерсен юлташлӑхӗн Чӑваш Енрен тухнӑ ҫар ҫыннисемпе — тачӑ ҫыхӑну тытать-мӗн. Кун пирки Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗ пӗлтерет. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче элчелӗхпе асӑннӑ ҫурт килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ те алӑ пуснӑ. Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Мускавра пулнӑ май Чӑваш Енӗн культура министрӗ Мускаври национальноҫсен ҫурчӗпе тата унӑн ертӳҫисемпе паллашас тӗллев лартнӑ иккен. Тӗлпулура пӗрлехи мероприятисем ирттересси пирки сӳтсе явнӑ. Тӗрӗссипе, чылай мероприяти ахаль те йӑлана кӗнине палӑртма кӑмӑллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |