Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ҫӗршыва мӗн пӗчӗкрен сыхлама хатӗрленме, спортпа туслӑ пулма чӗннӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 02.02.2016 14:20 | 1425 хут пӑхнӑ
Культура

Нумаях пулмасть Етӗрнери таврапӗлӳ музейӗнче чикӗ сыхлакансен залӗ хута кайнӑ. Кӑкшӑмри 9 ҫул вӗренмелли шкулӑн пуҫламӑш класра вӗренекен ачасен пӗр ушкӑнӗ хӑйсен вӗрентекенӗсемпе ҫак залпа паллашма ятарлӑ экскурсине кайнӑ.

Республикӑри «Пограничное братство» (чӑв. ~Чикӗри тӑванлӑх) халӑх ушкӑнӑн комиссарӗ Сергей Антипин шкул ачисене чикӗ сыхлакансен залӑн историйӗпе паллаштарчӗ. Кунти материалсене, ятарлӑ зала хӑй вӑхӑтӗнче ҫӗршыв чиккине сыхланӑ пограничниксен пуҫарӑвӗпе уҫнӑ. Шкул ачисем вӗсемпе интересленсех паллашнӑ, чикӗ сыхлакансен пурнӑҫне сӑнлакан видео та курнӑ.

«Ҫӗршыва сыхлама хатӗр пулма мӗн пӗчӗкрен хатӗрленмелле, спортпа туслӑ пулмалла, шкулта лайӑх вӗренмелле. Унта та кунта террористсем алхасаҫҫӗ. Сирӗн ҫитӗнсен ҫӗршыва хӳтӗлеме хатӗр пулмалла», — тенӗ пограничник-ветеран Михаил Данилов.

Юлашкинчен пухӑннисем асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.

#Кӑкшӑм, #шкулсем, #ачасем, #таврапӗлӳ музейӗ, #музейсем, #тӗлпулусем, #Етӗрне районӗ

 

Сӑнсем (5)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем