Ыран, нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, 11 сехетре ҫӗнӗ шупашкарсем Мухтав аллейине митинга пухӑнӗҫ. Унта Сталининград патӗнчи ҫапӑҫура ҫӗнтернине асӑнӗҫ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче унти ҫапӑҫу тӗлӗнмелле пӗлтерӗшлӗ пулнине историрен эпир аван пӗлетпӗр. 200 куна пулнӑ ҫапӑҫу — 1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пуҫланнӑ та 1943 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗччен тӑсӑлнӑ. Унти ҫапӑҫу хыҫҫӑн пирӗн ҫарсем хӳтӗленессинчен тӑшмана хӑваласа пырасси енне куҫнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкарта Сталининградри ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ пӗр ҫын кӑна пурӑнать. Вӑл — Михаил Степанович Чекменев.
Ыранхи митинга хулари тӳре-шара, яваплӑ вырӑнта тӑрӑшакан тӗрлӗ ҫын хутшӑнмалла, ҫапӑҫу паттӑрӗсене ӑшшӑн аса илсе сӑмах тухса каламалла.