Ҫӗмӗрле хулинчи 8-мӗш гимназире вӗренекенсене тӑван халӑхӑмӑрӑн пӗрремӗш актрисипе Тани Юнпа паллаштарнӑ. Тани Юн, аса илтерер, Иоаким Максимов-Кошкинский мӑшӑрӗ пулнӑ. Вӑл вара чӑваш театрне йӗркелесе янӑ.
Тани Юн кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. «Тани Юн — чӑвашсен пӗрремӗш актриси» ят панӑ стендпа Ҫӗмӗрле ачисем хаваспах паллашнӑ. Вӗсене Тани Юн пултарулӑхӗ те чунтанах кӑсӑклантарнӑ. 1924 ҫулта Чӑваш драма театрне йӗркеленӗренпех ҫак тӗлӗнсе каймалла пултаруллӑ актриса чӑвашла киносенчи хӗрарӑм тӗп сӑнарӗсене калӑпланӑ.
Пӗрремӗш роле вӑл «Атӑл пӑлхавҫисем» фильмра калӑпланӑ. Унтан «Сарпике» фильмра тӗп рольте вылянӑ та ҫавӑнтанпа вӑл халӑх юратнӑ актриса пулса тӑнӑ, ӑна вырӑссен актрисипе Любовь Орловапа та танлаштарнӑ.