Республикӑра
![]() Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 4-мӗшӗччен Вӑрнар районӗнче гражданла хӳтӗленӳ уйӑхлӑхӗ пырать. Ӗнер вара Юпшикри клуб администраторӗ Елена Владимирова пуҫарнипе Чернобыль инкекне пӗтерме хутшӑннӑ Георгий Леонтьевпа тӗл пулу йӗркеленӗ. Георгий Григорьевич — Юпшик ялӗнчен. 1954 ҫулта ҫуралнӑ. 1988 ҫулхи нарӑсра ӑна Чернобыльти инкеке сирме янӑ. Унта вӑл утӑ уйӑхӗччен пулнӑ. Сӑмах май каласан, асӑннӑ тӑрӑхран, тӗрӗсрех, ҫав ялтан, Валерий Митрофанов та унта хутшӑннӑ. Сӑнсем (3) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Кӗҫех Вӑрнар районӗнчи Уйкас Кипек ял тӑрӑхӗнче пулӑ ӗрчетмелли ангар-бассейн уҫӑлмалла. Халӗ ҫав енпе ӗҫсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ ӗнтӗ. Кун пирки вырӑнтисем хыпарлаҫҫӗ. Ӗнер унта сутлӑха кӑлармалли чӗрӗ пулӑ тытмалли уйрӑма тултарма тытӑннӑ. Апла тӑк ҫырма пуллине юраткансен вӑлта е сӗреке йӑтса кӳлӗ е юханшыв хӗррине кайса лармасан та. Ҫак эрнере бассейна уҫмалла. Сӑнсем (4) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн экономика министрӗпе Владимир Аврелькинпа тата Шупашкар хула пуҫлӑхӗпе Леонид Черкесовпа хулари общество апатланӑвӗн тата суту-илӳ предпрятийӗсем тӑрӑх ҫӳренӗ. Михаил Игнатьев вӗсенче Чӑвашра туса илекен апат-ҫимӗҫ пуррипе ҫуккине тӗрӗсленӗ. Ӑна вӑл лавккасен сентрисем ҫинче, кафесемпе ресторансен менюнче шыранӑ. Тӗп хулари Гагарин урамӗнчи «Парус» тата Константин Иванов урамӗнчи «Евразия» кафесене Элтепер ырланӑ. Унти апат-ҫимӗҫ те паха имӗш, ассортимент та анлӑ-мӗн. «Смак-Гурмэ» суту-илӳ ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Александр Никоноров апат-ҫимӗҫрен 80-а яхӑн проценчӗ — Чӑвашра туса илни. «Россия» ресторанпа ҫавӑн ятлӑ хӑна ҫуртне ҫитсен Михаил Васильевич территорие хӑтлӑх кӳме сӗннӗ. Официантсем апата епле ҫимӗҫрен хатӗрленине те пӗлсех кайман курӑнать. «Мега-Галакси» суту-илӳпе кану комплексӗнче Михаил Игнатьев волонтерсем официант евӗр ӗҫлеме хатӗррипе хатӗр маррине тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслеве пӗтӗмлетнӗ май Элтепер потребитель пасарӗнчи лару-тӑрӑва тӗрӗслесси влаҫ органӗсен тӗллевӗсенчен пӗри пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян Чӑваш наци вулавӑшӗнче Евгений Турханӑн ҫӗнӗ кӗнекине — «Каганлӑх тӗпренчӗкӗ» ятлине — хӑтларӗҫ. Мероприяти 15:00 сехетре пуҫланчӗ. Романри ӗҫсем XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пулса иртеҫҫӗ. Тӗп харкамҫӑсен сӑнарӗсем урлӑ автор вӑл вӑхӑтри хресченсен пӑлхавне кӑтартса парать. Романра чӑнлӑх тӗпренчӗкӗсем те пур — автор хайлава ашшӗпе аслашшӗ каласа панисене тӗпе хурса ҫырнӑ. Евгений Турхан пӗр кӗнекепе ҫырлахасшӑн мар, иккӗмӗшне те хатӗрлеме пуҫланӑ. Хӑтлава ҫыравҫӑсем, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, Хусанти юлташӗсем килнӗччӗ. Мероприятие пухӑннисем пурте тенӗ пекех ҫӗнӗ кӗнекене те авторне те мухтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Чӑвашсен паллӑ поэчӗ Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Мускаври халӑхсен хушшинчи музыка ҫуртӗнче Алексей Айхин ансамблӗ, Покров ансамблӗ тата Ad Libitum оркестр Алексей Айхин «Поклон Пению» хайлавне юрлӗҫ. Вӑл — Геннадий Айхин сӑвӑсен ярӑмӗ. Мероприяти 19 сехетре пуҫланать. Адресӗ: Мускав хули, Космодамианск кӳлмекӗ, 52-мӗш ҫурт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Юлашки ҫулсенче республикӑра спорт вӑйлӑ аталанать. Ҫӑлтӑрсемпе хускану тӑвасси йӑлана кӗнӗ. Халӗ чиновниксем те ӗҫ хыҫҫӑн хускану тума тухаҫҫӗ. Сывлӑх сыхлавӗн, финан татас юстици министерствисем ӗҫ кунӗ вӗҫленсен сывлӑха ҫирӗплетме тухаҫҫӗ. Ӑна чупуран пуҫлаҫҫӗ. Вӑл стресса ирттерет, мышцӑсене ҫирӗплетет. Унтан тренажерсем ҫине куҫаҫҫӗ. Чиновниксем палӑртнӑ тӑрӑх, малтан хӑшӗ-пӗрине вӑйпа илсе тухмалла пулнӑ. Халӗ вара пурте хӑйсемех тухаҫҫӗ. Медиксем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, тренировкӑсем чӗре ӗҫ-хӗлне ҫирӗплетеҫҫӗ. Спорт вӑйлӑ аталанать тенӗрен шкулсенче та вӑй-хал культурин урокӗсен йышне ӳстернӗ. Анчах темшӗн вӗсемшӗн чӑваш чӗлхи урокӗсем айӑплӑ пулнӑ тет. Апла-и, капла-и, вырӑнтан пӗлтернӗ тӑрӑх физкультура урокӗсем валли чӑваш чӗлхи урокӗсене чакарнӑ пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Алексей Смирнов хӑйӗн проекчӗпе И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУран вӗренсе тухнӑ Алексей Смирнов пӗтӗм тӗнчери James Dyson Awards 2014 конкурс финалне тухнӑ. Шупашкар каччин проекчӗ чи лайӑх ӗҫсен йышне кӗнӗ. Унӑн сусӑрсем валли шухӑшласа кӑларнӑ транспорт хатӗрӗ инженери тытӑмӗнче чи интереслисенчен пӗри пулнӑ. Вӑл — патентланӑ пӗртен пӗр проект, Алексей Раҫҫей чысне тӗнче шайӗнче хӳтӗлӗ. Чи лайӑх ӗҫсене Раҫҫей, ют ҫӗршыв инженерӗсем, дизайнерӗсем, МИХ ӗҫченӗсем суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн художество ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ, тӗрлӗ преми лауреачӗ Валерий Яковлев 75 ҫул тултарчӗ. Вӑл 1939 ҫулта Шӑмӑршӑ районӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Патшалӑхӑн театр искусствин патшалӑх институчӗн актер тата режиссер факультечӗсене вӗренсе пӗтернӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 1961 ҫултанпа актерта, 1967 ҫултанпа режиссер-постановщикра ӗҫлеме тытӑннӑ. 1979–1990 ҫулсенче вӑл тӗп режиссерта, 1990-мӗш ҫултанпа художество ертӳҫинче ӗҫлет. Валерий Яковлев — Раҫҫей культурин тата ӳнерӗн паллӑ ӗҫченӗ. Вӑл чӑваш театрне профессионализмпа илем енчен тепӗр шая ҫӗкленӗ тата чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине театр илемӗпе пуянлатнӑ. Валерий Яковлев пултарулӑхӗ тӗрлӗ енлӗ тата пуян. Унӑн Борис Чиндыков пьесипе лартнӑ «Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли» спектаклӗ 1990-мӗш ҫул Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейӗн чи лайӑх спектаклӗсем» фестивальте, 1991-мӗш ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗк халӑхӗсен фестивалӗнче, 1992-мӗш ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри «Федераци-92» фестивальте пӗрремӗш вырӑнсене йышӑннӑ, Раҫҫейри лайӑх спектакльсен шутне кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Красноармейскинче пуҫламӑш классенче чӑваш чӗлхи вӗрентме пӑрахаҫҫӗ иккен. Ку хыпара илтсен тӗлӗнсе хытса кайма пулать. Суя пуль ку тетӗн. Чӑваш районӗнче чӑвашла вӗрентме чараҫҫӗ те... Ҫук иккен, чӑнах. Вӗренӳ пайӗнчи канашлу хыҫҫӑн шкул директорӗсем васкасах вӗренӳ программисене улӑштарма васканӑ: вырӑс шкулӗн пуҫламӑш класӗсенче чӑваш чӗлхин пӗр сехетне те хӑварман, чӑваш шкулӗн 5-мӗш класӗнче чӗлхе урокӗсен шутне чакарнӑ. Расписание улӑштарса ҫакма та ӗлкӗрнӗ. Мӗн ку? Мускав хушать-и е хамӑр «ӑсран тайӑлатпӑр»? Е хамӑр хамӑра пӗтеретпӗр? Вӗрентӳ министерстви ирӗк парать пулсан, ку тата та тӗлӗнмелле... Чӑваш халӑхне хирӗҫ тунӑ тӑшман сӑтӑрӗ (диверсийӗ) вырӑнне хума пулать кӑна... |
Ҫутҫанталӑк
![]() Екатерина Кныш тунӑ сӑн Вырсарникун, авӑнӑн 21-мӗшӗнче Екатерина ҫемйипе мари вӑрманне кӑмпа пуҫтарма кайнӑ. Темиҫе сехетрен вӗсем ҫуннӑ шӑршӑ туйнӑ. 8-ти Андрей ҫулӑм тухнине асӑрханӑ. Ҫав кун ҫанталӑк ӑшӑ тӑнӑ. Ывӑлӗ пушар пирки пӗлтерсен аслисем ӑна сӳнтерме тытӑннӑ. Машинӑран 2 литр шыв, ҫулӑм сӳнтермелли хатӗр илсе килнӗ. Пушара икӗ сехете яхӑн сӳнтернӗ. Ҫак ӗҫе 4-ри Ксюша та хутшӑннӑ. Пушара сӳнтерсен те вӗсем ҫаврӑнса утман. Вӗсем Таир кӳлӗ патне кайнӑ, шыв илсе килнӗ. Пушар тухнӑ вырӑна каллех таврӑннӑ. Ҫулӑм тӗппипех сӳннине ӗненсен ҫеҫ вӗсем киле кайнӑ. Ҫав кун ҫемье карҫынкка тулли кӑмпа татнӑ кӑна мар, вӑрмана пушартан та хӑтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |