Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Хирти Мӑнтӑр ялӗнчи культура ҫуртӗнче поэзи каҫӗ иртнӗ. Унта аслисем те, шкул ачисем те Мария Каҫалпа тӗл пулма хаваспах пухӑннӑ. Марионелла Тимофеева (Мария Каҫал) Хирти Мӑнтӑр ялӗнче пурӑнать.
Сӑмах май каласан, Мария Каҫалӑн «Ҫул кӑтартрӗ пире анне пилӗ» кӗнеки «Чӑваш Ен литератури: 2103 ҫулхи чи вуланакан кӗнеке» конкурсра «Асамлӑ йӗрке» номинацие хутшӑннӑ.
Марионелла Николаевна поэзие ачаранпах юратнӑ, хӑй те ҫырнӑ. Вӑл — ЧР Писательсен пӗрлӗхӗн, Писательсен пӗрлӗхӗн тӗнчери пӗрлешӗвӗн пайташӗ. Мария Каҫал республикӑра, районта иртекен конкурссене хутшӑнать. 2013 ҫулта иртнӗ «Чӑваш йӑмри» конкурсра «Чӑваш йӑмри» хайлавпа пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Каҫал тӑрӑхӗ 75 ҫул тултарнӑ ятпа иртнӗ уявра та унӑн «Каҫал ен» савви чылайӑшӗн кӑмӑлне кайнӑ.
Тӗлпулура чылай сӑвӑ янӑранӑ. Автор вуланине пурте тимлӗн итленӗ. Поэзи каҫӗ вӗҫленнӗ май пухӑннисем сӑвӑҫа ӑнӑҫусем тума ырлӑх-сывлӑх, ӑнӑҫу суннӑ.
Сӑнсем (9)