Республикӑра
![]() «ЗАГС ача ҫуратмалли ҫурта каять» акци вӑхӑтӗнче Кашни ҫын пурнӑҫӗнче асра юлмалли самантсем пулаҫҫӗ тесе пуҫлать Канаш район администрацийӗн сайчӗ «ЗАГС ача ҫуратмалли ҫурта каять» акци пирки пӗлтерекен хыпара. Паян, чӳкӗн 25-мӗшӗнче, Амӑш кунӗ ҫывхарнине халалласа ҫав акцие йӗркеленӗ. ЗАГС пайӗн пуҫлӑхӗ Ирина Сергеева тата вырӑнти ытти тӳре-шара пульницӑри амӑшӗсемпе тӗлпулнӑ. Вӗсене ҫывхарса килекен уявпа саламланипе пӗрлех ача ҫуратассипе районта лару-тӑру епле иккенне каласа кӑтартнӑ. Ача ҫуралсан регистрацилеме епле хутсем кирли, пулӑшӑва электронлӑ майпа епле илмелли ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Сӑнсем (12) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫак кунсенче «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнче икӗ объекта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Вӗсем — «У медведя во бору» экологи сукмакӗ тата «Снежная» гриль беседка. Уява наци паркӗн директорӗ Ю.Татарских уҫнӑ. Наци паркӗнче унччен те виҫӗ экологи сукмакӗ пулнӑ: «Тайны чувашского леса», «Приоткрывая двери старины», «Эко — невидаль». «У медведя во бору» ҫӗнӗ сукмак уҫӑлнӑ май наци паркӗпе ҫывӑхрах паллашма пулать. Вӑл туризмӑн пӗр пайӗ, парка килнӗ ҫынсен тавракурӑмне тата анлӑлатӗ. Сукмак ҫинче кӑтарту паллисем, информаци стенчӗсем, тискер чӗрчунсен макечӗсем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Рудольф Гармонистов Муркаш районӗнчи фермер тырӑ акса ӳстернӗ хыҫҫан йӗтӗнпе горчица акма шухӑшланӑ. Кӑҫал Рудольф Гармонистов йӗтӗне пӗрремӗш хут ҫулса илнӗ. Унччен вӑл тыр-пул кӑна акнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, йӗтӗнпе тата горчицӑпа ытларах укҫа туса илме пулать-мӗн. Йӗтӗн ҫӑвӗ Раҫҫейре те, ют ҫӗршывра та паха ҫимӗҫ шутланать. Каяшӗпе биотопливо тӑваҫҫӗ. Анчах йӗтӗне ҫулса кӗртме йывӑр-мӗн. Анчах фермер ку ӗҫе тунӑ, вӑрлӑх та хунӑ. Йӗтӗн япӑх ҫулӑнать — пусма пекех. Фермер ӑна мӗнле ӳстермеллине Тверь облаҫӗнче вӗреннӗ. Унта йӗтӗн ӳстермешкӗн патшалӑх пулӑшу парать. Пирӗн республикӑра вара тыр-пул валли ҫеҫ субсиди пур. Кӑҫал туса илнӗ йӗтӗнпе горчица ют ҫӗршыва ӑсаннӑ. Анчах фермер ҫитес ҫул ӑна Раҫҫейре туянакансем пуласса шанать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Ен спортсменӗсем, Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗскерсем, кире пуканӗ йӑтассипе иртнӗ тӗнче ӑмӑртӑвӗнче пухмача ылтӑн медальсемпе пуянлатнӑ. Ӑмӑртӑва 34 ҫӗршыври 500 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — Чӑваш Ен спортсменӗсем те. Вӗсем — Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗ Александр Павлов, Йӗпреҫ район хӗрӗ, халӗ Питӗрте вӗренекен Марина Фёдорова. Александр Павлов 22 ҫул тултарманнисен йышӗнче 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Марина Федорова та малти вырӑна йышӑннӑ. Кире пуканӗн ветеранӗсем те медальсем ҫӗнсе илнӗ. Владимир Шуряков — 1-мӗш вырӑн, Юрий Карпов -2-мӗш вырӑн, Валерий Притуленко 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫанталӑк сивӗтнӗ-сивӗтмен пулӑҫсем пулла васкаҫҫӗ. Анчах пӑр ҫӳхе, РФ МЧСӗ вӗсене тимлӗрех, асӑрхануллӑрах пулма ыйтать. Пирвайхи пӑр ултавлӑ ҫав. Вӑл ҫирӗп мар, анса каясси те инех мар. Республикӑра пулӑҫсемпе профилактика калаҫӑвӗ ирттереҫҫӗ. Аслисемпе кӑна мар, ачасемпе те. Ҫӑлавҫӑсем ашшӗ-амӑшне ачине куҫран вӗҫертме сӗнмеҫҫӗ. Кӑҫал Шупашкарти кӳлмеке, пӑр ҫине, ачасем выляма тухнӑ тӗслӗх пулнӑ-мӗн. Ачасем асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн пӑр ҫине тухма хӑраҫҫӗ пулсан аслисем хӑнк та тумаҫҫӗ. Паллах, вӗсене пӑр ҫине пулӑ тытма кайнӑшӑн штрафлама пулмасть. Ҫавӑнпа ҫӑлавҫӑсемпе вӗсемпе калаҫу ҫеҫ ирттерееҫҫӗ. Вӗсем пуҫ сӗлтеҫҫӗ те ӑнланнине ҫирӗплетеҫҫӗ, анчах тепӗр куне каллех пӑр ҫинче утаҫҫӗ. Телее, кӑҫал пирвайхи пӑр ларсан инкек пулман-ха. Анчах ку лӑпланмалли сӑлтав мар. Пулӑшӑн пурнӑҫа хӑрушлӑха кӗртсе ӳкермелле-ши? Асӑрхаттармашкӑн: пӑр 12 сантиметр хулӑнӑш пулсан ҫеҫ хӑрушлӑх ҫук. Ҫын нумай пухӑннӑ ҫӗрте 25 сантиметр пулмалла. Халӗ вара пӑр 10 сантиметр хулӑнӑш ҫеҫ. Хӑш-пӗр вырӑнта ҫӳхерех е пачах шӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Евшения Лагуна Шупашкарта «Юрлакан ҫӑлтӑр» ыркӑмӑллӑх марафонӗ старт илнӗ. Ӑна тӑлӑх ачасене пулӑшу парас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Хулара ҫак пилӗк кунра ача ҫурчӗсенчи тата интернатсенчи 3 пине яхӑн шӑпӑрланпа вокал тата актер ӑсталӑхӗ енӗпе ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ. Вӗсене Евгения Лагуна юрӑҫ ертсе пырӗ. Пӗтем тӗнчери тур темиҫе уйӑх каялла Италире старт илнӗ. Проектпа килӗшӳллӗн ыркӑмллӑх концерчӗсем темиҫе ҫӗршывра иртнӗ. Раҫҫейре вара вӑл чи пӗрремӗш Шупашкарта пулӗ. Евгения Лагуна пӗтӗмпе Раҫҫейри 30 хулана ҫитсе курма тӗллевленнӗ. Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Оперӑпа балет театрӗнче Евгения Лагунӑн гала-концерчӗ иртӗ. Шупашкарти тура тӗнчери паллӑ икӗ ҫӑлтӑр та килӗ: Америкӑри дирижер тата композитор Misha Segal, тата Автралири рок-юрӑҫ Rob Meister. Вӗсем Евгения Лагунӑпа пӗрле Оперӑпа балет театрӗн сцени ҫине тухӗҫ. «Юрлакан ҫӑлтӑр» ыркӑмӑллӑх марафонӗ чӳкӗн 25, 27 тата 28-мӗшӗсенче 13 сехетре Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче пулӗ. Чӳкӗн 26-мӗшӗнче тата раштавӑн 3-мӗшӗнче вӑл Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче иртӗ. Ун чухне те 13 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Афганистанран Совет ҫарӗсене илсе тухнӑранпа 25 ҫул ҫитнине халалласа унта та кунта тӗрлӗ мероприяти иртет. Шӑмӑршӑра, ав, унти вӑрҫа хутшӑннисемпе тӗлпулу йӗркеленӗ. Вӗсемпе курнӑҫма район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.П. Фадеев, Чӑваш Енӗн ҫар комиссариачӗн Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ раойнӗсенчи пайӗн пуҫлӑхӗ П.Г. Васюков пынӑ. Афганистанри вӑрҫа хутшӑннисене Афганистан ветеранӗсен Раҫҫейри союзӗн Тӗп Правленийӗ ҫирӗплетнипе пама йышӑннӑ юбилей медалӗпе чысланӑ. Наградӑна пирӗн ҫарсене асӑннӑ ҫӗршывран илсе тухнӑранпа чӗрӗк ӗмӗр ҫитнине халалланӑ. Сӑнсем (5) |
Статистика
![]() Кӑҫалхи 10 уйӑхра Чӑваш Енре 8154 ҫемье мӑшӑрланнӑ. Уйрӑлакансен йышӗ 4008-па танлашнӑ. Ку цифрӑсене республикӑн Юстици министерстви пӗлтерет. 1000 ҫын пуҫне уйрӑлассине кӑҫалхи 9 уйӑхпа илес тӗк пирӗн рсепублика Раҫҫейри регионсем хушшинче тӑххӑрмӗш вырӑн йышӑнать. Атӑлҫи федераци округӗнче уйрӑлассин коэффицентне тишкерсен, Тутарстанпа тата Мӑкшӑ Республикипе эпир тан пыратпӑр. Тепӗр майлӑ каласан, пӗчӗк — 3,9, Раҫҫейре ку цифра — 4,7. ЗАГС органӗсем уйрӑлакансем хушшинче ыйтӑм ирттереҫҫӗ. Унта хутшӑннӑ 3124 ҫынран 4,2 проценчӗ ҫулталӑк та пурӑнман, ик ҫулпа утма тӗв тунӑ. Мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн малтанхи 5 ҫулта уйрӑлма тӗв тунисем — 32,5 процент. Уйрӑлакансенчен 27 проценчӗ ҫемьеллӗ пурнӑҫпа 5–10 ҫул пурӑннӑ, 28,3 проценчӗ — 10 ҫултан тытӑнса 25 ҫулччен, 8,2 проценчӗ чӗрӗк ӗмӗр пурӑннӑ хыҫҫӑн уйрӑлнӑ. |
Культура
![]() Паян, чӳкӗн 25-мӗшӗнче, «Вокзал — Vauxhall» проектпа килӗшӳллӗн Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗнче Тольяттири этника мусӑкҫин Владимир Владимировӑн концерчӗ иртнӗ. Юрӑҫ вокзалта кӗслепе бард юррисене шӑрантарнӑ. Чӑн та, концерта куракан сахал пулнӑ. Ахӑртнех, кун валли вӑхӑта тӗрӗс мар суйлнӑ — ун чухне вокзалта ҫын хӗвӗшмен. Ҫапах кашни юрра хапӑлласа, алӑ ҫупса кӗтсе илнӗ. Куракансен йышӗнче ачасем те пулнӑ. «Выйду в поле с конем» юрра (сӑвви — А.Шагановӑн, композиторӗ — И.Матвиенко) куракансем те пӗрле юрланӑ. Юрӑ хыҫҫӑн юрӑ… Концерт сисӗнмесӗрех вӗҫленнӗ. Тӗрӗссипе, «Вокзал — Vauxhall» проектпа килӗшӳллӗн иртекен концерт чылайӑшӗшӗн ҫӗнӗлӗх. Шупашкарсемшӗн те вӑл кӗтменлӗх, ҫӗнӗлӗх пулса тухнӑ. Сӑмах май, Владимир Владимиров студент чухнех Евангелипе, Ашни-Йогӑпа кӑсӑкланнӑ, Алма-Атари мӑнастирьте пурӑннӑ, Индие Саи Бабе патне кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Паян Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн виҫӗ комитет ларӑвӗ иртнӗ. Унта кӑҫалхи тата 2015–2016 ҫулсенчи республика хыснине тӳрлетӳ кӗртессине пӑхса тухнӑ. Чӑваш Енӗн тӗп финанс документне пӗрремӗш вулавпа чӳкӗн 18-мӗшӗнче йышӑннӑччӗ. Черетлӗ сессии чӳкӗн 27-мӗшӗнче иртмелле, унта бюджета иккӗмӗш вулавпа тишкермелле. Хысна кӗртнӗ тӳрлетӳсен шутӗнче депутатсем патшалӑх сужащийӗсене ҫурт-йӗр туянма хыснаран субсиди парассине пӑрахӑҫлама сӗннӗ. Килес ҫул ҫав тӗллевпе малтанласа 35 миллион тенкӗ ытла уйӑрма пӑхнӑ. Пуҫарӑва комитетсен пайташӗсем ырласа йышӑннӑ. Перекетленӗ укҫана республикӑри ӗҫ ветеранӗсене тӳлеме яма пултарӗҫ. Сӑмах май каласан, вӑл ята тивӗҫес тесен хӗрарӑмсен 40 ҫул, арҫынсен 45 ҫул стажлӑ пулмалла. Халӗ ку вӑхӑта 2,5 ҫул таран чакарас шухӑшлӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Владимир Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчакова Светлана Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |