Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Тӑлӑхсем вырӑнне пуҫлӑхӑн ывӑлӗпе мӑнукӗ каннӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 03.04.2015 00:23 | 1453 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем Ҫӗмӗрлери «Елочка» ача ҫурчӗ
Ҫӗмӗрлери «Елочка» ача ҫурчӗ

Ҫӗмӗрлери «Елочка» ача ҫурчӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ хӗрарӑм пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче хысна предприятийӗнче пурӑнакан тӑлӑхсемпе пӗрле хӑйӗн ывӑлӗпе мӑнукне канма янӑ. Вӗсем каннине республика хӗрарӑм-пуҫлӑх хысни шучӗпе саплаштармалла тунӑ.

Ача ҫурчӗн пуҫлӑхӗн тӑванӗсем Крымри ача-пӑча уйлӑхӗнче каннӑ. Ҫакӑ Чӑваш Енӗн хыснине 29 пине кайса ларнӑ. Ултав ҫиеле тухсан тӑкака йӑлтах саплаштарнӑ-ха. Анчах суд тенкелӗ ҫине ӑна пӗрех лартнӑ. Кунсӑр пуҫне хӗрарӑм 2013 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ача ҫуртӗнче ӗҫленӗ евӗр укҫа та тӳленӗ. Уйӑхри шалу арҫыннӑн 12,5 пин тенкӗрен иртнӗ.

Нумаях пулмасть ултавҫӑ пуҫлӑх ӗҫне Ҫӗмӗрле район сучӗ пӑхса тухнӑ. Ӑна 50 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха.

#Ҫӗмӗрле, #ача ҫурчӗсем, #кану, #Крым, #ачасем, #пӑтӑрмахсем, #Ҫӗмӗрле районӗ, #ултав, #судсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем