Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Автоаварире вилнисен тӑванӗсен 2 миллион компенсаци илме ирӗк пур

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 25.03.2015 19:45 | 1295 хут пӑхнӑ
Республикӑра

М7 федераци автоҫулӗ ҫинче, Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси ҫывӑхӗнче (инкек ҫавӑнта пулнӑ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем авари Кӳкеҫри ҫул ҫаври тӗлӗнче тесе хыпарални тӗрӗс мар) ҫул ҫинчи пысӑк инкек пирки эпир пӗлтернӗччӗ.

Аса илтеретпӗр, ӗнер водительпе тӑватӑ пассажир вилнӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ чӗрӗллех ҫуннӑ-мӗн. Тӗрлӗ сурана пула 11-ӗн пульницӑна лекнӗ, вӗсенчен саккӑрӑшне ӗнер реанимацие хунӑччӗ.

Вилнисен тӑванӗсен 2 миллион та 25 пин тенкӗ компенсаци илме ирӗк пур. Кун пирки Страховщиксен наци пӗрлешӗвӗн президенчӗ Андрей Юрьев пӗлтернӗ. Аманнисене те тӳлемелле. Сурана кура — 2 миллион тенкӗ таран.

Андрей Юрьев каланӑ тӑрӑх, пассажирсене турттаракан компани пассажирсен умӗнче «УралСиб» страхлакан ушкӑн Шупашкарти филиалӗнче страхланнӑ.

«УралСиб» страховка килӗшӗвӗ пуррине тата компенсацие тӳлеме хатӗррине ҫирӗплетнӗ иккен.

Компенсаци илес тесен ҫул-йӗр ҫинче инкек пулни ҫул-йӗр инспекторӗсем панӑ справка, паспорт, сывлӑха епле сиен кӳни ҫинчен тухтӑрсем панӑ справка кирлӗ. Вилнӗ тӑвансемшӗн вара вилнине ӗнентерекен хут кирлӗ.

#инкексем, #Шупашкар районӗ, #Кукеҫ, #ҫул-йӗр, #пӑтӑрмахсем, #пулӑшу, #Чӑрӑшкасси

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем