Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонинче Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ «Константин Ивановӑн тӑван тӑрӑхӗнчи юрӑсем» ятлӑ концерт лартасси пирки пӗлтернӗччӗ. Ӑна, паллах, чӑваш классикӗ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ.
ЧР культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Альбина Алексеева та мероприятие килнӗ. Вӑл тухса калаҫнӑ май К.Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэми пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.
Юрӑпа ташӑ ансамблӗ чӑваш халӑхӗн культурине аталантарас, упрас тӗлӗшпе чылай ӗҫ тӑвать. Альбина Алексеева ҫакнашкал пысӑк ӗҫшӗн министерствӑн хисеп хутне балетӑн пысӑк категориллӗ артистне Наталья Веренцовӑна тата ансамбль водительне Владимир Леонтьева панӑ.
Уяв программи питӗ пуян пулнӑ. Куракансем кӑмаллӑ юлнӑ.