Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Чӑвашлӑх: Чутай Нарспийӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 31.03.2015 19:03 | 1389 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Чӑваш чӗлхине тата культурине аталантарас, Чутай тӑрӑхӗнчи ҫамрӑкӗсен пултаруллӑхне ӳстерес тата пуянлатас тӗллевпе, пушӑн 30-мӗшӗнче районти культура керменӗнче «Чутай Нарспийӗ» конкурс иртрӗ. Ӑмӑртӑва К.В. Иванов ҫулне халаланӑ. Ку конкурса Чутайри Чӑваш наци конгресӗн уйрӑмӗ йӗркелерӗ.

Паллах, Хӗрлӗ Чутай районӗ пултаруллӑ хӗрсемпе пуян, анчах та пурте сцена ҫине тухса хӑйӗн матурлӑхӗпе сатурлӑхне кӑтартма хӑюллӑх ҫитереймест. Ҫапах та маттурисем тупӑнчӗҫ. Ҫак каҫ конкурса пилӗк чиперкке хутшӑнчӗ. Кашни хӑйне евӗрлӗ пултарулӑ, хастар та матур пулнине кӑтартрӗ. «Чутай Нарспи» конкурсра пурӗ тӑватӑ енӗпе ӑмӑртрӗҫ: «Хӑйӗнпе паллаштарни», «Пултарулӑх конкурсӗ», «Ӑслӑлӑх конкурсӗ», «Чӑваш апатне хатӗрлесси».

Конкурса пӗтӗмлетнӗ чухне тӳресем уйрӑмах тӑван чӗлхене лайӑх пӗлнине, чӑваш тумне ятуллӑ тӑхӑннине, сцена ҫинче хӑйне тытма пӗлнине шута илчӗҫ. «Нарсписене» хаклама Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн пӗрремӗш ҫумӗ Валерий Клементьев, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Степановпа унӑн ҫумӗсем Алина Ярабаева, Александр Самсонов, ЧНКан Чутайри уйрӑмӗн ертӳҫи Юлия Мареева хутшӑнчӗҫ.

«Чутай Нарспийӗ» ята пурте пӗр саслӑ пулса Ирина Романовӑна пачӗҫ. Наталья Соловьева «Ҫепӗҫ Нарспи», Инна Крыцова «Пултаруллӑ Нарспи», Валентина Михеева «Ӗҫчен Нарспи», Вера Терентьева «Куракансем кӑмӑлланӑ Нарспи» пулса тӑчӗҫ.

Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн пӗрремӗш ҫумӗ Валерий Клементьев Чутай уйрӑмӗн пайташӗсене ҫакӑн пек илемлӗ конкурса йӗркеленӗшӗн тав турӗ, яланах ҫапла хастар ӗҫлеме сунчӗ.

Сӑнсем (33 сӑн, Пӗркласрисем халӑх тетелӗ)

#ЧНК, #Константин Иванов ҫулталӑкӗ, #конкурссем, #Херлӗ Чутай, #Хӗрлӗ Чутай районӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/334.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем