Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Шуршӑл тӑрӑхӗнчи хӗр «Сӗнтӗрварри пики» ята тивӗҫнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 31.03.2015 17:08 | 2114 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Пушӑн 27-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче чи илемлӗ чӑваш пикине палӑртнӑ. Кӑҫал унта 11-ӗн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.

Пикесем конкурсра хӑйсемпе паллаштарнӑ хыҫҫӑн тавракурӑмне тӗрӗсленӗ. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе те тӗлӗнтерме пултарнӑ, сӑвӑсем вуланӑ, ташланӑ, юрланӑ.

Тепӗр конкурсра пикесем чӑвашсен наци ҫимӗҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Хӗрсем сӑра вӗретсе, пӳремеч, хуплу, шаркку, кукӑль пӗҫерсе килнӗ. Унтан вӗсем илемлӗ тумсем тӑхӑнса тухнӑ.

Кӑҫал «Сӗнтӗрвӑрри пики» ята Шуршӑл тӑрӑхӗнчи Анна Атласова ҫӗнсе илнӗ. Урхас Кушкӑ тӑрӑхӗнчи Александра Трофимова «Вице чӑваш пики» пулнӑ.

Сӗнтӗрпуҫ ял тӑрӑхӗнчи Ирина Васильевӑна куракансем кӑмӑлланӑ. Чӑнкасси тӑрӑхӗнчи Диана Кузнецова «Ӑс пике», Аксаринри Кира Казакова тата Кукашнири Жанна Васильева «Сӑпайлӑ пике» пулса тӑнӑ.

Шӗнерпуҫ тӑрӑхӗнчи Кристина Иванова «Чи илӗртӳллӗ пике», Карапашри Анна Енцова «Чи маттур пике», Ӗсмелти (Октябрьскинчи) Алена Портнова тата Хуракассинчи Ангелина Данилова «Чи пултаруллӑ пике», Атӑлҫи ял тӑрӑхӗнчи Надежда Сергеева «Чи кӑмӑллӑ пике» номинацисенче ҫӗнтернӗ.

Конкурса хутшӑннӑ пикесене парнесемпе хавхалантарнӑ. «Сӗнтӗр Ен» ентешлӗх ертӳҫи Андрей Кузнецов та парне кӳнӗ. Вӑл уяв вӗҫӗнче «Эй, тӑвансем, тӑвансем» юрӑ шӑрантарнӑ.

Сӑнсем (39)

#Чӑваш пики, #конкурссем, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Шуршӑл, #Сӗнтӗрпуҫ, #Урхас Кушкӑ, #культура, #Шӗнерпуҫ, #Чӑнкасси, #Карапаш, #Хуракасси

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем