Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Мускаври инкеке Чӑваш Енри комисси тишкерет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 03.03.2015 08:37 | 1327 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Мускаври ҫавра ҫул ҫинче Чӑваш Енри 11 ҫын шар курнӑ. Сарӑмсӑрлӑха республика правительствинчи планеркӑра сӳтсе явнӑ.

Инкек курнӑ арҫынсем — Мускав облаҫне ӗҫлеме кайнӑскерсем иккен. Чӑваш Енри полицейскисем инкек пулнин сӑлтавне палӑртасшӑн-мӗн. Министрсен Кабинетне комисси пухма хушнине те пӗлтерет REGNUM информагентство.

Инкек нарӑсӑн 28-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Чӑваш Енрен кайнӑ «Фиат» автобусра 18 ҫын пулнӑ, 11-шӗ аманнӑ, вӗсенчен пӗри ӗнер Мускаври пульницӑра вилнӗ. Транспорт бетон блокӗ ҫине пырса кӗсе тӳнсе кайнӑ. Пӗчӗк автобус водителӗ, пуҫ мимине чӗтретнӗскер, Шупашкара таврӑннӑ, вӑл васкавлӑ медпулӑшу паракан пульницӑра выртать иккен. «Мӗншӗн Мускаври пульницӑна кайманни ыйту ҫуратать», — тенӗ-мӗн Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев. Автобус Патӑрьел районӗнче регистрациленӗскер пулнине те пӗлтернӗ вӑл.

Ку инкек пирки правительство комиссийӗ пухма, лару-тӑрӑва тишкернӗ хыҫҫӑн информацие муниципалитет пуҫлӑхӗсем патне ҫитерме хушнӑ Игнатьев Элтепер.

ЧР шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Андрей Тимофеев инкек сӑлтавне тишкерме пулнӑ. Вӑл ют региона ӗҫлеме каякансем автобус тытса ют региона самайӑн тухса кайнине, кун пек юхӑм малашне те пулассине палӑртса хӑварнӑ.

Михаил Игнатьев Элтепер вара «рабочисем валли ӗҫ вырӑнӗ ялта та пур» тесе палӑртнӑ, ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлесен те «ҫавӑн пекех тенӗ пек укҫа ӗҫлесе илме пултараҫҫӗ», — тенӗ вӑл.

Чӑваш Енри рабочисем инкеке унччен те лекнӗ тӗслӗх пулнӑччӗ. 2013 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Пенза облаҫӗнче инкеке лекнӗ автобусри 18 пассажиртан 10-шӗ вилнӗччӗ.

#ӗҫ вырӑнӗсем, #Мускав, #пӑтӑрмахсем, #Патӑрьел районӗ, #Шупашкар, #транспорт, #автобуссем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем