Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.8 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫурлан 17-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Юнтапа ял вулавӑшӗнче ҫӗнӗ чӑваш кӗнекин кунӗ иртнӗ. Вулавӑш пулӑшӑвӗпе усӑ куракансене Чӑваш кӗнеке издательстви пичетлесе кӑларнӑ ҫӗнӗ кӑларӑмсемпе паллаштарнӑ. Вӗсем хушшинче чӑваш халӑх историне ҫутатса паракан кӗнекесем: Н.И. Ашмаринӑн «Пӑлхарсемпе чӑвашсем» (выр. «Болгары и чуваши»), «Халӑх ӑстисен опытӗнчен» (выр. «Из опыта народных мастеров») ятарлӑ альбом ярӑмӗ, Элӗк районӗнче ҫуралса ӳснӗ, Раҫҫей патӑрӗ, космонавт Н.М.Бударин ҫинчен пичетлесе кӑларнӑ «Николай Бударин космонавт: Ман орбита вӗҫӗ-хӗррисӗр...» (выр. «Космонавт Николай Бударин: Моя орбита бесконечная…».

Шӑпӑрлансене сӑрӑллӑ, хитре кӗнекесем чуна кайнӑ: «Чӑваш халӑх юмахӗсем», Елена Нарпи ҫырнӑ «Салтак тӳммипе талпиҫен» юмахӗ, Урмарта ҫуралса ӳснӗ Т. Дорофеева сӑвӑҫ сӑввисем «Пур ҫул та — Вӑрмаралла» тата «Летушка» калавсен пуххи. Пӗтӗмпе чӑваш тата вырӑс чӗлхипе пичетленсе тухнӑ 26 кӗнеке вулавӑш ҫӳлекӗсенче вырӑн тупнӑ.

Ҫӗнӗ кӗнекесемпе вулавӑша ҫӳрекен 8 ҫын паллашнӑ, 16 кӗнеке вара хӑйӗн пӗрремӗш вулакансен аллине лекнӗ.

Малалла...

 

Ваттисем те ҫамрӑксенчен нимпе те кая мара. Ҫакна иртнӗ кунсенче Сархурӑн ялӗн аслӑрах йышӗ ҫирӗплетсе панӑ.

Ҫурлан 15-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи асӑннӑ ялти ватӑсемпе ҫамрӑксем хушшинче мини-футбол вӑййипе матч иртнӗ. Ҫамрӑксен ушкӑнне 25 ҫулчченхи яшсем кӗнӗ, ватӑсем шутӗнче вара — 25 ҫултан аслӑрах ҫулхисем. Сӑмах май, чи аслӑ хутшӑнакан 61 ҫулта пулнӑ.

Матч самай хӗрӳллӗ иртнӗ. Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх 8:1 кӑтартупа «Ватӑсем» ушкӑн ҫӗнтернӗ. Мечӗке хӑвалакансене пурне те асӑнмалӑх парнесемпе тивӗҫтернӗ.

 

Хальхи вӑхӑтра театрсенчи артистсем черетлӗ кануран тухаҫҫӗ. Ӗнер Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсен труппи тӗл пулчӗ. Вӗсемпе курнӑҫма республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов та пырса ҫитрӗ.

«Театрӑн савӑнӑҫӗ те, инкекӗ те, хурлӑхӗ те пур. Сцена ҫине тухсан куракан куҫҫуль витӗр е кулса пӑхса ларнине куратӑн та ҫавӑнпа вӑй илсе ҫак ӗҫе ахальтен суйламаннине ӑнланса илетӗн», — ҫак шухӑша палӑртса хӑварчӗ тӗлпулӑва уҫнӑ май театрӑн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев.

Тӗлпулура иртнӗ сезона кӗскен аса илчӗҫ, кӑҫалхи пирки калаҫрӗҫ. Эпир куракана кӑсӑкланатаракан тӗп самантсене кӑна асӑнса хӑварар. Сӑмахран, ҫӗнӗ сезона епле спектакльпе уҫни пирки. 95-мӗш сезона, тӳррипе ӑна кӑна мар, юлашки пӗр вунӑ ҫул так ӗнтӗ, сезона театр «Ялта» спектакльпе уҫса хупать. Кӑҫал та ҫав йӑларан иртмӗҫ. Мӗншӗн апла туни пирки илемлӗх ертӳҫин хӑйӗн ӑнлантарӑвӗ — ку спектакльте мӗнпур артист вылять.

«Пӗлтӗрхи сезона эп ӳпкелеместӗп — халь лайӑх пьесӑсем пур», — терӗ те Валерий Яковлев, кӑҫал та премьерӑсем пулӗҫ. Куҫарусем нумай тесе ӳпкелекенсене лӑплантарар.

Малалла...

 

Муркаш районӗнче ҫулсерен районти сусӑрсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсем хушшинче «Тытӑн пулӑ, пӗчӗкки те пысӑкки те» ятпа пулӑ тытассипе ӑмӑрту ирттерес йӑлана тӑсаҫҫӗ.

Ҫутҫанталӑкра иртекен мероприятине сусӑрсем уйрӑмах кӑмӑллаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пулӑ тытма юратакансем ирхи хӗвел шевлипе вӑранса пӗвӗ хӗррине аннӑ. Кунта пулӑ тысасси — тӗп тӗллев мар. Сусӑрсене пӗрлӗ пуҫтарӑнса шӳтлесе ларни, ҫутҫанталӑк илемӗпе килленсе ларни — савӑнӑҫ кӳрет.

Ӑмӑртусем пулӑ тытассипе кӑна мар пулнӑ, мероприятийӗ хутшӑнакансем хаваспах дартс, шашка вӑййисене вылянӑ тата ытти кӑмала ҫӗклентерекен вӑйӑсене хутшӑннӑ.

Кӑнтӑр еннелле выҫма ӗлкернӗ халӑха вара пулӑ шӳрпи савӑнтарнӑ. Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ сусӑрсене кӑҫалхи вӗсем валли йӗркеленӗ мероприяти кӑмӑла туллинех тивӗҫтернӗ.

Сӑнсем (12)

 

Шупашкарта ҫар ҫыннисем валли нумай хваттерлӗ ҫурт тума палӑртаҫҫӗ. Кун пирки Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин шалти ҫарӗсен Атӑлҫи регионӗнчи застройщик-заказчикӗ центрӗ пӗлтернӗ-мӗн. Тӗрӗсрех, тӳпене кӗрсе ҫурт тума аукцион ирттересси пирки хыпарланӑ-ха вӑл. Малтанласа хака 153,9 миллон етнкӗ тесе палӑртнӑ иккен.

Нумай хваттерлӗ ҫуртра пӗр пӳлӗмлӗ 61, икӗ пӳлӗмлӗ 47 тата виҫӗ пӳлӗмлӗ 7 хваттер пулмалла. Ҫуртӑн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 5,368 пин тӑваткал метртан пысӑк пулмалла мар. Пахалӑх гарантине 5 ҫултан кая мар тӑсӑлмалла теҫҫӗ-мӗн. Ҫурта тума укҫа-тенке федераци хыснинчен уйӑрмалла.

 

Элӗк районӗнчи Питӗшкасси ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче вӑй хуракансем кашни эрнекун тавралӑха тирпей-илем кӗртме тухаҫҫӗ. Ара чӑн та, алла усса ларсан тасамарлӑх айне ним мар путӑн. Типтерлӗ те илемлӗ лаптӑксем вара куҫа та сӑвӑнтараҫҫӗ.

Ял администрацийӗнчи ӗҫченсен хастарлӑхӗ ытти ял халӑх ҫыннисене те витӗм кӳрет — ӗҫе кура вӗсем те хутшӑнаҫҫӗ. «Тирпейлӗ ҫӗрте пурӑнма та аван», — пӗлтереҫҫӗ ӗҫчен ҫынсем.

Сӑнсем (7)

 

Кашни кун тенӗ пек ҫын пурнӑҫӗ татӑлать. Пӗрисем чирленине пула пурнӑҫран уйрӑлаҫҫӗ, теприсем тулашри, хӑйсенчен килмен сӑлтавӗсене пула вилеҫҫӗ. Пурнӑҫран уйрӑлакан виҫҫемӗш пайне вара хӑйсен явапсӑрлӑхӗ, пурнӑҫ саккунӗсене хирӗҫ талпӑнни пӗтерет. Ӗнерхи пулӑм вара ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетнӗ.

Ҫын пурнӑҫне татакан ҫул-йӗрте тухнӑ инкек ӗнер, ҫурлан 19-мӗшӗнче 22:10 сехетсенче «Ҫӗрпӳ–Красноармейски–Шурҫырма» урапасен ҫулӗ ҫинче Ҫӗрпӳ районӗн Рынкӑ сали ҫывӑхӗнче тухнӑ.

Республикӑри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне упраса тӑракан патшалӑх инспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх « ГАЗ–322132» маркӑллӑ урапапа пыракан 26-ҫулхи водитель 61 ҫулхи ватта ҫапса кайнӑ. Тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх пенси ҫулӗсене ҫитнӗ арҫын «Газель» ҫывхарса ҫитиччен пӗр-икӗ метр кӑна юлнине лайӑхах курса тӑнӑ пулин те, ҫапах утма чарӑнман. Тен, ватӑ урапа чарӑнасса шанӑ е «каҫса ӗлкереп» тесе шутланӑ.

Хайхи водитель сасартӑк ҫул ҫине тухнӑ ҫынна асӑрхасан урапана чарма васканӑ, анчах та ҫав-ҫавах инкекрен хӑтӑлма пултарайман.

Вӑйлӑ ҫапнине пула ватӑ ҫын васкавлӑ пулӑшу ҫитмесӗрех вилсе кайнӑ.

Малалла...

 

Мӗнпур уяв пӗр вӗҫӗмсӗр тӑсӑлма пултараймасть. Ҫавӑнпа та Шупашкар хула кунӗн уявне паллӑ тума килекенсем ир еннелле ирексӗрех килсем тӑрӑх саланма тытӑнчӗҫ. Уяв вӗҫленни вӗсен кӑмӑлӗсенче палӑрми салху хӑварчӗ. Хула кӳлмекӗ таврашӗнче тасалӑх кӳрекенсем валли вара уяв вӗҫӗ 750 кубометр ҫӳп-ҫап хӑварнӑ.

Официаллӑ кӑтартусемпе килешӳллӗн хула кунне паллӑ тума пурӗ 71 750 ҫын пуҫтарӑннӑ. Ятарлӑ ӗҫченсем вара хула кӳлмекӗнче тасалӑх кӳрессипе ирчченех, тӑхтавсӑрах ӗҫленӗ. Талӑк хушшинче уяв хыҫҫӑн хула урамӗсенчен 750 кубометр хытӑ каяша тиесе кайнӑ. Ирхи 4 сехетсем тӗлнелле хулан пысӑк пайӗ ҫӳп-ҫапран тасалса ҫитнӗ.

Коммуналлӑ хуҫалӑх службисем тирпей илем кӳрессипе хастар ӗҫленӗшӗн Шупашкар хула администрацийӗ вӗсене тав тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/64802
 

«Хӗрарӑма чӑтма тунӑ», — тенине эпӗ пӗрре ҫеҫ мар илтнӗччӗ. Чӑнах та паянхи вӑхӑтра хӗрарӑмсем хӑйсен черчен хулпуҫҫи ҫине пур ӗҫе те тийӗҫҫӗ: ачисене те ашшӗсемсӗр ура ҫине тӑратаҫҫӗ, йывӑр ӗҫсенче те арҫынсемпе пӗр тан тӑрса ӗҫлеҫҫӗ тата ытти те.

Ҫапах та хӗрарӑм чӑтӑмлӑхне пурнӑҫри йывӑр пулӑмсене мӗнлерех тӳссе ирттернинче кӑна мар курма пулать. Тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсенче те хӗрарӑмсен йышӗ хӑйсен ҫирӗп чун хавалӗпе, чӑтӑмлӑхӗпе палӑраҫҫӗ.

Нумаях пулмасть пирӗн ентеш Татьяна Александрова Берингов проливӗ урлӑ ишсе каҫассипе халӑхсем хушшинчи эстафетӑна хутшӑннӑ. 15 патшалӑхран килнӗ 60 хутшӑнакан сахалтан та 134 ҫухрӑм ишсе тухнӑ.

Ӑмӑрту йывӑр пулнӑ, шывӗ те 11 градус таранах сивӗ тӑнӑ, ҫил кӑларакан 6 метрлӑ хумсем те ишме чӑрмантарнӑ. Ҫапах та Татьяна Александрова лартнӑ тӗллеврен пӑрӑнман, вӗҫне ҫитиченех ишсе тухса хӑйӗн пӗчӗк рекордне лартнӑ. Татьяна ҫак ӑмӑртура пирӗн республика чысне хӳтелекен пӗртен-пӗр спортсменка пулнӑ. Хӑйӗн тӗслӗхӗпе вӑл тепӗр хут чӑваш хӗрарӑмӗсем чӑтӑмлӑ, хастар, тӗллевлӗ пулнине ҫирӗплетме панӑ.

 

Шкул вӗренсе тухакан ачасене патшалӑх пӗрлӗхлӗ экзамене тытарас саккуна темиҫе ҫул каялла йышӑннӑ пулин те паянхи кунччен те ун тавра иккеленӳллӗ шухӑшсем ҫӳреҫҫӗ.

Нумаях пулмасть вӗренӳ тата ӑслӑлӑх пайӗпе ӗҫлекен патшалӑх канашлӑвӗн комитечӗ «Вӗренӳ ҫинчен» саккуна улшӑнусем кӗртме хут ҫырнӑ. Ҫак сӗнӳ хутӗнче вара шкул пӗтерекенсем тытакан пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменне пӑрахӑҫламалли ҫинчен сӑмах пырать. ИТАР-ТАСС палӑртнӑ тӑрӑх ку хыпара комитетӑн председатель ҫумӗ, КПРФ парти депутачӗ Олег Смолин пӗлтернӗ.

Смолин шухӑшӗпе кашни вӗренекене ППЭ тытнӑ чухне ирӗк памалла. Унччех маларах «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти депутачӗ, комитетӑн председатель ҫумӗ Надежда Шайденко професионаллӑ техника училищине кӗрекенсем валли ППЭ тата ППА пӑрахӑҫлама сӗннӗ. Ун шухӑшӗпе ун пек ачасен экзамена традициллӗ формӑпа тытмалла.

Смолин каласа панӑ тӑрӑх комитет «Вӗренӳ ҫинчен» саккун валли ытти улшӑнусем те хатӗрленӗ. Вӗсемпе вӗренӳ ҫулӗ пуҫланниччен, ҫурлан 26-мӗшӗнче патшалӑх канашлӑвӗнче паллаштарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2013/08/19/exam/
 

Страницӑсем: 1 ... 3234, 3235, 3236, 3237, 3238, 3239, 3240, 3241, 3242, 3243, [3244], 3245, 3246, 3247, 3248, 3249, 3250, 3251, 3252, 3253, 3254, ... 3592
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.03.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 28

1915
109
Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1983
41
Шамбулина Алина Валерьевна, чӑваш тележурналисчӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...