Ял пурнӑҫӗ
Куславкка районӗнчи Куснарти вӑтам шкулта хӗрарӑмсен тата ашшӗсен районти канашӗсен пӗрлехи ларӑвӗ иртнӗ. Унта наркомани профилактики, эрех-сӑра сиенӗ пирки тата ытти хӑш-пӗр ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ҫула май тенӗ пек шкул ачисем наркотикпа усӑ курнипе курманнине палӑртма тест йӗркеленӗ. Ку ӗҫе район пульницин наркологӗ, вӑл хӗрарӑмсен канашӗн пайташӗ те, ирттернӗ. Хӗрарӑмсен тата ашшӗсен канашӗсем килӗштерсе ӗҫлесси пирки те калаҫнӑ. Х.А. Салахутдинов, В.Н. Шмелев, Э.Г. Выйгетов ашшӗсем «Яваплӑ ашшӗлӗхӗн шкулне» йӗркелес шухӑшлине палӑртнӑ. Ун пек сӗнӗве Ашшӗсен республикӑри канашӗ сӗннӗ. Ӑна вӗренӳ учрежденийӗсенче, ялти Культура ҫурчӗсенче, вулавӑшсенче йӗркелеме май пур. Ашшӗсемпе ачасем канӑва йӗркелеме мероприятисен планне те йӗркелеме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта пӗчӗк хуласен кинематографне халалланӑ Пӗтӗм тӗнчери VII кинофестиваль вӗҫленнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче чысланӑ. Фестивальпе килӗшӳллӗн 50 ытла мероприяти пулнӑ: кино кӑтартасси, тӗлпулусем, ҫавра сӗтелсем, пресс-конференцисем. «Чи лайӑх фильм» номинацире Марина Калинина режиссерӑн (Якути) «Семенчик» вӑйӑ картини ҫӗнтернӗ. «Чи лайӑх режиссура» номинацире Сергей Потаповӑн (Якути) «Подснежники» фильмӗ мала тухнӑ. «Чи лайӑх оператор ӗҫӗ» номинацире «Булаг» фильмӑн операторӗ Дмитрий Ильков (Буряти) ҫӗнтернӗ. «Чи лайӑх актер ӗҫӗ» номинацире «Подснежники» фильмра тӗп роле вылякан Геннадий Турантаев (Якути) палӑрнӑ. «Чи лайӑх сценарий» — Айнур Аскаровӑн «Горький мед» фильмӗ (Пушкӑртстан). Андрей Васильевӑн «Нарспи» фильмӗ жюрин ятарлӑ парнине тивӗҫнӗ (Чӑваш Ен). Наци киностуди фильмӗсен конкурс программинче «Белый день» фильмӑн операторӗ Иннокентий Амосов (Якути) тивӗҫнӗ. Вӑйӑ фильмӗсен конкурсӗнче жюрин ятарлӑ парнине «Летящие по ветру листья» фильм (Раҫҫей) тата «Деливеранс» фильм (Раҫҫей) тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Шанс» тулли мар яваплӑ общество тата «Шӑмӑршӑ районӗнчи чӗрчун чирӗсемпе кӗрешекен станци» ҫумӗнче ӗне сӑвакан операторсен район конкурсӗ иртнӗ. Унта Шӑмӑршӑ районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ӗҫлекен ӗне сӑвакансем хутшӑннӑ. Конкурса хутшӑнакансем хӑйсене теорире тӗрӗсленӗ, ӗне сумалли аппарата сӳтсе пуҫтарнӑ, ӗне сунӑ. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, «Шанс» тулли мар яваплӑ обществӑн доярки Нина Петровна Харлампьева чи маттурри пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна «Искра» ЯХПКри Алсине Семигуловна Чернова йышӑннӑ, виҫҫӗмӗш «Мир» АХОри Земземие Мукатесевна Тизякова пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене Шӑмӑршӑ район администрацийӗн грамотисемпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Пушар хыҫҫӑн шыв кирлӗ мар Паянтанпа пирӗн республикӑра пушара хирӗҫле ятарлӑ режим вӑя кӗнӗ. Кун пек йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн хушӑвӗпе палӑртнӑ. Документа алӑ пусма типӗ ҫанталӑк тӑни хистенӗ. Пушартан сыхланмалли режим вӑхӑтӗнче пушара хирӗҫле хушма мерӑсем вӑйра пулӗҫ: вӑрмана ӗҫпе кӑна кӗме юрать, пӗтӗмӗшле усӑ курмалли ҫулсем тӑрӑх иртекеннисемсӗр пуҫне машинӑсемпе кӗртмӗҫ. Тата, паллах, вӑрман хуҫалӑхне сыхлама кӗрес текенсене чармӗҫ. Вӑрманта кӑвайт, ҫӳп-ҫап чӗртме юраманнине каламасӑрах ӑнланмалла пек. Вӑрман хуҫалӑхӗсемпе юнашар ҫӗр ҫинче те кӑвайтпа аппаланма юрамасть. Ятарласа йӗркеленӗ мобильлӗ ушкӑнсем пушар енчен уйрӑмах асӑрханмалли вырӑнсене ҫитсе тӗрӗслесе ҫӳрӗҫ. Республикӑн ҫутҫанталӑк министерстви вӑрманта ҫулӑм тавраш асӑрхасанах 8 (8352) 40-24-00 е 8-800-100-94-00 номерпе шӑнкӑравлама ыйтать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Николай Терентьев Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче Николай Терентьевич Терентьева асӑнса К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ П.Осиповӑн «Икӗ каччӑн пӗр шухӑш» пьеси тӑрӑх спектакль лартнӑ. Спектакль пуҫланиччен халӑх умне ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ С.П.Иванов тухса калаҫнӑ, вӑл Николай Терентьев Чӑваш Ен культурин аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ. Унӑн пьесинчи чӑваш халӑх сӑнарӗсем темиҫе ӑрӑва воспитани пама пулӑшнӑ. Николай Терентьевич пултаруллӑ артист, драматург пулнӑ. Артистсем спектакльти сӑнарсене чун витӗр кӑларнӑ. Уйрӑмах Ваҫҫа рольне вылянӑ С.П.Иванов, Санюк рольне калӑпланӑ С.Н.Лукиянова халӑх кӑмӑлне кайнӑ. Аса илтерер: Николай Терентьев Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче 1925 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл — ЧР халӑх писателӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, куҫаруҫӑ. К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Чылай пьеса авторӗ кӑҫал ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Уявра Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗн халӑхӗ ҫурхи ӗҫсене вӗҫлесен йӑлана кӗнӗ «Акатуй — Сабантуй» уявне паллӑ тунӑ. Ыхраҫырми тата Чӑваш Ишекӗ ҫыннисем, хӑнасем лапама пухӑннӑ. Малтанах уява пухӑннисене Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Краснов, Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Альфрит Айбетов, Патӑрьел районӗнчи депутатсен пухӑвӗн депутачӗ, тутар ялӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри ассоциацийӗн председателӗ Решит Санзяпов тата ыттисем саламланӑ. Яланхи пекех ҫак уявра ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрнӑ ҫынсене чысланӑ. Ял хуҫалӑх производствин ӗҫченӗсем, ял тӑрӑхӗнчи ытти тытӑмра вӑй хуракансем, хастар ҫынсем Хисеп хутне, Дипломсене, Тав ҫырӑвӗсене, парнесене тивӗҫнӗ. Вырӑнти пултарулӑх ушкӑнӗ, Ыхраҫырми шкулӗн ташӗ ушкӑнӗ, Хусантан килнӗ артистсем «Акатуй — Сабантуй» уявне пухӑннисене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Уявра кашниех тӗрлӗ конкурса, вӑййа хутшӑнма, вӑй виҫме пултарнӑ. Кире пуканне йӑтасси, наци тата ирӗклӗ кӗрешӳсем каҫченех пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Атӑлта ҫынсем шыва кӗме тытӑннӑ та ӗнтӗ Пӗчӗк кимӗ-карапсен патшалӑх инспекцийӗ шыва кӗме васкамалла маррине аса илтерет. Атӑлӑн Шупашкар ҫывӑхӗнчи акваторийӗ патӗнче асӑннӑ тытӑм ӗҫченӗсем тӗрӗслев ирттернӗ те ҫынсем шыва кӗме пуҫланине асӑрханӑ. Вӗсене тӗрӗслевҫӗсем шыв кӗмелли тапхӑр ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен кӑна уҫӑлассине асӑрхаттарнӑ. Вӑл вӑхӑта ҫӑлавҫӑсем те ӗҫе кӳлӗнӗҫ. Кӑҫал республикӑра официаллӑ майпа 15 пляж ӗҫлемелле. Хальлӗхе юханшывсенчи тата кӳлӗсенчи шыв температури 13 градуса яхӑн иккен. Сивве пула мышца хутлатса лартас хӑрушлӑх пысӑк. Ун пек чухне ҫыннӑн алли-ури хускалайманнипе путас хӑрушлӑх пысӑк. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа шывра 8 пӑтӑрмах пулнӑ та ӗнтӗ. Пилӗк ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Ӑмӑрту саманчӗ Республикӑра тӗрлӗ ӑмӑрту яланах иртет. Анчах хусканупа тӗрев енчен сусӑррисен хушшинчи тупӑшу хальччен пулманччӗ-ха. Нумаях пулмасть иртнӗ вӑл. Ҫакна Инвалидсен Вӑрнар районӗнчи уйрӑмӗ пуҫарнипе йӗркеленӗ. Общество организацийӗн ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак районта кӳмепе ҫурекен 26 сусӑр пурӑнать. Вӗсенчен ытларахӑшӗ — аслӑ ӳсӗмри ҫынсем, тыл ӗҫченӗсем, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем. Нумайӑшӗ урама питех тухмасть, ҫынсемпе курнӑҫмасть. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑртӑва сакӑр ҫын хутшӑннӑ. Вӗсене куракансем, тӑванӗсем, юлташӗсем хавхалантарнӑ. Спортсменсем малтан дистанцие хӑвӑртрах парӑнтарма тӑрӑшнӑ, унтан кӳмесемпе эрешлесе ярӑннӑ. Ӑмӑртӑва хутшӑннисене пурне те парнесемпе, дипломсемпе хавхалантарнӑ. Сусӑрсем тупӑшнине кура курма килекенсем те кӳмесене ларса ӑмӑртса пӑхнӑ. Малашне кунашкал тупӑшусем час-часах иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Кӑҫал ака-сума тумашкӑн ҫанталӑкӗ те лайӑх тӑрать. Ҫумӑрӗ те кирлӗ паллах. Республикӑри районсенче ӗҫ хӗрӳ пырать. Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗ тӗлне республикӑра ҫурхи тата пӑрҫа йышши культурӑсене пӗтӗмпе 206,7 гектар акнӑ. Плана илес тӗк ку — 99,1 процент. Плана республикӑри пӗр районта ҫеҫ — Улатӑр районӗнче — тултарман. Унта ҫурхи культурӑсене 86,9 процент ҫеҫ акнӑ. 21 районтан 6-шӗнче плана ытлашшипе тултарнӑ. Ку енӗпе ытларах Етӗрне районӗ палӑрнӑ — 101,1 процент. «Иккӗмӗш ҫакӑра», ҫӗрулмине, 8 гектар лартнӑ. Ку планланин 62,1 проценчӗ. Ку енӗпе плана тӑватӑ район ҫеҫ тултарнӑ: Улатӑр, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав районӗсем. Етӗрне тата Красноармейски районӗсенче ку ӗҫ начартарах пырать. Кӑҫал Патӑрьел, Вӑрнар, Комсомольски, Елчӗк, Вӑрмар районӗсенче ҫӗрулми ытларах лартма палӑртнӑ. ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов ҫӗрулми лартас ӗҫе ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вӗҫлеме палӑртнӑччӗ те… Муниципалитетсенче 652 гектар пахча ҫимӗҫ, 642 гектар сахӑр кӑшманӗ, 2 422 гектар рапса, 3 098 гектар горчица, 7,4 гектар куккурус, 17 пин гектар — пӗр ҫул ӳсекен, 5,8 пин гектар нумай ҫул ӳсекен курӑк акнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртнӗ черетлӗ 40-мӗш ларӑвӗнче пӗр ыйтӑва пӑхса тухман. Вӑл — шкул медалӗсем пирки (Шупашкарта «Вӗренӳре тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн» медальпе чыслани пирки йышӑну проект). Ку Патшалӑх Думи «Вӗренӳ пирки» саккуна улшӑнусем кӗртнипе ҫыхӑннӑ-мӗн, ҫавна май Шупашкар шайӗнче ӑна татса пани усӑсӑр. Патшалӑх Думи «Вӗренӳ» саккуна улшӑнусем кӗртнипе килӗшӳллӗн, шкултан вӗренсе тухакансене малтанхи пекех ылтӑн тата кӗмӗл медальсем пама тытӑнӗҫ. Эппин, ку ыйтӑва Шупашкар шайӗнче пӑхса тухма та кирлӗ мар. Аса илтерер: шкул аттестатне илекенсене пӗлтӗрхи авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа медальсем пама пӑрахнӑ. Ку ун чухне обществӑна самаях тавлаштарчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Андрей Трофимович, педагог, чӑваш шкулӗсем валли пӗрремӗш вӗренӳ кӗнекисене хатӗрлекенӗ вилнӗ. | ||
| Элле Николай Алексеевич, республикӑра театр ӗҫне йӗркелекенӗ, тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |