Ҫӗршывӑн Финанс министерстви пенси ҫулне пӗчӗкшерӗн ӳстерсе пырасшӑн. Антон Силуанов министр шучӗпе тивӗҫлӗ канӑва 63 ҫула ҫитсен кӑна кӑлармалла. Ку вӑхӑт арҫынсене те, хӗрарӑмсене те пӗр пек пырса тивмелле.
Раҫҫейӗн экономика министрӗ Алексей Улюкаев та ӗҫтешӗпе килӗшет-мӗн. «Ҫӗнӗ пенсионерсемшӗн» пенси ҫулне ӳстерме ун шучӗпе йывӑр мар. Пенсие каймалли вӑхӑта Улюкаев министр ҫулталӑкра ҫуршар ҫул хушса пырсан пилӗк ҫулта 63 ҫула ҫитерме пулать тесе шухӑшлать иккен.
Ҫав вӑхӑтрах Ӗҫ министерствинче пенсие каяссипе этем ӗмӗрӗн хушшинчи уйрӑмлӑха пӗчӗклетме кирлӗ мар тени сисӗнет. Паян пирӗн ҫӗршывра, Максим Топилин министр каланӑ тӑрӑх, вӑтамран 71 ҫул пурӑнаҫҫӗ.
Ҫӗршывӑн правительствин экономика блокӗ хыснари тӑкаксемпе пӗлсе усӑ курмалла тесе шухӑшлать-мӗн. Апла тӑк пенси ҫулне ӳстернинче ним начарри те ҫук.
Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра хӗрарӑмсене 55 ҫул тултарсан тивӗҫлӗ канӑва яраҫҫӗ, арҫынсене — 60 ҫулта.