Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Вӑрҫӑ ветеранӗпе тӗл пулчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 11.02.2015 20:53 | 2223 хут пӑхнӑ
Персона Тӗлпулура
Тӗлпулура

Вӑхӑт кунсерен малалла шӑвать. Совет халӑхӗ Аслӑ Отечествӑлла вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 70 ҫул ҫывхарать. Юнлӑ вӑрҫӑ ҫулӗсем кашни совет ҫыннин пурнӑҫӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ, кашни килтен тенӗ пекех арҫынсем фашистсене хирӗҫ ҫапӑҫма тухса кайнӑ. Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗнчен те 1941–1945 ҫулсенче 864 ҫын фронта тухса кайнӑ, вӗсенчен 476 ҫын тӑван килне таврӑнайман. Ҫавсене чысласа Пӗрҫырланта палӑк вырнаҫтарнӑ, унта вӑрҫӑра пуҫне хунӑ кашни салтак ятне ҫырса хунӑ. Ҫулсем иртнӗҫемӗн ҫӗнтерӳпе таврӑннисем те пурнӑҫран уйрӑлсах пычӗҫ, халӗ Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗнче пурӗ те 6 вӑрҫӑ ветеранӗ кӑна Ҫӗнтерӳ кунне кӗтсе илме хатӗрленет.

Ҫӗнтерӗве ҫывхартма арҫынсем кӑна мар, хӗрсемпе хӗрарӑмсем те пулӑшнӑ. Вӗсенчен пӗри Чурпай ялӗнче 1923-мӗш ҫулта йышлӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ, кӑҫал 92 ҫул тултаракан Казанбаева Вера Даниловна. Унӑн ашшӗ вӑрманҫӑ пулса ӗҫленӗ, амӑшӗ колхозра тӑрӑшнӑ. Пилӗк пӗртӑван ялти мӗнпур тантӑшӗсем пекех мӗн ачаран аслисемпе танах пур ӗҫе те пурнӑҫласа ӳснӗ: пӳрт-ҫурт тирпейленӗ, пахчара ӗҫленӗ, выльӑх-чӗрлӗх пӑхнӑ, аслисене утӑ-улӑм хатӗрлеме пулӑшнӑ, тыр-пул пухнӑ, аслисене кантӑр акса, ӑна пухса кӗртсе тӗртнӗ, арланӑ, кӗпе-йӗм тунӑ ҫӗрте пулӑшнӑ,ҫӑм арланӑ, тӗрӗ тӗрленӗ...

Вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул Вера 18 ҫулта пулнӑ. Арҫынсем вӑрҫӑ хирне ӑсанаҫҫӗ, хӗрарӑмсемпе ачасемшӗн, ватӑ ҫынсемшӗн нуша, йывӑрлӑх, выҫлӑх пуҫланать. Фашистсем Мускав патнелле ҫывхара пуҫласан тылри халӑха Сӑр хӗррипе окопсем, ҫӗрпӳртсем чавма илсе каяҫҫӗ, ҫапла майпа тӑшмана чарса лартма шутлаҫҫӗ. Ҫамрӑк хӗр те ҫынсемпе танах шартлама сивӗ хӗл кунӗсенче окоп, траншея чавать. «Пите-куҫа тӑм тивет, кӗпе-тумтир йӗпе. Каҫсерен йӗпеннӗ тума типӗтме вырӑн та ҫитместчӗ хваттерсенче, ҫӑпата та типсе ҫитейместчӗ», — сасси чӗтрет вӑрҫӑ ветеранӗн. Ҫӑва тухсан вӗсене вӑрмана ӗҫлеме илсе кайнӑ. Пӗр йывӑҫа тӑваттӑн каснӑ, иккӗн пӑчкӑна пӗр енчисем туртнӑ, тепӗр иккӗшӗ — тепӗр енчен.

Чурпай ялӗнчи тӑватӑ хӗре вӑрҫа кайма повестка параҫҫӗ. Мускавра медкомисси витӗр Вера Даниловна ҫеҫ тухма пултарнӑ, виҫҫӗшӗ киле таврӑннӑ. Пӗр уйӑх вӗреннӗ хыҫҫӑн вӑл Воронеж облаҫне лекет. Унтан — Курск пӗккинчи ҫапӑҫусенче, кайран Румыни, Болгари, Югослави. Чурпайран ниҫтах та тухса курман хӗр ҫапла майпа фронтри салтаксемпе пӗрле Европа тӑрӑх тухса ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшать.

Салтаксене апат ҫитернӗ, хатӗр-хӗтӗре шыраса тупасран пытарнӑ, часовой пулса сыхланӑ, вилӗмпе юнашар та темиҫе хутченех пулнӑ, тем те курнӑ... Вӑрҫӑ хыҫҫӑн хӗр-салтак тӑван килне таврӑнать. Чурпайри каччӑна, Алексей Казанбаева, качча тухать. Унӑн мӑшӑрӗ колхозра бухгалтер пулса ӗҫленӗ.

Тӳсмелли, чӑтса ирттермеллисем ӑна валли татах та пӗтмен — мӗн, виҫӗ ывӑлӗ пӗчӗклех чир-чӗре пула, вунӑ ҫултан — мӑшӑрӗ пурнӑҫран уйрӑлать... Халӗ вӑл хӑйӗн хӗрӗпе Вашуркина Екатерина Алексеевнӑпа тата Николай мӑнукӗпе пурӑнать. Тепӗр мӑнук та пур унӑн, Ирина мӑнукӗ хӑйӗн Светлана ятлӑ хӗрӗпе хӑнана килсех тӑраҫҫӗ. Екатерина Алексеевна тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Пӗрҫырлан шкулӗнче поварта ӗҫленӗ. В.Д. Казанбаева вӑрҫа хутшӑннӑшӑн темиҫе медаль те илме тивӗҫлӗ пулнӑ, вӑхӑт иртнӗҫемӗн чылайӑшӗ ҫухалнӑ. 1985 ҫулта ӑна Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе чысланӑ.

Ҫак кунсенче Пӗрҫырлан шкулӗнчи иккӗмӗш класра вӗренекенсем хӑйсен вӗрентекенӗ Ирина Вячеславовна Григорьева ертсе пынипе ветеран патӗнче хӑнара пулчӗҫ. Вера Даниловнӑна хӑрушӑ вӑрҫӑ ҫулӗсене аса илме ҫӑмӑлах мар, ҫапах та вӑл хӑнасене тарават кӗтсе илчӗ, вӑрҫӑ ҫулӗсенчи хӑшпӗр самансене аса илчӗ. Ачасем унӑн медалӗсене тытса курчӗҫ, сӑнӳкерчӗксемпе паллашрӗҫ. Ветерана татах та чылай ҫул чирлемесӗр, ӗмӗчӗсем пурнӑҫланса пыма, ҫемьере телейлӗ пурӑнма ырлӑх-сывлӑх сунса сывпуллашрӗҫ.

Сӑнсем (4)

#тӗлпулусем, #ватӑсем, #ветерансем, #шкулсем, #ачасем, #Пӗрҫырлан, #Етӗрне районӗ, #Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗ, #Чурпай

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем