Географи ячӗсене икӗ чӗлхепе пур чухне те ҫырманнишӗн чунӗсене ыраттаракансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Ятсене шӑрҫалама тӑрӑшакансем те тепӗр чухне йӑнӑш ҫине йӑнӑшпа ҫырса хураҫҫӗ. «Никампа канашламасӑр ҫыраҫҫӗ-ши?» — тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет ун пекки вара. Йӑнӑшсем пирки «Халӑх тӗрӗслевӗ» портала та ҫыраҫҫӗ. Сӑмахран, Мичман Павлов урамӗнчи 74-мӗш ҫурт пирки калани пурччӗ. «Ҫурт ҫинчи «Мичман Павлов урамӗ / улица Мичмана Павлова» пӗр чӗлхепе кӑна, унтан тата йӑнӑшлӑ ҫырса хунӑ», — тенӗ. «С.Д. Павлов тинӗс ҫарта хӗсметре тӑман, нихӑҫан та. Мичман вӑл хушма ячӗ», — тенӗ ҫӑхав авторӗ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан И.В. Иванов ятлӑ ҫын вара «Халӑх тӗрӗслевӗ» портала урам ячӗсене икӗ чӗлхепе ҫырма ыйтса янӑ. Иртнӗ эрнере вӑл унта ҫичӗ хутчен ҫыру ӑсатнӑ иккен. Унта вӑл Ишлейри тата Кӳкеҫри нумай хваттерлӗ урамсен ҫурчӗсем пирки каланӑ. Тӗрӗсрех, вӗсене вырӑсла тата чӑвашла кӑтартмаллине асӑрхаттарнӑ. Хӑйӗн ыйтӑвне ӗнентерес тесе ҫыру авторӗ сӑнӳкерчӗксем те ярса панӑ.
Ик чӗлхепе ҫырас ыйтӑва татса парассине халӗ Шупашкар район администрацийӗ хӑй ҫине илнӗ-мӗн.
Илле // 3035.94.7765
2015.02.12 02:55 | |
Agabazar // 3994.19.3119
2015.02.13 17:25 | |
Ну, мӗн темелле ӗнтӗ ку карччынкка ҫинче ҫырса кӑтартнӑ урама? | |
Ача // 4117.51.7078
2015.02.16 08:52 | |
Канаш урамӗ ку. |
Халаха йанаш анлантармалла мар!
Икчелхелле пелтерусенче айла-силе чухне султе чавашли, аялта - вырасли пулмалла, пер шайра чухне - весем сине пахакан сулахайра чавашлине курмалла, сылтамра - выраслине. Федоров Президент власра чухне хайен ес выране пирки пелтереве шап та шай сапла сырма пултарначче. Анне палаке патенче те сак йеркене уяна.