Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑваш чӗлхи

Халӑх ыйтнипе Чӑваш халӑх сайчӗ ҫак кунсенче чӑвашла открыткӑсем кӑларчӗ. Чӑн та лавккасенчи сентресем йӑлтах вырӑслисемпе кӑна тулса ларнӑ — хӑйсен тӗсӗсемпе 100 яхӑн тӗрлӗ открытка илӗртет. Ҫав вӑхӑтрах чӑвашлисем пачах та ҫук. Ку ҫитменлӗхе пӗтерес тесе ҫулталӑк тӑршшӗпех уявсем ячӗпе открыткӑсем кӑларма палӑртатпӑр.

Чи малтанах эпир Тӑван чӗлхе кунне халалланине кӑларас терӗмӗр. Ӑна нарӑсӑн 21-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Уйрӑмах хальхи вӑхӑтра ҫак уяв питӗ пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатпӑр — чылай ҫемьере хӑйсен ачисене тӑван чӗлхене вӗрентмеҫҫӗ.

Иккӗмӗш черете Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунне халалланине тӑратрӑмӑр — вӑл та ҫак кунсенче пичетрен тухрӗ. Ӑна эпир чӑвашла тата вырӑсла хатӗрлерӗмӗр. Открыткӑсене, иккӗшне те, «СУМ» лавккара туянма пулать. Хакӗ пысӑк мар — 20 тенкӗ кӑна. Нумай тиражпа кӑлармарӑмӑр — кашнине 100 штук кӑна.

Ҫитес вӑхӑтра «Саламлатӑп» ятпа укҫа конвертне тата Хӗрарӑмсен кунне халалланӑ открытка кӑларма планлатпӑр. Вӗсем ҫак эрнерех пичетленсе тухасса шанатпӑр.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх

Ҫӗнӗ Шупашкарта «Нарспи» поэмӑна хулипех вуласшӑн. «Хула «Нарспи» вулать» — ҫапла ятлӑ Константин Иванов ҫулталӑкне халалланӑ онлайн марафон. Ҫӗнӗ Шупашкарти Ю.Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑш паллӑ икӗ пулӑма пӗрлештерме сӗнет.

Марафона хутшӑнас тесен поэмӑри сыпӑка вуланине видео ӳкермелле. Унта туйӑма, сӑнарсен туйӑмне палӑртмалла. Ӑна вулакан хӑйӗн тӗлӗнмелле пултарулӑхне кӑтартма пултарать.

Поэма сыпӑкне шкулта, вулавӑшра, килте, урамра вулама юрать. Анчах 2-5 минутран ытлашши мар. «Нарспи» поэмӑна тӗнчери, Раҫҫейри тӗрлӗ халӑх чӗлхине куҫарнӑ. Ҫавӑнпа ӑна чӑвашла та, вырӑсла та, ытти чӗлхепе те вулама юрать.

Ҫӗнӗ Шупашкарти Ю.Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑш поэма тексчӗпе хаваспах тивӗҫтерме хатӗр. Ӳкернӗ сюжета marafon-narspi@mail.ru адреспа ярса памалла. Пӗтӗм файла вулавӑшӑн «Ҫыхӑнура» халӑх тетелӗнчи страницине кӑларса хурӗҫ. Видеосене пушӑн 9-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вулавӑшра «Нарспи» поэмӑн пысӑк вулавӗ пулать, унта видеосюжетсене хӑтлӗҫ.

 

Чӑвашлӑх Ачасем чӑваш ташшине ташлаҫҫӗ
Ачасем чӑваш ташшине ташлаҫҫӗ

«Пӗр чӗлхе — пӗр ӑс, икӗ чӗлхе — икӗ ӑс», — тенӗ Иван Яковлев. Ҫакна тӗпе хурса пурӑнмалла халӑхӑн: ачисене мӗн пӗчӗкренех тӑван чӗлхепе калаҫма вӗрентмелле. Ку — «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна» пурнӑҫламалли тӗп мел те.

Ача тӑван чӗлхене вӗренсе тӑван тӑрӑха юратма, наци йӑли-йӗркине, чӑваш халӑхне хисеплеме тытӑнать. Ҫакна Каҫал тӑрӑхӗнче питӗ лайӑх ӑнланаҫҫӗ.

Районти хӑш-пӗр ача пахчинче ачасене чӑваш чӗлхине юратма вӗрентеҫҫӗ, унпа лайахрах калаҫма хӑнӑхтараҫҫӗ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел шкулӗнчи «Хӗвел» ушкӑнра воспитательре ӗҫлекен Алина Леонтьевна Родионова шӑпӑрлансемпе чӑваш чӗлхи каҫне ирттернӗ. Унта вӗсем чӑваш халӑхӗн юррисемпе, ташшисемпе, вӑййисемпе, сӑввисемпе усӑ курнӑ.

Шкула ҫӳремен ачасем «Автан», «Пӗчӗк ҫеҫ путене» юрӑсене шӑрантарнӑ, «Ҫӑпата», «Тухья» вӑйӑсене вылянӑ, «Ташӑ кӗвви» ташланӑ, вӑйӑ картине тӑнӑ. Ачасене Августа Уляндина юрлакан «Атьӑр, хӗрсем, вӑрмана» юрӑпа ташлани килӗшнӗ. Ачасем «Асанне юмахӗсем» видеоклип пӑхса чӑваш юмахӗсен тӗнчине лекнӗ.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх Геннадий Айхи
Геннадий Айхи

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ЧР Наци вулавӑшӗнче нарӑс уйӑхӗнче Айхи кунӗсем иртеҫҫӗ.

Ҫак кунсенче Литература ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн Айхие халалланӑ чылай мероприяти иртет. Нарӑсӑн 12-мӗшӗнчен пуҫласа «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра Владимир Пикин, Игорь Макаревичӑн, Владимир Коноваловӑн сӑнӳкерчӗксен куравӗ ӗҫлӗ. Унӑн анонсӗ пӗлтӗр юпа уйӑхӗнчех иртнӗ. Халӗ вара ҫынсем икӗ эрнере ӳнерҫӗсен архивӗнчи сӑнӳкерчӗкӗсемпе паллашма, Айхи ҫине пултарулӑх ҫыннисен куҫӗпе пӑхма пултараҫҫӗ.

Ҫав кунах «Айхин пултарулӑх еткерӗ» кӗнекесен куравӗ уҫӑлӗ. Вӑл Айхи поэзийӗпе кӑна мар, Айхи-библиографпа та, редакторпа та, куҫаруҫӑпа та паллаштарӗ.

Куравсем ӗҫленӗ вӑхӑтра студентсемпе, шкул ачисемпе тӗлпулусем ирттерӗҫ, Айхи залӗнче экскурси пулӗ, «Айгиана» пухмачпа паллаштарӗҫ.

Сӑнӳкерчӗксен куравӗ нарӑсӑн 21-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Ӑна хупнӑ кун Айхин тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем пухӑнӗҫ. Айхин тӑлӑх арӑмӗ Галина Куборская-Айхи те килме палӑртнӑ.

Кӗнеке куравӗ вара нарӑсӑн 28-мӗшӗччен ӗҫлӗ.

 

Республикӑра Алексей Маресьев летчик
Алексей Маресьев летчик

Кӗҫех Совет Союзӗ фашистла Германие парӑнтарнӑранпа 70 ҫул ҫитет. Ҫавна май республикӑри район-хуласем ӑна паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ, паттӑр ентешӗсене сума суса тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ.

Йӗпреҫ районӗнчи вулавӑшсенче акӑ «Фильмсем пулса тӑнӑ кӗнекесем» видео-марафон иртет. Марафон районти тӗп вулавӑшра «Чӑн-чӑн пулни ҫинчен хывнӑ повеҫ» видео сехечӗпе пуҫланнӑ. Ӑна Совет Союзӗн Геройне, летчика Алексей Петрович Маресьева халалланӑ.

«Чӑн-чӑн ҫинчен хывнӑ повеҫ» фильма чӑн пулнӑ фактсемпе усӑ курса ӳкернӗ. Унта Алексей Маресьев летчик истребителӗн кун-ҫулне ҫутатнӑ. Оккупаци территоринче виҫӗ хут ҫапса антарнӑ ӑна, вӑл юр хӳсе лартнӑ вӑрмансемпе виҫӗ эрне ҫӳренӗ, унтан тин партизансем патне тухнӑ. Икӗ урине ҫухатсан та Маресьев паттӑрлӑх кӑтартма пӑрахман. Вӑл каллех самолет штурвалӗ умне ларнӑ, тӑшмана аркатнӑ.

Йӗпреҫсем Маресьева хӑйсен ентешӗ вырӑннӗ йышӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл аманнӑ хыҫҫӑн Йӗпреҫ районӗнче вӗҫме вӗреннӗ.

Фильм курнӑ хыҫҫӑн пухӑннисем унӑн паттӑрлӑхӗ пирки чылайччен калаҫнӑ. Мероприятире «Маресьев — легендӑна кӗрсе юлнӑ ҫын» курав йӗркеленӗ.

Малалла...

 

Республикӑра

Муркашсем Муркаш районне пулса кайнипе ҫыхӑнна уява палӑ тӑваҫҫӗ. Шӑпах ҫакӑнпа ҫыхӑнтарса районти тӗп вулавӑшра нарӑс уйӑхӗн 9-28-мӗшӗсенче «Ӑнӑҫлӑ муркашсем вулама юратаҫҫӗ!» акци ирттереҫҫӗ.

Мероприятие кӗнеке сумне ӳстерес, ҫамрӑксене унпа ҫывӑхлатас, вырӑнти хӑйтытӑмлӑха тата обществӑна ҫамрӑксем кӗнеке вуламаннипе ҫыхӑннӑ ыйту ҫивӗч пулнине ӗнентерме йӗркелеҫҫӗ.

Акци вӑхӑтӗнче Муркаш районӗнчи вулавӑшсенче ӗҫлекенсем вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ертӳлӗхне, предприяти ертӳҫисене, пултарулӑх интеллигенцине анкетӑсем сӗнӗҫ. Ҫапла майпа сумлӑ муркашсем хӑйсем мӗнле кӗнеке вуланине палӑртма, хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерме пултараҫҫӗ. Вӗсем кашни ҫамрӑкӑн хӑш кӗнекене тишкермеллине те калӗҫ.

Районти сумлӑ ҫынсем хӑш кӗнекене вулама сӗннине Муркаш районӗнчи тӗп вулавӑш тата администраци сайчӗсенче вырнаҫтарӗҫ.

 

Вӗренӳ

«Сиплевпе педагогика класӗ» проекта ытларах ача хутшӑнаять. Кун пирки республикӑн Информаци политикин министерстви хыпарлать.

Сусӑр ачасене пулӑшас тӗллевпе пуҫарса янӑ проектӑн авторӗсем — Екатерина Сафроновапа Наталья Микейкина. Ырӑ ӗҫе кӑҫал та вӗсем малалла тӑсас тенӗ. Хӑйсен ҫунатти айне хастарсем сывлӑха пула ахаль шкулсене ҫӳреймен ачасене илеҫҫӗ.

«Сиплевпе педагогика класӗ» проекта пурнӑҫа кӗртме карас ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтерекен компанисенчен пӗри пулӑшнӑ. Вӑл уйӑрса панӑ укҫапа пӳлӗме юсамалли хатӗрсем туяннӑ, вӗренӳ процессӗ валли оборудовани, дидактика материалӗ — аталантаракан вӑйӑсемпе пособисем — илнӗ.

Проекта ертсе пыракансем ачасем валли тӗрлӗ шкул предмечӗпе академи занятийӗсем ирттернӗ, уяв программисем хатӗрленӗ. Уява ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ йӗркелӳҫӗ те евӗр те, капӑрлатакан пек те, артист та евӗр хутшӑннӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Чи лайӑх вулакансем тесе вара Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль ял тӑрӑхӗ тивӗҫлӗ канурисем пирки пӗлтерет. «Вулани — ҫынпа кӗнеке хушшинчи калаҫу, вӑл ӑс-тӑна тата чӗрене ӗҫлеттерни», — тесе хакланӑ май вулани асран тухми кӑмӑл-туйӑмпа пӗлӳ хӑварнине палӑртнӑ. Асӑннӑ ял тӑрӑхӗнчисем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫамрӑксем вулавӑша кӗнеке тата информации патне пыраҫҫӗ пулсан, аслӑраххисен тӗллевӗ раснарах. Вӗсем унта пӗр-пӗринпе сӑмахласа та йӑпанасшӑн.

Хӑвӑлҫырмари чи лайӑх вулакансем тесе вара библиотекарьсем Михаил Пирогова, Николай Осипова, Вячеслав Сазонова, Станислав Чернова, Исония Волкована, Алевтина Воробьевана, Зоя Чугунована палӑртаҫҫӗ. Вӗсем пурте — пенсионерсем. Вӗсем пурте кӗнеке шӗкӗлчеме юратаҫҫӗ.

Пурте пӗрле вулавӑша пуҫтарӑннӑ май ватӑсемпе Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитни пирки те калаҫнӑ-мӗн. Хӑнасем хӑйсен пӗлни-илтни пирки каласа кӑтартнӑ, хӑйсен ҫамрӑклӑхне аса илнӗ, вӑрҫӑ ҫинчен вуланӑ кӗнекесене сӳтсе явнӑ. Вулав залӗнче библиотекарьсем, сӑмах май, «Эпир астӑватпӑр, эпир мӑнаҫланатпӑр» кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ.

Малалла...

 

Спорт

Ҫак канмалли кунсенче Шупашкарти ачасемпе ҫамркӑсен 1-мӗш спорт шкулӗнче бадминтонла выляссипе республика чемпионачӗпе первенстви иртнӗ. Унта хӑлха начар илтекенсем хутшӑннӑ.

Ӑмӑртӑва районсемпе хуласенчи 43 бадминтонист пырса ҫитнӗ. Пӗчченшер разрядра та, хутӑшла мӑшӑррӑн выляссипе те Феликс Галкинпа Анастасия Николаева спорт маҫтӑрӗсем республика чемпионӗсем пулса тӑнӑ. Феликс Галкин Юрий Бардасов тусӗпе пӗрле мӑшӑрлӑ вылянӑ чух та ҫӗнтернӗ. Хӗрарӑмсен турнирӗнче Анастасия Николаевапа Ольга Долгова мӑшӑррӑн выляса хӑйсем вӑйлине ӗнентернӗ. Ҫамрӑк бадминтонистсенчен Федор Григорьев тата Виктория Карпова палӑрнӑ.

Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Надежда Тонина ку ӑмӑртӑва ҫӗршывӑн первенствине кама ярассине палӑртма йӗркеленине пӗлтернӗ. Юниорсем хушшинче ӑмӑрту Чулхулара нарӑсӑн 19–22-мӗшӗсенче иртмелле. Пуш уйӑхӗн 12–15-мӗшӗсенче вара хӗрсемпе каччӑсем ҫӗршыв наградишӗн тупӑшӗҫ. Ӑмӑрту Ҫӗнӗ Шупашкарта иртмелле. Раҫҫей чемпионатне вара пуш уйӑхӗн 30–апрелӗн 3-мӗшӗсенче Ленинград облаҫӗнче пухӑнӗҫ.

Сӑнсем (10)

 

Культура

Давид Гвинианидзе ертсе пыракан «Тӗнче таланчӗсем» фонд Федор Шаляпинӑн вышкайсӑр пултарулӑхне сума суса Пӗтӗм тӗнчери бассен Шаляпин фестивальне ирттерет. Пуҫласа йӗркелекен культура мероприятине Шаляпин ҫуралнӑранпа 142 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Фестивле савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Мускавра «Хальхи вӑхӑтри бассен чи лайӑх парачӗ» гала-концертпа нарӑсӑн 4-мӗшӗнче уҫнӑ. Вӑл Мускаври пӗтӗм тӗнчери Музыка ҫуртӗнче иртнӗ. Концерт хыҫҫӑн фестивальпе Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи тӗрлӗ хулана тухса ҫӳреме палӑртнӑ. Чи чаплӑ опера театрӗсемпе филармонисенче чи лайӑх симфони оркестрӗсемпе тӗнчери дирижерсем куракансене савӑнтармалла.

Шупашкара фестиваль ыран килсе ҫитӗ. Вӑл Оперӑпа балет театрӗнче иртмелле. Концерта Калмӑк Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Мускаври Б.А. Покровский ячӗллӗ Патшалӑх академи Камерлӑ театрӑн солисчӗ Игорь Лазеров, Израиль оперин солисчӗ Денис Седов (вӑл Нью-Йоркри «Метрополитен-оперӑра», Миланти «Ла Скалара» юрланӑ), Екатеринбургри патшалӑх академи оперӑпа балет театрӗн солисчӗ Олег Бударацкий хутшӑнмалла.

 

Страницӑсем: 1 ... 3243, 3244, 3245, 3246, 3247, 3248, 3249, 3250, 3251, 3252, [3253], 3254, 3255, 3256, 3257, 3258, 3259, 3260, 3261, 3262, 3263, ... 4033
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.11.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫри ыйтусемпе ӗҫлесен аванрах. Сирӗн ҫине тӑрса вӗсене татса пама, ӗҫпе е ҫывӑх ҫынсемпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене йӗркелеме тивӗ. Тӗллев патне талпӑнма юратни сире кӗтнинчен те лайӑхрах кӑтартусем парӗ. Канмалли кунсенче хӑнана кайни вара ывӑнтарӗ кӑна.

Чӳк, 19

1942
83
Бараев Владимир Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1951
74
Ромашкин Валериан Фёдорович, «Канаш» (Чӗмпӗр) хаҫатӑн пӗрремӗш редакторӗ ҫуралнӑ.
1988
37
Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ вилнӗ.
1993
32
Упамса вӑрман хуҫалӑхне йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...