Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх

Ҫурлан 2-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра юн паракансен шӑматкунӗ иртнӗ. Унта яланхи донорсемпе ҫак ырӑ ӗҫе пуҫласа пурнӑҫлакансем те хутшӑннӑ.

Тухтӑрсем юн пани ҫыншӑн хӑрушӑ маррине ҫирӗплетнӗ май ҫак процедура валли усӑ куракан мӗнпур инструментпа, йӗппе, юн ямалли тытӑмпа пӗр хутчен кӑна усӑ курнине ӗнентереҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн вӗсене тӳрех утилизацие яраҫҫӗ иккен.

Час-часах юн парсан донорӑн юнӗ ҫӗнелнине кура организм та ҫамрӑкланать имӗш. «Пуринчен хакли — тепӗр ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пулӑшни», — теҫҫӗ шурӑ халатлисем. Ҫапах та пурин те юн пама юрамасть. ВИЧ-инфекципе, В тата С гепатитпа, туберкулезпа, малярипе, шалти органсен йывӑр формипе чирлисен донор пулма май килмӗ.

Юн паракансене шӑматкун ирхи саккӑртан пуҫласа кӑнтӑрлахи 12 сехетчен Республикӑри юн илекен станцине йыхравланӑ. Канашра та юн пама май туса панӑ.

 

Экономика

Аналитиксем ҫакӑн сӑлтавне темле хаклаҫҫӗ те, анчах тыр-пул пухса илнӗ вӑхӑтра бензин-тлпливо хакланнине хресчен сисмесӗр ирттермест-тӗр. Утӑ уйӑхӗнче бензина ваккӑн тата курттӑмӑн сутмалли хак хӑпарнӑ. Бензин хакӗ тӑрӑх пӑхсан, Шупашкар Атӑлҫи тӑрӑхӗнче малта пыракан виҫӗ хула шутне лекнӗ.

Утӑн 3-мӗшӗнчен тытӑнса 31-мӗшӗччен АИ-95 маркӑлли 1,25 процент хакланса тонни 40,5 пин тенке ҫитнӗ, АИ-80 маркӑллин тонни 1,56 процент хӑпарса 32,5 пинпе танлашнӑ. АИ-92 йышши 0,52 процент ӳснӗ. Дизель топливи кӑна хакланман. Шупашкарти нефть базинче ӑна пӗр тоннине 33,3 пин тенкӗпе туянма май килнӗ.

Халӗ ваккӑн сутнине тишкерер. Пуринчен ытла АИ-92 маркӑлли хӑпарнӑ. Вӑл 2 процент, е 61 пус, хакланнӑ та ӑна литрне 31 тенкӗ те 15 пуспа сутма тытӑннӑ. АИ-95 56 пус (1,66 процент) хӑпарнӑ. Ӑна 34 тенкӗ 34 пуспа сутнӑ. А-76 1,4 процент, е 40 пус, хакланнӑ май утӑ уйӑхӗнче уншӑн 28 тенкӗ те 90 пуспа ыйтнӑ. Ваккӑн сутакан дизель топливи 22 пус (0,69 процент) хӑпарнӑ. Ҫапла вара иртнӗ уйӑхра ӑна 32 тенкӗ те 27 пуспа сутнӑ.

 

Раҫҫейре

Пирӗн ҫӗршывра саппасри ҫар ҫыннисене ҫар мобилизацине пухаҫҫӗ. Вӗсене ҫӗнӗ тата юсатса ҫӗнетнӗ хӗҫ-пӑшалпа, ҫар техникипе тата ятарлӑ техникӑпа палаштарӗҫ. Кун пирки ҫӗршывӑн Хӳтӗлев министерстви пӗлтернӗ.

«Тӗп ҫар специальноҫӗсене икӗ уйӑх хӑнӑхтармалла. Вӗрентӳ ҫар чаҫӗсемпе подразделенийӗсенче иртӗ», — тесе пӗлтернӗ ҫар ведомстви эрнекун.

Асӑннӑ министерство асӑннӑ ҫар специальноҫӗсен хушшинче — ҫыхӑну, ракета ҫарӗсен, артиллерин, мотострелоксен, ҫарпа тинӗс флочӗн ҫыран хӗрринчи ҫарӗсен, кӗперсемпе чукун ҫулсен специалисчӗсем, инженери подразделенийӗсен тата пурлӑхпа техника енчен тивӗҫтерсе тӑракансем.

«Хӗвелтухӑҫ–2014» командӑпа ҫар вӗрентӗвӗ вӑхӑтӗнче те тренировкӑсем иртмелле.

Ҫар вӗрентӗвне пухакансен ҫар званийӗпе тата штат должноҫӗпе килӗшӳллӗн укҫа тӳлӗҫ. Вӗренӳ ирттерекен вырӑна ҫар комиссариатӗнчен кайса-килсе тӑкакланнине те саплаштарӗҫ. Апат ҫитерӗҫ, тумтирпе тивӗҫтерӗҫ.

Ҫӗршывӑн Оборона министерстви ку мероприятие пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчех ирттерме палӑртнине пӗлтернӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Суд приставӗсем нумаях пулмасть виҫӗ хӗре Нигерине ӑсатнӑ.

1990-мӗш ҫулта ҫуралнӑ виҫӗ пикене Федерацин миграци службин Чӑваш Енри управленийӗ утӑ уйӑхӗнче асӑрханӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӗсем пирӗн тӑрӑха визӑпах килсе ҫитнӗ-ха. Раҫҫейре пурӑнмалли вӑхӑт тухсан та хӗрсем тӑван ҫӗршывне кайма васкаман, миграци тӗрӗслевне те тӑман.

Хӗрсен ҫапла хӑтланкаларӑшне миграци службин ӗҫченӗсем саккуна пӑсни тесе хакланӑ. Ун пеккине Раҫҫей Федерацийӗн Административлӑ правонарушенийӗ ҫинчен калакан кодексӗпех явап тыттарма май пулать. Ҫапла тунӑ та. Нигери хӗрӗсене суд Раҫҫейрен кӑларса яма йышӑннӑ, хута суд приставӗсем патне ярса панӑ.

Нумаях пулмасть хайхисене Мускаври аэропорта ӑсатнӑ, унтан вӗсен тӑван ҫӗршывне каймалла. Кунсӑр пуҫне вӗсене икшер пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттернӗ.

Сӑмах май каласан, миграци саккуне пӑсакан ҫынсем пирки суд приставӗсем патӗнче кӑҫалхи ҫур ҫулта 73 ҫын тӗлӗшпе 60 ытла ӗҫ пулнӑ. Вӗсенчен 55 тӗслӗхӗнче саккунлӑ мар мигрантсене тӑван тӑрӑхне кӑларса янӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ Ҫулҫӑран ҫӗленӗ сараппан тӑхӑннӑ Даша юлташӗсемпе
Ҫулҫӑран ҫӗленӗ сараппан тӑхӑннӑ Даша юлташӗсемпе

Ачасем ҫу вӑхӑтне усӑллӑ ирттерччӗр тесе аслисем тӑрӑшаҫҫӗ. Чылай тӑрӑхра ачасем валли конкурс йӗркелеҫҫӗ.

Акӑ Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхне кӗрекен Чӑрӑшкасси ачисем ҫурлан 1-мӗшӗнче «Ҫуллахи мисс — 2014» ята илессишӗн тупӑшнӑ. Мероприяти темиҫе номинаципе иртнӗ: «Хӑвӑнпа паллаштар та тум пирки каласа кӑтарт», «Тупмалли юмахсен конкурсӗ», «Кам ытларах чечек пухать», «Мана ӑнлан» тата ташӑ конкурсӗ.

Конкурса хутшӑнакансем хастарлӑхне, пултарулӑхне кӑтартнӑ. Мероприяти савӑнӑҫлӑ иртнӗ, ҫавӑнпа кашни конкурсҫа кӑмӑллӑ юлнӑ.

Мероприяти вӗҫӗнче жюри «Ҫулла мисне» палӑртнӑ. Ҫак ята ҫулҫӑсенчен ҫӗленӗ сараппан тӑхӑннӑ Даша Леонтьева тивӗҫнӗ.

 

Вӗренӳ

Республикӑри шкулсем ҫӗне вӗренӳ ҫулӗ валли хатӗрленеҫҫӗ. Кӑҫал авӑн уйӑхӗ тӗлне республикӑри 26 шкул валли ҫӗнӗ оборудовани туянӗҫ, спорт пӳлӗмӗсене юсӗҫ.

Чӑваш Енри шкулсем кӑҫал «Ача-пӑча спорчӗ» проектпа килӗшӳллӗн спортзалсене юсамашкӑн, ҫӗнӗ хатӗр туянмашкӑн хушма укҫа-тенке тивӗҫнӗ. Ҫак тӗллевпе федераци хыснинчен — 21 миллион, республика хыснинчен 1,1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ Енӗшри храм
Енӗшри храм

Вӑрнар районӗнчи Енӗш ялӗн халӑхӗ храм туса пӗтерссишӗн тапаҫланать. Унти ӗҫсем тӑваттӑмӗш ҫул пыраҫҫӗ ӗнтӗ. Халӑх ӑна хӑйӗн вӑйӗпе хӑпартать.

Ӗҫ самантлӑха та чарӑнмасть-ха, анчах укҫа-тенкӗ ҫитменни ура хурать-мӗн. Халӗ ҫынсем укҫа пуҫтараҫҫӗ. Стройматериалсем хаклӑ, ҫавӑнпа енӗшсене храма хута яма йывӑртарах.

Уйкас Кипек ял тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем храмра кашни эрнере шӑматкунлӑх ирттереҫҫӗ. Халӗ унта строительсем шалти ӗҫсене пурнӑҫлаҫҫӗ.

Храма хута ярас тесе енӗшсем кӑна мар, унта ҫуралса ӳснӗ, каярахпа тӗрлӗ енне саланнӑ ҫынсем те тӑрӑшаҫҫӗ, ӑна валли укҫа пухаҫҫӗ.

 

Вӗренӳ

Юнашарах вырнаҫнӑ пулин те Ҫӗрпӳ хулин 2-мӗш шкулӑн ҫурчӗсем иккӗ. Хальхи вӑхӑтра шӑп та шай ҫавсене ҫыхӑнтаракан, пӗр ҫуртран теприне каҫма май паракан переход купалаҫҫӗ. Ку ӗҫе тума пурӗ 6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Ӗҫсем унта епле пынине утӑн 29-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗн администраци пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов пырса тӗрӗсленӗ. Хушма ҫурта «Эльбрус» ТМЯП хӑпартать. Ӗҫе вӗсем ҫурлан 15-мӗшӗччен вӗҫлесшӗн. Сергей Артамонов ҫурта вӑхӑтра туса ҫитермелли пирки каланӑ, унсӑр пуҫне вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен ҫумри лаптӑка та хӑт кӗртмелле.

Ҫӗрпӳсем строительсен ӗҫне тӗрӗслеме ятарлӑ организацие те явӑҫтарнӑ — «НН-стройконтроль» ТМЯП ҫурта тӗрӗс хӑпартнине пӑхса тӑрӗ. Вӗсем кӑлтӑксене те тупма ӗлкернӗ имӗш, ҫывӑх вӑхӑтра тӳрлетме хушнӑ.

 

Культура Ҫӗнӗ кӗнеке хуплашки
Ҫӗнӗ кӗнеке хуплашки

Ҫак кунсенче Шупашкарти «Перфектум» издательствӑра Галина Зотова пухса хатӗрленӗ «Первая награда отца» (чӑв. Аттен пӗрремӗш награди) ятлӑ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Ӑна автор хӑйӗн укҫипе кӑларнӑ.

Кӗнекене Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономне, Етӗрне районӗнчи «Заветы Ильича» (чӑв. Ильич халалӗ) колхозра агрономра, тӗп агрономра тата 16 ҫул хушши колхоз ертӳҫинче тӑрӑшнӑ Александров Вячеслав Александровича халалланӑ. Кӗнекери хайлавсене вырӑсла, чӑвашла тата акӑлчанла ҫырнӑ.

Хуплашкине Александр Велькин, макетне Рина Димитриева хатӗрленӗ. Кӗнеке ӑна пухса хатӗрлекен Зотова Г.В. ҫинчен каласа панипе уҫӑлать. Унтан Алексей Зотовӑн «Семья — семь Я» статьи, Вячеслав Александровичӑн биографийӗ, Галина Зотовӑн «Первая награда отца» тата «Атте халапӗ» калавӗсем, Вячеслав Александров хайланӑ сӑвӑсем вырӑн тупнӑ.

Етӗрне районӗн сайчӗ кӑҫал Вячеслав Александровичӑн 85 ҫулхи юбилейӗ ячӗпе самаях пысӑк материал вырнаҫтарчӗ. М.И. Ильина хатӗрленӗ ҫак статья та кӗнекере кун ҫути курнӑ. Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри шкулта та Александрова халалласа уяв ирттерчӗҫ, шкулти биологи учителӗ, Александровсен кӗҫӗн хӗрӗ, Валентина Константинова ку уявра тунӑ «Жизнь прожить — не поле перейти» (чӑв.

Малалла...

 

Ял пурнӑҫӗ Борис Яковлев ӑсталанӑ тракторсем
Борис Яковлев ӑсталанӑ тракторсем

1958 ҫулта ҫуралнӑ Борис Яковлев Елчӗк районӗнчи Энтри Таяпа ялӗнче пурӑнать. Вӑл чӑн-чӑн Кулибин тесен те йӑнӑш мар-тӑр. Унӑн чун киленӗҫӗ — ӗҫлемен кивӗ техникӑна пуҫтарса ҫенни ӑсталасси.

Вӑл ав мини-трактор пуҫтарнӑ. Ӑна ыттисенчен уйрӑмах палӑртмалла. Ҫак техника ӑна хуҫалӑхӗнче питӗ пулӑшать. Борис Яковлев ҫуркуннесерен унпа ҫӗр сухалать, акать, кӗрекунне ҫӗрулми кӑларать.

Борис Яковлев каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, унӑн ывӑлӗсемпе пӗчӗк мӑнукӗсем те алӑпа пуҫтарнӑ тракторпа кӑсӑкланаҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3253, 3254, 3255, 3256, 3257, 3258, 3259, 3260, 3261, 3262, [3263], 3264, 3265, 3266, 3267, 3268, 3269, 3270, 3271, 3272, 3273, ... 3877
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 21

1925
100
Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ.
1925
100
Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ.
1947
78
Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ.
1955
70
Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...