Ял пурнӑҫӗ
![]() Красноармейски районӗнчи Кулава ялӗ пысӑках мар: 41 ҫуртра 101 ҫын пурӑнать. Унти туслӑ халӑх ҫулсерен ял уявне пухӑнать. Кӑҫал кулавасем ӑна нумая пулмасть паллӑ тунӑ. Кулавана 2004 ҫулта газ кӗртнӗ. Ҫавӑнтанпа халӑх пӗрле уява пухӑнса савӑнать. Йӑлапа килӗшӳллӗн, уяв ячӗпе чи малтанах Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Полина Николаева саламланӑ. Мӑн Шетмӗ шкулӗнче тӑван ен культурине вӗрентекен Светлана Назарова Кулава ялӗн историйӗпе паллаштарнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 18 ҫемьерен темиҫешер ҫын тухса кайнӑ. Виҫӗ хӗр фронта хӑйсен ирӗкӗпе кайнӑ. Акӑ вӗсен ячӗсем: Евдокия Антонова, Фаина Виноградова, Маргарита Иванова. 28 ҫын вӑрҫӑран таврӑнман. Уявра фронтра пуҫ хунисене асӑнса палӑк патне чечексем хунӑ. Уява ертсе пынӑ Раиса Гурьева ялти паллӑ ҫынсемпе паллаштарнӑ. Ачасем, пултарулӑх ушкӑнӗ, ял ҫыннисем концерт кӑтартнӑ. Уяв вӑхӑтӗнче кашниех сӗтел хушшинче хӑналанма пултарнӑ. Светланӑпа Валентина Ивановӑсен ал ӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. Ачасем асфальт ҫине ӳкерсе тупӑшнӑ. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Пӗр арлӑхри мӑшӑрсене кӑна мар, санкци йышӑннисене те ача усрава парасшӑн мар Либерал-демократсен партийӗ Раҫҫее хирӗҫле санкцисем йышӑннӑ ҫӗршывсене ача усрава парасшӑн мар. Асӑннӑ парти пайташӗсем кун пек саккун проектне халӗ хатӗрлеҫҫӗ иккен. «Пирӗн ачасене вӑл ҫӗршыв ҫыннисене усрава пама чармалла. Эпир хамӑр та вӗсене ӳстереетпӗр. Патшалӑх усарва илнӗ ҫемьесене ытларах укҫа тӳлемелле кӑна. Анӑҫра ачасем хӑйсене усрава илнисенчен шар курни те пулать, эпир вара нимӗн те тӑваймастпӑр», — тенӗ Роман Худяков депутат. Депутат шучӗпе эпир ачасен пурнӑҫне пирӗн ҫӗршыва хирӗҫле «тӗрӗс мар» санкцисем йышӑннӑ ҫӗршывра пурӑнакансене шанса параймастпӑр. Аса илтеретпӗр, пӗлтӗрхи кӑрлачӑк 1-мӗшӗнчен Раҫҫейре «Дима Яковлев» текен саккуна йышӑннӑччӗ. Вӑл пирӗн ҫӗршыв ачисене Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи ҫемьесене усрава пама чарчӗ. Пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче пӗр арлӑхрисене усрава илме чарчӗҫ. Раҫҫее хирӗҫле санкци йышӑннӑ ҫӗршывсене илсен, пӗр арлӑхрисем пӗрлешме ирӗк пур ҫӗршывсем ҫаксем, Канада, Испани, Португали, Франци, Великобритани, Бельги, Дани, Нидерланд, Швеци, Норвеги. Евросоюзри чылай ҫӗршыв тата Швейцари, Япони, Австрали те Раҫҫей ачисене усрава илме чармасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫурлан 14-мӗшӗнче Куславккара темиҫе кун каялла ҫухалнӑ 11 ҫулти хӗрача виллине тупнӑ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, ӑна вӗлернӗ. Ҫак ӗҫе Тутар Республикинче пурӑнакан 52 ҫулти арҫын тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. 11 ҫулти хӗрача ҫурлан 12-мӗшӗнче ирхине шкула практикӑна кайнӑ. 11 сехет тӗлнелле вӑл килелле утнӑ. Анчах килтисем ӑна кӗтсе илеймен. Халӗ тӗпчев пырать. 52 ҫулти арҫын следователе тискерле ӗҫ пирки каласа кӑтартнӑ. Халӗ ӑна арестлес ыйтӑва татса параҫҫӗ. Судпа медицина экспертизине тума палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Алексей Васильева чысланӑ самант Ҫурлан 14-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗнче «Общество йышӑнӑвӗ» премин ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. «Ҫулталӑк ҫынни» ята Шупашкарти 4-мӗш пушар чаҫӗн аслӑ лейтенанчӗ Алексей Васильев тивӗҫнӗ. Кӑҫалхи акан 30-мӗшӗнче 22 сехет те 07 минутра пӗр хваттерте пушар тухнине пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем вырӑна 8 минутранах ҫитнӗ. Подъездра тӗтӗм сарӑлнӑ. Ҫынсем чӑннипех те хӑрушлӑха лекнӗ. Урама тухма май пулман. Ҫынсем чӳречесенчен, балконсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Алексей Васильев хӑраса ӳкнӗ ҫынсене лӑплантарнӑ. Хӑй ҫӑлав хатӗрӗпе усӑ курса 5 ҫынна урама кӑларнӑ. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ — ачасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() саp.ru сайтри сасӑлав Ҫурла уйӑхӗнче Чӑваш Ен халӑхӗ ыйтӑма хутшӑнма пултарать. Ҫурлан 11-мӗшне Космос мухтавӗн кунне уявламалла-и? Ыйтӑмра ҫакна уҫӑмлатмалла. Сасӑлав ҫурлан 18-мӗшӗччен пырӗ. 52 ҫул каялла, ҫурлан 11-мӗшӗнче, космоса ушкӑн пӗрремӗш хут вӗҫсе кайнӑ. «Восток-3» карапа пирӗн ентеш Андриян Николаев ертсе пынӑ. «Восток-4» карап ҫинче Украина ҫынни Павел Попович пулнӑ. Икӗ карапа, пӗр-пӗринчен инҫех мар вӗҫекенскерсене, тӗрӗсленӗ. Космонавтсем пӗр пӗринпе радиоҫыхӑнупа калаҫнӑ. Ҫак пулӑма кура республика чиновникӗсем ҫурлан 11-мӗшӗ паллӑ кун пулмалла тесе шухӑшлаҫҫӗ. Cаp.ru сайтра хальлӗхе 600 ытла ҫын сасӑланӑ. Вӗсенчен 160-ше яхӑнӑшӗ Космос мухтавӗн кунне паллӑ тӑвасшӑн. 400 ытларахӑшӗ ҫакна хирӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Ильинский» кану ҫуртне канма килекенсем Кирек мӗн те — ҫын-и вӑл е предприяти-и — хӑйӗн кун-ҫулӗпе пуян. Авалхи ӳкерчӗксене пӑхса иртнине аса илме уйрӑмах кӑмӑллӑ. Муркаш районӗнчи Ильинкӑри кану ҫурчӗ те кун-ҫулӗпе мухтанма пултарать. «Ҫурта 1923 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Чӑвашстрахкассӑн укҫи-тенкипе ӗҫлеттерсе янӑ. Кану ҫурчӗ ҫирӗммӗш ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗччен тытӑнса тӑнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче «Ильинский» кану ҫурчӗ правительство пӗлтерӗшне тивӗҫнӗ. 30-мӗш ҫулсенче канакансем кану ҫурчӗн сарлака та илемлӗ аллейисем тӑрӑх ҫӳреме юратнӑ», — тесе пӗлтереҫҫӗ асӑннӑ тӑрӑхри Е. Таймаскина вӗрентекенпе С. Яртеева шкул ачи. Кану ҫурчӗ йӗри-тавра ешӗл вӑрман кашланӑ. Инҫех мар ҫамрӑк юманлӑх ешернӗ. Ӑна XIX ӗмӗрте паллӑ вӑрманҫӑ, ӑсчах Б. Гузовский лартнӑ. Ватӑ ҫынсем каласа панӑ тӑрӑх, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче кану ҫуртӗнче Мускаври правительство тӳри-шарин ҫемйисем ҫулталӑкӗпех пурӑннӑ. Ҫакӑн ҫинчен Леонид Агаков ҫыравҫӑ «Салтак ачисем» повеҫре ҫырса кӑтартнӑ-мӗн. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн совет халӑхӗ кану ҫуртне канма ҫӳреме пуҫланӑ. Ҫамрӑксем гитарӑпа юрлама юратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ӗнер Цюрих хулинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен Европа чемпионачӗн виҫҫӗмӗш кунӗ вӗҫленнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин пухматӗнче — 3 ылтӑн, 1 кӗмӗл, 2 пӑхӑр медаль. Ылтӑн медальсенчен пӗрине Анжелика Сидорова шӑчӑпа ҫӳллӗшне сиксе тивӗҫнӗ. Вӑл чемпионатра Чӑваш Ен тата Мускав чысне хӳтӗлет. Анжелика 4,65 метр ҫӳллӗшне сикнӗ. Виҫҫӗмӗш кун иртсен Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди виҫҫӗмӗш вырӑна ҫитнӗ. Паян старта Чӑваш Ен спортсменӗ Александр Яргунькин тухнӑ. Вӑл 50 ҫухрӑма утнӑ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче чӑваш спортсменӗсем татах пур: Михаил Рыжов тата Иван Носков. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Михаил Игнатьев тата Болот Джунусов тӗлпулура Ҫурлан 14-мӗшӗнче ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Кӑркӑстанӑн Раҫҫейри чрезвычайлӑ тата тулли праваллӑ элчипе Болот Джунусовпа тӗл пулнӑ. Тӗлпулӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан тата ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов, ЧР экономика министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Инна Антонова хутшӑннӑ. Михаил Игнатьев Чӑваш Енпе Кӑркӑстан хушшинче экономика ҫыхӑнӑвӗ тахҫантанпах ҫирӗп пулнине палӑртнӑ. Михаил Васильевич малашне экономика тӗлӗшӗнчен ҫеҫ мар, культура тытӑмӗнче те хутшӑнса ӗҫлессине шанса каланӑ. Болот Джунусов Кӑркӑстан Раҫҫейпе электроэнерги, газ тата ытти тытӑмсенче килӗштерсе ӗҫлессине палӑртнӑ. Вӑл Шупашкарти икӗ предприятире пулса курнӑ, вӗсен малашлӑхне пысӑк хак панӑ. Акӑ «Акконд» продукцине Кӑркӑстанра ыйтаҫҫӗ, «Чӑвашкабель» вара Кӑркӑстанри «Северэлектро» АУОн организацисене кӑсӑклантарма тивӗҫ. Болот Джунусов республикӑри ытти предприятие те ҫитсе курасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Намибирен килнӗ делегаци Ҫурлан 13-мӗшӗнче Шупашкара Намиби Республикинчи делегаци ҫитнӗ. Вӗсем Хула кунне халалланӑ мероприятисене хутшӑнӗҫ. Намибирен килнисем чи малтанах «Промтрактор» АУО предприятие ҫитсе курнӑ. Унта вӗсем промышленноҫ тракторӗсене тата ял хуҫалӑх техникине кӑларнипе паллашнӑ. Заводри хатӗр продукцие те курнӑ. Делегаци республикӑри ял хуҫалӑх тата промышленноҫ предприятийӗсене ҫитсе курӗҫ, ЧР Пуҫлӑхӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Юсаса ҫӗнетнӗ ҫуртра пурӑнакансем Сӗнтӗрвӑррихулинчи Чкалов урамӗнчи 55-мӗш ҫуртра пурӑнакансем ҫӗн пӳрт ӗҫкине икӗ хутчен тунӑ. Нмуай хваттерлӗ ҫав ҫурт кивӗ тата ишӗлекен ҫурт-йӗр программӑна лекнӗ. Ҫавна май ӑна юсаса ҫӗнетме йышӑннӑ. Вырӑнти хуҫасем ӗнентернӗ тӑрӑх, юсанӑ хыҫҫӑн унти хваттерсем «пачах ҫӗнӗ, хӑтлӑ, ирӗклӗ» пулса кайнӑ. Юсанӑ хыҫҫӑн ҫурчӗ хӑй те, хваттерӗсем те хальхи вӑхӑтри йышшине ҫаврӑннӑ имӗш. Ҫурта юсанӑ-юсанах ун патне пырса кӗмелли ҫула та, ҫурт йӗри-тавралли территорие те хӑтлӑх кӳнине пӗлтереҫҫӗ. Юсаса ҫӗнетме пӗтӗмпе 16,7 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ, ҫав шутран 10,7 миллионне — федераци хыснинчен. Сӑнсем (22) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |