Иртнӗ юнкун кӳршӗри Тутарстанра Патшалӑх канашӗн депутачӗсен пухӑвӗ иртнӗ, анчах та халӑх тарҫисем Президент ятне урӑххипе ылмаштарассине пӑхса тухман. Тепӗр пухӑва депутатсем вара ҫитес ҫулта ҫеҫ ирттерме палӑртнӑ — кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче. 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен Раҫҫей Федерацийӗн кашни республики чи пысӑк должноҫӗн ятӗнче «президент» сӑмахран хӑпмалли пирки 2010 ҫултах хушу кӑларнӑччӗ. Ҫакна «итлесе» патшалӑхри пур республика ертӳҫи те «Глава» (чӑв. Кӑлава, ертӳҫӗ) пулса тӑчӗ. Пирӗн республикӑра та, Чӑвашра, ҫак ӗҫе питӗ хӑвӑрт туса ирттерчӗҫ, Шупашкарти Президент бульварӗ ҫеҫ ертӳҫӗн должноҫӗн ячӗ малтан ҫапла пулнине асаилтерме пуҫларӗ. Хальхи вӑхӑтччен «Президент» вара Раҫҫейре пӗр Тутарстанра ҫеҫ сыхланса юлчӗ.
Кӳршӗре «Президентран» хӑпманнипе вӗсен конституцийӗ малашне, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа, федераллӑ саккунпа пӗр килменни пулӗ. Пӗтӗм тутарсен конгресӗн ӗҫтӑвакан комитечӗн ертӳҫи Ринат Закиров шухӑшӗпе Тутарстан «Президент» ята сыхласа хӑварӗ. «Пирӗн халӑх Президента суйланӑ, ҫавӑнпа та ку ыйту пирӗншӗн хупӑ. Должноҫ ятӗнче иккӗленӳ ҫуратни — пирӗн республика пулнинче иккеленнипе пӗр тан», — тенӗ Патшалӑх канашӗн чи ватӑ депутачӗсенчен пӗри Марат Галеев.
Республикӑри тӳре-шара ку ыйту ҫине тӗрлӗрен пӑхать. Пӗрисем ята ылмаштарма хатӗр (тӗслӗхрен, «ил башы» /чӑв. «эл пуҫӗ»/ ҫине), теприсем прокуратура хушсан улӑштарӗҫ тесе шутлаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсем вара федераллӑ саккунпа республика конституцийӗ пӗр-пӗрне хирӗҫленине асӑрхаманҫи тӑвӗҫ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Малтанхи Тутарстан президенчӗ Минтимер Шаймиев вара «Президент» сӑмаха упраса хӑварма ыйтать.