Культура
![]() «Сувар» фильм кастингӗ Утӑн 25-мӗшӗнче Шупашкарта «Сувар» фильм ӳкерме кастинг иртесси пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, кино Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗрӗ ҫинчи пурнӑҫа, Сувар хулине ҫутатӗ. Ӗнер тӗп хулари «Салют» культура керменӗнче фильмра ӳкерӗнекенсене суйлама кастинг иртнӗ. Фильма Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ вӑхӑта кун ҫути кӑтартма палӑртаҫҫӗ. Ӑна ӳкерекенӗсем — «Обочина» кино хатӗрлекенсем. «Паян кунта килнисенчен кашниех фильм ӳкернӗ ҫӗре хутшӑнаять. Пӗрисем — актер евӗр, теприсем — пулӑшуҫӑ пек», — тенӗ Юрий Тя-Сен сценарист. Проект питӗ вӑрӑм иккен, сахалтан та виҫӗ ҫула пырӗ. Ҫур ҫултан сценарие ҫырса пӗтерӗҫ. Кастинга 50 ҫын ытла пынӑ. Вӗсен хушшинче паллӑ ҫынсем те пулнӑ. Экстрасенсен тӗнчери кӗрешӗвне хутшӑннӑ Русалина Селентай, акӑ, мӑшӑрӗпе Дмитрий Мадуровпа тата Терентий ывӑлӗпе пынӑ. Русалина хӑйӗн экстрасенсорлӑ вӑйӗпе те фильма ӳкерме пулӑшма шантарнӑ-мӗн. Хӗрарӑмӑн ывӑлӗ, сӑмах май, «сувар» тесе чи малтан ҫыртарнӑ ача. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Японири 16-ри ача тӗлӗнмелле япала шухӑшласа кӑларнӑ. Вӑл пулӑшнипе калаҫайман тата илтмен ҫынсем ыттисемпе хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫамрӑк ӑсчах ҫак япалана Talk ят панӑ. Ӑна вӑл GoogleScienceFair куравра хӑтланӑ. Коммуникатор ҫыннӑн сывланине тишкерет, ҫакӑнпа усӑ курса сӑмахсем тӑвать. Ҫапла майпа вӑл илтмен ҫынсене ыттисемпе хӑйсен чӗлхипе калаҫма май парать. Хальлӗхе Talk концепт кӑна-ха. Анчах унӑн пуласлӑхӗ пысӑк. Хӑш-пӗр пӑтӑрмах Морзе азбукине пула сиксе тухать-мӗн. Коммуникатор вара ҫак азбука ҫине таянса ӗҫлет. Хальлӗхе вӑл Морзе азбукине 70% ҫеҫ ӑнланать. Google ертӳлӗхӗ аппаратӑн пуласлӑхӗ пысӑккине палӑртать. Анчах малтанлӑха проекта вӗҫне ҫити туса ҫитермелле. Аппарата ҫын сывлавне мар, тута хускалнине ӑнланма вӗрентесшӗн. Ҫак тӗллевсене пурнӑҫласан темиҫе ҫултан Talk лавкка сентрисем ҫинче выртӗ. Унӑн хакӗ 100 доллартан ытларах пулмассине палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Утӑн 4-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗнче «Шупашкар — сывӑ хула» эмблемӑсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Дмитрий Сыров тивӗҫнӗ. Унӑн эскизӗ ытларах сасӑ пухнӑ. Жюри палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл конкурс шухӑшне лайӑх уҫса панӑ, Шупашкар тематикине ҫутатнӑ. Конкурса дизайнерсем те, ахаль ҫынсем те хутшӑннӑ. Суйлавра 11 эскиз пулнӑ. Хула кунӗ умӗн конкурс ҫӗнтерӳҫине моноблок компьютер парнелӗҫ. Конкурса хутшӑнакансене пурне те Тав ҫырӑвӗпе чыслӗҫ. Ҫӗнтернӗ эмблема Чӑваш Ен тӗп хулин эмблемисенчен пӗри пулса тӑрӗ. Автор ӑна вырӑсла кӑна пурнӑҫланӑ-ха та, анчах Шупашкар Чӑваш Республикин тӗп хули пулнӑ май ҫӗнтернӗ эмблемӑн чӑвашла вариантне те тӑвасса шанас килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Валентина Павловна Украинӑран Чӑваш Ене килнӗ таркайсем йышланса пыраҫҫӗ. Вӑрмар районӗнчи тикашсем те унти лару-тӑру пирки пӑшӑрханаҫҫӑ: Донецк тата Луканск облаҫӗсенче ҫак ялта ҫуралса ӳснисем те пурӑнаҫҫӗ-ҫке-ха. Вӗсем тӑван тӑрӑха таврӑнма хирӗҫ мар, анчах май ҫук-мӗн. Хӑшӗ-пӗри ҫемйине Раҫҫее ӑсатнӑ-тӑр. Арҫынсем вара ҫапӑҫма юлнӑ. Нумаях пулмасть Тикаш ялне Валентина Павловна (хушаматне кӑтартма шикленет) тӑван аппӑшӗ патне таврӑннӑ. Вӑл Донецк облаҫӗнчи Горловка хулинче пурӑннӑ. Валентина Павловна упӑшки (вӑл ҫӗре кӗнӗ ӗнтӗ) тата ачисем ӗмӗрӗпех шахтӑра ӗҫленӗ. Аслӑ мӑнукӗ те шахтӑра тӑрӑшать. Валентина Павловна юлашки вӑхӑтра телевизор пӑхма та пӑрахнӑ, ун шухӑшӗпе унта Кейӳ влаҫӗ халӑха хирӗҫ тӑвакан преступление ҫеҫ курма пулать. Хӗрарӑм тӑван тӑрӑхӗнче юлашки хут 5 ҫул каялла пулнӑ. Валентина Павловна таркай статусне илесшӗн мар, мӗншӗн тесен Донецк тата Луганск облаҫӗсенче пурнӑҫ йӗркеленессе шанать. Унта — унӑн упӑшкин вилтӑпри. Валентина Павловна каланӑ тӑрӑх, Горловка хулине ытлах пемеҫҫӗ. Унта химзавод пур. Ӑна аркатсан ҫур Украина наркӑмӑшланма пултарать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Республикӑри районсенче, ялсенче тухтӑрсем ҫитменни темиҫе ҫул каялла питӗ ҫивӗч ыйтуччӗ. 2011 ҫулта «Земство тухтӑрӗ» программа ӗҫлеме пуҫласан лару-тӑру лайӑх енне улшӑнма тытӑнчӗ. Унтанпа ҫулсерен ҫамрӑк тухтӑрсем, 35 ҫула ҫитменнисем, районсенчи, ялсенчи пульницӑсене ӗҫлеме каяҫҫӗ. Кӑҫал ав ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 7 ҫамрӑк тухтӑр миллионер пулса тӑнӑ. Вӗсем халӗ районсенчи пульницӑсенче ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче — 2 стоматолог, 2 терапевт, фтизиатр тата ортопед травматолог. Ҫамрӑк ҫав тухтӑрсем Шупашкар, Елчӗк, Красноармейски, Канаш районӗсенче ӗҫлеҫҫӗ. Сӑмах май, программа ӗҫлеме пуҫланӑранпа Чӑваш Енре 193 ҫамрӑк специалист 1 миллион тенкӗ илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫак кунсенче «Сӗтев» хаҫачӗ тата унӑн тӗп редакторӗ Эдуард Мочалов тӗлӗшӗпе тепӗр пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ — тӗпчевҫӗсем редакцине тата журналистсем патне ҫитсе шырав ирттернӗ. Владимир Кожевников ҫапларах каласа панӑ: «Ман килте шырав ирттерчӗҫ, пӗтӗмпех ухтарчӗҫ. Экстремисла материалсем шырарӗҫ. Хытӑ диск, темиҫе диск, архиври хаҫат кӑларӑмӗсене илсе кайрӗҫ». Унсӑр пуҫне редакцире техника таврашне тата хаҫат тиражне илсе кайнӑ. Пуҫиле ӗҫе Етӗрнери районсен следстви пайӗ пуҫарнӑ. Хальхинче йӗрке хуралҫисене 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче пичетленсе тухнӑ «Мы татары, а не русские» (чӑв. Эпир вырӑссем мар, тутарсем) статья кӑсӑклантарать иккен. Статья авторӗ — Фаузия Байрамова ҫыравҫӑ. Вӑл опозицилле «Иттифак» партине ертсе пырать, ҫавӑн пекех тутар наци юхӑмӗн паллӑ ҫыннисенчен пӗри. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер 16:56 вӑхӑтра Тамбов ҫывӑхӗнчи Краснослабодское ял патӗнче «Геленджик-Шупашкар» маршрутпа пыракан автобуса вут хыпса илнӗ иккен. Пушара 30 минут хушшинче сӳнтернӗ. Тамбов облаҫӗнчи ИӖМ управлени пӗлтернӗ тӑрӑх ҫулӑм автобусӑн багаж пайне сиен кӳнӗ. Ларса пыракан 71 ҫынна хӑварт кӑна автобусран кӑларма май килнӗ — вӗсем нихӑшӗ те аманман, сиенлентмен. Шел те, хӑшӗсен япалисем ҫунса кайнӑ, вӑл шутра документсем те. Инкеке лекнӗ ҫынсене Краснослабодское ял тӑрӑхӗ пулӑшнӑ — вӗсене вырӑнти ял клубӗнче вырнаҫтарнӑ, апатпа тивӗҫтернӗ. Халӑха Шупашкара ҫитерме Мускавран тепӗр автобуса янӑ тет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Тен, ҫитес вӑхӑтра Раҫҫейре паспорта пӗр сехетрех илме май пулӗ. Кун пирки ҫӗршыври миграци службин пуҫлӑхӗ пӗлтернӗ. Малтанах ку ӗҫе Крымра тӗрӗслӗҫ. Шӑпах унта паспорта 1 сехетре хатӗрлеме тытӑнӗҫ. Унтан, тен, ҫӗршывӗпех ҫакӑн пек ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Халӗ вара Раҫҫей ҫыннисенчен ытларахӑшӗ миграци службин ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑмӑлсӑр. Ирттернӗ ыйтӑм акӑ мӗн палӑртнӑ: ют ҫӗршыв паспортне илекенсенчен 63 проценчӗ ҫеҫ ведомствӑн ӗҫне лайӑх хакланӑ. 22 проценчӗ кӑштах ҫеҫ кӑмӑлсӑр. 8 проценчӗ пачах кӑмӑлсӑр. 7 проценчӗ ыйтӑва хуравлама тытӑнса тӑнӑ. Ыйтӑма хутшӑннисене миграци службин ӗҫӗнче мӗн тивӗҫтермен-ха? Ытларахӑшӗ паспорта вӑрах хатӗрленипе кӑмӑлсӑр. Теприсем кирлӗ ыйтун хуравне тупас тесе шӑнкӑравлаҫҫӗ те — кӑлӑхах. Шӑнкӑравласа ҫитме йывӑр-мӗн. Хӑшӗ-пӗри ытла нумай документ ыйтнӑшӑн кӑмӑлсӑрланать. Теприсем вара патшалӑх пошлинине миграци службинчех тӳлеме май ҫуккине палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫал, Культура ҫулталӑкӗнче, Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищи — 85 ҫул, Шупашкарти ӳнер училищи 80 ҫул тултарать. Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ вара тӗнче тетелӗнчи конкурса хутшӑнма чӗнет. Вӑл — «Хамӑрял юррисем» (оригинал ячӗ ҫавнашкал — ред. асӑрхавӗ) конкурс. Ӑна Раҫҫейри тӗрлӗ регионта, ытти ҫӗршывра пурӑнакан чӑваш наци халӑхне пултарулӑх тӗлӗшӗнчен пӗрлештерес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Авӑнӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 31-мӗшӗччен видеоматериалсене йышӑнаҫҫӗ. Чӳкӗн 12-мӗшӗччен ҫӗнтерӳҫӗсене суйлаҫҫӗ, ҫак тапхӑрта пӗтӗм видеоролике «YouTube» канала вырнаҫтарӗҫ. «Хамӑрял юррисем» конкурса уйрӑм ҫынсем те, профессионал вокал тата хор ушкӑнӗсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Видеороликӑн 6 минутран ытларах пулмалла мар. Тӗплӗнрех ҫак адреспа ыйтса пӗлме пулать: Шупашкар хули, Энтузиастсен урамӗ, 26-мӗш ҫурт, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ. Е 8(83352) 33-09-69 телефонпа шӑнкӑравламалла. Электрон почта: chgiki.onitr@mail.ru. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Утаркуль ял уявӗнче Нумай пулмасть Пушкӑртстанри Авӑркас районне кӗрекен Утаркуль ялӗн уявӗ иртнӗ. Ял ячӗ тутарла пулин те («утар» — хутор, «куль» — кӳлӗ) вӑл чӑваш ялӗ шутланать. Халӑх йышӗнчен 81% чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Яла 1924 ҫулта никӗсленӗ, Ӗпхӳри хутсем тӑрӑх чи малтан кунта Семён Иванович Васильев куҫса ларнӑ. Тепӗр икӗ ҫултан вара кунта Ташлӑкӳлти чӑвашсем килме пуҫланӑ. Хальхи вӑхӑтра кунта 23 кил шутланать. Ял уявне ирттернӗ май вырӑнти халӑх апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ, сӑра вӗретнӗ. Уяв вӑхӑтӗнче Кепеҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ф.Ф. Мулюков лайӑх ҫемьесене палӑртнӑ. Пухӑннисене ҫавӑн пекех район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ З.А.Габзалилова саламланӑ. Ялӗ пысӑках мар пулин те Авӑркас культура керменӗнчи «Мерчен» чӑваш фольклор ансамблӗ халӑха пысӑк концерт программипе савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |