Чӑвашлӑх
Нумаях пулмасть Тутарстанри Аксури тӗп вулавӑшра чӑваш ҫемйисем пуҫтарӑнчӗҫ. Кунашкал тӗлпулу пуҫласа пулчӗ тесе пӗлтерет Тутарстанра чӑвашла тухса тӑракан «Сувар» хаҫат. Мероприятие ача-пӑча вулавӑшӗн заведующийӗ Валентина Давыдова йӗркеленӗ. Тӗллевне вара тӗрлӗ ҫынна паллаштарса тӑван чӗлхепе калаҫса хутшӑнтарасси тесе палӑртнӑ. Тӗлпулӑва тӑватӑ ҫемье килнӗ — Кивӗ Саврӑшран, Саврӑшпуҫӗнчен, Аслӑ Сӗнчелӗнчен тата Кивӗ Ӳселӗнчен. Мельниковсем, Максимовсем, Калуковсем тата Артамоновсем тӑван чӗлхене, йӑх-несӗлӗсене, вырӑнти ҫыравҫӑсене, юрра-кӗвве еплерех тарӑн пӗлнине кӑтартса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Ҫӑлпуҫсем йывӑҫ лартаҫҫӗ Тӑвай районӗнчи Ҫӑлпуҫ ялӗнче пурӑнакансем Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑка чӗртсе тӑратма шут тытнӑ. Ҫак тӗллевпе вӗсем хӑйсен укҫипе тата район администрацийӗ пулӑшнипе республикӑри питомниксенчен пӗринче улмуҫҫи хунавӗ туяннӑ. «Йывӑҫ ларт тата ӑна упра» акцие ирттернӗ май пӗр кунхине ял ҫыннисем пӗр шухӑшлӑн пулса йывӑҫ лартма тухнӑ. Улмуҫҫи кӑна мар, парк йӗри-тавра ҫӑлпуҫсем чӑрӑш, хыр тата ҫӑка хунавӗ лартса тухнӑ. Ӗҫе тытӑннӑ-тытӑннах ҫынсем ялти ҫӳп-ҫапа та йӑлари хытӑ каяша пухакан ятарлӑ вырӑна турттарса кайма шут тытнӑ. Техника енчен Юрий Ларионов ял ҫынни хӑй тракторӗпе пулӑшнӑ. Ӗҫ-пуҫа ял старости Анатолий Иванов йӗркеленӗ. Йывӑҫ лартма тата тавралӑха илем кӳме Людмила Щадрина, Людмила Васильева, Надежда Сидорова, Сергей Алексеев, Валентина Матвеева, Александр Никонов, ҫавӑн пекех Сидоровсен тата Михайловсен ҫемйисем хастар хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Ларура / Н. Плотников тунӑ сӑн Паян, акан 24-мӗшӗнче, ЧР наци вулавӑшӗнче ЧНК ҫумӗнчи Ваттисен канашӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Ларӑва Ваттисен Канашӗн ертӳҫи Виталий Петрович Станьял ертсе пычӗ. Чи малтанах вӗренӳ тытӑмӗнчи йывӑрлӑхсене ҫӗклерӗ. Хӑй хатӗрленӗ 8-мӗш класра чӑваш литературине вӗренмелли кӗнекене рецензентсем тиркесе тӑкнине сивлерӗ. Ҫак кӗнекенех 2003 ҫулта кӑларнӑ пулнӑ, ун чухне те рецензенчӗсем ҫавсемех пулнӑ имӗш. Анчах та малтан ырланӑ пулсан, хальхинче пичете тивӗҫлӗ мар тесе хак панӑ пулать — рецензентсене «ҫӗршыв» тата ытти сӑмахсене хальхи орфографи ыйтнӑ пек ҫырманни килӗшмен имӗш. Виталий Петрович каланӑ тӑрӑх ку пӗтӗмпех Юрий Виноградов хистенипе пулса тухнӑ. Ку ыйту хыҫҫӑн ача пахчисем тавра та, тӗн урокӗсене валли чӑваш литературин сехечӗсене илни пирки те, тӑван ен культури урокӗсене чакарни пирки те, вӗренӳ министерстви чӑваш чӗлхине вӗрентекенсене ачасен пӗлӗвне паллӑ лартса хаклама пӑрахма сӗннине те, чӑваш чӗлхипе экзаменсене пӗтерни пирки те калаҫрӗҫ. Ҫак пӗтӗм ыйтура — шкулсенче ачасене тӑван чӗлхерен сивӗтме, пӑрма тӑрӑшни сисӗнни пирки сӑмахларӗҫ. Виталий Петрович ҫавӑн пекех Петр Краснов патне янӑ ҫыру ҫинче те чарӑнса тӑчӗ. |
Чӑваш чӗлхи
«Тӑван чӗлхене юратакансем — чӑн-чӑн телейлӗ ҫынсем. Вӗсем ҫак вӗҫӗ-хӗррисӗр тӗнчен мӑнаҫлӑхне ӑнкарса чӑваш халӑх шӑпине, йӑли-йеркине, тӑван чӗлхен сапӑрлӑхне ӑша хываҫҫӗ, малалла пурӑнма вӑй-хал пухаҫҫӗ», — тесе шухӑшлаҫҫӗ Елчӗкри тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем. Тӑван чӗлхе эрнинче Елчӗкри тӗп вулавӑшра тӗрлӗ мероприяти иртет-мӗн. Район шайӗнче ирттернӗ чӑваш чӗлхин уявӗнче, сӑмахран, вулавӑш ӗҫченӗсем «Чӑваш чӗлхи — чӗкеҫ чӗлхи» анлӑ кӗнеке куравӗпе паллаштарнӑ. Куравра Иван Яковлев чӑваш халӑхне пехиллесе хӑварнӑ чун халалӗ те тивӗҫлӗ вырӑн йышӑннӑ, Халӑха ҫутта кӑларасшӑн пӗтӗм пурнӑҫне халалланӑ ҫын хӑйӗн тивлетне Турӑ ирӗкӗ пек ӑнланса чӑвашсене таса чунлӑ та мал туртӑмлӑ пулма пилленӗ-ҫке. Тӗнчипех паллӑ ӑсчаха, педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторне, Патӑрьел ҫӗрӗ ҫинче амаланса-аталанса ӳснӗ Геннадий Волкова халалласа Лидия Филиппова ҫырнӑ «Пророк земли чувашской» кӗнеке хӑтлавне те йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех кӗнеке куравӗнче чӑваш чӗлхин пуянлӑхне уҫса паракан тӗрлӗ тӗпчевҫӗн, сӑмах ӑстин тата Елчӗк тӑрӑхӗнчи ҫыравҫӑсен пултарулӑхӗпе паллашма май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Раиса Сарпи Нумаях пулмасть Патӑрьел район администрацийӗн вӗрентӳ, социаллӑ аталану, хыпарлавпа тивӗҫтерӳ тата архив ӗҫӗн пайӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Нӑрваш Шӑхаль вӑтам шкулӗнче 3–11 классем хушшинче «Сарпи вулавӗсем» пултарулӑх кунӗ иртрӗ. «Уява чӑваш сӑвӑҫи, пирӗн ентеш Раиса Сарпи хутшӑнни конкурса хутшӑнакансене хавхалантарчӗ, савӑнтарчӗ», — хыпарлать район администрацийӗ. Конкурса районти 18 шкултан ҫӗре яхӑн вӗренекен хутшӑннӑ. Ачасем Раиса Сарпи сӑввисене чӑвашла тата вырӑсла илемлӗ вулассипе тупӑшнӑ. 3–4-мӗш классем хушшинче Татмӑш шкулӗнчи Александр Михайлов (вӗрентекенӗ — В.В. Солдатова), 5–6-мӗш классем хушшинче Пӑлапуҫ Пашьел шкулӗнчи Ксения Чернова (вӗрентекенӗ — В.И. Козлова), 7–8-мӗш классем хушшинче Туҫа шкулӗнчи Ирина Захарова (вӗрентекенӗ — И.З. Табакова), 9–11-мӗш классем хушшинче Патӑрьелӗнчи 1-мӗш шкулти Полина Ильичева (вӗрентекенӗ — В.Ф. Федорова) ҫӗнтернӗ. «Раиса Сарпи сӑввисем тӑрӑх кӗвӗленӗ юрӑсем» номинацире 1-мӗш вырӑна Нӑрваш Шӑхаль вӑтам шкулӗнче 8-мӗш класра вӗренекен Елена Адикина (вӗрентекенӗ — Н. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш чӗлхи кунӗ тата Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кунӗ тӗлне Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш халӑхне панӑ халала» тепӗр хут кӑларнӑ. Пӗлтӗр кӑларни питӗ хӑвӑрт саланса пӗтнӗ иккен. Хальхинче вӑл пилӗк чӗлхепе — чӑвашла, вырӑсла, нимӗҫле, хрантсусла, акӑлчанла — пичетленнӗ. Асӑнса хӑварар: Иван Яковлев Халала 1918 ҫултах ҫырма шухӑшланӑ, ӑна вӑл 1921 ҫулта Чӗмпӗрте ывӑлӗсемпе Алексейпе тата Николайпа хатӗрленӗ. Халал 1955 ҫулчен Иван Яковлевич архивӗнче упраннӑ. Архив 1922 ҫултанпа истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗн, А.И.Яковлев профессорӑн хваттерӗнче пулнӑ. Иван Яковлевӑн мӑнукӗ Ольга Алексеевна Яковлева 1955 ҫулта архивӑн тӗп пайне В.И.Ленин ячӗллӗ СССР Патшалӑх вулавӑшне панӑ. Ҫапла май Халал чӑваш халӑхӗ патне ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Сӑкӑтри шкул ҫурчӗ Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт шкулӗн 11-мӗш класӗнче вӗренекенсем Н.К. Тинюкова вӗрентекенпе пӗрле Анатолий Емельяновӑн «Хура кӑрӑҫ» кӗнекине тишкернӗ. Хайлаври тӗп сӑнарӑн, Крисла Ҫеменӗн, ӗҫченлӗхӗ ачасене килӗшет-мӗн. Анчах ҫемье ӑшшине упрас, ача-пӑчана тӗрӗс-тӗкел пӑхса ӳстерес тӗллев мар унӑн. Укҫа-тенкӗ пухасшӑн ҫунать. «Укҫа-тенкӗ чирӗ ернӗ Ҫемен ҫынлӑха ҫухатать, кил ӑшши пирки шухӑшламасть», — тесе вӗренекенсем Крисла Ҫеменне сивленӗ. Ачасем Крисла Ҫеменне хура кӑрӑҫпа танлаштарнӑ. Хура кӑрӑҫ — вӑрманта ӳсекен ҫирӗп те хытӑ кӑмпа. Анчах ҫак кӑмпан та ҫитменлӗхӗ пур: вӗтӗ хурт ерет те ҫак кӑмпа пӗтет. Крисла Ҫеменӗ те хура кӑрӑҫ пекех ҫирӗп те тӗреклӗ. Аварие лексен те сывӑ юлать, Лариван платник хытах хӗнесен те вилмест. Чунӗ те, сывлӑхӗ те хура кӑрӑҫ пек ҫирӗп. анчах Крисла Ҫеменне укҫашӑн ҫунни тата ӗмӗтсӗрлӗх тӗп тӑваҫҫӗ — ҫемйи арканать. Укҫа чирӗ шала каять. Укҫа вырӑнне укҫа пулӗ-ха, анчах ҫын вырӑнне ҫын пулмасть. Вилнӗ арӑмне тӑратса лартаймасть Ҫемен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш халӑх сайчӗ, Тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» каналпа «Шкул ТВ» канал, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлне йӗркеленӗ «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен конкурсне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Ку ӑмӑртӑва пурӗ 173 ӗҫ ҫитрӗ. Вӗсенчен 157-шне хакларӑмӑр. Хаклав калӑпӑшӗ пысӑк пулнӑран кая юлса ҫитнӗ ӗҫсене хак пама ӗлкереймерӗмӗр. Анчах пӑшӑрханма кирлӗ мар — вӗсем те хутшӑнни пирки ӗнентерӳ хутне илӗҫ. Хаклав ӗҫне виҫҫӗн ирттертӗмӗр: тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» телеканалӑн ертӳҫи Олег Цыпленков (вӑл видео пахаларӗ), Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай Плотников (ӳкернӗ чухне усӑ курнӑ фона хак пачӗ), Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Кириллова (интонаци тӗлӗшӗпе хакларӗ). Хаксене парса тухнӑ хыҫҫӑн эпир ҫапла пӗтӗмлетӳ турӑмӑр: интонацишӗн 100%, видеошӑн — 70%, фоншӑн — 50%. Интонацие мала лартнине ҫакӑнпа сӑлтавларӑмӑр — ача е хутшӑнакан сӑвва лайӑх вулать пулсан видео пахалӑхӗ япӑхрах пулсан та ӑна тепре ним мар чаплӑ техникӑпа ӳкерме пулать. Тивӗҫлӗ шайра сӑвӑ калаймана вара вӗрентме — йывӑртарах, кунта нимӗнле техника та ҫӑлаймӗ. |
Вӗренӳ
Галина Зотова тунӑ сӑн Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ют чӗлхе вӗрентекенӗсем Раҫҫейри Британи ҫулне халалласа темиҫе мероприяти те ирттерчӗҫ. Акан 23-мӗшӗнче районти кашни шкул вӗренекенӗ пӗр-пӗр уяв пирки хӑтлав (презентаци) тӑрӑх, е кӗске спектакль кӑтартса, сӑвӑ-юрӑ юрласа Британи тата Америка уявӗ пирки каласа пачӗ. Кӑҫал Вильям Шекспир ҫуралнӑранпа 450 ҫул ҫитет, Хӗрлӗ Чутайри Татьяна Романова ун пирки каласа пачӗ, Шекспир сӑввине пӑхмасӑр вуларӗ. Роберт Бернс поэта халалласа чутайсемех ҫак уяв еплерех иртнине сӑнласа пачӗҫ, шотланди ташши, «Забыть ли старую любовь» Бернс сӑввисем вырӑсла тата акӑлчанла янӑрарӗҫ. Хрантсус чӗлхине вӗренекенсем Кристина Яхатина, Олеся Петрова тата Мария Филиппова Француз уявӗсемпе паллаштарчӗҫ. Лапаева Кристина Ҫветтуй Валентин уявӗ ирки каласа пачӗ. Питӗркасси шкул вӗренекенӗ Павел Михуткин пурте юратакан Раштав — Christmas уявӗн Британири пулӑмӗсемпе паллаштарчӗ. Хусанушкӑнь вӗренекенӗ Марина Токшикова Пӗтӗм Тӗнчери Ҫӗр уявӗ пирки, Ҫӗр планетӑна упрасси пирки тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ. |
Ҫутҫанталӑк
Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Пӗтӗм Раҫҫейри вӑрман лартмалли кун» акци иртӗ. Йывӑҫ-тӗм лартакансем ҫуркунне тата кӗркунне хӑйсен юратнӑ ӗҫне пуҫӑнаҫҫӗ. Вӗсем ӑна чунӗ ыйтнипе, ҫутҫанталӑка пулӑшас, тавралӑха илем кӳрес тесе пурнӑҫлаҫҫӗ. Тӗрӗссипе, «Пӗтӗм Раҫҫейри вӑрман лартмалли кун» акцие вӑрмансене нумайлатас тӗлӗшпе кӑна ирттермеҫҫӗ. Ку халӑха экологи воспитанине, вӑрманта хӑйсене тытас культурӑна вӗрентме те пулӑшать. Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗнче ятарласа хатӗрленӗ лаптӑкӗсем ҫине йывӑҫ-тӗм лартма палӑртнӑ. Кун валли хунавсене ҫителӗклӗ ӳстернӗ ӗнтӗ. Кӗркунне тата хӗлле йывӑҫ лартмалли вырӑна ҫуннӑ тата ӳкнӗ йывӑҫсенчен тасатнӑ, тӑпрана хатӗрленӗ, хунавсен шутне, вӗсем ӳсме пултараслӑхне тӗрӗсленӗ. Акцие хутшӑнма пурне те йыхравлаҫҫӗ. Атӑл леш енне ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхи 8 сехетре тухса кайма палӑртнӑ. Малтан министерство ҫурчӗ умӗнче пухӑнаҫҫӗ. Адрес: Шупашкар хули, Ленинград урамӗ, 33-мӗш ҫурт. Унччен ҫак телефонпа шанкӑравласа регистрациленме ыйтаҫҫӗ: 8 (8352)48-45-42. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |