Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Ен ҫитес ҫул Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулассине нумаях пулмасть пӗлчӗ. Апла пулин те ӑна тата Раҫҫейри литература ҫулталӑкне епле ирттересси пирки калаҫма тытӑннӑ. Литературӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, чиновниксем канашлу ирттернӗ. Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмине парне евӗр акӑлчанла, вырӑсла, чӑвашла кӑларасшӑн. Ҫакна чылайашӗ ырланӑ. Чӑваш халӑх поэчӗ Валерий Туркай, ЧР Профессионал писательсен правленийӗн председателӗ Сергей Павлов, Чӑваш халӑх поэчӗ Юхма Мишши, ЧР Наци вулавӑшӗн директорӗн ҫумӗ Марина Андрюшина ҫитес ҫулталӑка ирттермелли шухӑшсемпе паллаштарнӑ. Сӑмах май, Константин Иванов ҫулталӑкӗ республикӑра кӑна мар, регионсем шайӗнче те иртӗ. Пӗрлехи акцисем, куравсем, пултарулӑх каҫӗсем Пушкӑрт, Тутар республикисенче, Чӗмпӗр облаҫӗнче, Мускавра иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() grani21.ru сайтри сӑн «Юрма» агрохолдинг каллех ҫутҫанталӑка сӑтӑр кӳнӗ. Унччен, пӗлтӗрхи кӗркунне, ҫак предприятиех Йӑршшу юханшывне вараланӑччӗ. Шывра аммиак нумай пулнӑран пулӑсем вилнӗччӗ. Хальхинче агрохолдинга пула ҫӳп-ҫап купи ӳссе ларнӑ. Унта — ҫӑмарта хуппи, чӑхсен пуҫӗсем, урисем, ҫуначӗсем, кӗлеткисем, тӗкӗсем. Ку йӗркесӗрлӗхе Шупашкар районӗнчи Ассакасси тата Чӗркаш ялӗнчи ҫынсем асӑрханӑ та РФ Ҫутҫанталӑк надзорне ҫӑхавланӑ. Тӗрӗслеве ҫийӗнчех ирттернӗ. Ҫӳп-ҫапа чӑнах та «Юрма» агрохолдингран илсе тухнине палӑртнӑ. Агрохолдингӑн должноҫри сӑпатне административлӑ явап тыттарасшӑн. Организацие ҫӳп-ҫапа пуҫтарттарнӑ, ҫав вырӑна дезинфекцилеттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Республикӑра апат-ҫимӗҫ хакӗ сасартӑк хакланнишӗн хӑш-пӗр ертӳҫӗсем ӗҫ вырӑнӗсӗр юлма пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пек асӑрхаттарнӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика правительствин паянхи ларӑвӗнче. Унта пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе епле пулмаллине сӳтсе явнӑ. Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта асӑннӑ виҫе пӗрремӗш кварталтинчен 7,7 процент хӑпарса 6968 тенкӗпе танлашнӑ. Вӑй питтисен вӑл — 7402 тенкӗ, пенсионерсен — 5689 тенкӗ, ачасен — 6980 тенкӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталну министерстви апат-ҫимӗҫ туянса тӑкакланнин виҫи 213 тенкӗ ӳснӗ имӗш. Ҫӗрулми хакӗ, сӑмахран, 6 тенкӗ те 33 пус хакланнӑ, ҫавна пула тӑкакасем 40 тенкӗ те 55 пуса ҫити хӑпарнӑ пулать. Пахчаҫимӗҫ тӑкакӗ 83 тенкӗ те 17 пус хӑпарнӑ, аш-какай илме 56 тенкӗ те 52 тенкӗ ытларах кӑларса хума тивет иккен, улма-ҫырла валли — 15 тенке яхӑн, сӗт-турӑхшӑн — 10 тенкӗ те 52 пус. Ҫӑмарта, пулӑ, тип ҫу кӑштах йӳнелнине кура вӗсене туянса тӑкакланнин виҫи 11 тенкӗ те 8 пуслӑх сахалланнӑ пулать. Канцеляри, медицина таварӗ, строительство материалӗ хакланнине пула апат-ҫимӗҫ мар хаксемшӗн те ытларах кӑларса хума тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарта тӗтре карса илнӗ. Спутник хулари хӑш-пӗр районта тӑвар йӳҫекӗн шӑрши кӗнӗ. Хлороводород ирӗлчӗкӗн пӑсӗ сывлӑша «Химпромри» пӗчӗк пӑтӑрмаха пула тухнӑ. Предприятин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку Ҫӗнӗ Шупашкаршӑн тата ҫывӑхри ялсемшӗн хӑрушӑ мар. Тӑвар йӳҫекӗн пӑсӗ хулара сарӑлма ӗлкӗреймен — ҫил ҫукран савут ҫывӑхӗнчех ҫӗр ҫине ларнӑ. Паян заводра юсав ӗҫӗсем иртнӗ вӑхӑтра продукт юлашкийӗ кӑштах тӑкӑннӑ, ҫавна май тӑвар йӳҫӗкӗ пулнӑ. Вӑл вара тӗтре евӗр урама тухнӑ. Промышленноҫпа санитари лабораторийӗн пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, завод тата ун ҫывӑхӗнчи территорире сиенлӗ япалсем нормӑран ытла мар. «Химпром» ӗҫченӗсем те хӑрушлӑхра мар. Цехсемпе производствӑсем йӗркеллех ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Сӗнтӗрвӑрринче Андриян Николаев космоса пӗрремӗш хут ҫӗкленнине халалласа Атӑл урлӑ ишнӗ. Андриян Николаевич Поповичпа орбитӑра «Течет река Волга» юрра юрланӑ. Ҫавна май сӗнтӗрвӑррисем Атӑл урла ишсе каҫассине ҫулсерен йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал унта 32 ҫын хутшӑннӑ. Ӑмӑрту пиллӗкмӗш хут иртнӗ. Чылайӑшӗ парне илессишӗн мар, вӑйне тӗрӗслессишӗн ӑмӑртать. Атӑл Сӗнтӗрвӑрри ҫывӑхӗнче 1 ҫухрӑм сарлакӑш. Анчах юхӑмӗ вӑйлӑ. Ҫавӑнпа ӑмӑртуҫӑсен диагональпе ишме тивет. Кӑҫал ӑмӑртуна триатлонпа туслӑ ҫамрӑк спортсменсем те хутшӑннӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти Евгений Степанов Атӑла 19 минут та 20 ҫеккунтра ишсе каҫнӑ. Ку — чи лайӑх кӑтарту. Михаил Андропов чи паттӑррисен йышне кӗнӗ. Протезпа ҫӳрекенскер Атӑла пӗрре мар ишсе каҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Патӑрьел районӗнче севок сухана пухса кӗртесси хӗрӳ пырать. Республикӑри кӑнтӑр районӗсенче ҫу иккӗмӗш ҫул типӗ иртсен ҫынсем севок лартмалли лаптӑка пысӑклатса пыраҫҫӗ. Акӑ Алексей Перепелкин 5 ҫул севок лартса ӳстерет. Чи малтан 20 сотка ҫине акнӑ пулсан, халӗ — 18 гектар. Фермер кирлӗ техникӑна туяннӑ ӗнтӗ. Унӑн лаптӑкӗнче 100 ҫын ӗҫлет. Пурте — кӳршӗ ялсенчен. Ӗҫе ҫӑмӑллатмашкӑн Валерий Малюков севока тасатакан «параппан» шухӑшласа кӑларнӑ. Вӑл трактор пулӑшнипе ӗҫлет. Техника пулӑшнипе пысӑк тухӑҫлӑ ҫимӗҫ туса илеҫҫӗ. Севока витрене пуҫтараҫҫӗ те параппана яраҫҫӗ. Унччен ҫак ӗҫе йӑлтах алӑпа тунӑ. Унтан ятарлӑ аппарат сухана сортсем ҫине уйӑрать. Ҫумӑр сахал ҫунӑран севокӑн пӗр пайне шӑварма тивнӗ. Ҫитес ҫул шӑвармалли лаптӑка пысӑклатасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Ҫурлан 16–17-мӗшӗсенче Пӑлхар патшалӑх историпе архитектура заповедник музейӗнче Тутар Республикин туризм енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗ пулӑшнипе авалхи историе хальхи самантра кӑтартакан «Аслӑ Пӑлхар» Пӗтӗм Раҫҫей I фестивалӗ иртет. 10 пин ҫын вырнаҫакан лапамра Вӑтам ӗмӗрти ҫапӑҫусене кӑтартӗҫ. Унта Раҫҫейри 30 регионти тата ют ҫӗршывсенчи 200 ытла салтак хутшӑнӗ. Хӑнасем икӗ кун иртекен фестивальте ӑсталӑх класӗсене хутшӑнӗҫ, 14–15-мӗш ӗмӗрсенчи ташӑсене ташлама вӗренӗҫ, Вӑтам ӗмӗрти кӗвӗпе киленӗҫ. Ҫав кунсенче истори ярмӑркки ӗҫлӗ. Унта кашниех сувенир, ӗлӗкхи алка-эрешсен копине, тумтире, пушмака туянма пултарӗ. Фестивале килнисем сурӑх какайӗпе икерчӗ, уйран, хир сысни какайне, килти кӑлпассие тутанма пултарӗҫ. Вӑтам ӗмӗрти мӗнпур ҫимӗҫе истори кухнин «Куликово уйӗ» фестиваль ҫӗнтерӳҫисем ертсе пынипе хатӗрлӗҫ. Ача-пӑча лапамӗнче хӗҫпе ҫапӑҫас енӗпе спорт турнирӗ иртӗ. Унта 5 ҫултан аслӑрах ачасем хутшӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене пылак парнепе хавхалантарӗҫ. Фестивале килекенсем валли 2000 вырӑнлӑ лагерь хатӗрлӗҫ. Фестиваль пирки тӗплӗнрех 8(843) 473-04-56 номерпе шӑнкӑравласа пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫак канмалли кунсенче республикӑн тӗп хулинче Шупашкар ҫуралнине паллӑ тӑвӗҫ. Ҫавна май троллейбуссене ятарлӑ графикпа ҫӳреттерӗҫ. Ҫурлан 16-мӗшӗнче ирхи 7 сехетрен пуҫласа 23 сехет те 50 минутчен Хӗрлӗ лапамри 1-мӗш, 3-мӗш, 5-мӗш ҫуртсем патӗнчи территоринче транспорта лартма чарӗҫ. 22 сехет те 20 минутран пуҫласа 22 сехет те 50 минутчен Ярославль урамӗ патӗнчен пуҫласа Константин Иванов урамӗ патне ҫити транспорта ҫӳреттермӗҫ. Асӑннӑ вӑхӑтра унта велочупу иртмелле. Вырсарникун та транспорт хутлакан вырӑнсенче хӑш-пӗр улшӑну пулӗ. Ун чухне ирхи 7-рен тытӑнса 21 сехетчен Ленин проспектӗнче (вӑл Гагарин урамӗпе хӗресленнӗ вырӑнтан тытӑнса Карл Маркс урамӗпе хӗресленнӗ вырӑна таран) машинӑсене чарма ирӗк памӗҫ. 7 сехетрен тытӑнса 23 сехетчен Президент бульварӗ тата Ленинград урамӗ Вооробьев композиторсен урамӗпе тата Хӗрлӗ тӗремпе хӗресленнӗ вырӑна ҫитиччен тата Хӗрлӗ тӳремре машинӑсене чарма юрамӗ. Машинӑсем ҫӳрессине вӑхӑтлӑх чарма палӑртни тата пур. Ҫак каҫӑпа пӑхса унпа тӗплӗнрех паллашма май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Украинӑран тарса килнисем Украинӑран Чӑваш Ене тарса килсе Сусӑр ачасемпе ҫул ҫитменнисен реабилитаци центрне вӑхӑтлӑх килсе вырнаҫнисене ҫӑмӑллӑхлӑ тарифлӑ сим-карттӑсем валеҫсе панӑ. Официаллӑ информацире пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика лаптӑкӗнчи карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗсене таркайсене ҫӑмӑллӑхлӑ условиллӗ ҫыхӑнупа тивӗҫтерме ыйтса каланӑ. Таркайсемпе Украинӑри тӑванӗсемпе йӳнӗ тарифпа калаҫма май пурришӗн питӗ савӑннӑ имӗш. Любовь Валова ятлӑ хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, вӑл кӗрӳшӗн ҫемйишӗн пӑшӑрханать — лешсем унтах юлнӑ. Вӗсен хӑйсен те ниҫта кайма ҫук иккен. Темиҫе кун каялла вӗсен пӳрчӗн кантӑкӗсем юлман, ҫуртӑн стени те ҫурӑлса кайнӑ. Кун пирки вӗсене кӳршисем темиҫе кун каялла пӗлтернӗ. Сӑмах май каласан, ҫурлан 11-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑна вӑхӑтлӑх хӳтлӗх шыраса 454 ҫын килнӗ, вӗсенчен 21-шӗ таркай статусне илес тенӗ. Сӑнсем (18) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Сӑр урлӑ каҫакан кӗпер Ҫак кунсенче Вӑрнар тата Етӗрне районӗсенчи автоҫулсем ҫинче тӗл пулакан пӗлтерӗшлӗ пысӑк кӗперсене юсассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Мӑн Ҫавал юханшыв урлӑ каҫаканнине «Нурӑс–Патӑрьел–Елчӗк» автоҫул ҫинче ҫӗнетеҫҫӗ, Сӑр урлӑ каҫаканнине — «Никольски–Етӗрне–Нурӑс» автоҫул ҫинче. Юсав ӗҫӗсем епле шайра пынипе «Чӑвашупрдор» хысна учрежденийӗн ертӳҫи Игорь Прусаков тата «Чӑвашавтодор» акционерсен обществин тӗп инженерӗ Николай Арденков вырӑна тухса паллашнӑ. Вӑрнар районӗнче, тепӗр майлӑ каласан Мӑн Ҫавал ҫинче, мӗнпур ӗҫ калӑпӑшӗн 12 процентне пурнӑҫланӑ, Етӗрне районӗнче, Сӑр юханшывӗ урлӑ каҫаракан кӗпере 85 процент юсанӑ. Сӑнсем (24) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |