Кӑҫал авӑн уйӑхӗнче пирӗн портала йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитет. Ҫак 10 ҫул хушшинче чӑваш чӗлхи тӗнче тетелне кӑштах та пулин кӗчӗ теме пулать. Ҫавах та ҫителӗклех мар. Кӑна лайӑхлатас тӗллевпе тата Чӑваш халӑх сайтне йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитнине халалласа эпир чӑвашла сайтсен конкурсне ирттерес терӗмӗр, ӑна «Шурӑ сӑнӑ» ят патӑмӑр.
«Шурӑ сӑнӑ» конкурса пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ — харпӑр ҫынсем те, ушкӑнпа та. Сайтсен тематики тӗрлӗрен пулма пултарать — чи кирли вӑл чӑвашла пулни. Хутшӑнакан сайтсене эпир — хаклав комиссийӗ — темиҫе критерипе хаклӑпӑр. Тӗп шайра: актуаллӑх, илемлӗх, калӑплав. Ҫавӑн пекех орфографи йӑнӑшӗсене тишкерӗпӗр (уйрӑм е пӗрле ҫырассине шута хумасӑр!), сайтпа карас телефонӗпе меллӗ усӑ курма май пуррине, ятарлӑ домен пуррипе ҫуккине, сайт мӗн вӑхӑт хушши ӗҫленине. Конкурсӑн пӗтӗм уйрӑмлӑхӗсемпе тӗпрӗнрех унӑн положенийӗнче паллашма пулать.
Сайтсене ҫурлан 3-мӗшӗччен йышӑнатпӑр. Пӗтӗмлетӗве авӑнӑн 7-мӗшӗччен пӗлтеретпӗр. Чыслава хӑҫан ирттересси пирки каярах паллӑ пулӗ.
Пурӗ 3 вырӑн уйӑрма палӑртнӑ. Хутшӑнакан сайтсем ҫителӗклӗ пулсан 2-мӗш вырӑна 2 сайта, 3-мӗш вырӑна 3 сайта кӑларма пултаратпӑр. Кашни ҫӗнтерӳҫе эпир ятарлӑ конкурс кӳлепипе тивӗҫтересшӗн (статуэтка хатӗрлесшӗн), ҫавӑн пекех укҫа-тенкӗпе хавхалантарасшӑн: 1-мӗш вырӑншӑн — 15 пин тенкӗ; 2-мӗш вырӑншӑн — 7 пин тенкӗ; 3-мӗш вырӑншӑн — 3 е 4 пин тенкӗ. Парнесен фончӗ пурӗ 40-50 пин пулмалла. Хальлӗхе ун виҫи 24 пин: 15 пин тенкӗ эпир хамӑр уйӑратпӑр; 9 пин Анатолий Миронов ярса парса. Ыттипе тивӗҫтерме спорнсорсене шыратпӑр.
Спонсорсен йышӗпе тата хутшӑнакан сайтсемпе конкурсӑн страницинче паллашма пулать. Ыйтусем пулсан amartu@chuvash.org адреспа ыйтса пӗлме пулать.