Персона
![]() Утӑн 24-мӗшӗнче чӑвашсен паллӑ композиторӗ, Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Анисим Асламас (Васильев) пурӑннӑ-тӑк 90 ҫул тултарӗччӗ. Ҫак кун ЧР культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Альбина Алексеева, ЧР Композиторсен союзӗн председателӗ Николай Казаков, композиторӑн тӑлӑх арӑмӗ Мария Васильева тата унӑн хӗрӗ Татьяна Асламас, мӑнукӗн мӑнукӗ Дмитрий Анисим Васильевич вилтӑпри ҫине чечексем хунӑ. Татьяна Анисимовна халӑх композиторне, чи малтанах — ашшӗне, халалланӑ сӑвӑсене вуланӑ. Татьяна Асламас пӗлӗшӗсем ашшӗн юррисене радиопа илтсен хӗпӗртеҫҫӗ-мӗн. Сӑмах май, Анисим Асламас 60 ҫулта чылай хайлав хайланӑ. Вӑл 10 опера, 3 музыка камичӗ, темиҫе концерт, фортепиано пьесисем, романссем, юрӑсем ҫырнӑ. Унӑн юррисене Европӑра, Японире, ытти ҫӗршывра шӑрантараҫҫӗ. Пултаруллӑ композитор ҫулӗпе ывӑлӗ Алексей Анисимович (дирижер тата пианист), мӑнукӗсем Алексей (сӗрме купӑсҫӑ) тата Антон (паллӑ мусӑкҫӑ) кайнӑ. Анисим Асламас хӑйӗн пултарулӑхӗ пирки калаҫнӑ чухне ҫапла палӑртнӑ: «Эпӗ мӗнлине пӗлес килет пулсан манӑн кӗвве итлӗр». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Абдула Туркцкойпа Савухи Ахмеров чӑваш хӗрарӑмӗсемпе Ҫулсем иртнӗҫемӗн япала та кивелет. Хӑшӗ-пӗри ӑна кӑларса ывӑтать. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Тукай ялӗнче пурӑнакан Людмила Данькова вара мӑшӑрӗн асламӑшӗнчен юлнӑ хатӗр-хӗтӗре упраса хӑварнӑ та «Сире кӗтекен кил» хӑна ҫурчӗ уҫнӑ. Унта Раҫҫейри туристсем кӑна мар, ют ҫӗршывсенчисем те килеҫҫӗ. Пурте ӗлӗкхи чӑвашсем мӗнле пурӑннипе кӑсӑкланаҫҫӗ. Нумаях пулмасть Даньковсен хӑна ҫуртне Стамбул хулинчи «Ҫулҫӳревҫӗ» телеканал журналисчӗ Абдула Туркцкой килсе кайнӑ. Савухи Ахмеров оператор та пӗрле килнӗ. Ахмеров Раҫҫейре ӳснӗ, ҫавӑнпа вырӑсла аванах калаҫать. Вӗсем тӗрӗк халӑхӗн ӗлӗкхи йӑли пирки фильм хатӗрлеҫҫӗ-мӗн. Инҫетрен килнӗ хӑнасем хуран кукли мӗнле пӗҫернине, услам ҫу хатӗрленине, ҫӑм арланине кӑсӑкланса сӑнанӑ. Ҫӑнӑх хатӗрленине те курнӑ. Вӗсене чӑваш халӑх юррисем, ташшисем интереслентернӗ. Ют ҫӗршыв журналисчӗсем Чӑваша килсе кайнипе кӑмӑллӑ юлнӑ. Кӑштахран татах килме шантарнӑ. Сӑнсем (6) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре 112 номерпе шӑнкӑравламалли служба тытӑмӗпе малалла ӗҫлеҫҫӗ. 2015 ҫулта Шупашкарта ятарлӑ ҫурт хӑпартмалла. Унта шанкӑравсене тӗрӗслӗҫ. Халӗ 112 номерпе шӑнкӑравлакансем телефон номерне шута илнӗ регионти диспетчер службине лекеҫҫӗ. 2017 ҫул тӗлне шанкӑрава пӑтӑрмах пулнӑ вырӑна ҫывӑхарах дежурнӑй оператор йышанмалла тӑвасшӑн. Вӑлах пулӑшу кӳме мӗнле специалистсене ямаллине палӑртӗ. Диспетчерсем халӗ шӑнкӑравлакана ЖКХ, шыв каналӗн, электро тата ӑшӑ сечӗсен ӗҫченӗсемпе, РФ МЧСӗн психологи пулӑшӑвӗ паракан службӑпа ҫыхӑнтарма пултараҫҫӗ. Сӑмах май, 112 номерпе SIM-карттӑ ҫук чухне те, шут ҫинче укҫа ҫук пулсан та шӑнкӑравлама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Утӑн 24-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Кӑмпал ялӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, журналист, ҫыравҫӑ Антип Николаев-Шевле ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа асаилӳ каҫӗ иртнӗ. Антип Николаевич публицист, ҫыравҫӑ пулнӑ. Вӑл Кӑмпал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне Антип Николаевич 17-ре пулнӑ. Темиҫе кун маларах ӑна ытти ачасемпе пӗрле — пӗтӗмпе 800 ытла ҫын — Инҫет Хӗвелтухӑҫне янӑ. Унта вӑл икӗ ҫул шахтӑра ӗҫленӗ. Ҫав вӑхатрах фронта хӑйӗн ирӗкӗпе каяссишӗн талпӑннӑ. 1943 ҫулта ӑна Хӗрлӗ Ҫара илнӗ, Япони миллитарисчӗсемпе ҫапӑҫнӑ. Совет Ҫарӗнче вӑл 1970 ҫулччен пулнӑ. Пултарулӑхӗ ҫар журналистикине илсе ҫитернӗ. 1949–1970 ҫулсенче вӑл «Боевая вахта» (чӑв. Ҫар вахти) хаҫат корреспонденчӗ, Ҫӗпӗр ҫар округӗнчи «Советский воин» (чӑв. Совет салтакӗ) хаҫатӑн пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. 1972–1988 ҫулсенче ЧАССР Журналистсен союзӗн правленийӗн яваплӑ секретарӗнче вӑй хунӑ. Унан статйисем «Красная звезда» хаҫатра, «Советский воин», «Советский моряк», «Гражданская авиация» журналсенче пичетленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Шупашкарти Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх паян хулара ҫумӑрлӑ ҫанталӑк, +17–+19 ӑшӑ пулмалла. Ҫил ҫурҫӗр енчен 7 м/ҫ хӑмӑртлӑхпа вӗрмелле. Тӳпене пӗлӗтсем карса илӗҫ, ҫавах та вӑхӑт-вӑхӑтӑн хӗвел те пӑхса илӗ. Ҫавах та ҫумӑр нумай ҫумӗ, пысӑк ҫумӑрсем ытларикунсене килмелле. RP5 портал хыпарланӑ тӑрӑх ун хыҫҫӑн кашни кунах ҫумалла. Ҫил ҫак кунсенче малтан ҫурҫӗр енчен вӗрӗ, кайран — анӑҫ енчен. Чӑвашра ҫумӑр утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа ҫуман — унтанпа тӑпра самай типме ӗлкӗрнӗ. Хальхи вӑхӑтра вырма пынӑ май, паллах, типӗ ҫанталӑк тӑни ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене самай пулӑшу кӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Фучик урамӗнчи урӑлтаркӑч вырнаҫнӑ ҫурт Ҫак эрнере Шупашкарти хӑй вӑхӑтӗнчи паллӑ ҫурта — Фучик урамӗнчи урӑлтаркӑча — пӑсма пуҫланӑ. Ӑна 1961 ҫулта тунӑ. Ӳсӗрсене унта 2011 ҫулччен пуҫтарнӑ. Кайран, урӑлтаркӑчсене хупнӑ хыҫҫӑн, ҫурт темиҫе ҫул пушӑ ларнӑ. Хула администрацийӗн йышӑнӑвӗпе халӗ унчченхи урӑлтаркӑч ҫуртне пӑсма пуҫӑннӑ. Ҫакӑ Хмельницкийпе Фучик урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте ҫула сарассипе ҫыхӑннӑ. Тӗп хулари ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗсене йӗркене кӗртес ыйту тахҫанах ҫивӗчленсе ҫитнӗ-мӗн. Проект урапасем уйрӑмах йышлӑ ҫӳренӗ вӑхӑтри пӑкӑсенчен хӑтӑлма май парасса шанаҫҫӗ иккен. План тӑрӑх пӗтӗмпе Хмельницкий тата Фучик урамӗсенчи 32 ҫурта пӑсма палӑртнӑ. Строительство ӗҫӗсене тума 2 миллиарда яхӑн тенкӗ тата 27 уйӑх вӑхӑт кирлӗ пулӗ. Ҫынсене пӑснӑ ҫуртсенчен ҫӗннисене куҫарма 800 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Раҫҫейри чи лайӑх 100 тавар» шутне Чӑваш Енрен кӗме тивӗҫлине сӗнекенсем Ҫак кунсенче «Раҫҫейри чи лайӑх 100 тавар» конкурсӑн регионти тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Ҫавӑнта кӗме тупӑшассишӗн республика шайӗнчи конкурса Чӑваш Енри 18 предприятипе организаци хутшӑннӑ. ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экспертсем конкурса тӑратнӑ хутсемпе материалсем тата тӗпчев протоколӗсем тӑрӑх хакланӑ. Эксперт хаклавӗ терӗмӗр те, ҫавсем тавар пахалӑхне кӑна мар, производствӑри ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗ таранах тӗпе хунӑ иккен. Регионти комисси федераци шайӗнчи конкурса хутшӑнма 23 тӗрлӗ продукципе пулӑшу кӳрессине кӑларнӑ. «Апат-ҫимӗҫ таварӗ» номинацие «Акконд» хапрӑкӑн харӑсах темиҫе тӗрлӗ ҫимӗҫӗ кӗнӗ. Унсӑр пуҫне Етӗрнери аш-какай комбиначӗ кӑларакан чӑваш шӑрттанӗ те списока лекнӗ. Ҫавӑн пекех конкурса «Смак» фирмӑн пӗр йышши печенийӗ, Шупашкарти элеваторӑн пысӑк сортлӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ, «АвтоВАС» обществӑн минерал шывӗ хутшӑнӗҫ. Промышенность таварӗсенчен — Шупашкарти чӑлхапа трикотаж фабрикинче тата «Пике» ҫӗвӗ фабрикинче кӑларакан ҫипуҫ, В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗнчи пиротехника фонтанӗсем, Шупашкарти мамӑк фабрикинчи (предприятийӗ хӑй Шупашкар районӗнчи Чаканарта вырнаҫнӑ) матрас ҫине тӑхӑнтартмалли. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑвашри ҫӗрулми ҫакӑн пысӑкӑш ӳснӗ Ял хуҫалӑх продукцине туса илессине ӳстересси, выльӑх апачӗ ҫителӗклӗ хатӗрлесси, кӗрхисене акса хӑварасси. Ҫак тӗп темӑсене сӳтсе явнӑ ӗнер Ҫӗрпӳ районӗнчи Опытный поселокра иртнӗ Агропромышленность енӗпе ӗҫлекен правительство комиссийӗн тата республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин коллегийӗн пӗрлехи ларӑвӗнче. Унта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, пысӑк ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен-фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ. «Тӗрлӗ муниципалитетра ӳкерчӗк тӗрлӗрен», — тенӗ Элтепер. Ӗҫе тивӗҫлипе йӗркелекенсем тухӑҫа та лайӑх илнине палӑртнӑ вӑл. Яваплӑх ҫуккисенче тӑкак тӳсеҫҫӗ тесе шухӑшлать иккен республика пуҫлӑхӗ. Сӑмах хуҫалӑх ертӳҫисене кӑна мар, муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене те тивнӗ. Вӗсен лару-тӑрӑва туйса тӑрса ӗҫе йӗркелесе пымаллине палӑртнӑ Игнатьев. Ларура ытти ыйтупа пӗрлех лавккасенче вырӑнти апат-ҫимӗҫ сахалтараххи пирки те чарӑнса тӑнӑ. Хамӑр патра авӑртнӑ ҫӑнӑхах, акӑ, халӑх туянасшӑн-мӗн, анчах тепӗр ҫӗрте вӑл ҫук. Улатӑрта ӑна Алтай ҫӑнӑхӗн хутаҫне ярса сутнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ӗнер Ҫӗрпӳ районӗнчи Опытный поселокра Агропромышленность енӗпе ӗҫлекен правительство комиссийӗн тата республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин коллегийӗн пӗрлехи ларӑвӗ иртнӗ. Унта пухӑннисем Чӑваш Енӗн Апат-ҫимӗҫ фончӗ валли тырӑ мӗн чухлӗпе туянмаллине палӑртнӑ. Ҫапла вара хушма хакран илекен налука шутланипе пӗрле пӑхсан, тырӑн пӗр тонни 5,1 пин тенкӗрен пуҫласа 6,8 пине ҫити темелле. Апат-ҫимӗҫлӗх ыраша 5 100 тенкӗпе туянаҫҫӗ. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен 3 процент хакланнине пӗлтерет. Тулӑ хакӗ унӑн класӗнчен килет. 4-мӗш класс шутланаканнине 2013 ҫулхинчен 2,4 процент хаклӑрахпа илме йышӑннӑ. Унӑн пӗр тонни 6 450 тенке ларӗ. 3-мӗш класлӑ тулӑн пӗр тоннишӗн Чӑваш Ен республикӑн аграрийӗсене 6 750 тенкӗ (пӗлтӗрхинчен 3 процент хаклӑрах) сӗнет. Сӑмах май пӗлтӗр инфляци 6,45%-па танлашнӑ. Кӑҫалхи инфляци те ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 4,82% ҫитнӗ. 12 уйӑх хушшинчи виҫе — 7,80%. Ҫапла май тырӑ туянмалли кӑҫалхи хаксем ял хуҫалӑхӗсемшӗн пӗлтӗрхинчен самай пӗчӗк пулнине палӑртма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейри анлӑ сарӑлнӑ банксенчен пӗри нумаях пулмасть «Амур тигрӗ» тӳлев картти кӑларма тытӑннӑ. Ку проекта кредит учрежденийӗ «Амур тигрӗ» центр» автономлӑ коммерцилле мар организаципе пӗрле йӗркеленӗ. Вӑл карттӑпа тӳлесен банк суммӑн 0,7 процентне ҫак пысӑк кушаксене хӳтӗлеме уйӑрӗ. Вӑл чӗрчунсем, аса илтеретпӗр, кӗҫ-вӗҫ ҫухалма пултарас хӑрушлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Карттӑна халӑхра анлӑ сарас тесе банк ҫулталӑк хушши ӑна тӳлевсӗр тытса тӑма шантарать, хитре дизайнпа илӗртет, ун урлӑ карас телефонӗшӗн, Тӗнче тетелне тухнишӗн, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхшӑн тата ытти тӑкакшӑн татӑлма пулать. Карттӑсене Visa Classic е MasterCard Standard категориллӗ кӑларттарма май туса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |