Культура
Элкере халалланӑ электронлӑ куравӑн пӗр пайӗ Ыран И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн историпе филологи факультетӗнче «Поэт, ҫыравҫӑ, гражданин…» 13 сехет те 30 минутра электронлӑ документаци куравӗ уҫӑлать. Ӑна республикӑн Патшалӑх истори архивӗн ӗҫченӗсем Ҫемен Элкер поэт ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа хатӗрленӗ. Виртуаллӑ курав Элкерӗн фондӗнчи хутсем тӑрӑх хатӗрленӗскер теҫҫӗ. Виҫӗ пайран тӑракан курава тематикине тата хронологие кура уйӑрнӑ иккен. Унта, сӑмахран, вӑл хушмата улӑштарни, Ленин орденне твиӗҫни, РСФСР Верховнӑй Совечӗн виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш созывӗнче депутат пулни таранах каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ уҫӑлнӑ. Кӑҫалхипе вӑл 18-мӗш хут иртет. Культура пурнӑҫӗнчи паллӑ пулӑмсенчен пӗри азербайджан композиторӗ Фикрет Амиров кӗвӗленӗ «Тысяча и одна ночь» балетпа уҫӑлнӑ. Хайлава чӑваш сцени ҫинче Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ, пӑр ҫинчи тата эстрадӑри чылай шоу авторӗ Давид Авдыш лартнӑ. Дирижер пульчӗ умне Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ольга Нестерова тӑнӑ. Вокалти эпизодсене Любовь Казанцева хормейстер ертсе пынӑ. Балетӑн тӗп партийӗсенче Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Айдар Хисамутдинов, Андрей Субботин, Анна Серегина, Марианна Чемалина, Анастасия Абрамова, Дмитрий Поляков, Булат Гатин, Ольга Сапаркина тата ыттисем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Дипломли — Геннадий Шатохин ваккат Нумаях пулмасть Мускавра Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи Усламҫӑсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй институчӗпе тачӑ ҫыхӑну тытакан экспертсен ҫӗршыври пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ. Унта «халӑх ырлӑхӗшӗн» тӑрӑшакан ваккатсемпе юристсем пухӑннӑ. Халӑх ырлӑхӗшӗн тени тӳлевсӗр тенине пӗлтерет ӗнтӗ. Тав сӑмахӗлле тӑрӑшакансен ӗҫне усламҫӑсен ҫӗршыври тӗп хӳтӗлевҫи Борис Титов пысӑка хурса хакланӑ иккен. Тӳлевсӗр пулӑшу кӳрекенсен ӗҫне йӗркелеме ҫӗршыв шайӗнче ятарлӑ саккун пулсан лайӑххине те палӑртса хӑварнӑ иккен хайхи. Ҫапла тусан пӗрлехи стандартсене палӑртма май килмелле. Форумра ҫӗршыври 25 эксперта дипломсемпе чысланӑ. Ҫав йыша Чӑваш Енри ваккат Геннадий Шатохин та лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров (сылтӑмри) ӗҫе хӑй пахалать Кун пирки Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн сайчӗ пӗлтерет. Ҫаплах пуль ҫав ӗнтӗ — ҫӳп-ҫап пуҫтарассине те ҫавӑн пек шайри пуҫлӑхсем пӑхса-тӗрӗслесе тӑмасӑр май килмест-тӗр ӗнтӗ… «Района хӑтлӑх кӳрессипе ӗҫсем епле пынине тӗрӗслесе тӑрассине район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров хӑй ҫине илнӗ», — тесе ҫырнӑ хыпарта. Хӗрлӗ Чутайсем халӗ Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитнине тасалӑхра кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ иккен. Вӑрҫӑра вилнӗ салтак палӑкӗсене йӗркене кӗртессипе уйрӑмах ҫине тӑрасшӑн-мӗн. Паян вара район администрацийӗнче ӗҫлекенсем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи техникӑна палӑк евӗр лартса хунӑ вырӑна тирпейленӗ. Ун ҫывӑхӗнчен иртсе каякан тротуара та вӗсем йӗркене кӗртнӗ. Кунсӑр пуҫне Хӗрлӗ Чутай патӗнчи ҫул айккине ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Элӗк районӗнче Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн наци культурин «Туслӑх ҫулӑмӗ» фестивальне ҫулсерен йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл пушӑн 24-мӗшӗнчен пуҫласа акан 12-мӗшӗччен пынӑ. Фестивале 12 шкулти 22 ача хутшӑннӑ. Фестиваль программипе килӗшӳллӗн чӑваш чӗлхипе, литературипе вӑйӑ-конкурс иртнӗ. Кашниех 5 номинацие парӑнтарнӑ: «Чӗлхе — халӑх мулӗ», «Чӑваш Республикин паллӑ вырӑнӗсемпе паллӑ ҫыннисем», «Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ», «Илемлӗх тӗнчи», «Пирӗн пуянлӑх». «Ҫӑлтӑрчӑк». 1-мӗш вырӑна Чӑваш Сурӑм шкулӗнчи 7-мӗш класра вӗренекен Ольга Егорова тухнӑ, 2-мӗшӗнче — Мӑн Вылӑ шкулӗнчи 8-мӗш класра ӑс пухакан София Иванова тата Тавӑтри шкул вӗренекенӗ Елена Ярхуткина, 3-мӗшӗнче — Юнтапари шкулта вӗренекен Анастасия Максимова тата Ураскилт шкулӗнчи Анна Петрова. «Шевле» ӳнер конкурсӗнче ҫаксем мала тухнӑ: Элӗк шкулӗнчи Ирина Свисткова (1-мӗш вырӑн), Юнтапа шкулӗнчи Анжела Ильина тата Элӗк шкулӗнчи Наталья Волкова (2-меш вырӑн), Юнтапа шкулӗнчи Екатерина Степанова (3-мӗш вырӑн). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
«Прессӑн ылтӑн фончӗ» медаль Нумаях пулмасть Мускавра Раҫҫейри массӑлла информаци хатӗрӗсен «Раҫҫейри пахалӑхлӑ пресса тата унӑн аталанӑвӗ» ӗҫлӗ форум иртнӗ. Унтах «Прессӑн ылтӑн фончӗ — 2014» палла тивӗҫнӗ пичет кӑларӑмӗсене чысланӑ. Ҫак палла тата свидетельствӑна форум йӗркелӳҫисен аллинчен «Советская Чувашия» редакторӗ Владимир Васильев, «Грани» хаҫат редакторӗ Наталья Колыванова, «Ял пурнӑҫӗ» Красноармейски район хаҫачӗн редакторӗ Иван Прокопьев илнӗ. Пӗтӗмпе Чӑваш Енри 10 пичет кӑларӑмӗ «Прессӑн ылтӑн фончӗ — 2014» палла тивӗҫнӗ. Ҫӳлерех асӑннисемсӗр пуҫне ҫак йыша «Республика», «Ҫӗнтерӳ ялавӗ» (Муркаш районӗ), «Ӗҫ ялавӗ» (Етӗрне районӗ), «Тӑван ен» (Шупашкар районӗ), «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» (Вӑрнар районӗ), «Пенсионер Чувашии» хаҫатсем, «Моя империя» журнал кӗнӗ. «Прессӑн ылтӑн фондне» 2005 ҫулта «ПРЕССА» профессионал куравӗн йӗркелӳ комитечӗ пуҫарнӑ. 2010 ҫултанпа проекта «Журналист» издательство ҫурчӗ пурнӑҫлать. Ҫак конкурс ҫӗнтерӳҫисем хаҫат логотипӗпе юнашар «Прессӑн ылтӑн фончӗн» медальне 1 ҫул вырнаҫтарма тивӗҫеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Чӗрӗ сӑмах» ревю саманчӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Чӑваш чӗлхин эрнипе килӗшӳллӗн республикӑри район-хулара наци постановкисене лартать. Нумаях пулмасть Иосиф Трерӑн «Чӗрӗ сӑмах» ревю Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнче тата республикӑри Элӗк районӗнче пулнӑ. Постановкӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне илмешкӗн тӑратнӑ. Спектакле курнӑ хыҫҫӑн Иосиф Дмитриев режиссер, театр артисчӗсем, Чӑваш Республикинчи аслӑ шкулсен преподавателӗсем районти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе тӗл пулнӑ, вӗренӳ, ҫамрӑксемпе ачасем хушшинче чӗлхене сарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Учительсем каланӑ тӑрӑх, наци спектаклӗсене кӑтартни лайӑх витӗм кӳрет. «Чӗрӗ сӑмах» постановкӑна вӗсем хӑйне евӗр вӗренӳ пособийӗ тесе палӑртнӑ. Унӑн чӗлхи ҫӑмӑл, вӑл чӑваш халӑхӗн историйӗпе паллаштарать. Спектакль — чӑваш поэзийӗн сӑнӗ. Кунта Ҫеҫпӗл Мишшин, Геннадий Айхин, Петӗр Хусанкайӑн, Митта Ваҫлейӗн сӑввисем янӑраҫҫӗ. Авторсен хайлавӗсенче чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗрки, савӑнӑҫӗпе хуйхи сӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш чӗлхи кунне Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кун палӑртасси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкасси ялӗнчи «Теремок» ача пахине ҫӳрекен шӑпарлансем уява ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче паллӑ тунӑ. Ҫак мероприяти пӗчӗкскерсене воспитани парас ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнать, наци культурине, халӑхне, чӗлхине юратма, хисеплеме вӗрентет. Ача пахчин воспитателӗсем ачасене чӑваш халӑхӗн культурипе, йӑл-йӗркипе паллаштарнӑ. Уявра чӑваш юрри-ташши янӑранӑ. Пӗчӗкскерсем чӑваш ташшисене ташланӑ, халӑх вӑййисене вылянӑ. Мероприятире пурте чӑваш тумӗпе пулнӑ. Кашнин валли саккаспа ҫӗлеттернӗ. Пӗчӗкскерсем (ара, ку тума кашни кун тӑхӑнмастӑн-ҫке) хӑйсене тӗкӗр витӗр юратса сӑнанӑ. Ача пахчин ӗҫченӗсем ҫак мероприяти ачасене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен тата пуянлатасса, шӑпарлансем чӑваш чӗлхипе, культурипе кӑсӑкланма тытӑнасса шанаҫҫӗ. Сӑнсем (11) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Пневматика пӑшалӗнчен сиенленнӗ урапа (nn74.ru сайтри сӑн) Юлашки икӗ уйӑхра Шупашкарта транспорта пневматика пӑшалӗнчен пени пирки ҫырса кӑтартнӑччӗ. Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пӑшалтан балкон ҫинчен персе темиҫе машинӑна сиенлетнӗ ҫынна тытса чарнӑ. Преступлени тунӑ вӑхӑтра ӑна тӳрех тупса палӑртма май килмен. Йӗрке хуралҫисем ҫамрӑкскере ака уйӑхӗнче, нумаях пулмасть, тытса чарнӑ. Вӑл — 19 ҫулта, Шупашкарта пурӑнать. Вӑл пневматика пӑшалне тата пульӑсене ҫав кун умӗн Ленин Комсомолӗн урамӗнчи суту-илӳ центрӗнче туяннӑ-мӗн. Хайхискер «тавара» тӗрӗслесе пахма шухӑшланӑ. Пӗр хӗр патне хӑнана пынӑ, балкон ҫине тухнӑ та ҫурт умӗнче ларакан темиҫе машинӑна пенӗ. 19 ҫулти каччӑ тӑватӑ машинӑна сиенлетнӗ. Пӗтӗмпе вӑл 80 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Халӗ ун телӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Каччӑ хӑйӗн айӑпне йышӑнман, ҫӳп-ҫап контейнерӗсене пенине ҫеҫ ҫирӗплетет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗччен Раҫҫейре Экологи харушсӑрлӑхӗнчен хӳтӗленмелли кунсем иртеҫҫӗ. Ҫак акципе килӗшӳллӗн Чӑваш Енри тӳре-шара «Селфи ҫӳп-ҫапа хирӗҫ» акци пуҫарнӑ. Тӳре-шара ҫак мероприятие чылай ҫын хутшанасса шанать. Ара, сӑн ӳкрӗнме кӑмӑллакан нумай-ҫке. Акцие хутшӑнмашкӑн вара йывӑр мар. Хӑвна кӗсье телефонӗ е фотоаппарат ҫине ҫӳп-ҫап купи патӗнче ӳкермелле. Сӑнӳкерчӗке ЧР Ҫутҫанталӑк министерствинче кӑтартнӑ e-mail ҫине ямалла. Ҫырура телефон номерне, сӑна ӑҫта ӳкернине палӑртмалла. Акци йӗркелӳҫисем каланӑ тӑрӑх, чи хастаррисем «Сӑрҫи» заповедникӑн ҫутҫанталӑк музейне экскурсие кайса курӗҫ. Сӑмах май, селфи — хӑвна хӑв фотоаппарат е кӗсье телефонӗ ҫине сӑн ӳкерни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |